Шӑп ҫак вӑхӑтра 1223 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ тӗнчери хӑруш вӑйпа тытӑҫса илнӗ — пирӗн авалхи ҫӗршыв ҫине тутар-монголсем пӗрремӗш хут тапӑнса кӗнӗ. Супетей ертсе пыракан ҫар маларах ытти ҫӗршывсен ҫарӗсене аркатнӑ хыҫҫӑн ҫурҫӗрелле — Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхнелле — ҫул тытнӑ. Пирӗн мӑн асаттесем вара тутар-монголсене пӗрремӗш хут аркатса тӑкнӑ. Историре «Така ҫапӑҫӑвӗ» ят илнинчен хӑшӗ-пӗри кӑна тарма пултарнӑ, никам та ҫӗнеймен тутар-монголсем пӗрремӗш хут ҫӑпӑҫӑва выляса янӑ.
Ҫак пулӑма асра тытса Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗпе Шупашкар чиккинчи вырӑна чӑваш йӑли-йӗркипе пурӑнакансем ваттисене асӑнма пухӑнчӗҫ. Вӗсен шутӗнче паллӑ ӳнерҫӗсем, историксем, пултарулӑх ҫыннисем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех кӳршӗлле ирҫе халӑхӗ те хӑнана килчӗ — ваттисене асӑннӑ чӳке пысӑк делегаци хутшӑнчӗ.
Асӑну йӑли-йӗркине тунӑ хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри чӑвашла ят йышӑнчӗ. Вӗсен йышӗнче пӗчӗкки те асли те пулчӗ. Ҫак ҫул ҫине ачасем те тӑни пурин кӑмӑлне те кайрӗ.
Фёдор Мадуровпа Праски Витти ӳнерҫӗсем паянхи кун мӗншӗн пухӑнни пирки каласа пачӗҫ. Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Парне» фольклор ушкӑнӗ вара уява юрӑ-кӗвӗпе илемлетрӗ, халӑха савӑнтарчӗ.
Ваттисене асӑннӑ хыҫҫӑн пурте пӗр йыш пулса пӗр хуранран шӳрпе ҫирӗҫ.
Сӑнсем (118)
Migulaj // 1902.46.6840
2014.08.10 23:34 | |
"тутар-монголсем" вырăнне монголсем тесе çырмалла, мĕншĕн тесен "тутар-монгол" сăмаха 19-мĕш ĕмĕрте çеç шухăшласа кăларна. |