![]() Авӑнӑн 2-мӗшӗнчен те пирӗн телевидени ҫӗнӗ передачӑпа пуянланать. Чӑваш чӗлхипе кӑларма тӑкаклӑрах е наци чӗлхине пӗлекен шӑпӑрлансем ҫукпа пӗрех тесе шутланине кура пулмалла, ҫӗнӗ передача вырӑсла пулӗ. «Акилбупсер» ҫӗнӗ передача 20:30 сехетсенче эфира тухма тытӑнӗ. «Кун пек ята ӑҫтан шутласа кӑларма пултарнӑ?» текенсем вара хуравне передача ятне хыҫалтан малалла вуласан пӗлме пултарӗҫ. Ҫак программӑран республика шӑпӑрланӗсем шкулти хыпарсене пӗлсе тӑма, пултаруллӑ тантӑшсемпе паллашма тата хӑй вӗренекен класӗ е кружок ҫинчен каласа пама пултарӗҫ. Программа ертӳҫи «Куча мала!» тата «Бухты-барахты» ача-пӑча передачисен авторӗ — Мария Шоклева. Ҫитес кӑларӑмсенче ҫамрӑк корреспондентсем «класа ҫӗнӗ вӗренекен пек кӗни еплерех вӑл?» ыйтӑвӑн хуравне хӑйсен тӗслӗхепе кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне ачасенчен вак-тӗвек ҫиневӗсем мӗн чухлӗ тӑкакланине тӗпчесе пӗлӗҫ, чӑн-чӑн министртан тата республикӑри ытти паллӑ ҫынсенчен интервью илӗҫ. Хыпарсемпе паллаштарма е сюжет темине сӗнме кӑмӑл тӑвакансем ҫак телефон номерӗпе 64-11-11 шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Сӗнӳсене йышӑнаҫҫӗ пулсан, манӑн хамӑн та телевиденийӗ шӑнкӑравлас кӑмӑл пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӗве юсанӑ![]() Шыв — пурнӑҫ тыткӑчиех. Ял ҫынни пушшех те унсӑрӑн пурӑнаймасть. Пахча-ҫимӗҫ ӳстерме те, хур кӑвакал усрама та кирлӗ ялти пӗве-ҫырмасем. Элӗк районӗнчи Какаҫри Макаҫ пӗве пуҫӗ темиҫе ҫул каяллах шывпа йӑшса татӑлса кайнӑччӗ. Шырланланма та пуҫланӑччӗ, шыв виҫи те палӑрмаллах чакнӑччӗ. Кӑҫалхи ҫу кунӗсенче пысӑк пӗве типсе ларас хӑрушлӑх та тухса тӑнӑччӗ. Ҫулсеренех 100 пуҫ хур тытакан Антоновсене уйрӑмах пӑшӑрхантарнӑччӗ ҫак ҫивӗч ыйту. Иртнӗ кунсенче Болислав Антонов «Новый путь» хуҫалӑхран ятарласа трактор ыйтнӑ. Хӑйсен шучӗпех Макаҫ пӗве пуҫне юсаттарнӑ, шырланланма ӗлкӗрнӗ вырӑна тӗксе тикӗслеттернӗ. Ултӑ теҫеткери арҫын палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра пӗве пуҫне шыв юхма пысӑк пӑрӑх хурасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Аха, ҫапла — сӗм ӗлӗк авал, 5 пин ҫул каялла, Египет халӑхӗ шӑрҫасене метерит ванчӑкӗсенчен ӑсталанӑ пулать. Кунашкал пӗтемлетӗве Лондонри университет колледжӗн тӗпчевҫисем тунӑ. Хӑйсен ӗҫӗнче вӗсем Петра музейӗнче упранакан шӑрҫасене тӗпченӗ. Маларах ытти ӑсчахсем вӗсене тимӗртен тунӑ тесе шутланӑ пулнӑ, британи ӑсчахӗсем вара ку шухӑш йӑнӑш пулнине кӑтартма пултарнӑ. Мӗнрен тунине пӗлес тесе тӗпчевҫӗсем рентген мелӗпе усӑ курнӑ — шӑрҫасем тутӑхнине пула ансатрах майпа пӗлме май пулман иккен. Авалхи ҫынсемшӗн тимӗр те магнетит та пӗр евӗрех пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсене вӑл вӑхӑтра уйӑрайман имӗш. Хайхи рентген пайӑркисем шӑрҫасенче никель, кобальт, фосфор тата германий тӳпи пысӑк пулнине палӑртнӑ — ку пӗтӗмпех материалӗ магнетит пулнине ҫитӗплететсе панӑ. Мӗнрен тунине тӗпченӗ май ӑсчахсем шӑрҫана епле ӑсталанине те ӑнланма пултарнӑ — вӗсене иккен шӑратса хатӗрленӗ, шӑтӑк туса мар. Ҫапла май авалхи тимӗрҫӗсен ӗҫне те тӗпчевҫӗсем лайӑхран пӗлейнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Раҫҫейри финанс министерстви хыснана оптимизацилеме планланӑ. Ҫак ӗҫ валли паяна 13 сӗнӳ хутне хатӗрлеме те ӗлкернӗ. Унта тӳре-шара пенси, амӑшсен капиталӗ, вӗренӳ ҫине тӑкаксене чакарасшӑн тата налуксене хӑпартасшӑн. Ку хыпар чи малтанах пулас амӑшсен кӑмӑлӗсене хуҫрӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем хватер туяннӑ чухне патшалӑх пулӑшӑвӗ ҫине шаннӑ, ара амӑшсен капиталӗ нумаях мар пулсан та кил-ҫурт туянас ҫӗрте пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать. Амӑшсен капиталӗ ятарлӑ сертификата икӗ ачаллӑ е ытларах ҫемьесене памалли саккуна йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫӗршывра демографи проблеми пӗчӗккӗн ҫухалма та тытӑнчӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн шутпа ҫак саккуна пӑрахӑҫличчен патшалӑхӑн лайӑхах шухӑшлас пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Паянхи кунсенче лайӑх пурӑнма ҫынсем валли хӑтлӑ условисем туса панӑ. Анчах та ҫав хушӑрах тӗрлӗ сӑлтавсене пула сусӑр тӑрса юлнӑ ҫынсем шел пулин те пурнӑҫ тивӗҫтеревӗпе туллин усӑ кураймаҫҫӗ. Ҫак ыйтӑва татса парассипе вара патшалӑх ҫулсерен ҫӗнӗ йышӑнусем ҫирӗплет. Кӑҫал «Доступная среда» (чӑв. «Меллӗ вырӑн») патшалӑх программине пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе чӑваш влаҫӗ сусӑр ачасане вӗрентес ӗҫре 36 000 000 тенкӗ тӑкаклама планланӑ. 12 500 000 тенкӗ укҫана республика хыснинчен уйӑрма палӑртнӑ, ҫак суммӑнах федераллӑ хыснинчен уйӑрса парӗҫ. Унсӑр пуҫне стажировка программипе выляса илнӗ грант укҫине те — 11 000 000 тенкӗне — ҫак паха ӗҫе ярӗҫ. — Ҫак укҫа ятарлӑ техника хатӗрӗсене туянма кайӗ. Вӗсен пулӑшӗвӗпе сусӑр ачасем тивӗҫлӗ пӗлӳ илме пултарӗҫ, — палӑртать республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑсен политикин министрӗ Владимир Иванов. Паянхи кун республикӑн лаптӑкӗсенче 4 840 яхӑн сусӑр ача пурӑнать, вӗсенчен 1 150 — шкул ҫулне ҫитмен ачасем. — Ачасем пӗлӳ илччӗр тесен шкулсенче тивӗҫлӗ майсем пулмалла. 2012 ҫулта 20 шкулта ҫавӑн йышши ӗҫсене тунӑ, кӑҫал вара 10 шкула улшӑнусем пырса тивӗҫ, — пӗлтерет Владимир Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Хӑш-пӗр ҫын тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Теприсем, ав, пӗр кӗленче эрехшӗн ним мар хӗнесе тӑкма пултараҫҫӗ. Кӳкеҫре пурӑнакан вӑтӑра та ҫитмен пӗр арҫын ҫу уйӑхӗн пӗр кунӗнче лавккаран эрех йӑтса тухакан паллакан арҫынна ярса пама ыйтнӑ. Лешӗн ӗҫтересси килмен-тӗр — ним пулман пек кил енне лаплаттарнӑ. Ҫакӑ лешне, эрех ярса пама ыйтаканнине, питех те кӳрентернӗ-тӗр. Ун хыҫҫӑн чупса кайнӑ та хӑваласа ҫитнӗ хыҫҫӑн пӗрех тапса панӑ. Лешӗ персе аннӑ хыҫҫӑн ӑна пуҫӗнчен чышса пӗтернӗ. Унтан эрех кӗленчине туртса илсе ҫаврӑнса утнӑ. Ҫапла хӑтланнӑшӑн Шупашкар район прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫи Валерий Марков арҫын ют пурлӑха вӑрлас тесе хурахла тапӑннӑ тесе хакланӑ. Пӗр кӗленчешӗн ҫынна хӗнесе пӗтернӗ арҫынна район сучӗ 10 пин тенкӗлӗх штрафлама тата 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх театрӗнче Сербинчен килнӗ Амела Вученович режиссер тата драматург ӗҫлет. Кунта вӑл театр чӗннипе килнӗ. Раҫҫейри пукане театрӗсен хушшинче паллӑ ҫак ӑста Сербире пропискӑра кӑна тӑрать темелле. Хӑй вӑл Белград хулинчи «Байкамела» театра ертсе пырать. Вӑл кашни халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхен пысӑка хурса палӑртнӑ май Раҫҫейри наци коллективӗсемпе ӗҫлеме кӑмӑллине палӑртать-мӗн. Чӑваш пукане театрӗ Вученовича ҫӗнӗ сезонти премьерӑсенчен пӗрне, «Ват юманӑн историйӗ» спектакле, лартма шаннӑ. Нумаях пулмасть премьера пирки канашлу иртнӗ. Унта театр директорӗ Елизавета Абрамова, Юрий Филиппов илемлӗх ертӳҫи тата Амела Вученович хутшӑннӑ. Канашлура спектаклӗн сценографийӗ, декорацисем пирки калаҫнӑ. Пуканесем епле пуласси Елена Бабкина художникран килет. Сӑмах май, вӑл кунти ӑста мар — ӑна Тольяттинчен чӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш, Мӑкшӑ, Мари Эл республикисен тата Чулхула облаҫӗн инкекрен хӑтаракансен колонни иртнӗ кунсенче Инҫет Хӗвелтухӑҫри инкекрен хӑтарма инҫе ҫула тухса кайнӑ. Кун ҫинчен ҫурлан 20-мӗшӗнче республикӑри ИӖМ управленийӗ пӗлтернӗ. Отряда ҫурлан 15-мӗшӗнче йышӑннӑ хушупе килешӳллӗн йӗркеленӗ пулнӑ. Тепӗр кунне 3 республика колонни Чулхулара, пӗрлешӳллӗ пунктра пуҫтарӑннӑ, ӗнер вара вӗсем самолётпа Инҫет Хӗвелтухӑҫа тухса вӗҫнӗ. Подразделени ушкӑнне пӗчӗк караппа ӗҫлекен 32 патшалӑх инспекторӗ, вӗсен шутӗнче пирӗн ентешсем те кӗнӗ. Унсӑр пуҫне инҫетри тӑрӑха пирӗн тӑрӑхран прицеплӑ ишмелли 16 кимӗ илсе кайнӑ. Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх пирӗн ентешсем Инҫет Хӗвелтухӑҫра унти лару-тӑру лайхӑланниченех ӗҫлӗҫ. Раҫҫейӗн Инҫет Хӗвелтухӑҫ тӑрӑхне утӑ уйӑхӗнче шыв илме пуҫланӑ — инкеклӗ лару-тӑру паянхи куна Хабаровск, Амур тата Магадан облаҫӗсене сарӑлнӑ. Еврейсен автономи облаҫне те пырса тивнӗ. РФ ял-хуҫалӑх министерстви хакланӑ тӑрӑх ҫак инкекре хуҫалӑхсем 8,58 миллиард тенкӗлӗх шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви 2014 ҫулта вӗрентекенсем валли пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче федераллӑ хупӑ социаллӑ тетел ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Проект тӗллеве — пӗрлӗхлӗ виртуаллӑ лаптӑка йӗркелесси, унта вара вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе тӳррен ҫыхӑнма пултараҫҫӗ тата вӗренӳ министерствин хӑйӗн сӗнӗвӗсемпе паллаштарма май пулӗ. Проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх социаллӑ тетелӗн пулас сайтҫисем пӗр-пӗринпе калаҫу ирттернисӗр пуҫне, ҫӗнӗ нормативсемпе, вӗренӳ формисемпе хыпарсем илсе тӑма та пултарӗҫ. Сӑмах май, «Вӗренӳ ҫинчен» ҫӗнӗ саккун пурнӑҫа кӗнӗ хыҫҫӑн тетелти хыпар вӗрентекенсене самай усӑллӑх кӳрӗ. Унсӑр пуҫне тетел урлӑ вӗренӳпе меслетлӗх литературине сарма тата вӗренӳ программине йӗркелесе пулӑшма планланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Шупашкарти «Сӗт-ҫу бази» чарӑнура, кӗпер ҫине кӗмелли вырӑнта, эрне хушши хӑвӑртлӑха чарма ыйтакан ҫул-йӗр палли тӑрать. Пӗр енчен ку нимпе те палӑрман пулӑм тейӗн, анчах сехетре 20 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа кайма ыйтакан ҫӗнӗ ҫул-йӗри палли самантрах «80» ҫине куҫса ларнӑ. Ку «пултарулӑха» ашкӑнчӑксем хура сӑрӑпа усӑ курса тунӑ. Хулари ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх «улшӑнӑва тӳсне» ҫӗнӗ ҫул-йӗр палли эрне хушшипех ҫул хӗрринче тӑрать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |