Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Улатӑр районӗнче пурӑнакан хӑш-пӗр хӗрсен ҫемьеллӗ пулас кӑмӑлӗ ытла та вӑйлӑ пулнӑ-тӑр ҫав. ЗАГСра хӑвӑртрах ҫырӑнтарччӑр тесе вӗсем тухтӑр патне справка патне кайнӑ. Кун пек тӗслӗх пӗрре 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ, тепри — кӑҫалхи ака уйӑхӗнче. Качча кайма васкакан хӗрсене тав сӑмахӗлле кӑна ҫырса паман-ха вӑл справкӑна, укҫалла. Анчах вӗрен темле явӑнсан та вӗҫӗ пулатех тенӗ евӗр, гинеколог ҫапла хӑтланни кӗҫех ҫиеле тухать.

Халӗ суя справкӑсем ҫырса панӑ тухтӑра 25 пин тенкӗлӗх штрафлама тата сиплев ӗҫӗпе икӗ ҫул ӗҫлеме чарнӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-мӗн-ха.

 

Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм. Ахальтен мар ӗнтӗ ҫакӑн йышши каларӑш ҫӳрет халӑхра. Ку хутӗнче хӗрлӗ автан Ҫӗрпӳ районӗнчи Актай ялне ҫитнӗ. Унта утӑн 27-мӗшӗнче 50 ҫулхи кил хуҫин сарайӗ хыпса илнӗ.

Пушар тухнӑ сӑлтавӗ тӗрлӗрен пулать. Актайра вара пушар ӗнене пула тухнӑ имӗш. Тен, килти выльӑх каҫхи тӗттемлӗхпе аптраннӑ, ҫавӑнпа та пуль выключателе перӗннӗ те. Ҫакна пула электричествӑ пралукӗнчен хӗм тухнӑ, хыҫҫӑн вара пушар та вӑйланнӑ.

Ҫулӑмпа кӗрешекенсем хӑйсен ӗҫне тивӗҫлӗ пурнӑҫланине пула ҫулӑм ҫумри ҫурт-йӗре куҫма ӗлкереймен. Ӗни та пушарта сусӑрланман, ара ӑна хуҫисем хӑйсемех ҫунакан сарайран туртса кӑларнӑ. Ҫапах пушар сарая самай юрӑхсӑрлантарнӑ, шырлӑх суммине 30 пин тенкӗпе палӑртаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1162.html
 

Паянхи ҫанталӑк кӗркуннехи пек ӑмӑрлӑ пулин те пирӗн спортсменкӑсене ку пулӑм пӗрре те кулянтармсть, ара ҫитес кунсенче пысӑк ӑмӑрту иртмелле, ҫавӑнпа та хуйхӑрма вӑхӑт ҫук — старта хатӗрленес пулать.

Нумай та пулмасть Мускавра ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Ун пирки эпир маларах хыпарланаччӗ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Мускаври тӗнче чемпионатне хутшӑнма Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне йӗркеленӗ. Ушкӑна вара пирӗн 6 ентеш кӗни савӑнтарать.

Тӗнче первенствин пӗрремӗш кунхине, ҫурлан 10-мӗшӗнче марафон трассине 3 чӑваш спортсменки — Алевтина Биктимирова (Комсомольски районӗ), Альбина Майорова тата Татьяна Арясова тухать. Пурне те вӗсене ӑнӑҫу сунас килет.

Аса илтеретпӗр, ҫӑмӑл атлетикӑпа тӗнче чемпионачӗ Мускавра ҫурлан 10–18-мӗшсенче иртет.

 

Ҫак уйӑхӑн юлашки вырсарникунӗнче Ҫарпа тинӗс флочӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Историе илсен, ҫар флотне 1696 ҫултах йӗркелеме йышӑннӑ. Ун пирки пӗрремӗш Петӗр патша ятарлӑ Хушӑвах кӑларнӑ. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Ҫарпа тинӗс флочӗ аталаннӑ, ку енӗпе службӑра тӑракансене халалласа уяв кунӗ те туса хунӑ.

Комсомольски салинче вара моряксене асӑнса палӑках уҫма шут тытнӑ. Ӑна Ҫарпа тинӗс кунӗ умӗн, шӑматкун, ирхи 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

 

Ҫурла уйӑхӗ ҫывхарнӑ май улатӑрсем хӑйсен пысӑк уявне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ, ара хулана хута янӑран 461 ҫул та ҫитет. Ҫак ятпа Улатӑрта тӗрлӗрен мероприятийӗсем ирттерме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне уява килнӗ хӑнасене автобус эксурсийӗ савӑнтарӗ. Ятарласа ҫӳрем валли транспорта Улатӑр автотранспортлӑ предприяти — ГУП «Чувашавтотранс» филиалӗ — уйӑрса парӗ.

Экскурси маршручӗ хулари историллӗ вырӑнӗсем тӑрӑх иртӗ. Хулана курма кӑмӑл тӑвакансен Ҫветтуй-Троици арҫынсен мӑнастирне, таврапӗлӳ музейне, ҫав кунхине ӗҫлекен куравсене кӗрсе тухма май пулӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче автобусем кӑсӑклӑ ҫӳреве хутшӑнма пур кӑмӑл тӑвакансене 10, 12 тата 14 сехетсенче хула администраци умӗнчи тӳремре кӗтеҫҫӗ. Билетне вара экскурси ирттернӗ кунне е хальтерех Улатӑрти автотранспорт предприятинче диспетчер пунктӗнче туянма пулать.

 

Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тата унӑн ҫумӗ Татьяна Казакова Хӗрлӗ Чутай районӗнчи культура учрежденийӗсенче пулнӑ. Чи малтанах вӗсем районти культурӑпа кану центрне ҫитсе курнӑ. Тепри вара — Питеркасси ялӗнчи Культура ҫуртӗнче. 1977 ҫулта хута янӑскер ҫак ҫулсенче самай япӑхса кайнӑ-мӗн. Ҫавна май вӑл вунӑ ҫула яхӑн хупӑнса ларнӑ. Пӗлтӗр вара ӑна юсама шут тытнӑ. Тӗплӗн юсама республика тата муниципалитет хыснисенчен укҫа уйӑрнӑ та самай ӗҫ ирттернӗ.

Кайран министрпа ҫумӗ Мӑн Этменти Культура ҫуртне ҫитнӗ. Кӑҫал ӑна ҫутӑ, сасӑ, видеопроекци тата ытти хатӗрпе тивӗҫтермелле иккен. Ҫавӑн пекех сцена ҫине тухмалли тумсем те уйӑрӗҫ. Ҫав мул валли тупрана вӑл республика хыснинчен тивӗҫнӗ. Ятарлӑ конкурс витӗр тухса. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ-мӗн.

Сӑнсем (30)

 

Упири (Красноармейски районӗ) шкулта федерацин Чӑваш Енти инспекторӗ Геннадий Федоров пулнӑ. Унта тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса харсӑрланнӑ ачасене ыттаҫҫӗ. Вӑл хупӑ шкул шутланать. Геннадий Семеновичпа пӗрле республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова тата Красноармейски район пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков ачасене епле условире пурӑнтарнипе паллашнӑ, шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗррине тӗрӗсленӗ. Район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫнӑ кӗске хыпарта Геннадий Федоров мӗн сӑлтавпа килнине тата епле асӑрхаттарусем тунине палӑртман. Вӗренӳ заведенине ӗҫӗ-хӗлӗнче кирлӗ сӗнӳсем панӑ тенӗ.

Сӑнсем (5)

 

Шупашкар авиацийӗн историйӗнче — ҫӗнӗ аталану. Унта уйрӑм ҫын самолёчӗсемпе ӗҫлекен пилотсене вӗрентсе кӑларма тытӑннӑ. Пӗлӗве малтан вӗсем хут тӑрӑх шӗкӗлченӗ. Каярах мӗн вӗреннине вӗҫевре тӗрӗсленӗ. Унтан вара хайхисен пӗлӗвне экзамен тыттарсах тӗрӗсленӗ. Халӗ вӗсем Пӗтӗм тӗнчери стадартпа килӗшсе тӑракан свидетельствӑллӑ пулса тӑнӑ. Апла тӑк пилотсем самолет «штурвалӗ» умне хӑюллӑнах ларма пултарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/rnews.html?id=53051
 

Вӑрмар районӗнчи ял тӑрӑхӗсен специалисчӗсене выльӑх-чӗрлӗх йышне шутлама вӗрентнӗ. Тӗрӗсрех, ҫакна статистика хучӗ ҫинче тӗрӗс епле ҫырса пымаллине. Ҫакна ӑнлантарма республикӑн Ял хуҫалӑх министерствипе Патшалӑхӑн статистика комитечӗн террриторинчи органӗн ӗҫченӗсем таранах килсе семинар ирттернӗ. Ял тӑрӑхӗсен специалисчӗсене вӗсем статистика отчетне электронлӑ майпа пама та вӗрентнӗ.

Вӑрмар поселокӗн администрацинче вара Чӑвашстат специалисчӗсем Хуҫалӑх кӗнекине епле ҫырса пынине тӗрӗсленӗ, сӗнӳсемпе пулӑшнӑ.

 

Шӑмӑршӑ районӗнче ял тӑрӑхӗсенчи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ҫуртсене епле тытса тӑнине, вӗсен тирпейлӗхне ятарлӑ тӗрӗслев ирттерсех пӑхса ҫаврӑннӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче мероприяти пирки черетлӗ тесе палӑртнине шута илсен ку вӑл йӑлана кӗнӗ пулӑм евӗр пӗтӗмлетме май килет.

Комисси йышне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Фадеев хӑй ертсе пынӑ-мӗн. Тӳре-шараран тӑракан йыш Карапай Шӑмӑршӑ, Чукал тата Кивӗ Чукал ял тӑрӑхӗсене ҫитнӗ. Комисси шкулсене, ача-пӑча пахчисене, фельдшерпа акушер пункчӗсене, культура ҫурчӗсене кӗрсе ҫаврӑннӑ. Вӗсен территорийӗсене тасалӑхпа хӑтлӑх енчен хакланипе пӗрлех хӗле епле хатӗрленнине тӗрӗсленӗ.

Карапай Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗнче «Утмӑлтурат» ача пахчинче чӳречесене ылмаштарнӑ, картасене ҫӗнетнӗ, ача-пӑча лаптӑкӗсене хӑтлӑх кӗртнӗ. Чукал ял тӑрӑхӗнчи шкул та ачасене йышӑнма хатӗр. Кивӗ Чукалти шкулта вара юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Унта шыв та кӗртеҫҫӗ, канализаци те тӑваҫҫӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3544, 3545, 3546, 3547, 3548, 3549, 3550, 3551, 3552, 3553, [3554], 3555, 3556, 3557, 3558, 3559, 3560, 3561, 3562, 3563, 3564, ... 3882
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ака, 28

1946
79
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
59
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
59
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...