Сывлӑх
![]() Чӑваш Енӗн тӗп офтальмологӗ Дмитрий Арсютов тӗлӗнмелле операци тунӑ. 3D меслетпе пурнӑҫлакан операцие вӑл Тӗнчери офтальмологи конференцийӗ вӑхӑтӗнче Самар хулинче чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирттернӗ. Конференци вӑхӑтӗнче Самарти, Пензӑри, Кироври, Мускаври тата Шупашкарти куҫ тухтӑрӗсем хальхи йышши 10 операци туса кӑтартнӑ иккен. Арсютов пурнӑҫланӑ 3D форматлӑ операци пирки каласан, хирург мӗн туни пысӑк экран ҫинче курӑнать иккен. Ӳкерчӗке тухтӑр 3D куҫлӑхпа пӑхать. Ҫакӑ кӑштах кӑна каснипех катарактӑна сиплеме май парать. Кун пек операцие пула хируга та ӗҫлеме ҫӑмӑл иккен, чирлине те ыраттармасть-мӗн тата куҫ та хӑвӑрт сипленет теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӗмпӗр хулинчи «Шанӑҫ» чӑваш хорӗ Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» программӑра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистне Михаил Ефремова ҫур ӗмӗрхи юбилейпа саламланине хӑшӗсем, тен, курнӑ та пулӗ. Михаил Ефремовра чӑваш юнӗ чупни пирки калаҫҫӗ. Кунта сӑмах Иван Яковлев пирки пырать. Актерӑн амӑшӗ, Алла Покровская, Иван Яковлевӑн мӑнукӗн хӗрӗ пулать теҫҫӗ. Малаховӑн Ефремовпа ирттернӗ кӑларӑмне Чӗмпӗртен Ираида Гавриловӑпа Александр Чурбанов та хутшӑннӑ, чӑваш тумне тӑхӑнса тухса актера вӗсем чӑваш культурин центрӗ ячӗпе юбиляр-актера чӑваш кӗпи тӑхӑнтартнӑ. Андрей Малахова та кӳрентермен — ӑна чӑваш тӗрриллӗ ҫанӑсӑр кӗпе парнеленӗ. «Чӑвашсем хӑйсен авалтан пыракан йӑлине хисеплени мана савӑнтарать», — тенӗ Михаил Ефремов актер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Судран тарнӑ арҫын Чӳк уйӑхӗн пӗр кунӗнче республикӑн Аслӑ суд ларӑвне пынӑ арҫын тарнӑ. Таджикистанри Душанбе хулинче пурӑнакан 39-ти арҫын пирӗн ҫӗршывра гражданствӑсӑр пурӑннӑ иккен. Ҫавна кура ӑна Федерацин миграци службин республикӑри управленийӗ тӑван ҫӗршывне яма йышӑннӑ. Суд ларӑвне пынӑ арҫын кӑнтӑрла иртни пӗрре тӗлӗсенче тухса тарнӑ. Вӑл 58-мӗш регионта регистрациленнӗ машинӑпа ларса кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тен, халӗ ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ та-и... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Сылтӑмри — хуҫалӑх ертӳҫи Николай Андреев Темиҫе теҫетке ҫул хуҫалӑх рулӗ умӗнче тӑракан ертӳҫӗсем республикӑра сахалланса пыраҫҫӗ. Ҫапах та пур-ха вӗсем, аксакалсем. Акӑ, Канаш районӗнчи Киров ячӗллӗ кооператива илер. Ӑна миҫе ҫул ӗнтӗ Николай Андреев ертсе пырать. Хӑй вӑхӑтӗнче унта журналист ӗҫӗпе пулнӑччӗ те Николай Степанович ял хуҫалӑхӗшӗн чунне ыраттарса калаҫни асрах. Малалла талпӑнакан предприятире паян ҫӗнӗ ферма ҫӗкленет. Ӑна 1 509 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче хӑпартса лартнӑ. Анчах хальлӗхе мӗнпур ӗҫе вӗҫлеймен-ха — ҫурт тӑвакансем малалла тимлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ фермӑра 200 пуҫ ӗне валли вырӑн пулӗ. Ферма тума хуҫалӑх хӑйӗн туприне 2.4 миллион тенкӗ ытла хывнӑ. 17,3 миллионне вара банкран кивҫен илнӗ. Проект хакӗ — 21,7 миллиона яхӑн. Фермӑра ӗҫлекенсене ҫӑвӑнмалли, салтӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем пӑхса хӑварнӑ. Мӗнпур ӗҫе раштав ҫуррисенче вӗҫлесшӗн-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 64-мӗш шкулта ачасем кӑна мар, учительсем те пӗр пек ҫи-пуҫ ҫине куҫнӑ. Дресс-код кӗртес шухӑш унти вӗрентекенсем ултӑ ҫул каяллах ҫуралнӑ иккен. Анчах ачасем кам мӗнле пултарать, ҫавӑн пек тӑхӑнса ҫӳренӗ вӑхӑтра вӑл йӑла вырӑнлах мар пек туйӑннӑ. Вӗрентекенсен тумтирӗ тӗксӗм жилетран, юбкӑран е шӑлавартан (кам мӗн кӑмӑллать, ҫавна суйланӑ) тата ҫутӑ тӗслӗ кӗперен тӑрать. Ҫи-пуҫа хулари ҫӗвӗ ателйисенчен пӗринче ҫӗлеттернӗ. Пысӑкрах фирмӑсем пӗчӗк заказа йышӑнма килӗшмен-мӗн. Эрнере пӗрре, шӑматкунсерен, урӑхла тӑхӑнса килме юрать тесе йышӑннӑ. «Каярах, тен, йӑлӑхтарӗ те-и, анчах хальлӗхе ку тума юратсах тӑхӑнатпӑр», — теҫҫӗ иккен вӗрентекенсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи Литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премийӗ енӗпе ӗҫлекен комиссин черетсӗр ларӑвне ирттернӗ. Ларӑва васкавлӑ йӗркелени, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, литературӑпа ӳнер енӗпе паракан премие Константин Иванов ячӗпе хисеплентермелли пирки сӗнсе янӑ ҫыру хистенӗ. Ӑна культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем пухӑнса шӑрҫаланӑ иккен. Ларура епле пӗтӗмлетӳ патне пырса тухнине кӗске информацире уҫӑмлӑн каламан. Анчах ҫапла ӑнлантарни пур. Константин Иванов ячӗллӗ литературӑпа ӳнер премине 1992 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ иккен. Ҫавӑн чухне ятлӑ тепӗр премие те пама йышӑннӑ: музыкӑпа театр ӳнерӗнчине — Федор Павлов ячӗпе, сӑнарлӑ ӳнерпе архитектурӑрине – Петр Егоров ячӗпе, ӑслӑлӑхрине — Никита Бичурин ячӗпе. Ятлӑ премисене тепӗр пӗр-ик ҫултанах пама пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци музейӗнче ӗнер ют ҫӗршыв студенчӗн кунне ирттернӗ. Ӑна аякран килнӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа аваллӑх управҫин курав залӗсемпе тата куравӗсемпе паллаштарас тесе йӗркеленӗ. Вӗсем валли ятарлӑ программа та шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫав шутра чӑваш тумӗпе тата хулана пуҫарса янисен йӑли-йӗркипе паллаштарассине те кӗртнӗ. Театрализациленӗ экскурсие истори реконструкцийӗн «Вырӑс егерӗ» йӗркеленӗ. Ют ҫӗршыв студенчӗсем валли мӗнпур мероприятие тӳлевсӗр ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ӗне выльӑх тытакансене пулӑшма кӑҫал йышӑннӑ йӗрке килес ҫул та вӑйра пулмалла. Кун пирки Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Илья Шестаков пӗлтернӗ. Асӑннӑ ведомствӑн Выльӑх-чӗрлӗх ӗҫӗсен департаменчӗ кирлӗ сӗнӳсене РФ Ял хуҫалӑх министерствине янӑ. Пӗрремӗш тата чи пысӑк сортлӑ сӗте субсидилеме кӑҫал ҫӗршыв хыснинчен пурӗ 9,5 миллиард етнкӗ укҫа уйӑрнӑ. Выльӑх апачӗ хакланнине кура каярах ку тупрана тепӗр 3,2 миллиард тенкӗлӗх хушса панӑ. Ҫапах та пирӗн ҫӗршывра сӗт ҫитмест иккен. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 6 миллион тонна чухлӗ сахал, сӗт туса илекенсен шучӗпе вара — 15 миллион тонна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ишӗлекен, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене ҫӗнӗ ҫуртсене май килнӗ таран куҫарса пыраҫҫӗ-ха. Ҫапах та ку ыйту вӗҫне тухса пӗтейменнине ун йышшисенче пурӑнакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлассипе ӗҫлекен фонд нумаях пулмасть ишӗлекен хӑш ҫурта хӑҫантарах юсамалли плана ҫирӗплетнӗ. Миҫе ҫынна ҫӗнӗ ҫурта куҫарассине те кӑтартнӑ. Ку списокра ишӗлекеннисен шутне пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен кӗртнисене шута илнӗ. Списокпа тӗплӗнрех паллашас тесен http://gov.cap.ru/info.aspx?id=2660381 каҫӑпа каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Канаш хули монохула тесе федераци хыснинчен укҫа илме ӗмӗтленет. Монохуласенче, аса илтеретпӗр, вӑй питтисенчен чылайӑшӗ пӗр е шутлӑ темиҫе предприятире тӑрӑшать. Тепӗр майлӑ каласан, хыснана укҫа самай кӳрекен предприяти ун йышшисенче пӗр алӑри пӳрнепе шутласа кӑлармалӑх кӑна. Монохуласене федераци хыснинчен укҫа уйӑркалса пулӑшаҫҫӗ. Халӗ ҫавӑн пек шанӑҫпа Канаш хули пурӑнать. Кирлӗ хутсене Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерствине тӑратнӑ ӗнтӗ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче вара асӑннӑ ведомствӑн Ятарлӑ экономика зонисен, регионсемпе монохуласен аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен департаменчӗ канашлу ирттернӗ. Унта Чӑваш Енӗн экономика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин хутшӑннӑ. Канашлура эпир маларах асӑннӑ хулан комплекслӑ инвестици планне пӑхса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |