Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Т. Акташ сӑнӗ
Т. Акташ сӑнӗ

Виҫӗмкун, ҫурлан 20-мӗшӗнче, Муркаш район судӗнче черетлӗ лару иртнӗ — ку хутӗнче хайхи Илле Иванова приставсем вӑйпа илсе килнӗ.

«Сӗтев» хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшӑн айӑпланакан ку хутӗнче тӳре умне икӗ пӗчӗк плакатпа тухса тӑнӑ: «Мана йыхрав чӑвашла пама ыйтатӑп!» тата «Йӑкӑнат Мишшипе Путин резидент конституци гаранчӗсем мар» (текста йӑнӑш ҫук). Вӗсене вара приставӑн хуса илме тивнӗ — хӑй Иванов тӳре ыйтнине пурнӑҫласшӑн пулман.

Ытти тӗлӗшпе суд хӑйӗн ӗҫне малалла тӑснӑ. Ку хутӗнче ыйтусемпе Илья Федотов следователе нушалантарнӑ. Ҫавӑн пекех хӳтӗлекен ен суд ӗҫӗ ҫумне ҫӗнӗ хутсем хушма сӗннӗ — Николай Максимов паллӑ ҫыравҫӑ тунӑ пӗтемлетӗве, айӑпланакан статья вӑхӑтӗнче МИХсем пичетленӗ статьясен йышне, ЧПГӐИ тунӑ статья хаклавне. Тӳре ку материалсен ытларахӑш пайне йышӑнма килӗшнӗ. Прокурор енӗ Белов кунтелее тепре чӗнме ыйтнӑ (асаилтеретпӗр — вӑл ӗҫ хучӗсене кӗнӗ хӑйӗн сӑмахӗсене йышӑнман, вӗсем суя тесе хакланӑ). Хӳтӗлевҫӗсем хирӗҫ пулчӗҫ пулин те тӳре прокурор майлӑ пулчӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1230.html
 

Вӑрмар районӗнче кӑҫалхи ҫурлан 22-мӗшӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх хӑш-пӗр демографи паллисем лайӑх енне улшӑннине асӑрхама пулать.

Кӑҫал ҫуралнӑ пепкесен йышӗ пӗлтерхинчен 33 нумайрах: 2012 ҫулта — 150 шӑпӑрлан ҫуралнине регистрациленӗ, 2013 ҫулта вара — 183 (вӗсенчен 102 — арҫын ача, 81 — хӗрача). Ашшӗсемпе амӑшсем арҫын ачасене ытларах Артемий, Даниил, Роман, хӗрачасене вара — Анастасия, Ксения тата Дарья ятсем пама кӑмӑлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 8 пепкене сайра хутра тӗл пулакан ятсене — Давид, Игнат, Иосиф, Платон, Николь, Мирра, Руслана, Эллина панӑ.

Пӗр ачаллӑ ҫемьесем районта 57, икӗ ачаллисем — 61, виҫ ачаллисем — 54, тӑватӑ е ытлараххисем — 11.

Шел пулин те кӑҫал Вӑрмар районӗнче вилнисен шучӗ пӗлтӗрхинчен ӳснӗ: 2012 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗн кӑтартӑвӗпе 256 ҫын вилнӗ, 2013 ҫулта — 268 ҫын (155 — арҫын, 113 — хӗрарӑм).

Пӗлтерхипе танлаштарсан уйрӑлакан мӑшӑрсен шучӗ кӑҫал сахалрах: 2013 ҫулта — 43, 2012 ҫулта — 46.

Мӑшӑрланнисен шучӗ вара пӗлтерхинчен нумайран: кӑҫал 80 ҫамрӑк ҫемье ҫуралнӑ, пӗлтӗр — 75. Кӑҫал 88 ҫулхи старикпе 91 ҫулхи карчӑк мӑшӑрланнине те асӑнса хӑварас пулать.

Малалла...

 

Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн чӑрмавсемсӗр ӗҫе вырнаҫасси — студентсен чи пысӑк ӗмӗчӗ. Ҫак ыйтӑва татса парас тесе ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем алӑ усми ӗҫлеҫҫӗ.

Кӑҫал Улатӑрти ӗҫ вырӑнне тупса пулӑшакан центра алла диплом илнӗ 30 студент ӗҫ ыйтма килнӗ. Служба пулӑшӑвӗпе 11 ҫамрӑк хӑйсен ӗҫ вырӑнне тупнӑ, вӗсенчен 9-шӗ — вӗренне специальноҫпа.

Ӗҫ тупса паракан центр техникум пӗтӗрнӗ 5 студента тата професси паракан училищинчен вӗренсе тухнӑ 4 ҫамрӑка «Пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ» программӑпа ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ. 8 организаци вӗренсе тухакан студентсене ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтернӗ: «Мастерица» ТМЯО, «ФСК» АОУДОД, «Улатӑрти хут фабрики» ТМЯО, «Элетех савут» АУО, «АЗНХ» АУО, «Улатӑр сӗчӗ» ТМЯО.

Программӑна укҫапа тивӗҫтерессипе 44 209 тенкӗ тухса кайнӑ, ҫав шутри 32 845 тенкӗ — ӗҫ паракансен шалу тӳлес укҫа.

 

Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗ 2 миллион та 340 пин тенкӗ парса туяннӑ «BMW 528I xDrive» маркӑллӑ урапа туянни пирки Мускав мэрӗ пулма кӗрешӗве тухнӑ Алексей Навальнӑйӑн шаннӑ ҫыннисем ҫӑхав ҫырнӑ иккен. Вӗсен шучӗпе Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ машина туянасси пирки хатӗрленӗ аукцион хучӗсенче монополипе кӗрешекен саккуна пӑснӑ самантсем пулнӑ.

Ҫӑхава Монополипе кӗрешекен федераци службин Чулхулари Управленийӗнче пӑхса тухнӑ. Хутсенче, чӑн та, хӑш-пӗр кӑлтӑк асӑрханӑ. Туянас кӑмӑл тунӑ машинӑн техника характеристикине кӑтартнӑ чух та ҫитменлӗх тупӑннӑ.

Монополипе кӗрешекенсем аукциона тӗрӗс мар хатӗрленӗ тесе ҫурлан 26-мӗшӗччен ӑна пӑрахҫӑламалла тесе йышӑну кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64825
 

Йӗпреҫ районӗнчи Калинин ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗн лавне туртма ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Пухӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров хӑй ертсе пынӑ. Хӗрӳ ӗҫҫи вӑхӑтӗнче ирттернӗ пухӑвӑн тӗллевӗ председателе суйласси пулнӑ.

Районтисем кооперативӑн унчченхи ертӳҫине суд дисквалификацилеме йышӑнни пирки пӗлтерет. Мӗншӗнне каламан та, анчах тӳресем кун пек шухӑш патне пырса тухасси ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлеменнипе чылай чух ҫыхӑнать.

Ял хуҫалӑх кооперативне ертсе пыма Эйпеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ 52 ҫулхи Борис Петрова шаннӑ.

 

Комбайнсем хиртех хыпса илни пулкалать-ха. Ҫак кунсенче вара «Шупашкар–Сӑр» автоҫулӑн 81 ҫухрӑмӗнче ӗҫлекен грейдера ҫулӑм ярса илнӗ. Техника Ҫӗрпӳ районӗнчи «Воддорстрой» обществӑн пулнӑ. Грейдер хыпса илни пирки хыпар ҫитнӗ хыҫҫӑнах яваплӑ службӑсем унта виҫӗ автоцистерна янӑ.

Пушарпа кӗрешекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм техника тытӑмӗ, механизмсемпе узелсем юсавсӑр пулнипе ҫыхӑннӑ.

 

Комсомольски районӗнчи Шурут Нурӑс ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ виҫӗ пӗртӑвана асӑнса палӑк уҫма палӑртнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ялӗнче пулмӗ-ха вӑл, вырӑнти масар ҫинче.

Палӑка Александр, Николай тата Геннадий Соколовсене халалланӑ. Вӗсем пуҫ хунӑранпа шыв-шур нумай юхса иртнӗ пулин те хайхисен ҫывӑх ҫыннисем ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунӑ несӗлӗсене манман кӑна мар, вӗсен шӑпипе ҫине тӑрсах кӑсӑкланнӑ. Асли, Александр, 1941 ҫулта Карелинче вилнӗ; вӑтамми, Николай, — 1942-мӗшӗнче Вязьма тӑрӑхӗнче; кӗҫӗнни, Геннадий, — 1943-мӗшӗнче Курск пӗккинче. Вӗсен тӑванӗн ывӑлӗ Владимир Матросов несӗлӗсене пытарнӑ вырӑна чылай ҫул шыранӑ, унтан тӑпра илсе килме ӗмӗтленнӗ вӑл. Шухӑшланине пурнӑҫа кӗртнӗ-кӗртнех.

Сакӑрвуннӑран иртнӗ пӗр тӑван Зойӑпа Валентина Григорьевнӑсем (район администрацийӗ хыпарланинче виҫӗ пӗр тӑваншӑн вӗсем кам лекни пирки, шел те, каламан) кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Ҫарпа мемориал компанине палӑк лартма пулӑшу ыйтса ҫыру янӑ иккен. Ҫапла вара гранитран тунӑ палӑка ыран уҫӗҫ.

 

Ӗнер РФ Следстви комитечӗн республикӑри Управленийӗнче пресс-конференци иртрӗ. Унта ведомствӑн ҫур ҫулхи ӗҫӗ-хӗлне пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫавӑн йышши мероприятисенчи евӗрех нумай цифра асӑнчӗҫ. Вӗсемпе Управлени ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев паллаштарчӗ.

Ҫапах та пресс-конференцин самай пайӗ нумаях пулмасть пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗп фигуранчӗ — Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Моисеев — тавра пычӗ. Сӑмах май, ҫӗр сутма ирттерекен аукционта Моисеев пӗр усламҫӑна ҫӗнтерме пулӑшма шантарнӑ имӗш. Ҫакӑншӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ 4 миллион тенкӗ ыйтнӑ пулать. Сӗтевӗн ҫуррине — 2 миллионне — панӑ чух ҫакланнӑ иккен. Ҫӗре Моисеев ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ категорирен каярах строительство валли куҫарма шантарнӑ-мӗн.

Журналистсенчен хӑшӗ ку ӗҫре политика сӗмӗ, апла тӑк ура хурас тени ҫук-и тесе кӑсӑкланчӗ. Следстви управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен пайӗн ертӳҫи Радислав Родионов ун пек факта хирӗҫлерӗ. Юри такӑнтарас тенине вӗсем тӳрех сисессине пӗлтерчӗ.

Тӗпчевҫӗсене ӗҫлеме кансӗрлемеҫҫӗ-и тесе кӑсӑкланакан та пулчӗ.

Малалла...

 

Паян, ҫурлан 22-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршыв Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх ялавӗн кунне паллӑ тӑвать. Ҫак куна халаласа ӗнер Наци вулавӗшӗнче патшалӑх символӗсен залӗнче хыпарлав сехечӗ иртнӗ. Унта республикӑри ШӖМ управленийӗнчи профессионаллӑ хатӗрлев центрӗн вӗренекенӗсем хутшӑннӑ.

Мероприятийӗ Раҫҫей гимнӗн юррипе уҫнӑ. Вулавӑшри сайра тӗл пулакан тата хаклӑ кӑларӑмсен пайӗн ертӳҫи Татьяна Николаева патшалӑх символӗсен залӗ ҫинчен, унӑн тӗллевӗсем ҫинчен, хӑй уявӗ ҫинчен каласа панӑ, уйрӑмах ялавӑн виҫӗ тӗсен историйӗ ҫинче тимлӗх тунӑ.

Хыпарлав сехетне хутшӑнакансем валли ятарласа «Раҫҫей символӗсем. Герб. Ялав. Гимн» тата «Раҫҫей Федерацийӗн конституцийӗ 20 ҫулта» ятпа кӗнекепе ӳкерчӗксен куравне уҫнӑ. Унсӑр пуҫне вӗренекенсене электронлӑ презентацийӗпе паллаштарнӑ, ун тӑрӑх патшалӑх символӗсен историйӗпе тата Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин конституцийӗсемпе ҫыхӑннӑ нумай кӑсӑклӑ фактсем пӗлнӗ.

Мероприяти вӗҫнелле хутшӑнакансем валли вулавӑш тӑрӑх экскурси ирттернӗ.

 

Шупашкар хула кунӗ иртсе кайнӑран тӑватӑ кун ҫитрӗ пулин те коммуналлӑ хуҫалӑх службисем паянхи кун та уяв кӳрнӗ шырлӑхӗсене саплаштараҫҫӗ.

Хула кунӗ ҫитнӗ тӗлнелле республикӑн тӗп хулинче тирпейлӗх илӗм кӳрессипе пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ. Уйрӑмах ӗҫченсем чечек йӑранӗсене йӗркелес, ҫумлас, шӑварас ӗҫре нумай вӑй хунӑ.

Шел пулин те уява паллӑ тума килнӗ хула ҫыннисемпе хӑнасем коммуналлӑ хуҫалӑх службийӗсен ӗҫӗ-хӗлнӗ тивӗҫлипе хакламан. Хӗрлӗ тӳремре чечек йӑранӗсене 50 яхӑн тваткал метр лаптӑкӑшра таптаса пӗтернӗ.

Паянхи кун хысна тулашӗнчи укҫаран юрӑхсӑрланӑ йӑрансене тивӗҫлӗ йӗркенӗ кӗртнӗ. Тирпей-илем кӗртекенсем хула ҫыннисемпе хӑнасене алӑпа тунӑ хитрелӗхе хаклама, перекетлеме ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64869
 

Страницӑсем: 1 ... 3478, 3479, 3480, 3481, 3482, 3483, 3484, 3485, 3486, 3487, [3488], 3489, 3490, 3491, 3492, 3493, 3494, 3495, 3496, 3497, 3498, ... 3841
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çывăх çынсемпе, туссемпе е ĕçтешсемпе хутшăнура йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Сăлтавĕ - элек. Килĕшÿ нумай вăхăтлăха çухалĕ. Уява е тĕлпулăва такамăн гĕрсĕр шÿчĕ пăсĕ. Тен, сăлтавĕ сирĕнре те пулĕ.

Пуш, 01

1901
124
Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ.
1990
35
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...