Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнче Акатуя кӑҫал 61-мӗш хут паллӑ тунӑ. Вӑрмарти тӗп стадионта ир-ирех халӑх хӗвӗшме тытӑннӑ. Ачасем аслисемпе танах ял хуҫалӑх техникин куравӗпе кӑсӑкланса паллашнӑ. Кӑнтӑрлахи 11 сехетре уява уҫнӑ. Гимн юрланӑ май Чӑваш Ен Ялавӗ ҫӳлелле ҫӗкленнӗ. Ӑна кӑҫӑл ҫӗклеме Геннадий Ямуков фермер хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен Владимир Николаев тракторист тивӗҫнӗ. Юрий Власов тракториста, Сергей Сидоров рабочие, Тамар Кириллова оператора ял хуҫалӑх производствинче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Хисеп грамотипе чысланӑ. Чупай ял тӑрӑхӗ «Чӑваш Енри чи хатлӑ ял тӑрӑхӗ» конкурсра 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗшӗн ЧР Министрсен Кабинечӗн Дипломне тивӗҫнӗ. Вӑрмар ял тӑрӑхӗ вара ҫак конкурсра 2-мӗш вырӑна тухнӑшӑн ҫак хисепе илнӗ. Ичеснер Атайкасси ялӗнче пурӑнакан Светлана Захаровӑна «Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. Вӑл — ҫӑмӑл атлетика енӗпе РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Афинӑра — 2004 ҫулта, Пекинра — 2008 ҫулта иртнӗ ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ. Ҫак ятах Энӗшпуҫ ялӗнчи Василий Нягин тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Агриппина Тимофеевна Тимофеева Ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ Агриппина Тимофеева 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Агриппина Тимофеевна Элӗк районӗнчи Иштерек ялӗнче ҫуралнӑ. Пурнӑҫӗ йывӑр килнӗ. 7 ҫулта ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Унӑн шкула ҫӳреме те май пулман. Агриппина Тимофеева ӗне кӗтӗвне пӑхнӑ, куншӑн ӑна апат ҫитернӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Етӗрне хули ҫывӑхӗнче окоп чавнӑ. Унтан Ҫӗмӗрле хулинче вӑрман каснӑ. Кун хыҫҫӑн Ҫӗрпӳре ҫул хывнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Агриппина йывӑр ҫулсене халӗ те аса илет. Вӗсем халӗ те ӑна тӗлӗкре курӑнаҫҫӗ-мӗн. Хӑй каланӑ тӑрӑх, пурнӑҫӗнче вӑл темӗн те курнӑ, анчах йывӑр ҫулсем унӑн асӗнчен халӗ те тухмаҫҫӗ. 100 ҫулти кинемей ҫулсене кура мар йӑрӑ. Вӑл ӗҫлеме юратать, хускалмасӑр лараймасть. Агриппина Тимофеевна халӗ 7 мӑнукӗпе, 8 мӑнук ачипе тата вӗсен 1 ачипе киленет. Кинемей хӗрӗпе пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫал Чӑваш Енре математикӑпа 6 806 ҫын ППЭ тытнӑ. Шел те, хальхинче никам та экзамена 100 баллӑх ҫырайман. Пӗлтӗр вара математика экзаменӗнче 46 ҫын 100 балл пухнӑ. Кӑҫалхине илес пулсан, ҫак предметпа вӑтам кӑтарту 46,79 балпа танлашнӑ. Пӗлтӗр — 54,6 балл. Экзаменра 112 ҫын пысӑк балл пухнӑ (80–100 балл). Кӑҫал чи нумай пухнӑ балл — 98. Экзамена 222 ҫын тытайман: вӗсем кирлӗ чухлӗ балл пухайман. Аса илтерер: математика экзаменӗн кӑтартӑвӗ аттестат илессине витӗм кӳрет. ППЭре «иккӗ» илнисем ӑна резерв кунӗнче — ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче — тепӗр хут тытма пултарӗҫ. Анчах вырӑс чӗлхипе «2» илмен пулсан ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Шырасан тупӑнать Экологи хӑрушсӑрлӑхне хирӗҫле тӗллевпе республикӑн ҫутҫанталӑк министерстви акци ирттернӗ. Ют чӗлхерен кӗнӗ селфи сӑмах фотоавтопортрет тенине пӗлтерет. Ҫӳп-ҫапа хирӗҫ акцие йӗркелекенсем пӗр-пӗр ҫӗрте ҫӳп-ҫап купаланса выртнине курсан ӑна ӳкерсе илсе министерствӑн электрон адресӗпе ярса пама ыйтнӑччӗ. Акци пӗр уйӑх тӑсӑлнӑ вӑхӑтра ҫынсем пурӗ 120 ытла сӑнӳкерчӗк ҫитернӗ. Фотосем саккуна пӑсса йӗркеленӗ 51 ҫӳп-ҫап вырӑнне тупса палӑртма пулӑшнӑ. Вӗсенчен ҫуррине халех пӗтернӗ ӗнтӗ. Ыттисене тавралӑха тирпейлемелли кӗрхи шӑматкунлӑх вӑхӑтӗнче пуҫтарма палӑртаҫҫӗ. Акцие шкул ачисемпе студенстем уйрӑмах хастар хутшӑннӑ. Районсенче вара пуҫару ушкӑнӗсем те йӗркеленӗ. Вӗсем экологи тӗпчевӗсене тухса ҫӳренӗ. Акцие хутшӑннисене пурне те «Сӑрҫум» заповедникӑн ҫутҫанталӑк музейне экскурсие илсе кайма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Илья Львов хӑйӗн хурҫӑ урхамахӗпе Ҫӗрпӳ районӗнчи шкул ачи, 4-мӗш класра вӗренекен Илья Львов, Киров облаҫӗ мотокросс енӗпе йӗркеленӗ кубокӑн иккӗмӗш тапхӑрӗнчен медальпе тата чемпион пулса таврӑннӑ. Йӗкӗт 12 ҫулти тантӑшӗсемпе 65 кубла сантиметрлӑ цилиндрлӑ мотоциклпа ӑмӑртса мала тухнӑ. Икӗ урапаллӑ тимӗр урхамах рулӗ умне ача пуҫласа ҫиччӗре чухне ларнӑ. Кӗске вӑхӑтрах вӑл ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тума тытӑннӑ. Халичченхи ҫӗнтерӳпе ҫырлахасшӑн мар-мӗн вӑл. Ильян тренерӗ — Андрей Артемьев. Вӑл хавхалантарса вӗрентсе пынипе тӑрмашакан ача ҫитес вӑхӑтра Ҫӗрпӳ ярмӑрккине хутшӑнма хатӗрленет. Пасар курассишӗн мар — унта йӗркелекен ӑмӑртура мотоциклистсемпе тупӑшассишӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Иванов Анатолий Иванович Ӗнер, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Мускаври чӑваш наципе культура автономине йӗркелекенсенчен пӗри Анатолий Иванович Иванов вӑхӑтсӑр вилсе кайнӑ. Анатолий Иванович Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ шкул директорӗ пулнӑ, ҫемьере вӗсем пиллӗкӗн ӳснӗ. Анатолий Иванович театр тӗпчевӗн факльтечӗн менеджмент пайӗнче пӗлӳ пухнӑ. Вӗренсе пӗтерсен Мускав хулин культура управленийӗн театр пайӗнче инспектор пулса ӗҫленӗ. Хӑш спектакле кӑтармаллине суйланӑ. Анатолий Иванович Мускаври чӑвашсен наципе культура автонимине йӗркеленӗ ҫӗре хутшӑннӑ, 2000–2005 ҫулсенче сопредседатель пулнӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл «Gold Music» телерадиокомпанийӗн тата концертсемпе фестивальсен наци дирекцийӗн (NDfest) тӗп директорӗ пулса ӗҫленӗ. Анатолий Ивановичпа ыран 12 сехетре Хован ҫӑвинчи крематоринче сывпуллашӗҫ. Пытарма вара Чӑваш Ене, тӑван ялне илсе кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Атнер Хусанкай Ҫулсерен пуҫтарӑнакан «Хавал» уйлӑхӗн, вӑл утӑ уйӑхӗнче иртӗ, кӑҫалхи хӑни паллӑ чӗлхеҫӗ тата общество ӗҫченӗ Атнер Хусанкай пулӗ. Аса илтеретпӗр, унта чӑваш чӗлхине вӗрентес тӗллев лартаҫҫӗ. Хальхинче лагерҫӗсем утӑ уйӑхӗн 6–13-мӗшӗсенче Етӗрне районӗнче вырнаҫнӑ «Сӑр шуҫӑмӗ» кану базинче иртӗ. Чӑваш чӗлхине вӗреннисӗр пуҫне программӑна лекцисем, спорт мероприятийӗсем, экскурсисем, ӑсталӑха алла илмелли самантсене кӗртнӗ. Атнер Хусанкай — 1980 ҫулӗсен вӗҫӗнчи — 1990 ҫулӗсен пуҫламӑшӗнчи наци юхӑмӗн ертӳҫи. Вӑл Чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш ертӳҫи пулнӑ, хӑй вӑхӑтӗнче йӗркеленнӗ «Чӑваш наци аталанӑвӗн партине» ертсе пынӑ. 1991 тата 1993 ҫулсенче вӑл хӑй кандидатурине Чӑваш Республикин Элтеперӗ пулма суйлава кӑларнӑ. Пӗрремӗш хутӗнче уншӑн суйлавҫӑсен 46 проценчӗ сасӑланӑ. Хусанкая чӑваш филологийӗн, культурологийӗн тата ӳнер пӗлӗвӗн специалисчӗ евӗр пӗлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Иракра пулса иртекен пулӑмсем Британипе Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене питӗ пӑшӑрхантараҫҫӗ иккен. Ҫавна пулах Вашингтон Иранпа тӳрремӗн калаҫма хатӗр-мӗн. Кун пирки tvrain.ru сайт, тепӗр майлӑ каласан, «Дождь» телеканал, пӗлтерет. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсемпе Иран тахҫанах хирӗҫ тӑракан ҫӗршывсем шутланаҫҫӗ пулин те вӗсем иккӗшӗ те «Иракпа Левантӑн ислам патшалӑхӗ» джихадист ушкӑнӗнчи боевиксен хастарлӑхне тытса чарасшӑн, Ирак влаҫӗсене пулӑшасшӑн имӗш. Британин премьер-министрӗ Тони Блэр хальхи кризисӑн тӗп сӑлтавӗ анӑҫ коалицин вӑйӗпе вунӑ ҫул каялла Саддам Хуссейна сирсе янипе ҫыхӑнман тесе каланӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар район сучӗ 70 ҫулти кинемей тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса судра пӑхса тухнӑ. Ҫӗнӗ Тутаркасси поселокӗнче пурӑнаканскер иртнӗ ҫул вӗҫӗнче сӑмакун юхтарнӑ та кӑҫалхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче пӗр хӗрарӑма сутнӑ. Нумаях та мар та, ҫапах та 192 миллилитр. Полици ӗҫченӗсем ҫав шӗвеке туртса илнӗ те экспертизӑна янӑ. Сӑмакун хӑватлӑ пулнӑ: градусӗ 35,1-пе танлашнӑ. Сӑмакунта этем сывлӑхӗшӗн сиенлӗ япаласем пулнӑ иккен. Маларах та ҫитмӗл теҫеткепе пыракан кинемее сӑмакун сутнӑшӑн айӑпланӑ-ха. Пӗр хутчен кӑна мар, иккӗ те тесе пӗлтерет Шупашкар район прокуратури. Хальхинче суд тенкелӗ ҫине ларнӑ вӑхӑта унӑн айӑплав вӑхӑчӗ тухма ӗлкӗрнӗ. Суд хальхичне ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Митингра. Н. Плотников тунӑ сӑн Ӗнер, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши сарӑмсӑр вилнӗренпе 92 ҫул ҫитрӗ. Паллӑ сӑвӑҫа аса илме тата асӑнма чӑваш халӑхӗн хастарӗсем паян унӑн палӑкӗ умне пухӑнчӗҫ. Пуханнисен йышӗнче культура министерствинче тӑрӑшакан Казаков Сергей Димитриевич, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗ, этнополитолог Краснов Михаил Николаевич, Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Енри шаннӑ ҫынни, Чӑваш халӑх сӑвӑҫи Валерий Туркай, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева тата ыттисем пурччӗ. Пухӑва Валерий Туркай ертсе пычӗ. Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни пулнӑран пулӗ митинга вӑл политика енне ҫавӑрса ячӗ. Сцена ҫинче Ҫеҫпӗл Мишши пирки мар, ытларах Украина политики пирки калаҫу пулчӗ. Ку хӑшӗ-пӗрин кӑмӑлне хуҫре пулас — паллӑ чӑваш сӑвӑҫне сума суса килнӗ темиҫе чӑваш ҫапла май чечек хунине кӗтмесӗрех пухӑва пӑрахса кайрӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |