Ӗнер Канашра Культура ҫулталӑкне халалласа ача-пӑчан республика шайӗнчи харӑсах пилӗк фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. «Ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗнче» ятпа чӑваш тӗррин конкурсне йӗркеленӗ, «Пӗчӗк ҫеҫ путене» фольклор ушкӑнӗсене пухнӑ, хореографи ушкӑнӗсем «Салам, Тӗнче» ятлине пуҫтарӑннӑ, художество ӳнерӗ енӗпе ӑмӑртакансем «Черчен чечексене» пырса ҫитнӗ, юрӑ ӑстисем — «Уҫӑ саслӑ ачалӑха».
Асӑннӑ мероприятисене культура ҫурчӗсенчи, вӑтам пӗлӳ паракан тата тата ӳнер шкулӗсенчи ачасем пухӑннӑ. Канаш районӗсем те айккинче юлман. Унти Сиккассинчи, Энтрияльӗнчи, Шелттӗмри, Янкӑлчри, Аччари, Ҫеҫпӗлти, Вӑрӑмпуҫри тата ял тӑрӑхӗсенчи, районти Культура ҫуртӗнчи ушкӑнсем хутшӑннӑ.
Фестивале йӗркелекенсем ачасем хушшинче тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратма тата сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.05 00:10 | |
Канашра Культура çулталăкне халалласа ача-пăчан республика шайĕнчи харăсах пилĕк фестиваль-конкурсĕ ют чĕлхепе иртнĕ пулĕ. |