|
Спорт
Ишес тесен пӑрлӑ шывӗ кунтах пур та, анчах Чӑваш Енӗн аквайсерӗсем (сивӗ шывра ишекенсене ҫапла калаҫҫӗ иккен) Мурманск хулинче иртекен Ҫурҫӗр уявне хутшӑннӑ. Кӑҫал тӗнче шайӗн правилисемпе йӗркеленӗ мероприяти хальхинче 80-мӗш ҫул пуҫтарӑннӑ иккен. Унта Раҫҫейӗн 26 хулинчи тата 6 ҫӗршыври: Австралири, Аслӑ Британири, Италири, Чехири, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи, Кӑнтӑр Африкӑри 230 спортсмен пуҫтарӑннӑ. Чӑвашсен ушкӑнне 8 ҫын кӗнӗ. Татьяна Александрова, вӑл «АквАйСпорт–Чӑваш Ен» федерацин президенчӗ, 450 метра ишессипе, Валерий Губаньков финн брасс мелӗпе ишсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Валерий Губаньков тепӗр тӗрлӗ стильпе ишсе те ҫӗнтерме пултарнӑ. Ылтӑн мар та, анчах кӗмӗле ҫӗннӗ. Кӗмӗл медале Михаил Андронов та тивӗҫнӗ. Маларах асӑннӑ Татьяна Александрова 25 тата 50 метра ишнӗ чух та лайӑх енчен палӑрнӑ — бронза медале ҫӗннӗ. Бронза медаль унччен каланӑ Валерий Губанькова та лекнӗ. Ӑна вӑл 25 метра тупӑшнӑшӑн илнӗ. Тепӗр бронза хуҫи — 450 метра ишнӗ Алексей Лисов. Мурманскран чӑвашсем Финляндинчи Ровани хулинче Хӗлле ишевпе иртекен 9-мӗш тӗнче чемпионатне тухса кайнӑ. «АквАйСпорт-Чӑваш Ен» федерацин президенчӗ 450 метра ишсе унта пӗрремӗш кунхинех «ылтӑнлӑ» пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Конкурсри ӗҫсенчен Нумаях пулмасть Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Стиль территорийӗ» ятпа ҫи-пуҫ дизайнӗн тата декоративлӑ прикладной ӳнерӗн конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна Пӗтӗм тӗнче шайне кӑларнӑ. Унта маларах Чӑваш Енрисемсӗр пуҫне Казахстанри Актобе хулинчи К. Жубанов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн тата Мари Эл студенчӗсемпе вӗренекенӗсем хутшӑннӑ. Конкурса хутшӑннӑ ӗҫсен шучӗ 180-ран та иртсе кайнӑ. Декоративлӑ прикладной ӳнерте «Текстиль» номинацире Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен икӗ хӗрача ҫӗнтернӗ. Татьяна Хушкина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Наталья Ефимова — 3-мӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
Ҫак эрнере Чӑваш Енре ҫӗнӗ Хушу йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн малашне кашни уйӑхра республикипех сывлӑхпа спорт кунӗсем ирттерме тытӑнмалла. Сӑмах май, паянтан ӑна пуҫласа йӗркелерӗҫ те ӗнтӗ. Спортпа сывлӑх кунне ирттермелле тени ӑна хӑҫан йӗркелессине палӑртса хумаллине пӗлтерет. Палӑртнипех ҫырлахмалла мар — хӑҫан пулассине хаҫат, радиопа телекурав, тӗнче тетелӗ урлӑ ҫынсем патне ҫитермелле. Сывлӑхпа спорт кунӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тата тӗрлӗ харпӑрлӑх хурмиллӗ организацисен спорт сооруженийӗсемпе объекчӗсене халӑха тӳлевсӗр кӗртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
Ҫав ҫулта та Олимпиадӑна хутшӑнаҫҫӗ-им тесе тӗлӗнме кирлӗ мар. Чемпион ятне Владимир Воронков йӗлтӗрҫӗ 1972 ҫулта иртнӗ XI Хӗллехи Олимп вӑййинче тивӗҫнӗ. Чӑваш ятне тивӗҫлипе хӳтӗленӗ спортсмен Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче ҫуралнӑ. Ун парнисене ҫӗнсе илессишӗн республикӑра ҫулсеренех спорт ӑмӑртӑвӗ йӗркелеҫҫӗ. Ҫичӗ теҫетке ҫул тултарнӑ ятпа Олимп чемпионне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Элтеперӗн пресс-служби спорт ветеранӗпе Элтепер «спорт юхӑмӗн аталанӑвӗн малашлӑхне» сӳтсе явнине пӗлтерет. «Чӑваш Ен спортра Раҫҫейӗн ертсе пыракан регионӗ пулнӑ, пур, пулӗ те», — тенӗ иккен Воронков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Экономика
Ҫӗнӗ Шупашкарта 30 пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтермелӗх ҫӗнӗ турбина хута янӑ. Ӑна спутник-хулари 3-мӗш ӑшӑ электроцентралӗнче (ТЭЦра) вырнаҫтарнӑ. ТЭЦа 1965 ҫултах туса лартнӑ. Сӑмах май, ҫӗнӗ турбинӑна хута янӑ ятпа йӗркеленӗ мероприятире электроцентальти пӗрремӗш кӑмакана тата турбинӑна ӗҫлеттерсе янине паянхи пек ас тӑвакан ҫын та пулнӑ. Вӑл — энергетика ветеранӗн, Раҫҫейӗн Топливӑпа промышленноҫ министерствин хисеплӗ ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ, ТЭЦра 55 ҫул ӗҫленӗ Владимир Хрипунов. Ӑна тата ытти хӑш-пӗр ӗҫчене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятран ҫырнӑ сехет парнеленӗ. Ҫӗнӗ турбинӑна Раҫҫей энергетикин инвестици программине пурнӑҫа кӗртекен программӑпа килӗшӳллӗн хута янӑ иккен. Ун йышшине КЭС-Холдинг текен предприяти ҫӗршывӗпе 18 ҫӗрте пурнӑҫлама палӑртнинчен — тӑххӑрмӗшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Экономика
Чӑваш Ен экономики епле аталаннине тишкерсе пыракансем икӗ пулӑма асӑрхамасӑр ирттермерӗҫех-тӗр. Пӗрремӗшӗнчен, пушӑн 20-мӗшӗнче иртнӗ Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Михаил Игнатьев Элтепер республикӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗ. Докладра вӑл социаллӑ мӗнпур яваплӑха пурнӑҫлама пултарнине, Пӗтӗм тӗнчери «Moody's» тата «Fitch» кредит агентствисем Чӑваш Ене лайӑх енчен палӑртнине, халӑх влаҫа ытларах шаннине, ҫурт-йӗр тӑвасси тата ача ҫуратасси ӳснине палӑртса хӑварчӗ. Отчетпа тӗплӗн паллашас тесен ҫак каҫӑпа пӑхмалла. Ӗнер вара Экономика канашӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2030 ҫулчченхи стратегине пӑхса тухнӑ. ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин шучӗпе влаҫ органӗсен тӑрӑшнине кура бизнеса аталантарма Чӑваш Енре тӑнӑҫлӑ лару-тӑру йӗркеленмелле. Экономика канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ пысӑк пердпритяи ертӳҫисем, экспертсем стратегие кӗртме тӗрлӗ сӗнӳ панӑ. Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн Халӑхсем хушшинчи агробизнесӗн центрӗн ертӳҫин Виктор Лищенко шучӗпе Чӑваш Енри ялсенче инженери тата транспорт инфраструктури лайӑх аталаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Вӑрнарти тӗп вулавӑшра пултаруллӑ ачасемпе тӗлпулу иртнӗ. «Культурӑна сыхласа Чӑваш Ене аталантарар» темӑпа йӗркеленӗ мероприятие Культура ҫулталӑкне халалланӑ. Уява Вӑрнар районӗнчи пултаруллӑ ҫамрӑксене чӗннӗ. Вӗсем пурте — Олимпиада ҫӗнтерӳҫисем, сӑвӑ-калав, юмах ҫыракансем. Ачасем хӑйсем пирки, пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, малашлӑхра мӗн тӑвассипе паллаштарнӑ. Ҫак мероприятире кашниех хӑйӗн литературӑри пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Уява Вӑрнар районӗнчи общество деятелӗ, журналисчӗ, поэчӗ Михаил Васильева чӗннӗ. Вӑл ачасене хӑйсен пултарулӑхне малалла аталантарма ӑнӑҫу суннӑ. Тӗлпулу вӗҫӗнче Юрий Ялавин сӑввисем янӑранӑ. Вӗсем кӑҫал «Чӑваш Ен литератури: 2012 ҫулхи кӗнеке» конкурса хутшӑнмашкӑн списока кӗнӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем ачасене «Чӑваш Ен литератури: 2012 ҫулхи кӗнеке» куравпа паллаштарнӑ, ҫак конкурсри «Вулав лидерӗ», «Чи лайӑх буктрейлер» номинацисенче хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Ӗнер, пушӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ пуйӑса чарса лартнӑ. Тепловозӑн иккӗмӗш секцийӗ шал енчен чӗрӗлсе кайнине Горьковски чукун ҫулӑн 9-мӗш посчӗ тӗлӗнче 18 сехет те 8 минутра асӑрханӑ та пуйӑса часрах чарса лартнӑ. Вут хыпса илнине кура пӗрремӗш вакунти 25 пассажира тепӗр вакуна куҫарнӑ иккен. Ҫынсем шар курман, вӗсен хушшинче хӑранипе хуйханман тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Юсавсӑр тепловоза йӗркеллипе ылмаштарнӑ хыҫҫӑн 19 сехет те 24 минутра пуйӑс хускалнӑ. Инкек пулнӑ вырӑна Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
Вӑл е ку тавара сӗнекенсем хӑйсен продукцине сутассишӗн темле те юптарма хатӗр. Ҫапларах хаклама пулать-тӗр Шупашкарти К. хушаматлӑ уйрӑм усламҫа. Правур хӗрарӑм ҫакмалли текен мачча сутса «кӗмӗл» туса пурӑнать. Хӑйӗн таварне рекламӑлас тесе вӑл реклама хаҫачӗсенчен пӗринче пӗлтерӳ пичетленӗ. Кунта саккуна пӑсни ҫук-ха. Анчах усламҫӑ-хӗрарӑм: «Пирӗн йӳнӗрех!» тесе ӗнентернӗ. Анчах пӗлтерӳсене тавар туянакансем кӑна мар, ӑна сӗнекенсем те асӑрхасах тӑраҫҫӗ. Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленине К. реклами чӑнлӑхпа килӗшсе тӑманни пирки систерекен тупӑннӑ курӑнать, мӗншӗн тесен асӑннӑ служба ӗҫченӗсем реклама чӑнлӑхпа килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Суйса хыпарланӑшӑн хӗрарӑм-усламҫа административлӑ майпа явап тыттарма, тепӗр майлӑ каласан, штрафлама, йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
Коммуналлӑ тӳлевпе вӑхӑтра татӑлманнисене пени ытларах тӳлеттермелле тӑвасшӑн. Хальлӗхе ку — саккун проекчӗ шайӗнче кӑна-ха. Ӑна ҫӗршывӑн Патшалӑх Думине ҫитернӗ-мӗн. Саккуна ырласан пени виҫи хальхи 6 процентран 18-а ҫитӗ. Енчен те парӑмсемпе вӑхӑтра виҫӗ хут таран татӑлмасан пение 15–20 процент таран тӳлеттермелле тӑвас шухӑша палӑртаҫҫӗ иккен. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе Чулхулара иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри форумра РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Павел Качкаев пӗлтернине «Российская газета» хыпарланӑ. Маларах асӑннӑ саккун проектӗнче тепӗр саманта та пӑхса хӑварнӑ — яваплӑха ӳстересси хӑйсен тивӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫласа пыман предприятисене те пырса тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
