Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӗлтерӳ

Муркаш районӗнче «Хамах эпӗ режиссёр» конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна район 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр ӑна пуҫласа ирттернӗ.

Видеосюжетсене Муркаш районӗнче пурӑнакансемпе унта ҫуралнисем тӑратма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене килес ҫулхи кӑрлач вӗҫӗчченех йышӑнаҫҫӗ. Конкурс ҫакӑн пек номинацисемпе иртет: «Тӑван ен — ӗмӗрех юратнӑскер», «Ҫӑкӑр суха касси ҫинче ҫуралать», «Пӗчӗк пердприятие мухтав», «Манӑн ҫемье». Ӗҫсене mp4, avi форматсемпе йышӑнаҫҫӗ.

 

Экономика

Ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫе илнине тишкерсе республикӑра ҫулсерен пӗтӗмлетеҫҫӗ иккен. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 176 предприяти-организацире ют ҫӗршыв ҫыннисем 570-ӑн ӗҫлеҫҫӗ иккен. Вӗсенчен ҫуррине яхӑнӗ (47,2 проценчӗ) тирпейлекен отрасльте тар тӑкать-мӗн. Сӑмах май, маларах асӑннӑ йышран 100 ытла ҫын трактор тӑвакан савутра вӑй хурать. Суту-илӳре тӑрӑшакансем — мӗнпур йышӑн 16 проценчӗ, 11 проценчӗ — строительствӑра, 4,7 проценчӗ — ял тата вӑрман хуҫалӑхӗсенче, 1,8 проценчӗ — транспорт отраслӗнче. Урӑх енпе тӑрӑшакансем те пур.

Пирӗн патра тӗпленнисенчен 64,9 проценчӗ — Узбекистан ҫыннисем, 10,9 проценчӗ — Таджикистанран, 9,2 проценчӗ — Арменинчен, 5,5 проценчӗ — Украинӑран. Ытти ҫӗршыв ҫыннисем те пур паллах. Ют ӗҫртен килнисен хушшинче обрубщиксем, поварсем, пулӑшуҫӑ-рабочисем, штукатурсем, формовщиксем, каменщиксем, грузчиксем, ҫӗвӗҫсем тата ыттисем пур. Маларах асӑннӑ цифрӑсем официаллӑ ҫӑлкуҫ пӗлтерни тӑрӑх. Вӑрттӑн ӗҫлеттерекенсемпе ӗҫлекенсем те, ахӑртнех, ҫук мар-тӑр…

 

Вӗренӳ

Канаш район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ кӗске информаци тӑрӑх унта халӗ ачасем вӗреннипе вӗренменнине ӑнланса илме йывӑр. Ӳкерчӗксем тӑрӑх пӑхсан, вӑл хупӑннӑ шкул мар-ши тесе те шухӑшлас килет. Е, тен, ҫук та пуль — икӗ хутлӑ пысӑк ҫурт ӗҫлекенскерех-тӗр. Вӗренекенӗсем сахал пирки аххӑртнех шӑпӑрлансем валли вырӑн туса парасшӑн пулӗ… Юрӗ, апла-и, капла-и, пуҫа ытлашши ватар мар…

Паян унта юсав ӗҫне пуҫарса янӑ. Шкула ҫӗнетсе 92 вырӑнлӑх ача пахчи уҫмалла тӑвасшӑн. Ҫак ӗҫ валли 45 миллион тенкӗ укҫа кирлӗ пулать.

Сӑнсем (10)

 

Пӑтӑрмахсем

Роскомнадзорӑн Чӑваш Енти Управленийӗ хӗрлӗ чутайсем 106,7 хум ҫинче калаҫтаракан радио ӗҫӗнче кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Темех туман-ха лешсем. Патшалӑхӑн телевиденийӗпе радио фондне ҫитермелли обязательнӑй экземпляра паман иккен. Радиона асӑннӑ районти культурӑпа кану центрӗ калаҫтарать иккен.

Халӗ радио тӗлӗшпе саккуна административлӑ майпа пӑснӑ тесе Управлени протокол шӑрҫаланӑ та суда ярса панӑ. Ытлашши ҫирӗп явапах тыттарас ҫук-тӑр та, анчах штрафран пӑрӑнаймӗҫ-тӗр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.rkn.gov.ru/news/news56004.htm
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енӗн прокуратури арҫынсен Шупашкарти 4-мӗш колонинче ларакансен правине пӑснине тупса палӑртнӑ.

Асӑннӑ учрежденире саккуна пӑсса дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарма йышӑннӑ фактсем пулни тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫиеле тухнӑ иккен. Кунсӑр пуҫне унта ларакансен заявленийӗсене вӑхӑтра пӑхса тухманнине те асӑрханӑ. Айӑпланнисенчен пӗри, ав, хӑйне урӑх тӗрмене куҫарма ыйтса ҫырнӑ та ӑна ним тесе те хуравламан. Е тата ыйтӑва ҫиелтен, тепӗр майлӑ каласан, ячӗшӗн тесен те пысӑк йӑнӑш пулас ҫук-тӑр, хуравланӑ тӗслӗх те пулнӑ-мӗн.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче асӑрханӑ тепӗр кӑлтӑк — кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче тӗрмерен тухнӑ икӗ ҫынна киле ҫитме ҫул укҫи тӳлеменни. Пӗр хут паракан тӳлев те вӗсене тивӗҫмен. Шучӗпе вара памалла пулнӑ. Ытти хӑш-пӗр кӑлтӑк та ҫиеле тухнӑ.

Республика прокуратури яваплисене административлӑ майпа явап тыттармалли пирки колони пуҫлӑхӗ ячӗпе хут ҫырса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1407.html
 

Ҫутҫанталӑк

Чӗрчунсене тата вӗсем пурӑнакан вырӑнсене сыхлас тӗлӗшпе ӗҫлекен республикӑри управлени нумаях пулмасть хӑмӑр упа йышне шутланӑ. Хайхисем ҫак ӗҫе пӗр уйӑх ҫурӑ хушши пурнӑҫланӑ. Сӑмах май, хӑмӑр упана тытма юрамасть — вӗсене Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ.

Ҫав вӑхӑтра специалистсем упа утнӑ вырӑнсене пӑхнӑ, кашнин виҫине кура картса пынӑ. Упасем Сӑрҫум вӑрман хуҫалӑхӗнче тата йӑлӑмра пурӑнаҫҫӗ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, упасем республикӑри пилӗк район территорийӗнче тӗпленнӗ. Анчах вӗсем нумай мар — пӗтӗмпе те 14 упа. Йыш пӗлтӗрхиллех иккен-ха, анчах пурӑнакан вырӑнне вӗсем сарса пыраҫҫӗ-мӗн. Мӗншӗнне асӑннӑ служба хыпарлакан информацире шарламан та, эпир, специалист маррисем, упасем апат шыраса вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳремеҫҫӗ-ши е транспорт тавраш шиклентермест-ши тесе пуҫ ватӑпӑр.

 

Вӗренӳ Вырсарни шкулӗнче вӗренекенсем
Вырсарни шкулӗнче вӗренекенсем

Ӗпхӳри чӑвашсен вырсарни шкулне вырӑнти влаҫсем сутас шухӑш тытнӑ иккен. Паян унта 100 ытла ача ӑс пухать-мӗн. Унта пӗлӳ илес кӑмӑллисем татах пур иккен, анчах вырӑн ҫитменнине кура мӗн пуррипе ҫырлахма тивет.

Шкула мэри йӳнӗ хакпа такама тара парасшӑн имӗш. Ҫуртӑн пӗр тӑваткал метрне пӗр тенкӗпе хаклаҫҫӗ пулать. Ҫапла утӑм патне ҫитнине хула влаҫӗсем ҫурт киввипе, вӑл ишӗлме тытӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах «Ӗпхӗвӗн арххӳтӗлевӗ» юхӑмӑн ертӳҫи Владимир Захаров апла пӗтӗмлетнипе килӗшмест. «Ҫурт ҫирӗпех ларать, васкавлӑ юсав кирлӗ мар ӑна», — ӗнентерет иккен вӑл. Владимир Захаров шучӗпе ҫурта илем кӳме юсани те ҫителӗклӗ.

Вырсарни шкулӗн директорӗ Иван Тарасов вара шкул ҫуртне сутлӑха кӑларасси пирки хальлӗхе вӗсене официаллӑ майпа никам та систерменнине палӑртнӑ. Анчах шкула такамсем вӗҫӗмех пырса пӑхаҫҫӗ, сӑн ӳкерсе ҫӳреҫҫӗ иккен. Ҫурта тул енчен илем кӗртмеллипе, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Иван Тарасов килӗшет. Кун валли укҫа уйӑрса пулӑшма хатӗр пуянсем те пур-мӗн: нефть комапнийӗсенчен пӗри «кӗмӗлпе» пулӑшма шантарать иккен.

Шкул ҫурчӗн историне илсен, ӑна 19 ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ иккен.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1413.html
 

Культура

Анчах тупрана вӗсем хӑйсен ырлӑх-пурлӑхӗ валли уйӑрмӗҫ — кӗнеке кӑларма ярӗҫ.

Республикӑра ача-пӑча валли шӑрҫалакансен кӗнекисен алҫырӑвӗсен конкурсне ирттернӗ. Ӗҫсене ӗҫ тӑвакан влаҫра, ӑслӑлӑхра, общество организацийӗсенче, аслӑ шкулсемпе вулавӑшсенче тӑрӑшакансенчен тӑракан комисси хакланӑ. Хайхисем авторсен чӗлхине, стильне, композицине, ҫавӑн пекех вӑл е ку кӗнеке ача-пӑчашӑн мӗнпе усӑллӑ пулассине тишкернӗ. Конкурса 19 автор пурӗ 27 ӗҫ тӑратнӑ иккен. Сӑмах май, пӗлтӗр ун пек кӑмӑллисем сахалрах пулнӑ — ун чухне 16 автор 17 алҫыру сӗннӗ.

Ҫапла вара кӑҫалхи конкурсра шкул ҫулне ҫитменнисемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли тесе Арсений Тарасов ҫырнӑ «Чӑваш кӗпи» кӗнеке 50 пин тенке тивӗҫнӗ. Вӑтам шкул ӳсӗмӗнчисем валли шӑрҫаланӑ хайлавсенчен Владислав Николаевӑн «Хула хӗрачин ялти путишӗсем» ал ҫырӑвне палӑртнӑ. Ҫак кӗнекене кун ҫути кӑтартма хыснаран 75 пин тенкӗ тивӗҫӗ. Аслӑ классенче вӗренекенсем валли вара республика гранчӗ шучӗпе Елен Нарпи «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» кӗнеке пичетлеме пултарӗ.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Шкул ҫулне ҫитменнисене ача пахчинче вырӑн туса парассипе пирӗн республика Раҫҫейри чи лайӑх вунӑ регион шутне кӗнӗ. Ҫакӑн пирки ҫӗршыв Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев регионсен ертӳҫисемпе видеоконференци ирттернӗ вӑхӑтра РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов палӑртса хӑварнӑ.

Ҫак енӗпе маттур вунӑ субъект шутӗнче ҫавӑн пекех — Чӗмпӗр, Амур, Тула, Сахалин, Тверь, Тамбов, Самар облаҫӗсем, Карачаево-Черкеск тата Удмурт республикисем. Вулакан ӑнланчӗ ӗнтӗ, пирӗн республика та вӗсен йышӗнче.

Ача пахчисем тума кӑҫал федераци хыснинчен 50 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. «Кӗмӗле» часрах ача пахчине ҫавӑрмалла», — тесе палӑртнӑ Дмитрий Медведев премьер-министр.

Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне илсен, Чӑваш Енре виҫӗ ҫултан аслӑрах 302 ача черетре тӑнӑ. Анчах куншӑн пӑшӑрханма кирлӗ мар тесе шухӑшлать республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, мӗншӗн тесен вӑл хальхи вӑхӑтра пухӑннӑскер кӑна. 2015 ҫулта вара республика ҫулталӑк ҫурӑран аслисем валли те шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче кашни тӗпренчӗке вырӑнпа тивӗҫтерме палӑртать.

 

Политика Умпухура
Умпухура

Паян иртмелли умпуху пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ — вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗн залӗнче 16 сехетре пуҫланчӗ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисене те чӗннӗ пулин те ӗнерхи Президиум ларӑвӗнче вӗсем ку пухӑва ирттерессине сивленӗ иккен, умпухӑва хутшӑнмалла марри пирки ҫирӗплетнӗ. Апла йышӑннӑ пулин те ЧНК-ран умпухӑва Константин Портнов хутшӑнчӗ.

Умпухӑва ҫав-ҫавах халӑх пӳлӗм тулли пухӑнчӗ — вӗсем ЧНК тӑратнӑ кун йӗрки тивӗҫтерменни пирки каларӗҫ (Архипов отчёчӗ вырӑнне проблематикӑллӑ доклад пулсан вырӑнлӑ пуласса шанаҫҫӗ), Устав проектне хатӗрлеменнине те ырламарӗҫ (кун йӗркинче ку ыйту тӑмасть). Тухса калаҫакансем делегатсене уҫӑмлӑ суйламаннине, вӗсен хушшинче чӑваш халӑхӗшӗн ӗҫлекен пур хастар ҫынна кӑтарманнине (сӑмахран, эпир сахал мар ӗҫ тӑватпӑр пулин те — Чӑваш халӑх сайтне те, «Хавал» пӗрлешӗве те пӗр депутат вырӑнӗ те паман) уйрӑмах сивлерӗҫ.

Пухӑва «Сӑвар ТВ» ӳкерчӗ — туллин мӗн пирки калаҫнине ҫитес вӑхӑтра вӗсен кӑларӑмӗнче пӗлме пулӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3482, 3483, 3484, 3485, 3486, 3487, 3488, 3489, 3490, 3491, [3492], 3493, 3494, 3495, 3496, 3497, 3498, 3499, 3500, 3501, 3502, ... 3883
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.