Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗн студенчӗсем Евгений Платоновпа Артем Константинов кулинари ӳнерӗн «Прикамская кухня» регионсем хушшинчи этнофестивалӗнче чи лайӑххисем пулса тӑнӑ. Уйрӑм зачетра вӗсем ылтӑн тата кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ.
Апат пӗҫерекенсен этнофестивалӗ Плеханов ячӗллӗ Раҫҫейӗн экономика университечӗн Пермьри институтӗнче нарӑсӑн 3–4-мӗшӗсенче иртнӗ. Ӑна кӑҫал 16-мӗш хут йӗркеленӗ. Фестиваль темине «Вӗрекен, хӑватлӑ, никам ҫӗнтерейми» тесе панӑ.
Фестивале Пермьри кулинарсен ассоциацийӗ пуҫарнӑ. Вырӑнти профильлӗ вӗренӳ заведенийӗсем, Раҫҫейри кулинарсен ассоциацийӗ тата регионти влаҫ органӗсем ырласа йышӑннипе этнофестиваль ырӑ йӑлана кӗрсе кайнӑ.
Кӑҫалхи фестивале 116 профессионал хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче — поварсем, кондитерсем, пӗҫерекенсем, официантсем, карвинг енӗпе ӗҫлекен специалистсем.
Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗн студенчӗсем фестивале официант евӗр хутшӑннӑ. Ӑсталӑха вӗсем Чӑваш Енри Кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫи Николай Уездной ертсе пынипе туптанӑ-мӗн.