![]() Хальхи вӑхӑтра Вӑрнар районӗнче хӗрсех археологсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем унта авалхи ҫӑва тупнӑ. Специалистсен шухӑшӗпе вӑл вырӑнта ҫынсене пирӗн эрӑри II-IV ӗмӗрсенче пытарнӑ. Тӗпчев ӗҫне пӗлтӗр тытӑннӑ. Ӑна пуҫлаканнисем — Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем Евгений Михайловпа Николай Мясников. Масар ҫине хӗрарӑмсене пытарнӑ тесе тӗшмӗртнӗ вӗсем. Тупнӑ япаласене тата капӑрланмалли япаласене тӗпе хурсан унта пытарнӑ хӗрарӑмсем мӑкшӑ йӑхӗсем тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пирӗн специалистсен материалӗсемпе мӑкшӑ археологӗсем те кӑсӑкланса кайнӑ иккен. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Вӑрнар районне Мӑкшӑри патшалӑх педагогика институчӗн экспедицийӗ килсе ҫитнӗ. Йышра — историпе право факултечӗн пӗрремӗш курсӗнче вӗренекен 40-е яхӑн студент. Мордваран килсе ҫитнӗ йыш та масар ҫине хӗрарӑмсене кӑна пытарнине палӑртнӑ. Экспедицие ертсе пыракан истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Валерий Гришаков шучӗпе, унта пытарнӑ халӑх Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи этногенеза самай витӗм кӳнӗ. Халӗ археологи ӗҫне вӗҫленӗ. Анчах яланлӑха мар. Килес ҫул малалла тӗпчесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Виҫӗ ҫултан аслӑрах мӗнпур шӑпӑрлана кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ача-пӑча пахчинче вырӑнпа тивӗҫтермелле иккен. Ҫакӑн пирки Экономикӑна ҫӗнетес тата технологи тӗлӗшӗнчен аталантарассипе ӗҫлекен канашӗн ларӑвӗнче республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов шантарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа виҫӗ ҫулчченхисене 60 процентне шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳреме май килесси пирки асӑннӑ. Ача-пӑча пахчисене ҫӗклеме тата юсама федераци хыснинчен кӑҫал пирӗн республикӑна 614,5 миллион тенкӗ килмелле иккен. Унсӑр пуҫне Чӑваш Ен бюджетран 100 миллион кивҫен илессе шанать иккен. Ача-пӑча пахчисенче хушма вырӑнсем уҫма 20 миллион тенкӗ ытла килес шанчӑк та пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хусана илни. Борис Чориков ӳкерчӗкӗ Владимир Путин пуҫарӑвӗпе Раҫҫей вӗренӳ системи валли историпе пӗрлехи вӗренӳ кӗнеки ҫырма пуҫлани пирки илтнӗ те пуль эсир. Мускаврисен шухӑшӗпе унта Раҫҫей империне пӗтӗмӗшле мухтамалла имӗш — ун йышне кӗме тивнине те халӑхсемшӗн ырлӑх пек кӑтартмалла тесе палӑртнӑ. Пирӗннисем яланхи пек «пурнӑҫлама хатӗр!» тесе ларнӑ вӑхӑтра тутарсемпе пушкӑртсем ҫак ӗҫе хирӗҫ тӑнӑ пулать. Чӑн та Раҫҫей кун-ҫулӗнче тавлашуллӑ самантсем сахал мар. Хӑш-пӗр пулӑм тискерлӗхне импери хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланипе ҫыхӑнтарма май пур пулсан, теприсене вара чӑн та ниепле те ӑнлантарса пама ҫук. Чылай хӑрушӑ самансене те вырӑс мар халӑхсемшӗн вӗсем ырлӑх пулнине ҫирӗплетме йывӑр. Истори ыйтӑвӗ тавра ҫӗкленнӗ хирӗҫтӑрӑва лӑплантарас тӗлӗшпе (чӑннипе вӑл унта РИО уйрӑмне уҫма пынӑ-ха) Хусана Сергей Нарышкин ҫитнӗ. Патшалӑх думин спикерӗн вырӑнне йышӑннисӗр пуҫне вӑл Раҫҫейри истори сообществине (шкулсем валли истори кӗнекине вӑл хатӗрлет) ертсе пырать. Раҫҫейри истори сообществин Хусанти уйрӑмне уҫнӑ май пулас истори кӗнекине те сӳтсе явнӑ — вӑл епле пулмалли пирки Сергей Нарышкин пӗрле ларса канашлама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Александр Алка ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ҫавна халалласа Кӗнеке палати «Тӑван тӑрӑхӑн юрӑҫи» ятпа электрон курав хатӗрлет. Ӑна хатӗрлекенсем ӗнер сӑвӑҫӑн хӗрӗпе Вера Ходорченкопа тӗл пулнӑ. Кӗнеке палатин ертӳҫи Александр Магарин пичет архивӗн хальхи тӑрӑмӗпе паллаштарнӑ, пичет хучӗсен фондне йӗркелессин тата упрассин вӑрттӑнлӑхӗсене ҫуса панӑ. Тӗлпулура электрон куравӑн иккӗмӗш пайӗ пирки уйрӑмах сӳтсе явнӑ иккен. Унта Александр Алкан кӗнекисемпе брошюрисем, унӑн хайлавӗсем вырӑн тупмалла. Вера Александровна хӑйӗн енчен май килнӗ таран пулӑшма пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӑрнар районӗнчи Ҫӗнӗ Яхакасси ялӗнче шӑпӑрлансене ача-пӑча лаптӑкӗ туса парас тенӗ. Спонсор пулма вара Александр Михайлов ҫемйи килӗшнӗ. Вӗсен хӑйсен те виҫӗ ача. Ӗҫне пурнӑҫлама ялӗпех пухӑнса тухнӑ. Халӗ ашшӗ-амӑшӗ те, аслашшӗ-асламӑшӗпе кукашшӗ-кукамӑшӗ те ачасем валли вылямалли ятарлӑ вырӑн пурришӗн савӑнать теҫҫӗ. Ял ҫыннисем кӑна-и, вырӑнти ял тӑрӑхӗ хӑйӗн сайтӗнче михайловсен ҫемйине чунтан тав тӑватпӑр тесе ҫырнӑ. «Сирӗн ҫемье хысни чакса мар, ырӑ ӗҫе кура тулсах тӑтӑр», — тенӗ унта. Сӑнсем (18) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() ЧЯХА // Н. Плотников сӑнӗ Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн ректорне палӑртмалли суйлав иртнӗ хыҫҫӑн правӑна сыхлакан органсене ҫав суйлавпа вӑл е ку енчен ҫыхӑннисем ҫыру шӑрҫаласси ӳссе кайнӑ иккен. Кун пирки Regnum информаци агентстви пӗлтернӗ май шӑв-шав сӑлтавне аса илтерет. Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ректора суйланӑ кун, ректор пулма тӑратнӑ кандидатсен шаннӑ ҫыннисене те, журналистсене те, полицейскисене те (вӗсене журналистсене кӗртменнипе ӗҫлеме чӑрмантараҫҫӗ тесе чӗнсе илнӗ иккен) аслӑ шкула кӗме ирӗк паман иккен. Ректора суйланӑ саманта ҫутатма журналистсене кӗртменнине кура хайхисем Шалти ӗҫсен министерствипе прокуратурӑна ҫӑхавсем ҫырса янӑ-мӗн. ШӖМӗн Шупашкар хулин управленийӗн 1-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Филиппов журналистсене ӗҫлеме чӑрмантарнӑ факта тӗрӗсленӗ май вӑл массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пирки калакан саккуна пӗрремӗш хут шӗкӗлчеме тивнине палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов «Российская газета» хаҫата Наци телерадиокомпанине Ял хуҫалӑх академийӗн хӑрушсӑрлӑх службин тата хуралӗн ертӳҫи тата аслӑ шкулӑн хуралҫисенчен пӗрин тӗлӗшпе полицин участокри полицейскийӗ протокол ҫырнӑ тесе пӗлтернӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне кӗтсе илме хатӗрленет. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫав кун хула ҫыннисемпе унӑн хӑнисене Мускаври артистсем савӑнтарӗҫ. Кӑҫал Шупашкара Натали тата «Комиссар» ушкӑн килмелле. Концерта Хӗрлӗ лапамра кӑтартрӗҫ. Сӑмах май, хула влаҫӗсем кама чӗнесси пирки пуҫ ватнӑ май Леонид Агутин, Лариса Долина, Игорь Николаев, Юлия Савичева, Валерий Леонтьев, Лайма Вайкуле тата «Любэ» ушкӑн пирки шухӑшланӑ-мӗн. Унчченхи ҫулсенче вара Жанна Фриске, Дима Билан, «Фабрика» ушкӑн тата ыттисем килнӗччӗ. Натали хӑйӗн репертуарӗнчи тӗрлӗ вӑхӑтри юрӑсене шӑрантармалла-мӗн. Апла тӑк «Ветер с моря дул» юрӑран пуҫласа «Боже. Какой мужчина» таранах итлесе киленме май килӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ятлӑ-сумлӑ пулнӑ «Комиссар» ушкӑн солисчӗсем те хула ҫыннисене савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Светлана Никорук Вӗрентекен профессийӗ йывӑр ӗҫсенчен пӗри. Вӑл енпе ӗҫлеме вӑй-хал, чӑтӑмлӑх яланах ҫитерӗклӗ пулмалла. Пур вӗрентекен те хӑйсен пысӑк ӗҫӗшӗн мухтава тивӗҫ. Педагог вӑл пур енӗпе те пултаруллӑ. Ҫакӑ вара республика тата Раҫҫей шайӗнче иртекен тӗрлӗ конкурссенче уҫӑмлӑн палӑрать. Раҫҫейри чи лайӑх пин вӗрентекенӗсен йышне пирӗн республикӑран 10 педагог кӗнӗ. Вӗсене хӑйсен професси уявӗ тӗлнелле, юпан 5-мӗшӗнче 200 пин тенкӗллӗ грантпа тивӗҫтерӗҫ. Ҫак гранта Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназинчи истори тата обществознани предмечӗн вӗрентекенӗ — Светлана Никорук — та тивӗҫме пултарнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори факультетне тата Питерти инженери-экономика академине вӗренсе пӗтернӗ. Вӗрентӳ ӗҫне 1992 ҫултан явӑҫнӑ. Светлана Никорук гимназинчи истори, обществознание, права тата экономика предмечӗсемпе вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи. Гимнази вӗрентекенӗ пӗр хутчен ҫеҫ мар Раҫҫей шайӗнчи конкурсӗсенче ҫӗнтернӗ. Унсӑр пуҫне, педагог 2010 ҫулта «Грани» хаҫатӑн «Вӗрентекенсен ҫулталӑкӗ — инновацисен вӑхӑчӗ» конкурсӑн лауреачӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хусакассинчи клуб (2007). Н. Плотников сӑнӗ Паянхи куна «чӑвашлӑх» проблеми халӑхшӑн, республика правительствӑшӑн ҫивӗч тухса тӑмалла. Анчах хальлӗхе чан ҫапма васкакансем сахалрах-ха. Республика тӗп хулинче чӑвашлӑха упраса хӑварас шанӑҫ ҫукпа пӗрех. Чӑвашлӑхӑн «тымарӗ» вара кирек хӑш вӑхӑтра та ялтан пуҫланнӑ, ял ҫыннисенчен тытӑнса тӑнӑ. Анчах та пурӑна киле ял таврашӗнчи лару-тӑру та синкерленнӗ. Юрать-ха, хальлӗхе ялсенче чӑваш чӗлхипех калаҫаҫҫӗ. Анчах чӑвашлӑх вӑл вара чӗлхере кӑна палӑрмасть, наци культури те чӑвашлӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Пӗр икӗ теҫӗтке каялла ялсенче чӑваш халӑх юррисене пӗлмен ҫын та пулман, чӑваш ташшине те ватти-вӗтти ура хуҫса ташланӑ. Халӗ вара ял ҫамрӑкӗ халӑх юррин пӗр ҫаврӑмне аса илсен — тура шӗкӗр. Мӗншӗн-ши вара чӑваш культури ялсенче «тӗксемленнӗ»? Мӗнпе вара ҫыхӑнӑ ку лару-тӑру? Асӑннӑ ыйтусен хуравӗ вара — ялсенчи клубсене хупса пӗтернинче мар-и? Ялти ват кинемейсем те ҫакна ҫирӗплетеҫҫӗ. Тахҫан кашни ялтах хӑйне майлӑ пултаруллӑ юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем пулнӑ. Вӗсем ял клубне пуҫтарӑнса концертсем хатӗрленӗ. Ялти пултарулӑх ушкӑн юрӑ-ташшине хаваспах культура ҫуртне пынӑ вӗтшакӑрсем сӑнанӑ, ҫапла ҫӳресех ӗнтӗ чӑваш юрӑ-ташшине вӗренне те вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пӑр керменне ӑшӑпа тивӗҫтерме тытӑнакан котельнӑя купаласа пӗтӗрнӗ. Малашне вара хулан хоккей ушкӑнӗ стадиона хатӗрленме килсессӗн сивӗпе аптраса лармӗ, хоккей вӑййисене курма килекенсене те ӑшӑ сак вырӑнӗсем кӗтӗҫ. Унсӑр пуҫне ҫитес вӑхӑтра хоккей ушкӑнӗ ҫӗнетнӗ хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсемпе килленме пултарӗ, вӗсемпе авӑн уйӑхӗ тӗлнелле усӑ курма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |