Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар кинофестивалӗ кӑҫаллӑха хупӑнчӗ пулин те Чӑваш Енре ун ҫинчен калаҫусем лӑпланман-ха. Кинофестиваль уҫӑлнӑ ятпа пресс-конференцире Совет Союзӗн, Раҫҫей актёрӗ Александр Пятков пирен республикӑра кино ӳкересси ҫинчен пӗлтернӗ.
— Чӑваш Ене килсе курасси ӑшӑмра манӑн пысӑк хавхалану туйӑмне ҫуратрӗ. Вара Чӑваш республики кун-ҫулӗ ҫинчен ӑсталӑх-документлӑ фильм ӳкерме кӑмӑл турӑмӑр. Кино ятне вара «Чӑваш Ен вӑрттӑнлӑхӗсем» е «Пӗрле» ят парасшӑн. Кинона ӳкерме ҫӗртмен 11-мӗшӗнчен пуҫласшӑн, ӑна валли ятарлӑ ушкӑн та хатӗр. Ҫитес кунсенче Ҫӗрпӳ ярмӑрккине те ӳкерме ӗлкермелле. Кинора чӑвашсен паллӑ пулӑмӗсем ӳкеренӗҫ, кино тӑршшӗ пӗтӗмӗшле 52 минут пырӗ, — хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерет Александр Пятков.
Актёр палӑртнӑ тӑрӑх Чӑваш Енре кино ӳкерес тӗллевӗ укҫа-тенкӗ нумайрах илессинче мар, республикӑн илемлӗ тавралӑхне, халӑх кун-ҫулне, пӗлтерӗшле ӗҫ-пуҫсене кӑтартса панинче.
Ҫӗнӗ фильм тепӗр ҫулхи Шупашкар кинофестивалӗнчи конкурса хутшӑнӗ. «Кинора лартнӑ тӗллевӗмӗрсене пурнӑҫласан, тен, ҫитес кинофестивальте вӑл пӗрремӗш вырӑна та тивӗҫӗ», — хӑйӗн шанӑҫне пӗлтерет Пятков.
