![]() Шупашкарӑн хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ кунсенче «Шупашкар хулинчи лифтсене ҫӗнӗтесси, улӑштарасси» ҫӗнӗ муниципаллӑ адреслӑ программа йышӑннӑ пулнӑ. Асӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн кӑҫал 9 чарӑнура 37 лифта тата 12 чарӑнура 2 лифта улӑштарма палӑртнӑ имӗш. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ку ӗҫ-пуҫ валли 46,7 миллион тенкӗ уйӑрмалла. 35 миллион тенкӗ хула бюджетӗнчен уйӑрма планланӑ, ыттине вара — 11,7 миллион тенке — нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакан кил хуҫисенчен пуҫтарма палӑртнӑ. Лифтсене улӑштаракан организацине паянхи кун тупман-ха, ку ыйтӑва администраци ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарать. Йышӑннӑ планпа килӗшӳллӗн лифтсене ҫак адрессемпе юсама палӑртнӑ: • Афанасьев урамӗ, 9; • Хевеш урамӗ, 11/2; • 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗ, 15; • Ленинла комсомол урамӗ, 32; • Ленинла комсомол урамӗ, 46; • Ҫӗрпӳ урамӗ, 5; • Трактор тӑвакансен проспекчӗ, 7; • М. Павлов урамӗ, 24; • Гузовский урамӗ, 23; • Эгер бульварӗ, 18, 28, 30 блок А. Пӗлме: пӗтӗмпе Шупашкарта нумай хватерлӗ ҫуртсенче 2 667 лифт ӗҫлет. Вӗсенчен 638 лифт — 25 ҫул, 300 лифт — 25-30 ҫул, 217 лифт — 30 ҫултан пуҫласа 34 ҫул тата 34 ҫул яхӑн — 121 лифт ҫынсене турттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫей кунӗ самаях савӑнӑҫлӑ, тулли кӑмӑлпа иртрӗ. Уяв кӑсӑклӑ концертсемпе, тӗрлӗрен куравсемпе, велочупупа, самай шӑрӑх та хӗвеллӗ кунпа ҫынсен асӗнче юлчӗ. Раҫҫей кунне 14-ҫулхи шӑпӑрлансемшӗн те пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Шӑп ҫак кун Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов хулари 14-ҫулхи ачасене пӗрремӗш пысӑк пӗлтерӗшлӗ документа — паспорта — алла тыттарнӑ. Паспортпа хуҫаланнӑ ачасем хӑйсене офицаллӑ Раҫҫей гражданӗ теме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нарӑс уйӑхӗнче «Наци суйланӑ Раҫҫей хули» ятпа Тӗнче тетелӗнче суйлав-ӑмӑрту тапраннӑ пулнӑ. Суйлав тӗллевӗ Раҫҫейре чи иллӗртӳллӗ тепаллӑ хула ятне пӗлесси. Конкурс пуҫланнӑранпах ҫынсем Шупашкар хулишӗн сасӑлама тытӑннӑ. Паянхи кун республика тӗп хули малти вырӑнсенче пырать, уншӑн 86 646 ҫын сасӑланӑ. Иккӗмӗш вырӑнта Красноярск хули. Асӑннӑ хулапа Шупашкар хулине 20 869 сасӑ уйӑрса тӑрать. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — Майкоп хули, уншӑн 61 128 ҫын сасӑланӑ. Суйлав пӗтӗмлетӗвӗ раштавӑн 30-мӗшӗнче кӑна паллӑ пулӗ, ҫавӑнпа та паянхи кӑтарту вӑл вӑхӑтлӑха ҫеҫ теме пулать. Шупашкар хулишӗн «Наци суйланӑ Раҫҫей хули» (выр. «Город России — национальный выбор») сайта кӗрсе сасӑлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 13:00 сехетре Ҫӗмӗрле хулинче Мопра урамӗнчи нумай хватерлӗ йывӑҫ кил-ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче пушар сиксе тухнӑ пулнӑ. Вут-ҫулӑм кӳршӗри 4 хваттерне шырлӑх кӳнӗ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн пӗр пӳлӗмре 25-ҫулхи ҫамрӑк каччӑн виллине асӑрханӑ пулнӑ. Тата тепӗр 62 ҫулхи арҫынна пульницӑна леҫнӗ пулнӑ. Асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев ӗҫне ирттерме палӑртнӑ. Следстви шухӑшӗпе сиксе тухнӑ пушар сӑлтавӗ — электроприборсемпе тивӗҫлипе усӑ курманнинче е вут-ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулманнинче. Следстви ӗҫ-пуҫа туллин тӗпчесе пӗтӗрне хыҫҫӑн процесуаллӑ килӗшӳ йышӑнма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑвашӑн авалхи йӑли-йӗркисене сума суса ҫулсерен пирӗн республикӑра ҫынсем ҫурхи аки-сухи ӗҫӗсем вӗҫленине палӑртакан уява — Акатуя — пуҫтарӑнаҫҫӗ. Паян, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Етӗрне районӗн ҫыннисем те Пионерсен хирне пухӑнса уява чаплӑн ирттерчӗҫ. Етӗрнери алӗҫ ӑстисем 10 сехетренпех хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма лавккасем уҫса куравсем ирттернӗ, суту-илӳ ӗҫне тытса пынӑ. Ял тӑрӑхӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне ятарлӑ картишсенче сӑнласа кӑтартасси йӗркене кӗчӗ ӗнтӗ — Етӗрне районӗн уявӗ те вӗсемсӗр иртмерӗ. Ял хуҫалӑх ӗҫӗнче хӑйсене чи хастаррӑн кӑтартнисене ятарлӑ хутсемпе тата парнесемпе чыслани пирки те калас пулать. Акатуя пухӑннӑ ҫынсем валли юрӑҫсем ятарлӑ концерт хатӗрленӗ пулнӑ. Вӑл вӗсен кӑмӑлне самаях ҫӗклерӗ, уйрӑмах ача-пӑчасен пултарулӑхӗ. Уяв ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ватти-вӗтти те Акатуйра тивӗҫлипех канма, савӑнпа, уява килленме пултарнӑ. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Николаев Анатолий Раҫҫей шайӗнче ҫамрӑксем хушшинче хими предмечӗпе иртекен чемпионатӑн пӗтӗмлетӗвӗсене палӑртнӑ. Ҫӗмӗрле хулари 2-мӗш шкул вӗренекенӗсем асӑннӑ ӑмӑртура хӑйсене самай тивӗҫле кӑтартма пултарнӑ. I степеньлӗ федераллӑ ҫӗнтерӳҫӗ дипломне асӑннӑ шкулӑн 9 класс вӗренекенӗ Николаев Анатолий ҫӗнсе илнӗ пулнӑ. Регионсем хушшинчи ҫӗнтерӳҫӗ дипломне Шадрина Анна (I степеньлӗ диплом) тата Фролова Анна (II степеньлӗ) тивӗҫнӗ. Районта вара чи лайӑх кӑтартӑва 10 класс вӗренекенӗн Мартынова Мариян пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енӗн Министрсен кабинечӗ «Ача-пӑчаллӑ граждансене пособисемпе тивӗҫтересси» саккуна ҫӗнӗ хут пӑхса тухнӑ пулнӑ. Чирлӗ, хавшак сывлӑхлӑ ача-пӑчасене усрава илекенсен йышне ӳстерес тӗллевсемпе утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен опекунсемпе ачана усрава илнӗ ашшӗ-амӑшсене пособи укҫине 10% хӑпартма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне тата ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх пособийӗн индекс-дефляторне ӳстерӗҫ, вӑл 5,5% пулӗ. Асӑннӑ тӗллев валли республика бюджетӗнчен 8 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шкулпа техникумсенчен вӗренсе тухакансем хӑйсен пурнӑҫӗнчи чи йывӑр тапхӑрне пӗчӗккӗн ак вӗҫлеме те тытӑнчӗҫ. Ӗнер, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче, пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ ҫамрӑксем суйланӑ юлашки предметсемпе — литературӑпа тата географипе — иртрӗ. Литература экзаменне тытма кӑмӑл тӑвакансен шучӗ республикӑра 637 ача, вӗсем 235 минут хушши экзаменра предмет пӗлӗвне ҫутатса пама тӑрӑшнӑ. 494 ҫамрӑк вара географи предметне суйласа илнӗ, 180 минут хушши хӑйсен пӗлӗвне кӑтартнӑ. «Экзамена тытрӑм» теме пултаракансен географи предмечӗпе экзамена 37 баллран кая мар, литературӑпа 32 баллран ҫӳллӗрех ҫырма тӑрӑшмалла пулнӑ. Мӗнлерех тытнине 12 кун кӗтме тивет ҫав — ҫӗртмен 25-мӗшӗн кунӗ тӗлне ҫеҫ паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн кашни виҫҫӗмӗш вырсарникун Ҫемӗрле районӗн медикӗсем хӑйсен професси уявӗ ячӗпе салам сӑмахӗсене илтеҫҫӗ. Пурнӑҫра пысӑк пӗлтерӗшлӗ профессинче чи хастаррисене ведомство — парнесемпе, хулапа район — хисеп хучӗсемпе, хулапа район администрациӗсем — хавхалану хучӗпе чыславнӑ. Унсӑр пуҫне Ҫӗмӗрле хулинчи тӗп медецина центрӗн грамотипе, хавхалану хучӗсемпе сахал мар ҫнна чысланӑ, укҫа-тенкӗпе те хавхалантарнӑ. «Сывлӑхлӑ пулӑр!» — медиксене саламланӑ май Ҫемӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ С.Н. Новичков хӑй калаҫӑвне ҫак сӑмахсемпе вӗҫленӗ. Вӑл пульница ӗҫченӗсене чунтан-чӗререн уяв ячӗпе саламланӑ, малашне те ӗҫ ҫапла ӑнӑҫлӑ пырасса шаннӑ. Унсӑр пуҫне тата тухтӑрсемпе медаппасене уявпа саламлама хулари депутатсен канашлӑвӗн депутачӗ Л.М. Егорова, Ҫемӗрле районӗн администраци пуҫлӑхӗ Л.Г. Рафинов тата ыттисемпе те килсе ҫитнӗ. Шур халатлӑ ҫынсене юрӑ-ташӑпа вара Ҫӗмӗрлери ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паянхи пурнӑҫ лару-тӑрӑвне ӑнланса та пӗтереес ҫук... Мӗнле ҫулпалла кустарать пурнӑҫ кустӑрми? Ку ыйту чӑнахах та пуҫа хыҫтарать. Те этемен чун хавалӗ улшӑнать, те самана сывлӑшӗ халӗ урӑхларах. Кӑна тӳрех ӑнланса пӗтереес ҫук. Ват кинемейсен вара сак ҫинче ларса «Эээх, вунӑ-ҫирӗм ҫул каялла пурнӑҫӗ урӑхлачӗ-ҫке» тесе лармалли ҫеҫ юлчӗ пулмалла. Юрату туйӑмне те паянхи кун таптамаллипех таптаса ҫӗр ҫумне лапчӑтса хунӑ, шел пулин те паянхи ӑру ҫутӑ туйӑм хакне самай йӳнӗтнӗ. «Ӗмӗрлӗхех санпа пулма хатӗр» каланӑ сӑмахсем те тахҫан пӗр-пӗрне каҫса кайса юратнӑ икӗ чӗрешӗн темле самантра пуш параппана ҫапнӑ евӗр, пӗлтерӗшсӗр пулса тӑраҫҫӗ. Пӗр ҫул хушшинче 50 мӑшӑр ҫемьеленсен, ҫавӑн чухлех уйрӑлаҫҫӗ. Паян пӗрлешнӗ мӑшӑр 5 ҫул пӗрле пурӑнса ҫитерсен вӗсене орденпа чыслама та шел мар. Ҫапла вара Куславкка районӗнчи пӗрлешӳ кӗрменӗнче чаплӑ уяв ирттерме палӑртнӑ. Уяв хӑнисем — 5, 10, 15, 20, 25, 30, 35, 40, 45, 50, 55, 60 ҫул хушши хӑйсен юратӑвне ҫемьере тытса пыракан мӑшӑрсем. Ҫемьесен юбилей парадне утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Куславкка районӗн пӗрлешӳ кӗрмененче ирттерме палӑртнӑ. Кӑмӑл тӑвакансем хаваспах уява хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |