Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Мускав студенчӗсем Пӑвара чӑвашла тумланса ташласа юрланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.09.2014 23:12 | 1819 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Мускав студенчӗсем
Мускав студенчӗсем

Вӑрнар районне Мускаври М. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн студенчӗсем музыкӑпа этнографи практикине килнӗ.

Анна Ковязина, Герман Устьянов, Мария Стрелова студентсемпе вӗсен преподавателӗ Г.А. никитина вӑл тӑрӑхри чӑваш фольклорне тӗпчӗҫ. Ҫамрӑксем пурте истори факультечӗн этнологи кафедринче ӑс пухаҫҫӗ. Чӑваш фольклорне тӗпчес тӗллевллӗскерсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе Владимир Михайловпа тӗл пулассишӗн ятарласа Вӑрнар тӑрӑхне пырса ҫитнӗ иккен. Ку ӑста 100 ытла юрӑ ҫырнӑ, чӑваш музыка инструменчӗсене тӑвать. Вӗсене халӗ чӑваш ансамблӗсемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем шӑрантараҫҫӗ.

Галина Никитина преподаватель палӑртнӑ тӑрӑх, Вӑрнара килме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. «Музыка культурин инструмент пайне вӗреннӗ чухне пире яланах Владимир Михайлов патне кайма сӗнетчӗҫ, — тенӗ вӑл. — Пӗрре килниех ҫителӗксӗр. Кунта тата килме ӗмӗтленӗпӗр. Эпир ӑна хамӑр пата Мускава чӗнӗпӗр. Владимир Михайлов пӗлекен математикӑна, физикӑна, акустикӑна эпир пӗтӗмпех ӑша хываймӑпӑр, анчах ун патне ҫывхарма тӑрӑшӑпӑр», – тенӗ вӑл.

Вӑрнар раойнӗнче Мускав хӑнисем асӑннӑ районти Пӑва ялӗнчи Анна Пескова патӗнче пулнӑ. Вӑл ялти фольклор йӑлине упраса хӑварассишӗн нумай тӑвать. Студенстем наци тумӗсене курса тӗлӗннӗ, тӑхӑнсах пӑхнӑ, чӑвашла тумланнӑскерсем ташласа юрласа та пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче пулнӑ.

Сӑнсем (16)

#Пӑва, #Вӑрнар районӗ, #студентсем, #вӗренӳ, #тӗлпулусем, #культура, #чӑвашлӑх, #Мускав

 

Комментари:

Agabazar // 1921.07.2278
2014.09.24 15:49
Agabazar
Вăрнар районĕнче чăнах та Пăва ятлă ял пур-ши?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем