Чӑвашлӑх
![]() Экоялта ӗҫсем пыраҫҫӗ Шупашкар районӗнче «Ясна» экологи ялӗ тӑвас ӗҫе темиҫе ҫул каяллах тытӑннӑччӗ. Унти Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗнче тума пуҫланӑ ҫав объект ӗмӗрӗ вӑрӑм. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ ӗҫе тӳрех ҫул паманни те вӑрттӑнлӑх мар. Экоялта чӑваш ялӗ епле пурӑннине кӑтартас шухӑшлӑ. Халӗ «Яснана» ҫутӑ кӗртме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ӗҫӗн пӗрремӗш тапхӑрне вӗҫленӗ те. Трансформатор подстапнцине вырнаҫтарнӑ, кабельсене хурса тухнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра унта шыв пӑрӑхӗ тата канализаци пӑрӑхӗ хума тытӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() ЧНК ӗҫтешӗсем Байкал кӳлли хӗрринче Кун пирки ЧНК сайчӗ пӗлтерет. Республикӑран инҫе ҫула Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Воронова, Сӗнтӗрвӑрри ентешлӗхӗн ертӳҫи тата эстрада юрӑҫи Андрей Кузнецов, Людмила Кинер юрӑҫ тата тинтерех ҫеҫ Чӑваш наци конгресӗнче йӗркеленнӗ информаци службин ертӳҫи Зоя Яковлева тухнӑ. ЧНК ӗҫтешӗсем Хӗрлӗҫыртан (Красноярскран) инҫех мар вырнаҫнӑ Шуваево чӑваш ялӗнчи Акатуя хутшӑннӑ — республикӑран салам ҫитернӗ, концерта хутшӑннӑ. Хӗрлӗҫыр хулипе пуллашнӑ хыҫҫӑн пирӗн ентешсем Иркутск хулине ҫул тытнӑ. Байкал (чӑв. Пуян кӳлӗ) кӳлли тӑрӑхӗнче вӗсем вырӑнти чӑвашсемпе тӗл пулнӑ. Уйрӑмах Энтри атте пачӑшкӑ вӗсене пулашса тарать иккен. Шел те, хӑйӗнпе тӗл пулма май пулман. Вырӑнтисем каласа панӑ тӑрӑх вӗсем ҫывӑх вӑхӑтра Иркутскра вырсарни шкулӗ ӗҫлесе каясса кӗтеҫҫӗ мӗн. Ҫавӑн пекех Шупашкар элчисем облаҫӗн тӗп хулинчен 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Новолетник ялне те ҫитсе курнӑ. Новолетник ялӗ 106 ҫул каялла пуҫланса кайнӑ. Тайга варринчех вырнаҫнӑ яла Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ҫынни пуҫласа янӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп страници паянтан ҫӗнӗлле курӑнать — тӗп пайне самай улӑштартӑмӑр. Чи пысӑк ҫӗнӗлӗх — тӗп старницӑра пӗр хыпарӑн тексчӗ кӑна малашне пулӗ, ыттисен — ячӗсем ҫеҫ. Вӑл хыпара сайт хӑйех суйлать — халӑха чи кӑсӑклантараканни пулӗ, е тепӗр май каласан халӑх чи нумай вулакан хыпара вырнаҫтарӗ. Кашни кун хыпарсен йышӗ пӗчӗк мар пулнине шута илсе эпир вӗсен ячӗсене сылтӑмра кӑтартрӑмӑр. Унта икӗ кун хушшинчи хыпарсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех аялта юлашки вӑхӑтра ыттисенчен ытларах ҫутатакан хыпарсен пайӗсем пулӗҫ. Кашни пайра эсир ӳкерчӗкпе хальтерехри хыпара курма пултаратӑр, тата унчченхи виҫӗ хыпара. Пур вырӑнта та хыпарӗ паянхи кунпа пырать пулсан унӑн вӑхӑтне кӑна кӑтартнӑ, ыттисен вара — кунне те. Хыпарсемпе туллин палашас тесен малашне ячӗ ҫинчи каҫӑпа усӑ курма тивӗ. Шалти сраницӑсене вара улӑштарман, вӗсем ҫаплипех юлнӑ. Кивӗ калӑплав килӗшет пулсан ӑна сыхласа хӑварнӑ. Сӑмах май, енчен те чылайӑшӗ ӑнах хӑварас тет пулсан — пире пӗлтерӗр ҫеҫ, тавӑратпӑр. Тӗслӗх пек эсперантопа акӑлчан версисене пӑхма пултаратӑр — унта малтанхи калӑплавах (ку унти хыпарсем питӗ кивӗ пулнипе ҫыхӑннӑ). |
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче черетлӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Хальхинче — РФ Ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗн Светлана Гордеевӑн «Карҫинккари кӑмпасем» кӗнеки. Светлана Гордеева иртнӗ кӗркунне вӑрманта уҫӑлса ҫӳренӗ, кӑмпа шыранӑ. Ҫав вӑхӑтра сӑвӑ йӗркисем ҫуралнӑ. Ҫапла майпа поэт вӑрмантан кӑмпапа ҫеҫ мар, сӑвӑсемпе те таврӑннӑ. Светлана Гордеевӑна ҫимелли тата наркӑмӑшлӑ кӑмпасене уйӑрма ашшӗ ача чухнех вӗрентнӗ-мӗн. Ашшӗ кӑмпаҫӑ пулнӑ. «Хальхи ачасем кӑмпасене паллаҫҫӗ-и?» Поэта ҫак ыйту канӑҫсӑрлантарнӑ. Ҫавӑнпах кӑмпасем пирки кӗнеке кӑларма шухӑшланӑ. Ҫӗнӗ кӗнеке ҫимелли тата наркӑмӑшлӑ кӑмпасем пирки каласа кӑтартать. Автор ӳкерчӗксене те хӑйех хатӗрленӗ. Ӳкерчӗксем хӑйне евӗр. Хурӑн кӑмпи ав мунчара хурӑн милӗкӗпе ҫапӑнать. «Карҫинккари кӑмпасем» кӗнеке икӗ чӗлхепе тухнӑ: вырӑсла тата чӑвашла. Ӑна вырӑсларан чӑвашла Валерий Кошкин поэт куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Чатукассисем — уявра Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗ утӑн 19-мӗшӗнче 900 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Мероприятие вӗт-шакӑртан пуҫласа ватӑ таранах пухӑннӑ. Уява ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Михайлов уҫнӑ. Чатукассисене саламлама Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков та ҫитнӗ. Уявра Хисеп грамотисемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Чатукасси уявне ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, унтан тӗрле енне саланнӑ ҫынсем те килнӗ. Сцена ҫинче «Ҫӑлкуҫ» фольклорпа эстрада ансамблӗ Чатукасси ял тӑрӑхӗнчи «Телей» фольклор ансамблӗ, «Солнышко» ача-пӑча пултарулӑх ушкӑнӗ, «Тевет» фольклор ансамблӗ юрласа халӑха савӑнтарнӑ. Каҫхине лазер шоу, ташӑ каҫӗ иртнӗ. Унта вара ҫамрӑксем чунтан савӑннӑ. Сӑнсем (66) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республикари районсенчи ял хуҫалӑхӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри уй-хирелле васкаҫҫӗ. Паян ав Элӗк районӗнчи хӑш-пӗр хуҫалӑх комбайнсене тапратса тырӑ вырма пуҫланӑ. Кунти «Авангард» тата «Рабия» агрофирма вырмана чи пӗрремӗш тухнӑ. «Рабия» агрофирмӑн 1357 гектар лаптӑк ҫинчи тыр-пула пухса кӗртмелле. Вӗсенчен 500 гектарӗ — кӗрхи культурӑсем. Уй-хирте «Палессе» маркӑллӑ пӗр комбайн тата икӗ «Агрос-530» ӗҫлеҫҫӗ. «Рабия» 1 гектартан 20 центнер тырӑ вырса илет. «Авангардӑн» 678 гектар тырра вырса кӗртмелле. Хирте «Вектор» тата «Дон-1500Б» комбайнсем ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Лариса Долина юрӑҫ Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленет. Вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Мӗнпе савӑнтарӗҫ-ха кӑҫалхи уявра халӑха? Яланхи пекех хула урамӗсенче — Ленин проспекчӗпе Карл Маркс урамӗнче — ачасемпе аслисем валли 70 яхан тематика лапамӗ ӗҫлӗ. Кӑҫал хулан ҫуралнӑ кунӗнче Лариса Долинӑпа Паскаль хӑйсен хичӗсемпе савӑнтарӗҫ. Юратнӑ хитсене итленисӗр пуҫне хула лапамӗсенче клоунсене, фокусниксене, ташӑҫӑсене, цирк ӗҫченӗсене курма май пулӗ. Хула кунӗ йӑлана кӗнӗ мероприятирен — ҫӑлтӑрпа иртекен ирхи хускануран — пуҫланӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӑршшу юханшывӗ — пӗлтӗрхи кӗркунне Пӗлтӗрхи кӗркунне Йӑршшу юханшывӗ хӗрринче пурӑнакан халӑх питӗ кӑмӑлсӑрччӗ. Ҫывӑхра вырнаҫнӑ агрофирма унта кайӑк-кӗшӗк каяшне юхтарнине палӑртатчӗҫ вӗсем. Ҫитменнине ҫав кӗркунне Йӑршшу юханшывӗнче пулӑ виллисене асӑрханӑ. Юханшыва вараланӑшӑн тӗрӗслев пуҫарнӑччӗ. Халӗ вӗҫне-хӗрне тухнӑ. Айӑпне «Юрма» агрохолдингӑн тӗп инженерӗ ҫине йӑвантарнӑ. Суд юханшыва 286 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнине палӑртнӑ. Аса илтерер: пӗлтӗр кӗркунне Йӑршшу юханшывӗнче — 30 ҫухрӑм тӑршшӗнче — 1,3 пин пулӑ вилнине палӑртнӑ. Лаборатори тӗрӗслевӗ шывра аммиак 18 хут нумайрах пулнине палӑртнӑ. Релизра палӑртнӑ тӑрӑх, предприяти инженерӗ ҫумӑр хыҫҫӑн ятарлӑ вырӑнта упранакан каяш тавралӑха сиен кӳме пултарнине асӑрханӑ-ха, анчах нимӗн те туман. Ҫав вырӑнти ҫӗр йӑтӑннӑ та сиен кӳрекен каяш шыва, вӑрман ҫӗрӗ ҫине сарӑлнӑ. Ҫавна май ял хуҫалӑх тӗлӗшӗпе усӑ курмалли 2166,2 тӑваткал метр лаптӑк сиенленнӗ (такакӗ — 2,5 миллион тенкӗлӗх). Ҫавӑн пекех икӗ вӑрманти лаптӑк — пӗтӗмпе 3350 тӑваткал метр — тасамарланнӑ (2,8 миллион тенкӗлӗх). Кунсӑр пуҫне Йӑршшу юханшывӗ шар курнӑ. Вӑл 286 миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Республикӑри тӗллевлӗ инвестици программине пурнӑҫлама кӑҫал 67 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Тупраран пысӑк пайӗ, 25 миллион тенкӗ, Чӑваш патшалӑх филармонине лекӗ. Кунсӑр пуҫне патшалӑх субсидийӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне 15 миллион тенкӗ тивӗҫӗ, Трактор тӑвакансен культура керменне — 5 миллион, А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн мемориал комплексне — 7 миллион, А.Г. Николаев паркне — 7 миллион, Чӑваш патшалӑх пукане театрне — 10 миллион. Халӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх истори архивӗн ҫуртне тӗплӗн юсаҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑксен театрне уйрӑм ҫурта куҫарасси пирки хальлӗхе ӗмӗтленме те тӑмасть-тӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ыран Шупашкар хула администрацийӗ умӗнче ҫурт-йӗрпе строительство кооперативӗн пайташӗсен пикечӗ иртмелле. Вӗсем «Байконур» текен микрорайонти пурӑнмалли ҫурта кӗрейменнишӗн пухӑнӗҫ. Ҫынсене ҫурта пурӑнма кӗме хула администрацийӗ ӑна тӑвакан организаципе судлашни кансӗрлет иккен. Пикета 50 ҫын ытла тухмалла. Вӑл 17 сехет те 30 минутран пуҫласа 19 сехетчен пымалла. «Байконур» микрорайона тума 2004 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ирӗк илнӗ иккен. Нумай хваттерлӗ ҫурта тӑвакан компани Арбитраж судӗнче ҫурта хута яма ирӗк пуррине ҫирӗплетсе панӑ. Хула администрацийӗ вара унта ҫурт тума ирӗк пулман тесе туса лартнӑ ҫурта пӑстарасшӑн-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. | ||
| Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |