Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Сӗнтӗрвӑрри районӗнче инкек: 16 ҫулхи хӗр Атӑлта путса вилнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 26.05.2013 09:20 | 1428 хут пӑхнӑ

Инкек вӑл яланах кӗтмен ҫӗртен, асӑрхаттармасӑр пырса килет. Инкек вӑл амантать те, сусӑрлать те ҫынсен пурнӑҫӗсене те илсе каять. Паян та ав Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пысӑк хуйхӑ.

«Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫ-кӳлем тӗлнелле Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Атӑлта ултӑ ҫамрӑк ларса килекен моторлӑ кимӗ ӑнсӑртран ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ҫакна пула унта ларакан кашниех шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пилӗкӗшӗ ҫӑлӑнма пултарнӑ, 16 ҫулхи хӗре вара хальлӗхе тупайман-ха», — пӗлтерет Чӑваш Енӗн СУ СКР пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшаканӗ Олег Дмитриев.

Руль умӗнче 27 ҫулхи хуҫи ларнӑ мӗн, анчах тахӑш хушӑра пассажирсенчен пӗри кимӗне тытса пыма шухӑш тытнӑ. Ларса пыракан ытти ҫынсем хушшипе каҫнӑ вӑхӑтра вӑл кимме ҫавӑрса ӳкернӗ пулать.

«Ҫыран леш енчен кимӗпе ишсе килнӗ чухне ҫур ҫулӗнче пӗри руль умне ларма ирӗк ыйтнӑ. Вара ыйтакан вырӑнтан тӑрсассӑн кимӗ пӗр енне тайӑнса кайнӑ, ҫапла вара 6 ҫамрӑк шыва кӗрсе ӳкнӗ. Виҫӗ каччӑпа икӗ хӗр ҫыран хӗрне ҫитме пултарнӑ — пӗрисем хӑйсемех, теприсене инҫех мар тӑракан инкекрен хӑтаракан ҫынсем шывран тухма пулӑшнӑ. 11-мӗш професси училищинче вӗренекен 16 ҫулхи хӗре вара шел пулин те ҫӑлайман», — пӗлтерет Дмитриев.

Асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа халӗ тӗреслев пырать. Тӗп ыйтусем: мӗншӗн кимӗре 4 ҫын вырӑннӗ (унта тӑваттӑн кӑна ларма пултарнӑ) улттӑн ларса пынӑ. Кимӗ хуҫи инкек вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулни пирки те сӑмах ҫӳрет. 16 ҫулхи хӗре ҫак самантра инкекрен хӑтаракансем юханшывра шыраҫҫӗ.

#Атӑл, #пӑтӑрмахсем, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем