Хулара
![]() Ача пахчинчи автохула Шупашкарти 112-мӗш ача пахчинче «зебрӑсем», автомобильсем, светофорсем тупӑннӑ. Вӗсем — чӑн-чӑннисем мар. Анчах ачасем унпа усӑ курса ҫул-йӗр правилисене вӗренеҫҫӗ. Кунашкалли Шупашкарта хальлӗхе пӗрре ҫеҫ. Статистика палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи 8 уйӑхра ҫул ҫинче ачасемпе 66 пӑтӑрмах пулнӑ. 16 тӗслӗхре ачасем суранланнӑ. Ытларах — 7 ҫула ҫитменнисем. Ача пахчинчи пӗчӗк светофор чӑн-чӑнни пекех ӗҫлет. Кунтисем ҫул-йӗр правилисене лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ачасем инспектор вырӑнӗнче те пулса кураҫҫӗ. Ача сачӗ пӗлтӗр грант ҫӗнсе илнӗ, ҫав укҫапа ҫак проекта хута янӑ. Кун валли ЧР Вӗренӳ министерстви те, ашшӗ-амӑшӗ те укҫан пулӑшнӑ. Автохулана тумашкӑн ҪҪХПИ ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Малашне кунашкал автохулана ытти ача пахчинче те тума палӑртнӑ. Анчах ку хӑҫан пурнӑҫа кӗресси паллӑ мар-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() 24 ҫула ҫитмен ҫамрӑк штангистсем Улатимӗр хулинче иртекен Раҫҫей ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. 77 килограмлӑ атлетсенчен Елчӗк районӗнче ҫуралса ỹснӗ, халӗ Ардалион Игнатьев ячӗллӗ спортсменсем хатӗрлекен республикӑри центрта ӑсталӑха туптакан П. Портнов икӗ енлӗ кӗрешỹре 295 килограмм пухса бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Кӑҫал маларах вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ Раҫҫейри ҫамрӑксен спартакиадинче те «бронзӑна» тивӗҫни пирки хыпарлать асӑннӑ район хаҫачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Фильмри самант Шӑп та лӑп эрнерен Ҫӗнӗ Шупашкарта «Куратор» фильма кӑтартӗҫ. Ӑна Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳкернӗ. Ҫитес уйӑхра фильма Шупашкарти кинотеатрсенче кӑтартма палӑртаҫҫӗ. 2 сехет те 4 минут пыракан фильма ҫулталӑкран кӑшт сахалтарах ӳкернӗ. Унпа ӗҫлессине пӗлтӗрхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче тытӑннӑ. Кинора культура институтне вӗренсе пӗтернисем тата Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗнче ӑс пухакансемпе преподавательсем, алӑ вӑйӗпе кӗрешекен Шупашкарти спортсменсем тата Чӑваш Енпе Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем ӳкернӗннине пӗлтернӗ кино ӳкерес шухӑша тытнӑ Владимир Синяев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Паян Елчӗк хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне палӑртнӑ. Халӗ чылай ҫӗрте зарядка тума тытӑнчӗҫ те, елчӗксем те хӑйсен ҫуралнӑ кунне ирхи хускануран пуҫланӑ. Вырӑнти «Улӑп» вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексӗн территорине Елчӗкри вӑтам шкулта вӗренекенсем, унта ӗҫлекенсем тата ыттисем пухӑннӑ. Уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗ Роза Молодова, Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Сайкин тата ыттисем саламланӑ. Хусканӑва йывӑр атлетика енӗпе спорт маҫтӑрӗ Илья Ишмуратов тата эстрада юрӑҫи Тамара Ишмуратова ертсе пынӑ. Хускану 500 ытла ҫынна кун каҫмалӑх хӑват панӑ. Хусканӑва хутшӑннисем тата Елчӗк хӑнисем валли вырӑнти вӑтам шкулта «Елчӗке эпӗ юрататӑп» курав йӗркеленӗ. Унта тӑван тӑрӑха ачасем тӗрлӗ енчен ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене пухнӑ. Сӑнсем (36) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ӗнер Тӑвай районӗнчи хушма пӗлӳ паракан педагогсемпе ӳкерме вӗрентекен учительсем Шупашкарта хӑйсен ентешӗпе, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗпе Геннадий Козловпа, тӗл пулнӑ. Вӑл чӑн пурнӑҫри пейзажсене ӳкерме кӑмӑллать. Ҫутҫанталӑк ӑна хӑват парать. Курнӑҫу Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче иртнӗ. Геннадий Васильевич шӑпах унта пуҫлӑхра ӗҫлет те. Курав залӗсем тӑрӑх Геннадий Козлов хӑй ертсе ҫӳренӗ. Художник ӑсталӑх лаҫҫине те кӗртсе кӑтартнӑ. Тӗлпулӑва кайнӑ тӑвайсем хӑйсен ентешӗ пултаруллӑ художник, лайӑх йӗркелӳҫӗ кӑна мар, уҫӑ чунлӑ та кӑмӑллӑ ҫын тесе пӗтӗмлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Тухтӑрсен канашлӑвӗнче Республикӑри клиника пульницинче Терапевтсен республикӑри ӑслӑлӑхӗн обществипе Раҫҫейри эндокринологсен ассоциацийӗн регионти уйрӑмӗ ӗнер пӗрлехи лару ирттернӗ. Унта Мускаври хӑнасем тата Шупашкарти тухтӑрсем — терапевтсем, пӗтӗмӗшле практика врачӗсем, эндокринологсем пухӑннӑ. Конференцинче мӑнтӑрланни, диабет умӗнхи тӑрӑм, сахӑр диабечӗ пирки калаҫнӑ. Асӑннӑ чирсем йывӑра кайсан ҫамрӑклах сусӑрлатаҫҫӗ, кун-ҫула кӗскетеҫҫӗ, пурнӑҫ пахалӑхне начарлатаҫҫӗ. Сахӑр диабетне пула юн тымарӗсен йывӑра кайнӑ амакӗсем — ретинопати, пӳре чирӗ, чӗрен ишеми чирӗ, инсульт, артери гипертензийӗ пуҫланма, ал-уран перифери тымарӗсем сиенленме пултараҫҫӗ. Терапевтпа эндокринологӑн практикинчи тӗслӗхсене тишкернӗ май сахӑр диабетне ирех палӑртсан ӑна шала каясран асӑрхама май пур тесе пӗтӗмлетнӗ канашлури тухтӑрсем. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Конкурса хушӑннӑ ачасем Тӗнчере, Раҫҫейре, регионсенче «Илем мисӗ» конкурса ирттереҫҫӗ. Куславккари «Пчелка» (чӑв. «Пыл хурчӗ») ача пахчинче те ҫакнашкал конкус йӗркеленӗ. Воспитательсем тата пӗчӗкскерсем ҫапла майпа Илем кунӗ паллӑ тунӑ. Конкурса 5 ача хутшӑннӑ. Куракансем вырӑнӗнче ашшӗ-амӑшӗ, ачасем, вӗрентекенсем пулнӑ. Хӗрачасем хӑйсем пирки, ҫемье, киленӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Эпӗ ӳссе ҫитӗнсен» тема тавра калаҫнӑ. Ачасем пурте илемлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа жюрие ҫӗнтерӳҫе палӑртма йывӑр пулнӑ. «Граци мисӗ» ята Екатерина Калинина ҫӗнсе илнӗ. Елизавета Ефимова — «Ҫепӗҫ сасӑ мисӗ». Анна Цирулна «Мисс фантази» номинацире ҫӗнтернӗ. Тӗп парнене — «Ача пахчин мисӗ» — ята Гульназ Искандарова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Пахчара ӗҫлесси чылайӑшне киленӳ кӳрет. «Ҫурхи кун хӗл хырӑмне тӑрантарать», — тенӗ ваттисем. Кӗркунне — пахча ҫимӗҫе пухмалли вӑхӑт. Вӑрнар районӗнчи кӑмпалсем темӗн те пӗр ӳстереҫҫӗ: помидор, тӑрӑхла кавӑн, кавӑн… Иуулитӑпа Владимир Афанасьевсен хуҫалӑхӗнче 28 килограмм таякан кавӑн ҫитӗннӗ. Галинӑпа Валерий Ефимовсен кавӑнӗ вара 22 килограмм тайнӑ. Иринӑпа Сергей Федоровсен — 14 килограмм. Венера Сергеева ҫынсене хӑй ӳстернӗ арпуспа, дыньӑпа хӑналанӑ. Сергеевсен баклажан ӑнса пулнӑ. Надеждӑпа Валерий Кураковсем вара иҫӗм ҫырлипе сӑйланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кашни ҫын кил хуҫалӑхне илем кӗртме тӑрӑшать. Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗнче пурӑнакан Ровенна Васильева чӑн-чӑн ӑста. Вӑл кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑра иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ. Картишре клумбӑсем, чечексем куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ. Кивӗ савӑтсем те вырӑн тупнӑ. Пахчара — тӗлӗнмелле «ҫынсем». Кивӗ калушсенчен тата атӑсенчен чечексем валли савӑт ӑсталанӑ. Ларса канмалли вырӑна — хӳмме — те хӑйне евӗр тунӑ. Унта аист «йӑва ҫавӑрнӑ». Сӑнсем (22) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Варринчи — Александр Сироткин Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин ҫемҫе пукана «хӑйӗн ирӗкӗпе хӑварни» пирки ӗнер пӗлтерчӗҫ. Сироткин влаҫран каяс шухӑша вырӑнти депутатсен черетсӗр ларӑвӗнче пӗр шухӑшлӑн ырланӑ иккен. Ларура 49 ҫулти Сироткин депутатсене килӗштерсе ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, лешсем вара ӑна ӑнӑҫу суннӑ. Сироткина ҫӗнӗ ӗҫ сӗннӗ имӗш, анчах мӗнлине хальлӗхе официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтермен-ха. 2009–2011 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта виҫӗ пуҫлӑх ылмашнине шута илсен Сироткин чи нумай ӗҫлекенни пулчӗ темелле. Мӗн тесен те — виҫӗ ҫул ытла. Regnum информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хула мэрӗ Валерий Андреев Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессине вӗҫне ҫитереймен хыҫҫӑн влаҫран кайнӑ пулать, Вениамин Артемьев сити-менеджер — ҫурт-йӗр тӑвасси начар пынине кура, Владимир Тимофеев хула администрацийӗнче социаллӑ ыйтупа ӗҫлекен ҫум должноҫне йӗркеленӗ хыҫҫӑн унта куҫнӑ. Александр Сироткина 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 12 претендентран тӑракан конкурсра суйланӑ. Ку вырӑна йышӑниччен вӑл асӑннӑ хулари техника инвентаризацийӗн бюровне 12 ҫул ертсе пынӑ. Сироткина хулари ҫул-йӗр япӑххишӗн, ҫӳп-ҫапшӑн, строительство ӗҫӗсем пӗчӗк хӑвӑртлӑхпа пынӑшӑн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри ыйтусене тухӑҫлӑ татса паманшӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫын умӗнчех ятланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |