Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Орфографи словарьне кӑларас ӗҫе чарса лартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.05.2014 10:11 | 1996 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Орфографи словарӗн (2002) хуплашки
Орфографи словарӗн (2002) хуплашки

Чӑннипе пушшех чарман-ха. Тахҫантанпах сутӑнса пӗтнӗ кӗнекене кӑлараҫҫех, анчах халех мар. Орфографи словарне кӑларассине 2015 ҫула куҫарнӑ иккен. Кун пирки Чӑваш чӗлхе комиссийӗн ларӑвӗнче Юрий Виноградов хӑй пӗлтерчӗ.

Ку йышӑну орфографи ыйтӑвӗсем тавра пуҫарӑннӑ тавлашу пирки тухнӑ пулать. Кӑҫалпа ҫитес ҫул ҫак ыйтупа ҫавра сӗтелпе ӑслӑлӑх конференцийӗ иртмелле — вӗсем тавлашуллӑ вырӑнсене уҫӑмлатса парасса кӗтеҫҫӗ.

Асаилтеретпӗр, нарӑс уйӑхӗнче орфографи словарьне ҫӗнӗрен пичетлесе кӑларасси пирки хыпар пулнӑччӗ. 2002 ҫулта харӑсах икӗ орфографи словарӗ пичетрен тухнӑ — пӗрине А.А. Алексеев пухса хатӗрленӗ, теприне — Юрий Виноградов арӑмӗпе пӗрле (вӑл шкул ачисем валли шутланать пулас). Иккӗмӗшне пичетлесшӗн те ӗнтӗ.

#чӑваш чӗлхи, #орфографи, #кӗнекесем

 

Комментари:

Agabazar // 2598.67.4505
2014.05.21 13:18
Agabazar

Ним тума та кирлĕ мар япала

Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.21 13:47
Чи малтан "словарь" сăмаха ют чĕлхепе çырма пăрахмалла. Атту Турă панă илемлĕ те сăпайлă чĕлхене тăмсайсем (Леонтьев, Фёдоров, Андреев пеккисем) пĕтерсе лартрĕç.
Agabazar // 3377.1.1915
2014.05.21 19:00
Agabazar
Микулай, эсир хăвăр тăмсай! Çакă витĕр курăнса тăрать!
Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.21 20:18
Ăçтан эсĕ эпĕ тăмсай пирки пулнине пĕлетĕн? Эсĕ çав чăваш чĕлхине пĕтерекенсен тăванĕ пулатăн-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем