Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем шкул пӗтерсенех вӑтам е аслӑ пӗлӳ паракан учрежденийӗсенче алла пӗр-пӗр професси илес тӗллевпе хуласене тухса каяҫҫӗ, диплом илсен вара нумайӑшӗ ӗҫ тупса ҫавӑнтах юлаҫҫӗ. Ҫамрӑксем тӑван ялсенех тавранччӗр тесе мӗн тумала-ши?

Ҫак ыйтӑва Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпӗҫ ял ҫыннисем хӑйне майлӑ татса парас тенӗ. Ӳсекен ӑрӑва илӗртекен хула илемне вӗсем яла кӳрме шутланӑ. Ӗҫе вара тирпей, илем кӳрессинчен пуҫланӑ, хӑйсен кил-ҫурт таврашӗнчи картиша тивӗҫлӗ сӑн кӗртессипе ӑмӑртса ӗҫе тытӑннӑ. Ятарлӑ пӗлӳ ҫук пулсан та тӑван яла илем кӳрессипе ҫунатланнӑ хастарлӑ ял-йыш тӑрӑшсах ӗҫлет.

Уйрӑмах хӑйне майлӑ пултаруллӑхпа Кивӗ Эйпӗҫре Владимир Поляков палӑрать. Унӑн картишӗнче алӑпа ӑсталаннӑ чӗрчунсен тӗнчи вырнаҫнӑ.

Юлашки 7 ҫулта ял-йыш кану вырӑнӗсене йӗркелессипе те хастаррӑн ӗҫлет, Кивӗ Эйпӗҫ таврашӗнче паянхи кун 8 парк вырнаҫнӑ. Уйрӑмах пӗр паркӗ юратакан мӑшӑрсене илӗртет, ҫавӑнпа та ӑна «Ҫамрӑклӑх» ята панӑ.

— Уйрӑмах каҫ-кӳлӗм вӑхӑтӗнче ҫутӑлнӑ хунарсемпе, шавлакан пӗрхӗнчӗк ял таврашне илемлетет, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Кивӗ Эйпӗҫре пурӑнакан Марина Лебедева.

Малалла...

 

Ҫурлан 23-мӗшӗнче Чӗмпӗр хули чӑваш чӗлхипе культура кунне паллӑ тӑвать. Сӑмах май, ҫак куна паллӑ тӑвас йӑла Чӗмперте 10 ҫул хушши упранса пырать, ҫавӑнпа та кӑҫалхи чӑваш уявӗ юбилейлӑ. Ӑна «Киндяковка» культура ҫуртӗнче ирттерӗҫ, уява крсе курма тӳллевсӗр пулӗ.

Уяв хӑнисене чӑваш пики — пӗлтерхи наци пики конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи— кӗтсе илӗ. Мероприятие вӗренекенсемпе вӗрентекенсем тата хулари ӗҫ коллективӑн элчисем хутшӑнаҫҫӗ.

Кӑҫал уява йӗркелекенсем йӑла-йӗркесем ҫине пысӑк тимлӗх тунӑ. Куракансемпе хутшӑнакансем чӑваш кӗнекисен куравӗсемпе музей экспозицийӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне наци апат-ҫимӗҫне: тӑпӑрчӑ, чӑкӑт, ашран тунӑ кукӑль, хуплу тутанса пӑхма та май пулӗ. Культура ҫурчӗн канмалли залӗнче наци тӗррин, йывӑҫпа керамикӑран ӑсталанӑ кӳлепесен куравне уҫма планланӑ.

Мероприятие йӗркелекенсем концерт программи пуян, кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Сцена ҫине чи пултаруллӑ наци ушкӑнӗсемпе Чӗмпӗрти солистсем тухӗҫ, ятарласа чӗннӗ хӑни — чӑваш вокал ансамблӗ «Азамат» пулӗ. Концерт программине вара Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхӗ уҫӗ тесе сӑмахлаҫҫӗ.

Малалла...

 

Ҫак куненче Кисан облаҫӗнчи Скопин хулине тӗнче шайӗнчи тӑм савӑт ӑстисен фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие ҫӗршывӑн 20 тӑрӑхӗнчен пурӗ 250 яхӑн хутшӑнакан килнӗ. Республика чысне фестивальте Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗсем Михаилпа Ольга Садовниковсем тата Шупашкар ӳнер училищин студенчӗсем хӳтӗленӗ.

Фестиваль пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пирӗн ентеш Михаил Садовников «Маэстро» номинацие илме пултарнӑ. Унсӑр пуҫне Садовниковсен ҫемьи «Пултаруллӑ мӑшӑрлӑ ӗҫ» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Вӗсем фестивале «Форма и Декор» инсталяци варианчӗсене илсе килнӗ тата «Круговорот» ятпа тӑм савӑт тӑвассипе шоу кӑтартнӑ. Вӗсен пултаруллӑхӗ ытти хутшӑнакансене ҫеҫ мар, ӑмӑртӑва хаклакансене те тыткӑнланӑ.

ШӲУ 3-мӗш курс студенчӗсем Роман Нестеровпа Анастасия Чумышева «Раҫҫей ҫамрӑк таланчӗсем» номинацире ҫӗнтернӗ, вӗсене вара тӑм савӑт тӑвас ӗҫре кирлӗ материалсене туянмалли сертификатпа чысланӑ. Наталья Васильевӑн ӗҫӗсене тивӗҫлӗ хакланӑ — вӗсем Скопи хулинчи тӑм савӑт ӑстисен музейӗн коллекцине пуянлатӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64854
 

Авӑнӑн 1-мӗшӗнче уявлакан Пӗлӳ кунӗ кӑҫал кану кунне — вырсарникуна — лекет. Ҫакна пула Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви шкул ачисемпе студентсене, ашшӗ-амӑшӗсене тата вӗрентекенсен пӗрлешӗвне «Пӗлӳ кунне хӑҫан палӑртмалла?» ыйтӑва татса пама шаннӑ. Ӑна валли ятарлӑ ыйтӑм та уҫнӑ, унта асӑннӑ ыйтун икӗ хуравне сӗнне:

► Авӑнӑн 1-мӗшӗ (вырсарникун) (кану кунне вара шӑматкуна, авӑнӑн 7-мӗшне куҫарса);

► Авӑнӑн 2-мӗшӗ (тунтикун).

Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен порталӑн тӗп страницинче тата вӗренӳ министерствийӗн тетелӗнче утӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 20-мӗшчен интрактивлӑ ыйтӑма пуре 35 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Унта хутшӑнакансен 87% Пӗлӳ кунне ҫулсерен ҫирӗпленнӗ йӗрке тӑрӑх, авӑнӑн 1-мӗшӗнчех ирттермелле тесе сасӑланӑ. Ытти 13% вара уява авӑнӑн 2-мӗшӗнче ирттерме ыйтнӑ.

Ҫынсен шухӑшне тӗпе хурса Чӑваш Ен министерстви вӗренӳ учрежденийӗсене Пӗлӳ кунне вырсарникун, авӑнӑн 1-мӗшӗнче ирттерме сӗнет, уншӑн вӗренӳ заведенийӗсене шӑматкун, авӑнӑн 7-мӗшӗнче канма ирӗк параҫҫӗ.

 

Сурӑм вӑрман хуҫалӑхӗнче ятарласа юман ӳстереҫҫӗ. Сӑнавлӑх хунав хальхи вӑхӑтра 11,4 гектар йышӑнать иккен. Вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем ӑна тӗрлӗ енлӗн пӑхса тӑраҫҫӗ. Кунта сӑтӑрҫӑсемпе тата чир-чӗрпе кӗрешни те, рет хушшисене тирпейлесе тӑни те кӗрет. Паянхи куна илсен, рет хушшине ҫавапа ҫулса тухнӑ. Кӑштахран ҫӗре кӑпкалатма палӑртаҫҫӗ.

Сурӑм вӑрман хуҫалӑхӗ Элӗк районӗнче вырнаҫнӑ, 1500 гектар ытла йышӑнать.

 

Ҫак кунсенче Шупашкар хулинче пӗрремӗш автокинотеатр уҫӑлнӑ. Хулашӑн ку чӑннипе те савӑнӑҫлӑ хыпар, мӗншӗн тесен ку таранччен ун йышши кинотеатрсем пулман.

Республика тӗп хуллинче пӗрремӗш кинотеатра уҫас шухӑш ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнчех ҫуралнӑ. Анчах урапасен кинотеатрне чи малтанах палӑртнӑ кун уҫма май килмен — экран вырнаҫтарассипе тухнӑ чӑрмавсене пула куҫарма лекнӗ.

Хальхинче вара кинотеатр чӑн та уҫӑлнӑ, анчах вӑл кун урапасен йышӗ нумаях пулман иккен. Тен, куракансем автокинотеатр хальхинче те ӗҫлесе каймасть тесе шутланӑ, ҫавӑнпа та килме васкаман. Килекенисене вара ҫӗнӗ кинотеатр савӑнтарнӑ, экран пӗчӗкрех пулни ҫеҫ кӑшт кӑмӑлсене хуҫнӑ.

Тепрехинче вара кинотеатр репертурӗнче «Шерлок Холмс» тата «Астрал» киносем пулӗҫ. Хӑҫан та пулин ҫак лаптӑкра чӑвашла кинона та курма пуласса та шанас килет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64855
 

Республика таврашӗнче тухнӑ пушарсен шучӗ эрнессерен ӳссе пырать. Инкек тухнӑ сӑлтавӗсем тӗрлӗрен: шел пулин те нумай чухне «хӗрлӗ автан» тухнишӗн этем хӑйех айӑплӑ.

Ытларикун, ҫурлан 20-мӗшӗнче 13:00 сехетсенче Елчӗк районӗнчи Тускел ялӑн пӗр кил-ҫуртӗнче пушар тухнӑ.

Тӗпелте хыпса илнӗ ҫулӑм пурӑнмалли ҫурта тӗппипех пӗтерме пултарнӑ. Пушара сӳнтерме килсе ҫитнӗ пушарнӑйсем ҫунакан ҫурт-йӗртен 74 ҫулхи кил хуҫипе унӑн мӑшӑрне кӑларма ӗлкернӗ, анчах та сӗрӗм хытӑ тивнине пула арҫын тӑнне ҫухатнӑ, паяна вӑл пульницӑра сывалать. Унӑн мӑшӑрӗ вара тухнӑ пӑтӑрмӑхра суранламан.

Инкекрен хӑтаракансем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх пушар кил хуҫи айӑпӗпе тухнӑ пулнӑ. Апатланас тесе старик ҫунакан плита ҫине ҫатма лартса янӑ пулас, хӑй вӑра плита умӗнчен кайса кресло ҫинче ыйха путнӑ. Ват ҫыннӑн арӑмӗ вӑл вӑхӑтра урӑх пӳлӗмре каннӑ, ҫавӑнпа та тухнӑ ҫулӑма тӳрех асӑрхаман.

Ҫак пушара пула тӗпелти стенапа мачча юрӑхсӑрланнӑ. Республикӑри ИӖМ служби пӗлтернӗ тӑрӑх кил хуҫисем 2 пинлӗх шар курнӑ.

 

Шупашкар хула кунне ирттерсе янӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн экономика аталнӑвӗн министерстви тӳрех уявӑн тӑкакӗсемпе тупӑшӗсене шутлама тытӑннӑ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх уяв кунхине хулари предприятийӗсенчи тавар ҫаврӑнӑшӗ 20 миллион тенкӗ таран ҫитнӗ.

Суту-илӳ чатӑрӗсем Хӗрлӗ тӳремре, Лакреей вӑрманӗнче, 500 ҫул Шупашкар культурӑпа кану паркӗнче 3 миллион тенкӗ укҫа туса илнӗ.

— Сутӑннӑ сувенирсен йышӗ 2 миллион тенкӗ патне ҫитнӗ, — пӗлтереҫҫӗ министерство пресс-службинче.

Ҫав хушӑрах хула хыснишӗн уяв сисӗнми иртнӗ, мӗншӗн тесен тунӑ тӑкаксене хысна тулашӗнчи укҫаран тунӑ. Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫакӑн йышши пысӑк мероприятийӗсене йӗркеленӗ чухне Шупашкара республикӑпа темиҫе ҫул хушши ҫыхӑну тытса пыракан партнерсем пулӑшса тӑраҫҫӗ. Хула администрацийӗ уява йӗркеленине «5+» паллӑпа хакланӑ пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64835
 

Паян, ҫурлан 21-мӗшӗнче ял хуҫалӑх министрӗ Эдуард Александров ертсе пынипе республикӑри аграри делегачӗсем ҫурлан 22–25-мӗшсенче Нитра хулинче иртекен тӗнче шайӗнчи ял-хуҫалӑх куравне хутшӑнас тӗллевпе Славаки республикине ҫул тытнӑ. Республика делегачӗсем хушшине «Агро-Инновации» директорӗ Николай Васильев, «Ҫеҫпӗл» АХО Шупашкар предприятийӗн суту-илӳ ыйтӑвӗсене татса паракан директор ҫумӗ Александр Бакшаев, «АККонд-Агро» АУО фирмӑн аслӑ директорӗ Вячеслав Иванов тата Куславкка районӗнчи Василий Семенов фермер кӗнӗ.

Пирӗн республика элчисем ял хуҫалӑхӑн тата апат-ҫимӗҫӗн тӗрлӗ отраслӗсен презентацийӗнче, ӗҫлӗ тӗлпулӑвӗсенче пулса курӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗсем выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетмелли комплекссене тата биопродукци кӑларакан предприятисене кӗрсе курӗҫ.

 

Халӑха автотранспортпа тивӗҫтерессипе республика Раҫҫейри 83 регионтан 75-мӗш вырӑна лекнӗ. «АльфаСтрахование» хыпарланипе килешӳллӗн кӑҫал республикӑра пурӑнакан 1 пин ҫынна 174 урапа тухать имӗш. Автомобильленӳ шайӗ пӗлтерхинчен (166 урапа) ӳснӗ пулин те, нумай мар.

Рейтингра малти вырӑнсене Тинӗсҫум енӗ (1 пин ҫынна 547 урапа), Камчатка енӗ (452) тата Мускав облаҫӗ (323) тухнӑ, юлашки вырӑнсене вара Ингушети (115), Чечен (113) тата Чукота автономи округӗ (67) йышӑннӑ.

Атӑлҫи республикисем хушшиче рейтингра 33-мӗш вырӑнта Тутарстан (261), 49-мӗш — Пушкӑртстан (237), 55-мӗш — Удмурт республики (227), списокӑн юлашки тӑваттӑмӗш пайӗнче вара Чӑваш Республикипе пӗрле Мӑкшӑ (206) тата Мари Эл (163) вырнаҫнӑ.

«АльфаСтрахование» компани пӗтӗмӗшлетнӗ тӑрӑх Раҫҫейре кашни тӑваттӑмӗш ҫын урапапа хуҫаланать, кун пек утӑмсемпе РФ автомобильленӳ шайӗпе Япун, Хрантси, Аслӑ Британи пек ҫӗршывсене хуса ҫитме пултарӗ тесе палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1226.html
 

Страницӑсем: 1 ... 3479, 3480, 3481, 3482, 3483, 3484, 3485, 3486, 3487, 3488, [3489], 3490, 3491, 3492, 3493, 3494, 3495, 3496, 3497, 3498, 3499, ... 3840
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çывăх çынсемпе, туссемпе е ĕçтешсемпе хутшăнура йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Сăлтавĕ - элек. Килĕшÿ нумай вăхăтлăха çухалĕ. Уява е тĕлпулăва такамăн гĕрсĕр шÿчĕ пăсĕ. Тен, сăлтавĕ сирĕнре те пулĕ.

Нарӑс, 28

1918
107
Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ.
1968
57
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
16
Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...