Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗ ҫумӗнче Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗн (хула шутне кӗрет) гараж кооперативӗ пур. Ялпа гаражсем хушшинче вара Петёк ҫырми ятлӑ тарӑн ҫырма вырнаҫнӑ. Хулапа Шупашкар районӗн чикки шӑп та лӑп ҫав ҫырма варрипе иртет — гаражсем енчи Шупашкарӑн шутланать, тепӗр енчи — ялӑн.
Ялти халӑх тарӑн ҫырмана ҫуп-ҫап пӑрахасси — тахҫанхи йӑла. Ку вӗсен шухӑшӗпе пӗрре ҫырмана ҫурасран сыхлать, тепре ӑна тултарать. Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр ялӑн ҫырминче ҫӳп-ҫап купине асӑрхамасан тӗрӗнмелли кӑна юлать. Анчах хальхи вӑхӑтра йӑла каяшӗ самай нумайланса кайнӑран унашкал купасем ял сӑнне пӗрре те илем кӳмеҫҫӗ (хӑш-пӗр ялта эп вӗсене урам варринчех асӑрхаса), ҫавӑнпах ӗнтӗ пуҫлӑхсем вӗсене ҫӗрпе хуплаттараҫҫӗ, ял халӑхне ҫӳп-ҫап контейнерӗсемпе усӑ курма вӗрентеҫҫӗ.
Хайхи Лапсар ялӗ ҫумӗнчи Петёк ҫырми те ҫӳп-ҫап пӑрахмалли вырӑн пулса тӑнӑ. Ӗлӗкех вӑл самай тарӑн пулнӑ теҫҫӗ. Петёксем ял хӗррине куҫса лариччен ячӗ те урӑхла пулнӑ — Чӑркаш ҫырми (ун урлӑ ҫуммӑн вырнаҫнӑ Чӑркаш ялне каҫнӑ). 1980-мӗш ҫулсенче ял хӗрринче гаражсем ӳсме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗ пысӑкланса пынӑ май вӗсен шучӗ те нумайланнӑ. Малтан хӑй тӗллӗн лартнӑскерсем пулнӑ, каярах гараж кооперативне йӗркелеме тытӑннӑ (сӑмах май вӗҫне ҫити хучӗсене йӗркелесе ҫитереймен пулас). Ҫапла май ҫак гараж кооперативӗ хула чиккине кӗнӗ, унпа пӗрле вара — Петёк ҫырмин пӗр пайӗ те. Сӑмах май, хула Петёк ҫырминчен хӑтӑласшӑн иккен, хӑй вӑхӑтӗнче ӑна йӑнашпа кӗртнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Паллӑ ӗнтӗ, гараж таврашӗнчен ҫӳп-ҫап тухмасӑр пултараймасть. Малтан хваттерти кирлӗ мар япала гаража куҫать, унтан вара — ҫырманалла. Вӑт хайхи юлашки ҫулсенче Петёк ҫырми ҫӳп-ҫаппа тулса ларнӑ та. Илемсӗр вырӑн пушар тухас енӗпе те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать — хӑвӑрт хыпса илме пултаракан япаласем сахал мар пӑрахнӑран пушарпа кӗрешекенсем пӗрре мар кунта ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫавӑншӑнах пуль ӗнтӗ Лапсар ял тӑрӑхне 200 пин тенкӗлӗх штрафланӑ Пӗр япала ҫеҫ япӑх — хула ҫыннисемшӗн ял ҫыннисем айӑплӑ пулса пек пулса тухнӑ.
Ҫак кунсенче ял тӑрӑхӗ ҫак ҫуп-ҫап купине ҫӗрпе хуплас шухӑшлӑ. Ун хыҫҫӑн йӗри-тавра карта та тытасшӑн. Анчах вӑл картан уссине ытлашшиех ӗненсех каймаҫҫӗ — кирлӗ мар япалана пӑрахма килекеннине ятарлӑ контейнер ҫук пулсан вӑл тытса чараймастех ӗнтӗ. Контейнер пирки сӑмах хушас пулсан ял ҫыннисем валли вӗсене лартӗҫ. Ҫӗнӗ Лапсар посёлокне каяш пуҫтарма килекен машинсемех яла кӗрсе тухӗҫ. Контейнерти ҫӳп-ҫапа пуҫтарса кайнӑшӑн укҫине ял халӑхӗ хӑйех тӳлеме пулчӗ — кун пирки нумай пулмасть иртнӗ пухура калаҫса татӑлчӗҫ.
Илемлӗ вырӑнта пурӑнма кӑмӑллӑ пулни ял халӑхӗ кӑна мар, посёлокра пурӑнакан хула ҫыннисем те ӑнланасса шанас килет.
Сӑнсем (17, Николай Плотников тунӑ)