![]() Пӗлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра спортӑн ҫак енӗ — вӑл Японири кӗрешӳ меслечӗсенчен пӗри шутланать — питех аталанман иккен. Унтан та ытларах — ку енпе пирӗн патра халиччен Раҫҫей спорт маҫтӑрӗ пулман. Ӳлӗмрен пулӗ. Ҫак ята этемлӗхӗн черченкӗ ҫуррийӗ тивӗҫнӗ. Вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн тренерӗн Николай Петровӑн вӗренекенӗ Анастасия Тарасова. Пике Джержинск хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри чемпионатра 80 килограмран каярах виҫере ҫӗнтерсе Раҫҫей спорт маҫтӑрӗ ята ҫӗнсе илнӗ. Анастасийӑсӑр пуҫне спорт маҫтӑрӑн ячӗсене ҫак кунсенче пирӗн республикӑри тата тепӗр тӑватӑ спортсмен тивӗҫнӗ: Александр Дудкин дзюдоист, Павел Григорьев тата Наталья Степанова самбистсем. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 40 спортсмен Раҫҫей спорт маҫтӑрӗ пулса тӑнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӗп сцена Етӗрне хули республикӑн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ. Чикки вырӑс Чулхула облаҫӗпе юнашар иртет. Иртнӗ шӑматкун унта хула кунне палӑ тунӑ — концертсемпе, конкурссемпе, тӗрлӗ мероприятисемпе. Салют пирки те манман уява хатӗрлекенсем. Шел те, Етӗрне хула кунӗнче чӑвашлӑх текенни ют пулни сисӗннӗ иккен. Кун пирки уява курма килнисем пӗлтереҫҫӗ. Уявпа саламласа ҫырнӑ пӗр чӑваш саламӗ те тупӑнман иккен — аса илме, Етӗрне районӗ Улатӑрпа Пӑрачкав районӗсем пек вырӑс тӑрӑхӗ шутланмасть. Унсӑр пуҫне чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи пулнине шута илсе тӗп сцена ҫинче те пулин икӗ чӗлхепе ҫырмаллах пулнӑ ӗнтӗ. Республика Элтепӗрне вырӑсла юрлакан фольклор ушкӑнӗ кӗтсе илни ҫинче чылай чарӑнса тӑмӑпӑр, ку хула — Сӗнтӗрвӑрри пекех — вырӑссен хули шутланать, унта та вырӑс фольклор ушкӑнӗсем чылай пуль. Уява килнисене хулара Республика ялавӗсем ҫукки вӑйлӑ тӗлӗнтернӗ тет — ҫав хушӑрах Раҫҫей ялавӗсем сахал мар урамсенче вырнаҫнӑ. Концерт тӗлӗшӗнчен чӑн та чӑвашла ушкӑнсем ҫук мар пулнӑ, анчах та вӗсем сцена ҫине тухсан пирӗн чӗлхе хӑшӗ-пӗрне темшӗн килӗшмен, «хватит петь на чувашском! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнчи объектсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура республикӑн строительство министрӗ Олег Марков шантарнӑ. Хальхи вӑхӑта илсен, объектсен 84,5 процентне хатӗрлесе ҫитернӗ. Тӗп ӗҫене ҫитес уйӑхӑн ҫурри тӗлне вӗҫлесшӗн, юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне вара ҫуртсем хатӗрри пирки паспорт илме палӑртаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне тата кӑҫал республикӑри нумай хваттерлӗ 119 ҫурта тӗплӗ юсамалла. Михаил Игнатьев Строймина ӗҫе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑма хушнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарсене вара ӳпкев сӑмахӗ те лекнӗ. Унти темиҫе ҫуртра ҫивитти шӑтнине пула шыв анать иккен. Вӗсене юсама подряд организацине вӑхӑтра палӑртманшӑн республика пуҫлӑхӗ хула влаҫӗсене хурланӑ. Шупашкар хула влаҫӗсене вара Николаев урамӗнчи ҫула хӑвӑртрах туса пӗтерме хушнӑ. Вӑл ҫул, ҫитменнине, ял хуҫалӑх пасарӗ патне транспорта кайма кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӳре-шарана тӑватӑ кунлӑх ӗҫ эрни ҫине куҫарасшӑн. Перекетленӗ «кӗмӗле» хысна вӗрентекенсене тата хысна тытӑмӗнче ӗҫлекен ытти ҫынна шалу ӳстерсе пама ярасшӑн. «Кӗмӗле» перекетлемелли ҫакӑн пек хӑйне евӗр меслет сӗннӗ нумаях пулмасть Вологда облаҫӗн кӗпӗрнатторӗ Олег Кувшинников. Ҫапла-ҫапла, пирӗн патра мар. Ку хыпара илтнӗ хыҫҫӑн, «Советская Чувашия» хаҫат, сӑмах май, республикӑри хӑш-пӗр тӳре-шарапа, профсоюз тата прокуратура ӗҫченӗсемпе тата тивӗҫлӗ канури ҫынпа калаҫнӑ, кун пек меслете вӗсем епле йышӑннипе кӑсӑкланнӑ. Никам та хапӑлланине палӑртман. Вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова вара ун пек хӑтланмасӑр та Чӑваш Енре педагогсен шалӑвне ӳстерсе пынине асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӗмпӗр ҫыравҫин — Анатоли Ырьятӑн — черетлӗ кeнеки кун ҫути курчӗ. Ячӗ — «Пурнӑҫ утравӗсем». Суйласа илнисем. Поэзи пайне ҫак сӑвӑ ярӑмӗсем вырнаҫнӑ: «Телее аякра шырамаҫҫӗ», «Ӑраскал», «Пурнӑҫ утравӗсем», «Пурнӑҫ тулӑх — пурӑнма пӗлсен», «Ватлӑха эп читлӗхе хупатӑп», «Юрра хывнӑ сӑвӑсем», «Удел», «Халалсем». Проза жанрӗпе виҫӗ ҫӗнӗ повеҫ вырнаҫнӑ: «Тамӑкра тӗвӗленнӗ кӗтрет», «Таврӑннӑ юрату», «Юн шыв мар». Кӗнекере Чӑваш тата Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем — Алексаедр Богатов, Серте Мишши, Валентина Тарават, Николай Ларионов, Николай Симунов, Роман Чепунов, Анатолий Юман — автор пултарулӑхне хак панӑ статьясем, халалсем кӗнӗ. Сӑнӳкерчӗксем нумай. Кӗнеке «Хамашкал эп» сӑвӑпа уҫӑлать.
Хамашкал ман туйӑм. Хамашкал ман кӑмӑл. Хамашкал пулнӑран пурӑнма та ҫӑмӑл. Телейлӗ ман ӗмӗр. Телейлӗ эп — пӗлӗр! Пысӑк пуҫлӑ ҫын мар, ятран кӑна чӗнӗр.
Анне парнелерӗ мана ҫивӗч ӑсне. Атте парнелерӗ мӑшӑр кӑвак куҫне. Ял-йышпа тӑвансем вӑй-хал парнелерӗҫ, «Тӑхӑрьял ятне эс ҫӗклеме пӗл! |
![]() Раҫҫей халӑхӗ эрех нумай ӗҫни тӳре-шарана вӑйлах пӑшӑрхантарать пулас. Хӑй вӑхӑтӗнче «типӗ саккун» йышӑнни те пулнӑччӗ, халӗ те чӑрмавсем хатӗрлесе тӑраҫҫӗ: эрех таврашне, сӑмахран, халь пӗчӗк лавккасенче сутма чарнӑ, ку ӗҫпе ӗҫлес тесен те ятарлӑ лицензи илмелле. Паянхи саккунсемпе унсӑр пуҫне эрех-сӑрана каҫхи сутма юрамасть. Тепӗр ҫӗнӗ саккунпа «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партине кӗрекен Олег Михеев — вӑл энергетика енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председатель ҫумӗ пулса тӑрӑшать — тухнӑ иккен. Ҫӗнӗлӗхпе килӗшӳллӗн эрех-сӑрана алри укҫапа сутма чармалла имӗш, ӗҫес килсен банк карточкисемпе ҫеҫ туянма май памалла. Саккуна ӑнлантарса панӑ тӑрӑх малтанхи чарусем ҫӗршыври лару-тӑрӑва ытлашшиех улӑштарайман имӗш — Раҫҫей ҫав-ҫавах чи нумай ӗҫекенсен йышӗнче тӑрать иккен. Карточкӑсемпе кӑна сутни вара ӗҫкӗҫсен йышне чакарнисӗр пуҫне эрех-сӑра епле сутӑннине те лайӑхрах тӗрӗслеме май парасса шанать Олег Михеев. Паллах, кунашкал саккуна йышӑнас умӗн ытти ӗҫе самай тума тивӗ. Ҫавӑнпа та Патшалӑх Думи ӑна пурнӑҫа кӗртессин шанӑҫӗ пысӑках мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫурлан 1-мӗшӗнчи кӑтартусем тӑрӑх Вӑрнар районӗнче 80 опекун ҫемьи, вӗсенчен 27 — усрав ҫемьисем. Ҫак уйӑхра районта усрав ҫемьесен йышӗ тата те ӳснӗ. Виҫӗ ҫулхи Люба ҫӗнӗ ҫемьене Чулхула облаҫӗнчи Городец ача ҫуртӗнчен килнӗ пулнӑ. Вӑл килнӗ ҫӗре пулас ашшӗпе амӑшӗ тата кукамӑшӗ хваттере ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ: пӳлӗмесене хитрелетнӗ, ача-пӑча кӗтесне, теттесене, илемлӗ тумтир хатӗрлесе хунӑ. Ҫӗнӗ ҫемьере пӗчӗк хӗрачана пурте юратаҫҫӗ. Паянхи куна вӗсем кукамӑш ялӗнче ҫуллахи вӑхӑтӑн юлашки кунӗсене ирттереҫҫӗ. Республика лаптӑкӗнче ҫавӑн пек майпа ҫуралнӑ ҫемьесен йышӗ ӳссех пырасса шанас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сорокинсен ҫемьи Ҫемьере пепке ҫурални яланах пысӑк савӑнӑҫ кӳрет. Ак, ҫурлан 23-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи ЗАГС пайӗн администрацийӗнче 500-мӗш ача ҫуралнине регистрациленӗ. Ача ҫуралнине ҫирӗплетекен хута панӑ ҫӗре тӑвансемпе ҫывӑх юлташӗсем пынӑ. 500-мӗш хисеппе ҫуралнӑ пепке — Юля — Сорокинсен ҫемьинче виҫҫемӗш ача. ЗАГС пайӗн администраци пуҫлӑхӗ А.Е.Максимова ҫемьене шӑпӑрлан ҫуралнӑ ятпа саламланӑ, саламлӑ открыткӑпа пӗрле Шупашкар районӗнчи администраци пуҫлӑхӗ Г.И.Егоров ячӗпе асӑнмалӑх парне панӑ. Пӗлме, пӗлтӗр ҫурлан 23-мӗш кунӗ тӗлнлле Шупашкар районӗнче 486 пепке ҫуралнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ту-134Б-3 44 миллион тенкӗлле парӑма вӑхӑтра татса паманнишӗн «Шупашкар агрегат савучӗ» АУО-н хӑй тахҫан хуҫаланнӑ Ту-134Б-3 маркӑллӑ самолетпа «сыв пуллашма» лекнӗ. Чулхулари суд приставӗсен служба управленийӗн пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх республикӑри Раҫҫейӗн УФССП хушнипе Чулхула суд приставӗсем «Шупашкар агрегат савучӗн» пурлӑхӗ ҫине (самолёт) арест хунӑ, мӗншӗн тесен предприяти тепӗр организаци умӗнче 44 миллионлӑ парӑма кӗнӗ. Паянхи кун самолёт парӑмлӑ организацийӗн элчисен яваплӑ сыхлавӗнче тӑрать. Вунӑ кун хушшинчи «Шупашкар агрегат савучӗ» организацийӗ укҫа тавӑрса памасан арестленӗ пурлӑха халӑх умӗнче хаклашса сутма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кун пирки республикӑн Экономика министерстви Чӑвашстат пӗлтернине тӗпе хурса хыпарлать. Кӑҫалхи кӑрлач–утӑ уйӑхӗсенче халӑхӑн пӗтӗмӗшле тупӑшӗ 125 миллиард тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртипе пӑхсан, ку вӑл 16,9 процент пысӑкрах иккен. Кашни ҫын пуҫне мӗн чухлӗ тупӑш тивнине те шутласа пӑхнӑ. Маларах асӑннӑ тапхӑрта ку вӑл вӑтамран 14 пин те 360 тенкӗ те 50 пуспа танлашнӑ иккен. Сӑмах май, ҫак тупӑш та пӗлтӗрхи ҫичӗ уйӑхринчен ӳснӗ — 17,3 процент таранах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ. | ||
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |