![]() Паян республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Болгари Республикин Раҫҫейри полномочиллӗ элчипе Бойко Коцевпа тӗл пулнӑ. Хӑна ӑна «Самар хӗресӗ» паллӑпа чысланӑ. Ӑна ҫӗршывсем хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарассишӗн ҫине тӑракан Болгари тата Раҫҫей ҫыннисене параҫҫӗ иккен. Наградӑна Болгарие османсенчен ирӗке кӑларнӑранпа 135 ҫул ҫитнӗ май кӑларнӑ. Тӗлпулура енсем ӗҫлӗ ҫыхӑнусене аталантарссине сӳтсе явнӑ. Экономикӑпа туризма аталантарма Шупашкар тата София хуласене самолетпа ҫыхӑнтарас шанчӑк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Лӑпкӑ халӑх пултӑр паттӑр, Вӑл йӑваш — йӑвашлӑх ҫӗттӗр!» — ҫапла чӗнсе каланӑ пире Ҫеҫпӗл Мишши «Тинӗс» сӑвӑра. Тахҫан-авал йӑваш чӑваш та йӑвантарнӑ-ха, тӑшмансене маххӑ паман. Чӑвашсен мӑн аслашшӗсем тутар-монголсене те тӳпке-тӳпке янӑ, ытти-хытти путсӗрсене те сехӗрлентерсе тӑнӑ. Авалхи паттӑрсем пире ҫӗнӗрен хӑват илме, хамӑр вӑя ҫирӗп шанма ӗмӗрсем витӗр чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫак йыхрава эпир тин ҫеҫ кун ҫути курнӑ «Вут-шу пӑлхар-чӑваш ҫапӑҫу ӳнерӗ» (Булгаро-чувашское боевое искусство Вут-шу) кӗнекере уҫӑмлӑнах илтетпӗр. Чӑваш кӗрешӗвӗ пурри пирки пӗлеттӗмӗр-ха эпир, унсӑр пуҫне чӑвашсен ҫапӑҫу та пур иккен. Ҫук-ҫук, лешӗ мар, хаяррине ӗҫсен хаярланнипе пуҫа мӑкӑль, куҫа кӑвак, хӑлхана ҫурӑк лартаканни мар. Ку пачах та ахаль-махаль ҫапӑҫу мар, ҫапӑҫу ӳнерӗ. Тепӗр майлӑ каласан пире кӳрентерме хӑякан путсӗре меллӗн те евӗклӗн чышкӑ, тапкӑ е ҫупкӑ ҫитермелли Искусство! Ҫак ӑсталӑха вӗренес тата ӑна туптас тесен ҫӗнӗ кӗнекене вуласа тухмалла та «Вут-шу» ушкӑна ҫырӑнмалла (vut-shu@yandex.ru адреспа ҫыхӑнма пулать). |
![]() Шупашкар районӗнчи Ӑстакасси ялӗпе юнашар ҫӗнӗ микрорайон ӳссе ларӗ. «Болгари кварталӗ» ят панӑскере ҫӗклеме пуҫланӑ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие республикӑри тӳре-шара кӑна мар, Болгари Республикин Раҫҫейри полномочиллӗ элчи Бойко Коцев та хутшӑннӑ. Проекта чӑвашсемпе болгарсем пурнӑҫа кӗртмелле иккен. Строительсем 2-3 подъездлӑ виҫӗ хутлӑ ҫуртсене хӑпартма 3 уйӑхран пуҫласа 5 уйӑх таран иртнине ӗнентереҫҫӗ-мӗн. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ун пек проектсене Калуга тата Смоленск облаҫӗсенче пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. «Болгари кварталӗнче» суту-илӳ центрӗ, ача пахчи, ача-пӑчана вылямалли лаптӑксем те тума палӑртса хӑварнӑ-мӗн. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Юлашки ҫулсенче ял кунӗсене ирттересси йӑлана кӗрсе пырать. Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Шулхан ялӗнче пурӑнакансем вара ӑна чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Вырӑнти Кӗтеснер ял тӑрӑхӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, авалхи йӑлана тытса кив шулхансем Сӗрен уявне те йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал та унта халӑх йышлӑ пухӑннӑ. Ҫынсене Кӗтеснер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Г. Егоров, район администрацийӗн юридици пайӗн пуҫлӑхӗ Л.В. Степанов саламланӑ. Тата епле уяв юрӑ-ташӑсӑр ӗнтӗ вӑл? «Асамат» эстрада ушкӑнӗ ҫынсене савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Хаваслӑх пирки каласан, халӑхӗ хӑй те тунсӑхлӑн ларман-ха: спорт ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чуна ҫӳҫентерекен ку тӗслӗх «Ылтӑн пучах» уйлӑхра (лагерьте) пулса иртнӗ теҫҫӗ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Ютуба чуна ҫӳҫентерекен видео лекнӗ-мӗн. 19-22-ҫулсенчи вожатӑйсем лагерьте канакансенчен тӑрӑхламалли меслет шыраса тупнӑ. Вӗсем ҫывӑракан ачасене матрасӗ-мӗнӗ коридора е урӑх пӳлӗме йӑтса тухнӑ, ачасене ҫывӑрнӑ ҫӗртмен вӑратнӑ, ваннӑна матрасӗ-мӗнӗ хурса душран шыв янӑ. Хӑйсем вара вилсе каясла ахӑлтатнӑ тет. Хальхи вӑхӑтра тӗпчевҫӗсем ку факт пирки ӗҫлеҫҫӗ иккен. Вожатӑйсене вара лагерьтен хӑтарнӑ-мӗн. «Ылтӑн пучах» ертӳҫисем кун пирки комментари пама тӑхтаса тӑраҫҫӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫак баннер такама кирлӗ пулса тухнӑ... Эх, мӑнтарӑн харсӑрӗсем! Мӗн кӑна хӑтланмаҫҫӗ пулӗ хӑш чух вӗсем! Шупашкарта, акӑ, иртнӗ эрнере вӗсем баннер вӑрланӑ. Ҫапла-ҫапла, вӑрланӑ пуль ӗнтӗ... Е, тен, юри пуҫтахланас тенӗ-ши? Юрӗ, тӗплӗнрех пӗлтерер-ха. Республика кунне хатӗрленсе «Хула реклами» учреждени Шупашкарти аэровокзала кӗмелли ҫурта хирӗҫ 3 метр сарлакӑш, 9 метр тӑршшӗллӗ баннер ҫакса хунӑ. Шупашкара сӑнлакан ҫав баннер кама кирлӗ пулса тухнӑ-ши, анчах пӗр кунхине вӑл йӗп пек ҫухалнӑ. Ӑна туса хатӗрленӗ учреждени ҫийӗнчех тепре хатӗрлесе ҫакма йышӑннӑ-мӗн. Ҫапах та «Хула реклами» кунпа ҫеҫ ҫырлахман, полицие пӗлтернӗ. Вӑл тӑрӑхра видеокамерӑсем пулнине кура кунӗн-ҫӗрӗн ӳкерекен ҫав ӑслӑ хатӗрсен тӗлне пуҫтахсем лекнех пуль тесе шанаҫҫӗ. Апла тӑк вӗсене тупасса ӗненеҫҫӗ. Хальлӗхе вара йӗр ҫине тухайман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫухалнӑ ҫынна водолазсем те шыранӑ 21 ҫулхи ҫав каччӑ килтен ҫӗртмен 7-мӗшӗнче «Дэу Нексия» автомашинӑпа тухса кайнӑ. Унпа ырӑ маррине сиссе тӑванӗсем тепӗр кунне чан ҫапма тытӑннӑ. Ҫамрӑка полици те ҫине тӑрсах шыранӑ-мӗн. Волонтерсем те кӑмӑлтан пулӑшнӑ — вӗсенчен пӗри шырав вырӑнне вертолетпах пӑхса ҫаврӑннӑ. Каччӑна, тӗрӗсрех, унӑн машинине ҫӗртмен 21-мӗшӗнче тупнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Янашкасси патӗнчи пӗвене путнӑ иккен. Ятарлӑ техникӑпа автомобиле шывран туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫухалнӑ ҫамрӑкӑн виллине те асӑрханӑ. Экспертсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑн кӗлетки ҫинче суран тавраш асӑрхаман. Апла тӑк ӑна вӗлернӗ теме ҫук. Ҫапах та халӗ ку тӗслӗхпе пакунлисем ӗҫлеҫҫӗ-мӗн. ШӖМӗн пресс-служби ҫак кунсенче республикӑра «Шырав» акци иртнине хыпарлать. Ҫу уйӑхӗн 19–21-мӗшӗсенче 39 хурахпа сас-хурасӑр ҫухалнӑ 45 ҫынна шыраса тупнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Ха-ха по-черному» шоури сыпӑк Виҫӗм кун каҫ Шупашкарта «Театр каҫӗ» акци иртмеллеччӗ. Кун пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Анчах республикӑра халиччен пулман мероприятие курса савӑнма май килмерӗ. Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, урамри спектакле пӑхас тесе пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре ҫитнӗ иккен, анчах ҫӳрени кӑлӑхах пулнӑ. Ҫил-тӑвӑл тухасси пирки асӑрхаттарнӑран йӗркелӳҫӗсем ӑна ҫав каҫ ирттерес мар тесе йышӑннӑ-мӗн. Чӑваш патшалӑх драмӑн сӑнавлӑ театрӗ ҫеҫ вӑл каҫ малтан палӑртнине пурнӑҫа кӗртнӗ — куракансене «Ха-ха по-черному» шоу кӑтратнӑ. Республикӑн Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, «Театр каҫӗ» акцие ытти театрсем Шупашкар хулин кунӗнче йӗркелӗҫ. Аса илтеретпӗр, Вырӑс драма театрӗ «Мир Луксор» кинотеатр умӗнчи лаптӑкра «Театр тӗнчи» театрализациленӗ композиципе савӑнтарӗ. Хӗрлӗ тӳремре вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакль сыпӑкне курма йыхравлать. Шупашкрати Суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи лапама Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем пухӑнӗҫ. Шупашкарта пурӑнакансемпе хула хӑнисене вӗсем «Сана юратса, тӑван ен» музыкӑпа сцена композицийӗ хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, ыран, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Анатолий Никитин композитор хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ — 65 ҫул тултарнӑ май юбилей каҫӗ пулӗ. Программа икӗ пайран тӑрӗ: пӗрремӗш пайра академиллӗ хайлавсем пулӗҫ (вӗсенчен пӗри — «Сказания о суварах» симфониллӗ поэма), иккӗмӗш пайра халӑхра анлӑ сарӑлнӑ тата ҫӗнӗ юрӑсем янӑрӗҫ. Никитин Анатолий Никитич 1948 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Вӑрнар районне кӗрекен Хирпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Пултарулӑхӗнче ҫак паллӑ самантсене асӑнма пулать: 1971–1980 ҫҫ. вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче баянҫӑ-концертмейстер вырӑнӗнче ӗҫленӗ, каярах «Ҫавал» фольклор ансамблӗн пултарулӑх ертӳҫи пулнӑ. 1992 ҫултанпа Никитин — «Салют» культура керменӗ ҫумӗнчи «Янташ» чӑваш юррисен ушкӑнӗн хорместерӗ. Пӗлтӗр ҫак ансамбле йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине анлӑ палӑртрӗҫ. Ансамбль артисчӗсене час-часах республикӑри сценӑсем ҫинче те, кӳршӗллӗ тӑрӑхрисенче те курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Операци вӑхӑчӗ Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери ортопед-хирургсен 5-мӗш конференцийӗ иртнӗ. Унта ют ҫӗршывран тата Раҫҫейрен 150 ытла тухтӑр килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче — Итали, Франци, Швейцари хирургӗсем. Унччен вара пӗр кун маларах ортопедипе эндопротезировани центрӗнче Францирен тата Америкӑран килнӗ хирургсем мастер-класс ирттернӗ. Шӑмӑ ыратма пуҫлани ҫамрӑксене те пӑшӑрханарать иккен. Пӗҫӗ сыппи тӗрӗс мар аталаннипе ҫыхӑннӑ ҫак чире ытларах чух хӗрарӑм йывӑр ҫын пулнӑ чух ҫеҫ тупса палӑртаҫҫӗ-мӗн. Хӗрӗх чӗрнеллисен кӗлетке йывӑрӑшӗ ӳснӗ май амак ҫивӗчленет-мӗн, шӑмӑ ыратма пуҫлать. Асапа ирттермелли меслете Швейцари ученӑйӗсем 1983 ҫултах ҫирӗплетнӗ иккен. Анчах капла операцие 2004 ҫултан ҫеҫ тума пуҫланнӑ. Ку меслет сыпӑна тӗрӗс аталантарма пулӑшать тесе ӗнентереҫҫӗ иккен шурӑ халатлисем. Операцие пӗрремӗш хут Раҫҫейре пӗлтӗр Питӗр хулинче ирттернӗ. Шупашкарти мастер-класс вӑхӑтӗнче 26-27 ҫулсенчи хӗрарӑмсене операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ. Операци тутарнӑ хыҫҫӑн ҫынсем 10-15 ҫул чиперех пурӑнӗҫ. Кайран тухтӑрсенчен тепӗр хут пулӑшу ыйтма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |