Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Канашпа Патӑрьеле йыхравлакансем те ҫакланнӑ-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.02.2015 16:52 | 1773 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарта чукун ҫул айӗнчен кивӗ вокзалтан ҫӗнӗ вокзала каҫнӑ чух таксистсем сӑвӑс пекех ҫыпӑҫнине пурте пӗлетпӗр. Чукун ҫул айӗпе каҫмалли ҫул патне мар, унта вырнаҫнӑ лавкка патӗнчен иртен-каяна та вӗсем Канаша, Шӑмӑршӑна, Патӑрьеле, Елчӗке тата ытти ҫӗре илсе кайма хатӗррине пӗлтереҫҫӗ. Такси пулӑшӑвӗ кӳме те ирӗк пуррипех тӑраҫҫӗ-ши вӗсем — калама хӗн. Хӑш чух ҫав водительсем: «Ӑҫта сӗкӗнетӗн?» — тесе пӗр-пӗринпе урлӑ-пирлӗ сӑмахсемпе перкелешнине те илтме тӳр килет.

Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Транспорт тата суту-илӳ министерстви ҫул-йӗр инспекцийӗн, Ространснадзорӑн ӗҫченӗсемпе тата ытти яваплӑ службӑпа тӗрӗслев ӗҫӗ ирттерни пирки хыпарлать. Вӗсем пассажирсене турттаракансен ӗҫне хакланӑ иккен. Тӗрӗслевре хайхисем 36 автомашинӑпа, ҫав шутра 22 автобуспа 14 таксине, тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑсакансем пирки административлӑ 4 материал шӑраҫаланӑ иккен. Сӑмах май каласан, маларах эп каланӑ Канашпа Патӑрьеле йыхравлакансем те ҫакланнӑ-ши?..

#Канаш, #Патӑрьел, #Шӑмӑршӑ, #транспорт, #Елчӗк, #ҫул-йӗр, #тӗрӗслевсем

 

Комментари:

Зина // 2598.2.0691
2015.02.08 08:28
Сав таксисене пула хале районсенче автобуссем те рейса тухма парахрес." Не выгодно" иккен патшалах уйарна автобуссене.Самахран, Шамарша районенче Шамарша-Чаткас маршрут та хупанче.Хале 5 ял сыннисем сул синче нуша курассе, пурин те такси валли тулли кесье укса сук-ске.Район центрне вара кунсерен сынсен есе, больницана, е тата перекет банкне картапа шалу укси илме каймалла. Хакла таксие пула самаях укса такаклама тивет. Неушле сак таксисене тереслесе йеркене кертме сук? Рейса та сенерен йеркелесче....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем