![]() Ҫӗнӗ кун ҫул-йӗрте тухакан инкексемсӗр вӗҫленмест тейӗн, ҫавӑн йышши пӑтӑрмахсем ҫинчен хыпар агенствийӗсем ҫине-ҫине пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Ак, эрнекун, ҫурлан 30-мӗшӗнче те «Ҫӗрпӳ–Канаш» трассинче чӗретлӗ пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр инкекӗ «99-мӗш» урапан водителӗ айӑпӗпе пулса иртнӗ. Хайхи арҫын умӗнче пыракан урапана иртсе каясшӑн пулнӑ, ҫакна пула хирӗҫле килекен ҫул пайӗ ҫине тухса кайнӑ, «Форд Фокус» тата «ВАЗ-2111» маркӑллӑ урапасемпе ҫапӑннӑ. Сиксе тухнӑ инкеке пула «99-мӗш» урапара ларса пыракан пассажир вилнӗ. Ӑна пульница леҫме ӗлкернӗ пулин те, вӑл вӑйлӑ суранланнине пула пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Иккемӗш пассажирпа водителӗ вара чӗрех юлнӑ, анчах йывӑр аманнӑ. «Форд» урапинче 4 ҫын ларса пынӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — 29 ҫулхи водитель, 27 ҫулхи хӗрарӑм тата пӗр ҫулхи хӗр пӗрчи пульница лекнӗ. «ВАЗ–2111» маркӑллӑ урапа ҫинче ларса пыракан пӗр ҫулхи шӑпӑрлан тата хӗрпе каччӑ та аманнӑ пулнӑ. Республикӑри ШӖМре пӗлтернӗ тӑрӑх «ВАЗ-2111» урпара ларса пыракансем медицина пулӑшӑвне вырӑнтах илнӗ, хыҫҫӑн килелле таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫак кунсенче Австрали ҫӗршӗвӗнче ҫулҫӳревҫе ҫӑлнӑ. Хайхи шеремет икӗ эрне хушши Хӗвеланӑҫ Австрали ҫӗршывӑн штатне кӗрекен утравра ларса пурӑннӑ. Agence France-Presse пӗлтернӗ тӑрӑх, Райан ятлӑ арҫын (хушаматне пӗлтермеҫҫӗ) хӑйӗн киммипе утравран тухса кайма хӑранӑ, мӗншӗн тесен вӑл вырӑнти шывсенче ҫӳрекен пысӑк крокодил тапӑнма пултарасси ӑна самай сехерелтернӗ. Крокодил тамӑкне лекнӗ Ҫӗнӗ Зеланди ҫулҫӳревҫине Колумбурура пурӑнакан Дон Маклеод асӑрханӑ. Вӑл ҫурлан 31-мӗшӗнче каҫкӳлӗм вӑхӑтӗнче лаптӑка тӗрӗслеме тухнӑ, утравра хунар ҫуттине асӑрханӑ хыҫҫӑн пляж патне пынӑ, ҫапла ӗнтӗ арҫына ҫӑлнӑ та. Маклеод каласа панӑ тӑрӑх ҫулҫӳревҫӗ крокодил тапӑнассинчен хытах хӑранӑ. Хайхи туралла крокодила ҫынсем пӗр хутчен кӑна мар асӑрханӑ, чӗрчун ҫынсем ҫине тапӑннӑ пулӑмсем ҫинчен вара хальлехӗ никам та илтмен. Агенство палӑртнӑ тӑрӑх паянхи кун Райан тӳссе ирттернӗ пулӑмран сывалать, хӑйӗн тӑван кӗтесне хӑҫан таврӑнасси вара паяна паллӑ мар-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫурлан 30-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗ хӑйӗн 389 ҫулхи ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Паянхи куна ял 122 гектар лаптӑкра вырнаҫнӑ. Транспорт ҫыхӑнӑвӗ енчен ял тупӑшлӑ вырӑн йышӑнса тӑрать. Сали витӗр чукун ҫул магистралӗ выртать, инҫех мар республика пӗлтерӗшлӗ «Йӗпреҫ–Улатӑр» урапа ҫулӗ вырнаҫнӑ. Ялӑн ҫуралнӑ кунӗ нумай хӑнасене пуҫтарнӑ. Вӗсем валли ятарласа халӑх пултарулӑхӗн ал ӗҫӗсенчен ятарлӑ куравне йӗркеленӗ, харпӑр килте пеҫӗрне апат-ҫимӗҫен дигустацине ирттернӗ, суту-илӳ вырӑнӗсене йӗркеленӗ. Савӑнӑҫлӑ уява Атрать ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Михеева Надежда Михайловна уҫнӑ. Улатӑр районӗн администраци пуҫлӑхӗ Романов Николай Григорьевич, Чӑваш Республикинчи патшалӑх канашлӑвӗн депутачӗ Ефремов Николай Николаевич, Улатӑр районӗн мухтавлӑ ҫынни, Гудов ялта пурӑнакан Виктор Михайлович ял ҫуралнӑ кунне паллӑ тума пуҫтарӑннӑ ҫынсене уяв ячӗпе саламланӑ. Ҫирӗпленнӗ йӗркепе ял тӑрӑхӗн администрацийӗ чи лайӑх вӗренекен шкул ачисене, спортсменсене, уйрӑм хуҫалӑхӑн пуҫлӑхӗсене, организаци тата учреждени коллективӗсене чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм ҫичӗ ҫулхи ывӑлне канӑҫ паман. Ӑна вӑл тем тӗрлӗ те нушалантарнӑ: мӑйӗнчен тытса пӑвнӑ, батарея пӑрӑхӗ ҫумне пуҫӗпе те ҫапнӑ, хӗллехи вӑхӑтрах урама ҫаран пуҫӑн, пальтосӑр-курткӑсӑр тата ҫаран уран урама кӑларса янӑ. Пӗчӗкскер амӑшӗн ҫав ялтах пурӑнакан тӑванӗ патне темиҫе хут та тарса кайнӑ. Тӗпчевҫӗсем хӗрарӑм ачаран иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен тӑрӑхласа пурӑннине ҫирӗплетсе панӑ. Хӑйӗн тыткаларӑшне ӗҫкӗҫ-хӗрарӑм ача кӗтмен пепке пулнипе ҫыхӑнтарнӑ иккен. Хӗрарӑм пирки пуҫарнӑ ӗҫе халӗ прокуратура суда ярса панӑ. Халӗ пӗчӗк каччӑна хӗрарӑмӑн тӑванӗ усрава илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енри усламҫӑсене хӑйсем унччен тара илнӗ ҫурт-йӗре туянма йӳлӗмрен ҫӑмӑл пулӗ. Кун пирки саккун проектне улшӑнусем кӗртме йышӑннӑ иккен. Проекта Правительство ларӑвӗнче ырласа йышӑннӑ. Тӗп улшӑнусен шутне «Regnum» информаци агентстви виҫӗ саманта асӑнса хӑварнӑ. Маларах усламҫӑсене тара илнӗ лаптӑк 5 тӑваткал метртан пӗчӗк мар тата 10 пинтен иртмесен кӑна май килейнӗ пулсан, халӗ лаптӑка пӑхмӗҫ. Тепӗр тӗп самант шутӗнче — унччен усламҫӑ пурлӑха мӗн чухлӗ вӑхӑт тара илсе пурӑннине тӗпе хунӑ. Тӗрӗсрех, икӗ ҫултан кая маррине пӑхнӑ. Анчах… 2008 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ тӗлне илсен. Халӗ вара кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пӗрремӗшӗ кун тӑрӑх шутлӗҫ. Маларах туянас правӑпа усӑ курманнисене те халӗ тепӗр хут шанчӑк параҫҫӗ. Республикӑн Пурлӑх министерстви шутласа пӑхнӑ тӑрӑх, саккуна улшӑну кӗртсен 228 усламҫӑ халӗ тара илсе пурӑнакан пурлӑха туянма пултарӗ. Вӗсенчен ҫурри ытла, 144-шӗ, Шупашкарти предпринимательсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкарти Максимов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗн вӗренекенӗ Тимур Джафаров (флейта ӑсталӑхне туптама ӑна Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анжелика Сидорова хӑнӑхтарать) Вьетнамра концертпа пулнӑ. Тимурсӑр пуҫне инҫе ҫула Омск, Сарӑту хулисенчи, Ростов облаҫӗнчи ҫамрӑк ӑстасем тухса кайнӑ. Вӗсемпе пӗрле Мускаври Гнесин ячӗллӗ ятарлӑ музыка шкулӗнче пианинӑпа ӑсталӑха туптакан икӗ хӗрача — Чан Зиеу Ан тата Чан Зиеу Линь — тӑван ҫӗршывне ҫул тытнӑ. Спиваков фончӗ йӗркелекен концертсемпе ҫулҫӳревсене Шупашкар ачи унччен те пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кирек епле шӑпӑрлана та, уйрӑмах арҫын ачасем, техника тесен савӑнмаллипех савӑнаҫҫӗ. Ҫакна шута илсе те пулӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ Трактор историйӗн музейӗ паянтан ҫемье акцийӗ ирттерессине пӗлтернӗ. Унти тӗрлӗ экспонатпа паллашма ачасене илсе пыракан кирек мӗнле арҫынна та самай йӳнӗ хакпа кӗртеҫҫӗ. Музейра Паша Ангелина, Александр Бойко тата Дмитрий Зайцев ӗҫленипе чапа тухнӑ тракторсем кӑна мар, пӗчӗк карьерта бульдозерсене тата экскаваторсене радиоуправлени урлӑ ӗҫлеттерсе пӑхма май пур иккен. Ӗлӗкхи экспонатсем умӗнче вара сӑн ӳкерӗнме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Эрнст Мокеев Ҫурлан 31-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн Хальхи ӳнер центрӗнче ЧАССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Эрнст Мокеев кинорежиссёрӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Эрнст Матвеевич 1936 ҫулта Канаш хулинче ҫуралнӑ. Пӗтӗм Союзри Кинематографин патшалӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Раҫҫейри кино- тата телестудисенче ӗҫленӗ. Раҫҫей кинематографисчӗсен тата журналистсен союзӗн членӗ шутланать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Чӑваш Республикин Константин Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Э.М. Мокеев «Полярный лётчик», «Салам, Адыгея», «Водолазы», «Мужество», «Репетиция в воскресенье» тата ытти документлӑ фильмсен сценарийӗн авторӗ. Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ 100-е яхӑн киноорчерк авторӗ те вӑлах. Тӗслӗх вырӑнне хӑшне-пӗрне кӑна асӑнар: «Алтӑр», «Рядовой Харитонов», «Красный поезд», «Гобоист Анатолий Любимов», «Композитор Григорий Хирбю», «Поёт Ираида Вдовина», «Композитор Фёдор Васильев». Вӑл акварельпе ӳкернӗ «Манӑн Чӑваш Енӗм», «Нарспи», «Мастер и Маргарита» ӳкерчӗксен серине Мускавра тата Шупашкарта кӑтартнӑ. Унӑн ӳкерчӗкӗсене тата калавӗсене «Юность» тата «Молодая гвардия» журналсенче пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӗркунне ҫитнӗрен ирӗксерех ҫынсен ишес йӑлана пӑрахӑҫлама тивет. Унпа пӗрлӗх ҫуллахи кунсем ҫитнӗрен ирттерме тытӑннӑ «Пляж» надзор-профилактика мероприятийӗсем те вӗҫленнӗ. Ҫитес ҫулхи ҫуллахи кунччен асӑрхаттару ялавӗсене антарнӑ, пляж, пулӑшу кӳрекен станцисемпе постсене, шыв-шур таврашӗнче йышлӑн канмали вырӑнсене хупнӑ. Кӑҫал шыв-шур объекчӗсенче пурӗ 49 пӑтармах регистрациленӗ, вӗсенче 44 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 15 ҫынна инкекрен хӑтарнӑ. Пӗлтер ҫак вӑхӑталла вара 53 инкек сиксе тухнӑ: 49 ҫын путса вилнӗ, 5 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ене федераци хыснинчен 161,7 миллион тенкӗ укҫа килнӗ. Пӗтӗмпе вара кӑҫал республикӑна федераци хыснинчен 1 миллиард та 55,6 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫулталӑк планӗпе пӑхни тӑрӑх хакласан ҫак хисеп ҫулталӑк планӗн 97,8 проценчӗпе танлашнине пӗлтерет. Маларах асӑннӑ 162-е яхӑн миллионтан пӗр пайӗ ӳсентӑран отрасльне аталантарма илнӗ кредитӑн процент ставкине субсидилеме кайӗ. Сӗт туса илме хӑтланса тӑкакланнине саплаштарма та уйӑрӗҫ ӑна. Кунсӑр пуҫне ытти хӑш-пӗр статьяпа уйӑрса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ. | ||
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |