Спорт
![]() Вера Соколова спортсменка Чӑваш Ен спортсменкине Вера Соколовӑна хисеплӗ ят панӑ. Халӗ Вера — РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. Хушӑва ҫак кунсенче РФ спорт министрӗ Виталий Мутко алӑ пуснӑ. Вера Соколова Муркаш районӗнчи Анаткас Апаш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӑвӑрт утассипе шкулта вӗреннӗ чухнех кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ун чухне ӑна Аверкий Васильев тренер вӗрентнӗ. Вера Соколова Тӗнче тата Европа кубокӗсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Чылай вӑхӑт юниорсем хушшинче тӗнче рекордсменӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл хӑйӗн ӑсталӑхне Олимп хатӗрленӗвӗн В.Чегин ячӗллӗ центрӗнче туптать. Халӗ Вера ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа чемпионатне хатӗрленет. Вӑл кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Швейцарири Цюрих хулинче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Ку эрнере, вырсарникун, (ҫурлан 3-мӗшӗнче) Ҫӗнӗ Шупашкарта салтак юррин хула фестивалӗ иртӗ. Мероприятие тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Фестиваль шӑп кӑнтӑрла, 12 сехетре, пуҫланӗ. Унта патриотлӑх юррисемпе киленнисӗр пуҫне салтак апат-ҫимӗҫне тутанма та май пулӗ. Хальхинче вӑл иккӗмӗш хут иртет. Пӗлтӗр унта Сергей Яковлев, Сергей Мягков, Евгений Карпеев, Игорь Орлов, Юрий Романов, «Память» (чӑв. Астӑвӑм) ушкӑн тата ыттисем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Ҫавӑн пекех унта ачасен «Шевле» ушкӑнӗ те юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар кӳлмекӗ Кӑҫалхи хула кунӗнче йӑлана кӗнӗ конкурссемпе проектсемсер пуҫне ҫӗннисем те пулӗҫ. Ҫак кун пурне те «Аистенок» фестивале хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Кӑҫал Шупашкарти предприятисенче ӗҫлекенсен хушшинче пултарулӑх фестивалӗ йӗркеленӗ. Спорт мероприятийӗсем те чылай пулӗҫ. Кӑҫал та халӑх ирхи хусканӑва пухӑнӗ. Каҫхине вара велочупу иртӗ. Шупашкарти кӳлмек ҫийӗнче аквабайк-шоу пулӗ. Шупашкар хула администрацийӗн культура управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова каланӑ тӑрӑх, унта «Стрижи» пилотаж ушкӑнӗ (МИГ 29 истребительсем) е «Русь» пилотаж ушкӑнӗ (Л 39 истребительсем) хутшӑнӗ. Шоу кӳлмек ҫийӗнче иртнӗ май ӑна пурте курма, илтме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Судникович ӗҫне хаклани Улатӑрти Наталья Судникович художник никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлешӗвӗн шайӗнче хакланӑ. Ӑна пухӑмҫӑсен халӑхсем хушшинчи общество союзӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ. Асӑннӑ пӗрлешӗве 2007 ҫулта йӗркеленӗ. Вӑл пухӑмҫӑсен тӗрлӗ вак пӗрлешӗвӗсене, обществисене, клубӗсене, кружокӗсене, ушкӑнӗсене пӗтӗҫтерет. Судникович художник ирӗк панипе тата укҫаллӑ ҫынсем пулӑшнипе 2010 ҫулта унӑн ӳкерчӗкӗсенчен кӗсьене чикмелли календарьсем кӑларма тытӑннӑ. Пысӑках мар тиражпа кун ҫути кӑтартнӑскерсенче шӳтлӗ ӳкерчӗксене кура вӗсене филотаймистсем (ку вӑл календарьсемпе кӑсӑкланнине пӗлтерет) хаваспах туянма тытӑннӑ. Раҫҫейӗн хӑш-пӗр регионӗнче календарьсен пиратла копийӗсене те пичетлеме тытӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра Судниковичӑн автор ӗҫӗсемлӗ икҫӗре яхӑн календарь пичетленнӗ. Ҫынсем Улатӑр, Хусан, Питӗр хулисене сӑнланисене уйрӑмах кӑмӑллаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарта хӑпартакан пӑр керменне черетлӗ хут Чӑваш Енӗн Премьерӗ Иван Моторин тата Стройминӗн министрӗ Олег Марков тӗрӗслесе кайнӑ. Ӑна юпа уйӑхӗнче туса ҫитерме планлаҫҫӗ пулин те ӗҫӗ кунта пайтах мӗн. Хальхи вӑхӑтра тимӗр каркаса туса ҫитернӗ, ҫурт сийӗсене вырнаҫтарса тухнӑ, тӑррине витнӗ. Унсӑр пуҫне подрядпа ӗҫлекен организацисем шыв тата пӑх-шӑк пӑрӑхӗсене хурса тухнӑ, ҫутӑ кӗртнӗ. Ӑшӑпа тивӗҫтерекен пӑрӑхсене вырнаҫтарассин пӗтӗм ӗҫ калӑпӑшӗнчен 95% тунӑ. Котельнӑйпа трансформатор подстанцине туса ҫитернӗ, урапасем лартмалли лаптӑкра асфальт сараҫҫӗ. Уйрӑмах нумай тумалли ӗҫсем шутне пӑр керменӗ ҫывӑхӗнчи лаптӑка хӑтламаллине кӗртмелле — ӑна хальлӗхе 20% кӑна пурнӑҫланӑ. Юпа уйӑхӗнче пӑр керменӗ ӗҫлеме пуҫламаллине шута илсе тӗрӗслев хыҫҫӑн ӗҫе хӑвӑртлатас тесе хушма строительство организацийӗсене явӑҫтарма йышӑннӑ. Рабочисен йышне те пысӑклатмалла. Хальхи вӑхӑтра пӑр керменне тӑвассипе 22 организаци ӗҫлет, рабочисен йышӗ — 382 ҫын. Пӑр керменӗ «Олимп» стадионӗнче вырнаҫнӑ, вӑл 7 300 вырӑнлӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Лаптӑкри уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем Шупашкарӑн тӗп вырӑнӗсенчен пӗр лаптӑка — К. Ивановпа Водопровод урамӗ хушшинчи 26 гектар патнелле ҫӗре ҫурлан 14-мӗшӗнче аукциона кӑларӗҫ. 4-мӗш микрорайонти вырӑна аукциона 134 миллион тенкӗпе кӑларнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗн ҫак лаптӑка аталантарма тивӗ. Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин пӗлтернӗ тӑрӑх ҫурт-йӗр хӑпартаканӗ аукциона выляса илнӗ хыҫҫӑн ҫуртсен проекчӗсене хулан тӗп аталану концепцине тӗпе хурса хатӗрлеме тивӗ. Ҫав шутра Хосе Асебильо испан архитекторӗн шухӑшӗсене те шута илӗҫ. Проект тӑвакансен уйрӑмах хулан историлле пайӗнче ӗҫленине манмалла мар пулӗ. Ку проекта пурнӑҫлама юрӑхсӑра тухнӑ 3 ҫурта сӳтме тивӗ: Свердлов ур, 57/1; Водопровод ур., 27; К.Иванов ур., 59. Вӗсене «2013–2015 ҫулсенче ЧР лаптӑкӗнчи юрӑхсӑра тухнӑ ҫурт-йӗрти граждансене куҫарасси» программӑн укҫи-тенкипе сӳтӗҫ. Ҫурт-йӗр хӑпартаканӗн ҫавӑн пекех хӑй пурлӑхӗпе Хӗрлӗ ҫар урамӗнчи 5-мӗш ҫурт ҫыннисене хваттер тупса пама тата салатма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗремпурта нумай пулмасть Атӑлҫи федераллӑ округӗн туризм пурлӑхӗсен «Открой Приволжье» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхне уҫ») фестиваль-хӑтлавӗ иртнӗ. Унта «Бичурин тата хальхи самана» музей те хутшӑннӑ. Кӳкеҫсем хаклавҫӑсене икӗ проектпа паллашма сӗннӗ: «Чӑваш ялӗнчи катайла кану кунӗ» тата «Икӗ культура ҫыхӑнӑвӗ». Вӗсемшӗн икӗ диплома тивӗҫнӗ. Пӗри — «Культурӑна ӑнланмалли туризм» номинацире чи лайӑх маршрутшӑн, тепри — «Чи лайӑх музей экскурсийӗ» номинацире Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи чи лайӑх экскурси программишӗн. «Чӑваш ялӗнчи катайла кану кунӗ» проект авалхи Тухӑҫ культурине тата вӑл чӑвашсемпе епле ҫыхӑннине уҫса парать. Ӑна, паллах, ытларах Н.Я. Бичуринпа ҫыхӑнтарса йӗркеленӗ. «Икӗ культура ҫыхӑнӑвӗ» вара чӑвашсен авалхи кун-ҫулне кӑтартать — кунта Апаш культури те, чӑваш эрешӗ те, Тухӑҫри культурӑсем те те пур. «Бичурин тата хальхи самана» музей Кӳкеҫре вырнаҫнӑ. Иртнӗ эрнере унта юсав ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн паян вӑл каллех хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Тунтикунпа эрнекун хушшинче 9 сехетрен 17 сехетччен ӗҫлет, шӑматкун — 15 сехетччен кӑна. Экскурсисемшӗн аслисем 20 тенкӗ тӳлемелле, ачасен — 10 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Утӑн 24-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ композиторӗ, Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анисим Асламас (Васильев) пурӑннӑ-тӑк 90 ҫул тултарӗччӗ. Ҫак кун ЧР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альбина Алексеева, ЧР Композиторсен союзӗн председателӗ Николай Казаков, композиторӑн тӑлӑх арӑмӗ Мария Васильева тата унӑн хӗрӗ Татьяна Асламас, мӑнукӗн мӑнукӗ Дмитрий Анисим Васильевич вилтӑпри ҫине чечексем хунӑ. Татьяна Анисимовна халӑх композиторне, чи малтанах — ашшӗне, халалланӑ сӑвӑсене вуланӑ. Татьяна Асламас пӗлӗшӗсем ашшӗн юррисене радиопа илтсен хӗпӗртеҫҫӗ-мӗн. Сӑмах май, Анисим Асламас 60 ҫулта чылай хайлав хайланӑ. Вӑл 10 опера, 3 музыка камичӗ, темиҫе концерт, фортепиано пьесисем, романссем, юрӑсем ҫырнӑ. Унӑн юррисене Европӑра, Японире, ытти ҫӗршывра шӑрантараҫҫӗ. Пултаруллӑ композитор ҫулӗпе ывӑлӗ Алексей Анисимович (дирижер тата пианист), мӑнукӗсем Алексей (сӗрме купӑсҫӑ) тата Антон (паллӑ мусӑкҫӑ) кайнӑ. Анисим Асламас хӑйӗн пултарулӑхӗ пирки калаҫнӑ чухне ҫапла палӑртнӑ: «Эпӗ мӗнлине пӗлес килет пулсан манӑн кӗвве итлӗр». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Абдула Туркцкойпа Савухи Ахмеров чӑваш хӗрарӑмӗсемпе Ҫулсем иртнӗҫемӗн япала та кивелет. Хӑшӗ-пӗри ӑна кӑларса ывӑтать. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Тукай ялӗнче пурӑнакан Людмила Данькова вара мӑшӑрӗн асламӑшӗнчен юлнӑ хатӗр-хӗтӗре упраса хӑварнӑ та «Сире кӗтекен кил» хӑна ҫурчӗ уҫнӑ. Унта Раҫҫейри туристсем кӑна мар, ют ҫӗршывсенчисем те килеҫҫӗ. Пурте ӗлӗкхи чӑвашсем мӗнле пурӑннипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Даньковсен хӑна ҫуртне Стамбул хулинчи «Ҫулҫӳревҫӗ» телеканал журналисчӗ Абдула Туркцкой килсе кайнӑ. Савухи Ахмеров оператор та пӗрле килнӗ. Ахмеров Раҫҫейре ӳснӗ, ҫавӑнпа вырӑсла аванах калаҫать. Вӗсем тӗрӗк халӑхӗн ӗлӗкхи йӑли пирки фильм хатӗрлеҫҫӗ-мӗн. Инҫетрен килнӗ хӑнасем хуран кукли мӗнле пӗҫернине, услам ҫу хатӗрленине, ҫӑм арланине кӑсӑкланса сӑнанӑ. Ҫӑнӑх хатӗрленине те курнӑ. Вӗсене чӑваш халӑх юррисем, ташшисем интереслентернӗ. Ют ҫӗршыв журналисчӗсем Чӑваша килсе кайнипе кӑмӑллӑ юлнӑ. Кӑштахран татах килме шантарнӑ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 112 номерпе шӑнкӑравламалли служба тытӑмӗпе малалла ӗҫлеҫҫӗ. 2015 ҫулта Шупашкарта ятарлӑ ҫурт хӑпартмалла. Унта шанкӑравсене тӗрӗслӗҫ. Халӗ 112 номерпе шӑнкӑравлакансем телефон номерне шута илнӗ регионти диспетчер службине лекеҫҫӗ. 2017 ҫул тӗлне шанкӑрава пӑтӑрмах пулнӑ вырӑна ҫывӑхарах дежурнӑй оператор йышанмалла тӑвасшӑн. Вӑлах пулӑшу кӳме мӗнле специалистсене ямаллине палӑртӗ. Диспетчерсем халӗ шӑнкӑравлакана ЖКХ, шыв каналӗн, электро тата ӑшӑ сечӗсен ӗҫченӗсемпе, РФ МЧСӗн психологи пулӑшӑвӗ паракан службӑпа ҫыхӑнтарма пултараҫҫӗ. Сӑмах май, 112 номерпе SIM-карттӑ ҫук чухне те, шут ҫинче укҫа ҫук пулсан та шӑнкӑравлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. | ||
| Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |