![]() Чӑваш Енри пысӑк компанисенчен пӗрне, «Экра» ӑслӑлӑхпа производство предприятине, нумаях пулмасть 90 миллион тенкӗсӗр тӑратса хӑварнӑ. Ку вӑл малтанласа шутланӑ тӑрӑх. Кам ҫапла хӑтланни пирки хальлӗхе уҫӑмлатман-ха, анчах предприяти счёчӗ ҫинчи «кӗмӗле» ют ҫын куҫ хывманни пирки пӗлтереҫҫӗ. Укҫа ҫухалнине предприятин хӑрушсӑрлӑх служби сиснӗ иккен. Кайран ун пирки Федерацин хӑрушсӑрлӑх службине пӗлтернӗ, айӑплисене халӗ ҫав тытӑм шырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Конкурса Николай Архипкин хӑй те хутшӑннӑ Иртнӗ вырсарникун Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнчи Культура ҫуртӗнче «Ҫӑртанлӑ ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ регионсем хушшинчи чӑваш культурин иккӗмӗш конкурсӗ иртнӗ. Ӑна чӑваш культурин вырӑнти автономийӗн председателӗ Анатолий Архипкин ҫине тӑнипе йӗркеленӗ. Ҫав кун сцена ҫине профессионал артистсемпе пӗрлех хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӑстасем хӑпарнӑ. Вӗсем Сарӑту хулипе облаҫӗнчи, Шупашкар, Пенза, Чӗмпӗр хулисенчен пырса ҫитнӗ. Вырӑнти — Ҫӑртанлӑ районӗнчи — маттурсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Конкурса хутшӑнакансене саламлама тата ӑнӑҫу сунма Пенза облаҫӗн правительствин элчисем, ҫав шутра регион кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫи Виктор Медведев та пулнӑ. Мероприятие ирттерме пӗр тӑван Юрийпе Евгений Жемчуговсем, Николай Безруков, Михаил Данилов, Михаил Никитин, Ринат Камяков, Николай Данилов, Александр Смирнов, Александр Антипов, Александр Лебедев укҫа-тенкӗ парса пулӑшнӑ. Вӗсене уншӑн пысӑк тав сӑмахӗ калас пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗ пирус туртнипе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун шутланать. Ҫавна май Ҫӗмӗрлере ӗнер «Туртни — наркӑмӑш» акци йӗркеленӗ. Унта хулари 8-мӗш гимназире вӗренекенсем хутшӑннӑ. «Пирус сӗрӗмне туртса илнӗ чух хӑвна вӗлеретӗн, ӑна сывласа кӑларнӑ чух ыттисене вӗлеретӗн» шухӑша палӑртакан хутсене ачасем пирус туртакансене валеҫсе ҫӳренӗ, ҫак самантранах туртма пӑрахма чӗнсе каланӑ. Алӑри пируса ҫамрӑксем «Туртни — наркӑмӑш» тесе ҫырса хунӑ савӑта яма сӗннӗ. Акцие йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хирӗҫлекенсем пулман. Унтан та ытларах — аслисем: «Ҫывӑх вӑхӑтра туртма пӑрахӑп», — тесе сӑмах панӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче ҫӗнӗ палӑк уҫма шухӑшлани пирки эпир пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ. Вӑл Чечен вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартни вырӑнне йышӑнӗ. Ҫӗнӗрен ҫӗклеме шухӑшланӑ скульптура тӗрлӗ ҫапӑҫура, ҫав шутра Чечен Республикинче те, пуҫ хунисене сума сӑвакан палӑк пулӗ. Проектсене йышӑнасси пирки хула администрацийӗ нарӑс уйӑхӗнчех пӗлтернӗ. Конкурса тӑратнӑ 11 ӗҫрен унӑн условине пур енлӗн тивӗҫтерекенни икӗ проект кӑна пулнине кура конкурса халӗ тата тепӗр икӗ эрнене тӑсма шут тытнӑ. Кун пирки хула администрацийӗнче палӑк тӑвас ыйтупа иртнӗ ларура каланӑ. Унта хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов, ӳнерҫӗсемпе архитекторсем, тӗрлӗ вӑрҫӑра ывӑлӗсене ҫухатнӑ амӑшӗсем, ветерансен организацийӗсен элчисем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Сарӑ ҫӳҫле, кӑвак куҫлӑ хӗрача — саншӑн ҫеҫ ҫунатӑп, тух мана качча». Ҫакӑн йышши юрӑ сӑмахӗсемпе шӑрантараҫҫӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсем пирӗн республикӑра. Чӑннипех-ши вара сарӑ ҫӳҫле хӗрсем тыткӑнлаҫҫӗ-ши яшсене? Тен ку чӑнлӑхах та. Ахальтен мар нумай сӑмахлӑх ҫӳрет сар ҫӳҫлӗ пикесем пирки. Паян, ҫӑвӗн 31-мӗшӗнче сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрсем хӑйсен пӗчӗк уявне уявлаҫҫӗ — тӗнчипе уявлакан сар ҫӳҫлӗ хӗрсен кунне. Асӑннӑ уява Раҫҫейре пӗрремӗш хут 2006 ҫулта уявланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара сар ҫӳҫлӗ хӗрсен уявӗ тӗрекленсе, ҫирӗпленсе паянхи кун та упранать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Павловсен пысӑк кил-йышӗ Ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Кремльте «Мухтава тивӗҫлӗ ашшӗ-амӑшӗ» орденпа нумай ачалла 10 ҫемьене чысланӑ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ аллинчен орден илекенӗсен шутне пирӗн ентешӗмӗрсем, Шупашкар хулинче пурӑнакан Павловсен ҫемьи те кӗнӗ. Ольга Михайловновнапа Алексей Аполлинарьевич 10 ача пӑхса ӳстереҫҫӗ, вӗсенчен чи асли 18 ҫулта, кӗҫени вара ҫӗртме уйӑхӗнче 4 ҫул тултарать. Мускавра пулнӑ вӑхӑтра мухтава тивӗҫлӗ кашни кил-йыша хулари паллӑ вырӑнӗсемпе илсе ҫӳренӗ, тӗрлӗ музейсемпе паллаштарнӑ. Асӑннӑ ордена пирӗн етешсем иртнӗ ҫулсенче те тивӗҫнӗ. 2009 ҫулта — Медведьевсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), в 2010 ҫулта — Маловсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), 2012 ҫулта — Филимоновсен ҫемьи (Ҫӗрпӳ районӗ). Ордена тивӗҫлӗ нумай ачаллӑ ҫемьесем пирӗн республикӑра малашне те пулӗҫ тесе шанас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ыран Самар облаҫӗнче Акатуй уявӗ иртмелле. Вӑл кӑҫалхипе XVI хут иртет. Унта чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗпе, ал ӑстисен ӗҫӗсемпе паллашма май пулӗ. Чӑваш наци мероприятийӗсене сӑнлакан фото ӗҫсен куравӗсем ӗҫлӗҫ. Пӗр уяв та концертсӑр иртмессине те шута илмелле. Кунсӑр пуҫне вӑй питти арҫынсем кӗрешӗве тухӗҫ. Кире пуканӗ йӑтакансем валли те ӑмӑрту хатӗрленӗ. Спортӑн ытти енӗпе ӑстасен те тунсӑхлама вӑхӑт пулмӗ: хӑвӑрт чупакансем ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртӗҫ, футболла та вылӗҫ. Юланутпа тупӑшни те уява илем кӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫапла хаксемпе Раҫҫей социаллӑ университечӗн Шупашкарти филиалӗн профессорӗ ӗҫленӗ. «Пиллӗк» паллӑ илес тесен студентсен пин тенкӗ кӑларса хумалла пулнӑ, «тӑваттӑ» илме — 800 тенкӗ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштавӑн 9-мӗшӗнче хайхискер пиллӗк студентран пурӗ 4,8 пин тенкӗ илнӗ. «Кӗмӗл» шеллеменнисем — «Тӑван ҫӗршывӑн историйӗпе прави» предмета лайӑх паллӑпа тытасшӑн ҫунакансем. Алла алӑ ҫӑвать теҫҫӗ те, анчах ку каларӑш хальхинче тӳрре килмен темелле. Тӳрӗ чунлӑ пулманшӑн преподавателе 150 пин тенкӗ штрафлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне юратнӑ ӗҫре унӑн ҫулталӑк ӗҫлеме май килмӗ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӑрмарти чӑх-чӗп фабрикин сӑн-пичӗ Чӑваш Енре страхлакан тата инвестици компанисене сутма шухӑшлаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӑратлӑ чӑх-чӗп фабрикин акцине те сутлӑха кӑларӗҫ. Кун пирки республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ иккен. Аукцион утӑ уйӑхӗнче иртмелле. Хальхи вӑхӑтра заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ-мӗн. «Поддержка» страхлакан компанин 34,6% акцине сутма шухӑшланӑ. Малтанхи хак 46,16 миллион тенкӗпе танлашать. Устав пурлӑхне вара 158,8 миллион тенкӗпе палӑртнӑ. «Атӑлҫи инвестици компанийӗн» обществӑн акцийӗсене ҫуррине яхӑн — 49,3% — сутӗҫ. Унӑн устав пурлӑхне 730 миллион тенкӗпе хакланӑ. Сӑмах май, предприятие кӑҫал икӗ хутчен те сутлӑха кӑларнӑ-мӗн, анчах туянакан тупӑнман. Сутма шухӑшланӑ тепӗр обьект — Вӑрмарти чӑх-чӗп фабрики. Унӑн устав пурлӑхӗ 85,57 миллион тенкӗ тӑрать. Аукцион 62,76 миллонтан тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫапла, ҫапла... Пирӗн депутатсем ӗҫсер лармаҫҫӗ, ҫӗнӗ саккунсем начасах шутласа кӑлараҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе арҫынсемпе хӗрарӑмсен ирӗклӗхне пӗр шайра хакламалла, хӗрарӑмсен те ҫар хӗсметне кайса килни пӑсмасть. Паянхи кун ятарлӑ саккунпа килешӳллӗн ҫар хӗсметне 18-27 ҫулхи каччӑсене илсе каяҫҫӗ. Депутатсем вара хӗрсене хӗсмете ярасси ҫинчен ятарлӑ хутне хатӗрленӗ те, ӑна хӳтӗлев министерствине яма та ӗлкернӗ пулнӑ. Ҫапах та депутатсен йышӑнӑвӗ тӑрӑх хальлӗхе хӗрсене ҫара хӑйсен кӑмӑлӗпе ҫеҫ илсе кайӗҫ. Ҫав хушӑрах Шупашкар хулинчи Чӑваш Енӗн ҫар комиссириачӗн пуҫлӑхӗ Олег Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх ҫар хӗсметне кайма кӑмӑллӑ хӗрсене Пирогов урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра ятарлӑ хут пама хатӗр. Вӑл хутпа хӗрсем Ҫыхӑну ҫар университетне е Питӗрти медицина ҫар академине вӗренме кайма пултараҫҫӗ. Ҫар хӗсметне хӗрсен каймалла-ши е ҫук? Ку ыйту чӑнах та тавлашаллӑ. Тем тесессӗн те вара мӗн пур хӗрарӑм тӗллевӗ вӑл ҫемье ҫавӑрса, ачасене тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстересси. Арҫынсемпе тан пӑшӑл тытса, ҫар вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпченни вара кирлӗх-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |