![]() Алена Ядицева Тин ҫеҫ темелле, чӳкӗн 22-мӗшпе 25-мӗшӗ хушшинче Мускавра «Тӑван чӗлхене, вӑл шутра вырӑс чӗлхине те, вӗрентекен учительсен пӗтӗм Раҫҫейри мастер-класс — 2010» иртнӗ. Унта Раҫҫейри 29 тӑрӑхри 35 вӗрентекен хутшӑннӑ. Вӑл кӑҫал 4-мӗш хут иртет ӗнтӗ — унта хутшӑнакансен хӑйсен ӗҫне тӗрлӗ енлӗ кӑтартма тивет — тӑван ен пирки те, шкул пирки те, ӗҫ пирки те кӑсӑклӑ каласа памалла. Тӑван чӗлхене ачасен ӑсне хывакансен хӑйсен урокне видеоролик евӗр кӑтартма та тивет. Мастер-класа вӗҫлесе вӗрентекенсен хӑйсен халӑх тумне кӑтартмалла пулнӑ. Пирӗн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем кашни ҫул ҫӗнтерӳҫӗ пулса килеҫҫӗ. Хальхинче те вырӑнсӑр таврӑнман — Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ядрицова Алёна Андреевна пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ун ӗҫне меслетлӗх тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗлӗхсем тупнӑшӑн пысӑк хак панӑ. Шупашкарти 59-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Абрамова Галина Васильевна иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ, «Создатель УМК» номинацире вара ӑна 1-мӗш вырӑнах панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Янӑш ялӗ. Админ сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Владимир Мустаев ҫак кунсенче Янӑш ял тӑрӑхӗнче пулнӑ — пӗлтерет «Тӑван Ен» хаҫат. «Прогресс» хуҫалӑхӑн ертӳҫипе Василий Яковлевпа вырӑнти выльӑх-чӗрлӗх комплексӗн пӗрремӗш тата иккӗмӗш площадкисенче пулса кунти ӗҫсемпе паллашнӑ. Хуҫалӑхра паян 5 пин пуҫ вырнаҫакан сысна фермине тата 450 пуҫ вырнаҫакан ӗне фермине ҫӗнетессипе ӗҫлеҫҫӗ. «Чурачӑк» («Чурачикское») АУО инвестор тӑрӑшнипе ҫывӑх вӑхӑтра объектсем хута каймалла. Газ кӗртмешкӗн проектпа смета документацийӗсене та хатӗрлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ шкул ачисем хушшинче олимпиадӑсемпе конкурссем ирттерет![]() Раштавӑн 16-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ йӗркеленнӗренпе 20 ҫул ҫитет. Ҫак датӑпа палӑртас тӗлӗшпе факультет шкул ачисен хушшинче олимпиадӑсемпе тӗрлӗ ӑмӑртрусем ирттерет: ● «Янра, чӑваш чӗлхи» сочинени ӑмӑртӑвӗ (8-9 классем, сочиненисене факультета раштавӑн 15-мӗшӗччен ярса памалла); ● «Чи лайӑх илемлӗ хайлав» — сӑвӑ, калав, эссе, тӗрленчӗк (8-9 классем, хайлавсене факультета раштавӑн 15-мӗшӗччен ярса памалла); ● Раштавӑн 16-мӗшӗнче — 10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче «Чӑваш чӗлхи тата литература» олимпиада (пуҫламӑшӗ 9 сехетре, 2-01 аудитори); ● Раштавӑн 16-мӗшӗнче — 10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче «Культура родного края» олимпиада (пуҫламӑшӗ 9 сехетре, 2-03 аудитори); ● Сӑвӑ вулакансен ӑмартӑвӗ — пуҫламӑш классем (раштавӑн 16-мӗшӗнче, пуҫламӑшӗ 9 сехетре); ● «Чӗлхе, литература, тӑван ен культури» олимпиада — 5-6 класра вӗренекенсем хушшинче (раштавӑн 16-мӗшӗнче 9 сехетре иртӗ)
Шкул ачисен ӗҫӗсене сумлӑ жюри членӗсем хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Раштавӑн 1-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче вырнаҫнӑ «Тӗрӗ тӗнчи» клубра ӑсталӑх занятийӗ пулать. Ӑна ҫӗвӗсемпе тата эрешсемпе пӗлсе те вырӑнлӑ усӑ курассине халалланӑ. Чӑваш тӗрринче йӑлана кӗнӗ эрешлӗхне, ӗҫ мелӗсемпе епле усӑ курнине тӗпчесе пӗлни питӗ кирлӗ. Хальхи тӗрӗ, унӑн мелӗсем, тӗрлӗ тӗслӗ ҫипсемпе усӑ курасси — ҫаксем пурте халӑхӑн ӗмӗрхи ӑсталӑхӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, авалхи тӗрӗн хитрелӗхне палӑртаҫҫӗ. Шӑп ҫак ыйтусене сӳтсе явма палӑртаҫҫӗ те «Тӗрӗ тӗнчи» клуба ҫӳрекен пулас маҫтӑрсем. Кашниех ҫак заняти валли ятарлӑ ӗҫ туса хатӗрлеме палӑртнӑ, хатӗр ӗҫсене клуба ҫӳрекенсем ертӳҫипе, Надежда Кузнецовӑпа, пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ. Вӗсем чӑваш тӗррин тӗшшине шӗкӗлчесшӗн. Клубӑн занятийӗ раштавӑн 1-мӗшӗнче 18:00 сехетре пуҫланать. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлесшӗн ҫунакансене пурне те ҫак адреспа кӗтетпӗр: Шупашкар хули, Октябрӗн 50 ҫуллӑх урамӗ, 3 ҫурт. Троллейбуссем: 2, 5, 6, 9, 16, 19. Маршрутлӑ таксисем: 45, 54, 55, 57. «Россия» хӑна ҫурчӗ» чарӑнура тухмалла. | ||
![]() Шупашкарти маршрутлӑ таксисем. Админ сӑнӳкерчӗкӗ Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Енри ҫул хакӗ кӑҫалхи 10 уйӑх хушшинче 5% кӑна ӳснӗ. Хулара — унтан та сахалтарах, 4,8% ҫеҫ. Ведомство пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх пирӗн республикӑри хаксем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ыттисенчен пысӑк мар. Хулара халӑх 10 тенкӗ тӳлет — мартшрутлӑ автобуссенче те, троллейбуссенче те, ахаль автобуссенче те хакӗ пӗрех. Танлаштарса пӑхсан ҫул хакӗ Пушкӑртстанра чи хакли — унта пӗр енне ҫитмешкӗн 15 тенкӗ тӳлеҫҫӗ (эп пурӑнакан Чулхулара пӗр вӑхӑт хӑш-пӗр маршрутлӑ таксисенче 20 тенкӗ тӳлени те асрах-ха /халӗ 14 тенкӗ/). Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх чи йӳнӗ хак Мӑкшӑ республикинче — халӑх 9 тенкӗ те 21 пус ҫеҫ тӳлет иккен (21 пусне епле тӳлени пирки пӗлтермеҫҫӗ-ха...). Ӗренпур облаҫӗнче электротранспортра (троллейбус) ярӑнма вара 8 тенкӗ ҫеҫ кирлӗ. Самар облаҫӗнче троллейбусра вара 14 тенкӗ таран кӑларса пама тивет. Чулхула облаҫӗнче нумай пулмасть электротранспортри тӳлеве ӳстерме шут тытнӑ — хальхи 11 тенкӗрен 12 тенке ҫити. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Олег Васильев Ҫамрӑк пулин те вӑл Красноармейски районӗнче, Чӑваш Енре чыс-хисеп ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ. Ун пирки виҫӗм ҫул Мускавра кӑларакан «Труд» (чӑв. «Ӗҫ») хаҫатра та ҫырса кӑтартнӑччӗ. Сӑмах кунта тулли мар яваплӑ «Таябинка» пӗрлешӳри (Красноармейскинче тӗпленнӗ) Олег Васильев механизатор пирки пырать. Олег Юрьевич нумай ҫул ӗнтӗ ҫуракипе вырмана хутшӑнать, ҫитӗнӳпе палӑрать. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. «Уй-хир карапӗн капитанӗ» хӑйне шанса панӑ (1218 КЗС) комбайнпа 7085 центнер тырӑ вырса ҫапса районти комбайнерсен ӑмӑртӑвӗнче мала тухрӗ. Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленность ӗҫченӗсен кунне халалланӑ уявра ӑна «Вырма-2010» хӗрлӗ хӑюпа, хаклӑ парнепе тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Тӗлпулура
Паян Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче паллӑ таврапӗлӳҫӗпе, вӗрентӳҫӗпе Виталий Петрович Станьялпа тӗлпулу иртрӗ. Сехет ҫурӑ хушшинче Виталий Петрович хӑй пирки кӑсӑкли нумай каласа пачӗ — ача чухне ирхи сывлӑм тӑрӑх ҫаруран чупса ҫӳрени пирки те, выҫлӑх ҫулне пӑрҫа ҫисе ирттерни пирки те. Ӑна итлеме чӑн та интереслӗ пулчӗ — шкул ачисем пӗр сас кӑлармасӑр итлесе ларчӗҫ. Ачасем ыйтусем памасӑр чӑтаймарӗҫ — Станьял хушма ят ӑҫтан тухни те, пӗрремӗш сӑвва хӑҫан ҫырни те, илемлӗ хайлав мӗнле ҫырма пуҫласси те вӗсене кӑсӑклантарчӗ. Станьял хушма ята Виталий Петрович студентсем сӗннипе илнӗ иккен. Пӗрремӗш сӑввине шкула пӗчӗклех ҫырнӑ пулнӑ — шкула илменни самай пӑшӑрхантарнӑ иккен, сӑвӑ ҫуралма сӑлтав панӑ. Сӑввине каласа памарӗ — 7 ҫулхи ачан вӑл ӑнӑҫлах тухман терӗ. Илемлӗ хайлава ҫырма пуҫламашкӑн Виталий Петрович малтах асра юлнӑ чи паллӑ саманта ҫырса кӑтартма сӗнчӗ. | ||
![]() Паян, чӳкӗн 27-мӗшӗнче, ЧНК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» кафере чӑваш халӑхӗн хастарӗсем чӳк ирттерчӗҫ. Укҫа-тенкӗпе «Сувар» фонд пулӑшрӗ. Нумайӑн пулмарӗҫ пулин те (малтанхи ҫулсенче чӳке 5-10 хут ытла ҫын пухӑнни пирки те каларӗҫ) чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗ, унӑн шӑпипе малашлӑхӗ пирки чылай калаҫрӗҫ. Хӑйсен хуйхи-суйхине те пӗлтерчӗҫ. Чӳклеме Виталий Станьял, Сарри Мишши, Тимӗр Тяпкин, Владимир Алмантай, Микуҫ Палтай, Арсентий Тарасов, Геннадий Тафаев хутшӑнчӗҫ. Геннадий Тафаевӑн унсӑр пуҫне паян ҫуралнӑ кунӗ те — ҫакна шута илсе «Сувар» фонд ӑна хӑйсен кӗмӗл паллине парнелерӗ.
| ||
![]() Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекен хӑтлавӗ (презентацийӗ) пулчӗ. Кӗнекене 2008-2009 ҫулсенче Chuvash.Org сайт урлӑ ирттернӗ литература ӑмӑртӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑннӑ шкул ачисемпе вӗрентекенсен хайлавӗсенчен калӑпланӑ. 2008 ҫулта фантастика конкурсӗ, 2009 ҫулта — «Халап хапха тӑрринче» юмахсен конкурсӗ иртнӗ. Ҫак конкурссене Николай Плотников Chuvash.Org сайтӑн тӗп администраторӗпе Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка шкулӗн директорӗ Владимир Андреев йӗркеленӗ. Николай Плотников конкурс ирттерме ҫӑмӑл марине, уйрӑмах кӗнеке кӑларма йывӑр пулнине палӑртрӗ. Анчах та ҫак ӗҫе хӑй кӑмӑлпа, юратса пурнӑҫланине пӗлтерчӗ. Конкурс вӑхӑтӗнче пухӑннӑ ӗҫсем хушшинче малти вырӑнсене йышӑннӑ хайлавсене кӗнекен халӑх патне ҫитерме хутшӑннӑ ытти ҫынсем те тухса сӑмах каларӗҫ. «Асамлӑх ҫулне» ӳкерчӗкӗсемпе илемлетме Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ шкулӗнчи «Ӑсталӑх кӗперӗ» кружока ҫӳрекен ачасене явӑҫтарнӑ сӑнарлӑ ӑсталӑх урокӗсене вӗрентекен, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Станислав Юхтар кӗнекене капӑрлатас ӗҫ мӗнлерех пулса пыни пирки кӗскен пӗлтерчӗ. | ||
![]() Эдисон Патмар ҫӗнӗ кӗнеке калӑпласа кӑларчӗ, тесе пӗлтерет Янкасҫӑсен пӗрлӗхӗ. Унӑн «Чӑвашла-вырӑсла халӑх сӑмах кӗнеки» (Иванпа Эдисон Патмарсен ҫырнисен пуххин 6-мӗш томӗ) 1 пин экземпляр тиражпа Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире кун ҫути курчӗ. Автор кӗнеке умсӑмахӗнче ҫак шухӑша палӑртать: «Чӑвашла вырӑсла халӑх сӑмах кӗнекине кӑларас шухӑш иртнӗ ӗмӗрти 90-мӗш ҫулсенчех ҫуралнӑччӗ. Тӗрлӗ тӑрӑхри чӑваш ялӗсенче пулнӑ май (эпӗ 646 чӑваш ялӗнче пулса куртӑм тет вӑл) хам пӗлмен тата ӑнланман диалект сӑмахӗсене самай тӗл пултӑм. Вӗсем кӗнекесенче пачах ҫук иккен. Кунсӑр пуҫне ку ӗҫре чӑваш ӑсчахӗсем кӑларнӑ сӑмахсарсемпе те анлӑн усӑ куртӑм». Кӗнеке умсӑмахӗнче автор вулавҫӑсене илемлӗ, кӑсӑклӑ тата пуян чӑваш чӗлхине вӗренме чӗнсе калать; вӑл, тӑрӑшса вӗренсен, йывӑр маррине ӗнентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |