Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Таса урамсем яла илем кӳреҫҫӗ. Ҫакна ӑнланса, Кивӗ Чукалти Пионерсен урамӗнче пурӑнакансем шӑматкунлӑх тума шутланӑ.

Ҫак кунсенче вӗсем пурте пӗрле пухӑнса урамри шӑтӑк-путӑклӑ вырӑнсене кирпӗч катӑкӗсем, вакӑ чулсем тата шурӑ тӑм сарса тикӗсленӗ. Ҫак ӗҫре уйрӑмах Г.Чамеев, С.Мердеев, И.Кувайский, Э.Карзанов, Н.Малеев, Н.Кириллов, Ф.Ильдяков, С.Малеев, В.Микушин, К.Карзанов хастар пулнӑ, хӑйсен тракторӗсемпе тата автомашинисемпе чул таврашӗ турттарнӑ, тикӗслетнӗ.

Пархатарлӑ ӗҫе вара ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Чамеев йӗркелесе пынӑ. Ку урамра пурӑнакансен ӗҫӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи ытти ялсенче пурӑнакансемшӗн те ырӑ тӗслӗх вырӑнне пулмалла. Ара, тикӗс ҫулсем хайсемшӗнех лайӑх-ҫке-ха. Унсӑр пуҫне каласа хӑварас пулать — ялти ытти урамсенчи ҫулсене те кивчукалсем йӗркере тытма тӑрӑшаҫҫӗ. Ав, уйӑх каялла, ҫурлан 16-мӗшӗнче Совет тата Партизан урамӗсенчи шӑтӑк-путӑка юсанӑ.

 

Америка ҫыннисене Раҫҫейри тӑлӑхсене усрава парас мар тесе федераци шайӗнче йышӑну тунӑччӗ-ха. Кемӗр облаҫӗн депутачӗсем вара хӑйсен тӑлӑхӗсене Америка ҫыннисене кӑна мар, ытти ют ҫӗршывсене те парас мар тесе палӑртнӑ.

Унти депутатсен шучӗпе «ку ыйту — Раҫҫейӗн шалти ӗҫӗ». Ют ҫӗршыва лекнӗ ачасен правине пурпӗрех пӑсаҫҫӗ тесе шухӑшлани вӗсене ҫапла йышӑну тума хистенӗ-мӗн. Пӗчӗкскерсен тӳсме тивекен йывӑрлӑхсен шутне унти «халӑх тарҫисенчен» пӗри, облаҫӑн саккун кӑларакан влаҫӗн комитечӗн пуҫлӑхӗ Галина Соловьева, ачасем ют ҫӗршыв чӗлхине пӗлменнине те кӗртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://kommersant.ru/doc/2304715
 

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ача-пӑча студине йӗркелет. Унта 6–14 ҫулсенчи ачасене йышӑнаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсене виҫӗ ушкӑна пайласа театр ӑсталӑхне хӑнӑхтарӗҫ. Студие театрӑн режиссерӗ, Чӑваш культура тата ӳнер институчӗн доценчӗ Иосиф Дмитриев ертсе пырӗ. Занятисене театр артисчӗсем тата чӗнсе илнӗ хореограф ирттерӗ.

Ачисем студие ҫӳренӗшӗн вӗсен ашшӗ-амӑшне укҫа тӳлеттермӗҫ. Килес ҫул епле пулассине калама йывӑр та, анчах кӑҫал тупра пирки пӑшӑрханмалла мар.

Студие лекиччен ачасем ала витӗр тухаҫҫӗ. Театрта темиҫе хутчен итлев иртнӗ те. Ҫитесси ҫак эрнери вырсарникун, 12 сехетре, пулӗ. Студие лекме ӗмӗтленекенсен сӑвӑ вуласа, юрласа, чупса сиксе кӑтартмалла. Чӑвашла пӗлекенсене уйрӑмах хапӑл тӑваҫҫӗ.

Заняти юпа уйӑхӗнче пуҫланмалла.

 

Унччен администраци ҫурчӗ пулнӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫурта юсаса ҫӗнетсе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн общежитине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ӑсчахсен канашӗ йышӑннипе авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнчех хӑшӗсем хваттер уҫҫи илме пултарнӑ. Унти пӗр, икӗ, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерсенче университетра чылай ҫул ӗҫленӗ ӑсчахсем, ҫамрӑк преподавательсем. Ытти ӗҫчен тата студентсен ҫемйисем пурӑнӗҫ.

Ҫурта юсаса ҫӗнетес тӗллеве аслӑ шкул 2010 ҫултах лартнӑ иккен. Халӗ, ав, чылай ҫыншӑн хваттер ыйтӑвӗ татӑлнӑ.

Сӑнсем (48)

 

Ҫак кунсенче ҫуллахи биатлон енӗпе Раҫҫей шайӗнче иртекен чемпионатра уйрӑм тупӑшакансем хушшинче чӑваш биатлон шкулӗн представителӗ Татьяна Семенова иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Татьяна Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче ҫуралнӑ, республикӑри 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ. Пӗрремӗшне Свердлов облаҫӗн пики Лариса Надеева тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — Мускав облаҫӗнчи Дарья Виролайнен.

 

Нумаях пулмасть Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче «Икӗ ҫӑлтӑр: ветеран+мӑнук» конкурса пысӑк гала-концертпа вӗҫленӗ.

Ӑна ирттерес шухӑша ветерансем хӑйсем палӑртнӑ-мӗн. Шупашкар хула пуҫлӑхӗпе администрацийӗ, республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви тата маларах асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ ватӑсен сӗнӗвне ырланӑ.

Конкурс хутшӑннисенчен чи ҫамрӑкки 4-5 ҫулсенчи Анастасия, Дионис тата Евгений пулнӑ. Конкурса хутшӑннисене кашнинех парнепе хавхалантарнӑ.

Сӑнсем (27)

 

Тӗлпулу саманчӗ
Тӗлпулу саманчӗ

Паян Чӑваш наци музейӗнче Пермь крайӗнчи музей ӗҫченӗсемпе тӗлпулу иртнӗ. Хӑнасене республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тухса калаҫнӑ, тӗлпулусенче пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма май пуррине палӑртса хӑварнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче министр ҫумӗ Чӑваш Енре музей ӗҫне епле йӗркелени ҫинчен те ӑнлантарса панӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн патра патшалӑхӑн 3 музейӗ, вӗсен 5 филиалӗ тата муниципалитетсен шайӗнче 12 аваллӑх управҫи ӗҫлет. Кунсӑр пуҫне вырӑнсенче, хӑш-пӗр пердприяти-организацинче те таврапӗлӳллӗ тата ытти енлӗ музейсем пур.

Пермь крайӗнчен килнӗ хӑнасем Чӑваш патшалӑх ӳнерпе литература, Чапаев музейӗсене, Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейне ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ытти паллӑ вырӑна та ҫитмелле.

 

Ӗнер Япони Элчелӗхӗнче асӑннӑ ҫӗршыв ҫыннисен бизнес-клубӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейре ӗҫлекен Япони компанийӗсен 100 ытла ертӳҫи пынӑ. Ларӑва Чӑваш Енӗн ҫӗршыв Президенчӗ ҫумӗнчи элчи Леонид Волков те хутшӑннӑ. Вӑл пирӗн тӑрӑх инвестици тӗлӗшӗнчен яппунсене епле илӗртме пултарни пирки каласа кӑтартнӑ.

Чӑваш Ен автотранспорт ҫыхӑнӑвӗ, ҫутҫанталӑк условийӗ енчен, укҫа-тенкӗ хывни право тата экономика тӗлӗшпе шанчӑклӑ тата ытти енпе те илӗртӳллӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ. Лайӑх енсен шутӗнче республикӑра ӗҫ вӑйӗ йӳнӗ пулнине те асӑннӑ.

Сӑнсем (11)

 

Республикӑн Патшалӑх Канашӗнчи КПРФ фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев шкулсене банк терминалӗ лартассипе ҫыхӑннӑ «тӗлӗнтермӗшсен» хуравне шырать иккен. Депутат патне Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ашшӗ-амӑшӗ пӗлтернӗ-мӗн. Унта шкулта апат ҫинишӗн тӳлеме банк терминалӗ лартма ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухни пирки хыпарланӑ имӗш.

Администраци тӗрӗсех хӑтланни пирки иккӗленнине кура Дмитрий Евсеев Чӑваш Ен правительствине ыйтса ҫырнӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенчи терминалсене республика е хула хыснисен е хысна мар тупра шучӗпе вырнаҫтарнине пӗлтернӗ. Ашшӗ-амӑшӗнчен ку тӗллевпе укҫа пухман имӗш.

«Банк терминалӗ лартма укҫа пухнӑ урӑх фактсем пулсан мана пӗлтерме ыйтатӑп», — тенӗ-мӗн КПРФ фракцийӗн ертӳҫи.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1332.html
 

Паллах, лайӑххи пирки мар. «Унти пуҫлӑхсем питӗ пуян ҫынсем, тӗрмере ларакансем вӗсемшӗн ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ хӗрарӑм. Кунта сӑмах республикӑри тӗрмесенчен пӗри пирки сӑмах пынӑ иккен. Радио итлекен хӑйӗн шухӑшне унӑн пӗр паллаканӗ пӗр вунӑ ҫул каялла тӗрмере ларнӑ чух каласа панине тӗпе хурса ӑнлантарнӑ иккен. Тӗрме хуҫисем вӗҫӗмех укҫа пухнӑ пулать. Вӑхӑт ҫитиччен тӗрмерен тухма вӑл пысӑк укҫа тӳленӗ имӗш. Нумаях пулмасть вӑл вилнӗ иккен... Радиоэфирта каланине ӗненсен, колонире тӗрӗслевсем иртсен те кӑлтӑксене палӑртман пулать.

Радиэфирта каланине тишкернӗ май «ГУЛАГу.нет» юхӑм хастарӗ Инна Жоголева Раҫҫей тӗрмисенче халӗ те «гуманитари пулӑшӑвӗ» пухнине палӑртнӑ. Тӗрмере ларакансен тата вӗсен тӑванӗсен «кӗмӗлне» юсав ирттерме, аудио- тата видеотехника, канцеляри таварӗ тата ыттине туянма яраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ку тӗллевпе хыснаран укҫа уйӑраҫҫӗ.

Раҫҫей тӗрмисенчи лару-тӑрӑва радиоэфирта сӳтсе явма Надежда Толоконникова политика хастарӗн ирӗке янӑ ҫырӑвӗ хистенӗ. Унта вӑл Мӑкшӑ республикинчи 14-мӗш колонири лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ иккен. Ҫырура калани тӗрӗс пулнине Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи этем прави енӗпе ӗҫлекен канаш та ҫирӗплетсе панӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1334.html
 

Страницӑсем: 1 ... 3238, 3239, 3240, 3241, 3242, 3243, 3244, 3245, 3246, 3247, [3248], 3249, 3250, 3251, 3252, 3253, 3254, 3255, 3256, 3257, 3258, ... 3622
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...