Элӗк округӗнчи Питӗшкассинче пурӑнакан 74 ҫулти арҫынна виҫҫӗмӗш кун шыраҫҫӗ. Петр Егорович Васильев килтен утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Ӑна медпулӑшу кирлӗ.
Вӑл килтен мӗнле тухса кайни паллӑ мар. «Лиза Алерт» шыравҫисем водительсене тимлӗ сӑнама ыйтаҫҫӗ. Тен, видеорегистратор ҫине пӗччен утакан старик лекнӗ?
Мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52, Елена (Касатка) 89520203557, Наталия (Симба) 89196666680.
Чӑваш Енре чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата вӗсенче тӑрӑшакан пултаруллӑ ӗҫченсене палӑртма конкурс ирттернӗ. Кӑҫалхине 61 заявка пырса ҫитнӗ: 37-шӗ — муниципалитет культура учрежденийӗсенчен, 24-шӗ — муниципалитет учреждейӗсенче ӗҫлекенсенчен.
«Ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет музейӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» номинацие пӗрер заявка тӑратнипе ку енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртман.
Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗсенчен Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи, Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшьелти, Комсомольски районӗнчи Урмайри, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалти, Етӗрне районӗнчи Лапракассинчи, Тӑвай районӗнчи Мушарти культура ҫурчӗсене палӑртнӑ.
Чӑваш Енре чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата вӗсенче тӑрӑшакан пултаруллӑ ӗҫченсене палӑртма конкурс ирттернӗ. Кӑҫалхине 61 заявка пырса ҫитнӗ: 37-шӗ — муниципалитет культура учрежденийӗсенчен, 24-шӗ — муниципалитет учреждейӗсенче ӗҫлекенсенчен.
«Ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет музейӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» номинацие пӗрер заявка тӑратнипе ку енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртман.
Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗсенчен Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи, Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшьелти, Комсомольски районӗнчи Урмайри, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалти, Етӗрне районӗнчи Лапракассинчи, Тӑвай районӗнчи Мушарти культура ҫурчӗсене палӑртнӑ.
Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи вӑтам шкул администрацийӗ чӑваш чӗлхипе литературине сехетсене кӗскетмесӗр вӗрентеҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров авӑнӑн 14-мӗшӗнче унта ҫитсе курни тӑрӑх Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче хыпарлать. Шкулта ҫавӑн пекех Р.И. Казакова-Сэйт юрӑҫ пулнӑ.
Питӗшкассисем чӑваш чӗлхипе литературине кӗскетмесӗр вӗрентнипе пӗрлех 5, 6. 7-мӗш классенче «Тӑван ен культури» предмета ӑша хывтарма уйрӑм сехет уйӑрса панӑ.
Шкулта пулнӑ хӑнасем пуплев тасалӑхӗпе чӑвашлӑха аталантарс, илемлӗ вулава йӗркелес тата юрӑ-кӗвӗ пуянлӑхӗпе шкулта усӑ курас ыйтусене хускатнӑ.
Районти Акатуя ирттернӗ май элӗксем ял тӑрӑхӗсен хушшинче «Элӗк ҫӗрӗн ӑстисем» районти конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑннисен халӑх йӑли-йӗркине, пурнӑҫне сӑнлакан япаласен куравне хатӗрлеме тивнӗ. Темисене ҫапларах палӑртнӑ: «Ҫутҫанталӑк япалисенчен (ҫӳҫерен, хурӑн хуппинчен, улӑмран тата ыттинчен) ӑсталанӑ япаласем», «Тӗрлесси, тӗртесси, шӑрҫаран эрешлесси», «Милӗк ҫыхасси», «Асанне арчинчен», «Чӑвашсен туй йӑли-йӗрки (юррисем, йӑли-йӗрки, ҫи-пуҫӗ)», «Халӑх пуканисем», «Картинӑсемпе панносем», «Пыл хурчӗ тытасси», «Чӑваш халӑх ҫи-пуҫӗ», «Йывӑҫран касса эрешлесси» тата ытти.
Ял тӑрӑхӗсем курава тӑратнӑ япаласем хушшинче тӑван халӑхӑмӑрӑн ӗҫми-ҫими те пулнӑ, хуплу, шӑрттан,чӑкӑт, хуран кукли, ҫӳхӳ, шӳрпе, сӑра...
Гран-прие Ехремкасси ял тӑрӑхӗ ҫӗнсе илнӗ. Пӗрремӗш вырӑнсене Мӑн Вылӑ, Питӗшкасси, Ураскилт, Тенеяль ял тӑрӑхӗсем тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Йӑлкӑш, Крымсарайкӑ, Чӑваш Сурӑм, Юнтапа.
Элӗк районӗнчи Питӗшкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче вӑй хуракансем кашни эрнекун тавралӑха тирпей-илем кӗртме тухаҫҫӗ. Ара чӑн та, алла усса ларсан тасамарлӑх айне ним мар путӑн. Типтерлӗ те илемлӗ лаптӑксем вара куҫа та сӑвӑнтараҫҫӗ.
Ял администрацийӗнчи ӗҫченсен хастарлӑхӗ ытти ял халӑх ҫыннисене те витӗм кӳрет — ӗҫе кура вӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. «Тирпейлӗ ҫӗрте пурӑнма та аван», — пӗлтереҫҫӗ ӗҫчен ҫынсем.
Сӑнсем (7)
Хальхи вӑхӑтра автомобиль ҫулӗсене йӗркеллӗ тытасси, вӗсене лайӑх сыхласа хӑварасси — ҫӗршывшӑн кӑна мар, республикӑшӑн та тӗп тӗллев пулса тӑрать. Ҫавӑнпах ӗнтӗ Элӗк районӗнче те ҫул-йӗре вӑхӑтра юсасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Кӑҫал районти ялсем ҫывӑхӗпе пыракан вырӑнти ҫулсене юсама 4 455,6 пин тенкӗ уйӑрнӑ, кӑрлач-ҫурла уйӑхӗнче ҫав укҫаран автуҫулсене 2 388,2 пин тенкӗлӗх юсанӑ та ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра, районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр ӗҫӗсене Ехремкасси, Йӑлкӑш, Крымсарайкка, Питӗшкасси, Ураскилт, Чӑваш Сурӑм, Шӗмшеш, Юнтапа ял тӑрӑхӗсенче вӗҫленӗ. Элӗк, Мӑн Вылӑ, Тавӑт, Тени ял тӑрӑхӗсенче автомобиль ҫулӗсене юсасси малалла пырать.
Питӗшкасси ялӗ Элӗкрен 12 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пулин те культура енчен вӑл пӗрре те катӑк мар — кунта ача сачӗ, шкул, тӗслӗхлӗ вулавӑш пур. 200 ҫынна яхӑн пурӑнать пулин те халӑхӗ кунта сӑпайлӑ, ӗҫчен, ыр кӑмӑллӑ. Кӗнеке вулама юратать.
Вулавӑш пуян — тӗрлӗ енлӗ нумай кӗнеке кунта тупма пулать. Ҫӗнӗ кӗнекесене вара парнелесех тӑраҫҫӗ. Ак нумай пулмасть Элӗк районӗн депутатсен канашӗн депутачӗ Николай Петрович Якимов детективлӑ жанрпа ҫырнӑ 300 ытла кӗнеке илсе килсе панӑ. Вула та вула... Вулавӑш заведующийӗ сӑмахӗпе килӗшӳллӗн парнелекенсем тата та пур. Писӗп ялта пурӑнакан Алексеева Любовь Витальевнӑ та 50 тӗрлӗ чӑвашла тата вырӑсла кӗнеке килсе панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |