Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Статистика
kostroma.mk.ru сайтри сӑн
kostroma.mk.ru сайтри сӑн

Республикӑра 2025 ҫулӑн пӗрремӗш кунӗнче, кӑрлач, уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 18 ача кун ҫути курнӑ.

Чи пӗрремӗш ҫуралнӑ пепке – арҫын ача, вӑл –Ҫӗмӗрлерен. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче пӗтӗмпе 9 хӗрача тата 9 арҫын ача кун ҫути курнӑ.

Кӑҫал чи малтан ҫуралнӑ ачасене тата вӗсен амӑшӗсене ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче саламланӑ, пепкесене сывлӑхлӑ ӳсме суннӑ.

 

Персона

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Ҫӗнӗ Атикассинче пурӑнакан Клавдия Ижетникова 101-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.

Вӑл ача чухне вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Анчах 1942 ҫулта вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе фронта кайнӑ. Унта аманнӑ, киле кӑкӑр тӗлӗнчи виҫӗ ванчӑкпа таврӑннӑ. Кун хыҫҫӑн Клавдия шкулта ачасене малалла вӗрентнӗ.

Паянхи кун Клавдия Гавриловна виҫӗ ачипе, ултӑ мӑнукӗпе, 11 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12572
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Елчӗк округӗнчи Ҫуткӳл ялӗнче пурӑнакан Леонтьевсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ. Леонид Александровичпа Августа Васильевна ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те колхозра ӗҫленӗ.

Вӗсем 6 ача ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ. Валентина, Светлана, Людмила тата Любомир ҫемйисемпе Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ. Мария Ташкентра тӗпленнӗ, Владимир – Мускавра.

Леонтьевсем телейлӗ ҫемье вӑрттӑнлӑхӗпе палланнӑ: юратса, килӗштерсе пурӑнмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12581
 

Республикӑра

Чӑваш Ен Правительстви килти чӗрчунсене регистрацилемелли тата уҫӑлтарса ҫӳремелли правилӑна улӑштарнӑ. Килти чӗрчунсен удостоверенийӗсенче унӑн хуҫин ИННӗ вырӑнне паспортри даннӑйӗсене кӑтартӗҫ. Йытӑсемпе кушаксен хуҫисене уҫӑмлатни чӗрчунсем ҫухалсан вӗсене тупма ҫӑмӑл пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти банксенчен пӗринче ӗҫлекен 20 ҫулти хӗр ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Банкра кивҫен илнӗ 600 пин тенке вӑл банкомат урлӑ куҫарса янӑ. Асӑннӑ банкомата вырнаҫтарнӑ суту-илӳ центрӗнче ултавҫӑсенчен асӑрханма чӗнсе калакан кӳлепе те вырнаҫтарнӑ.

Халӗ хӗрӗн уйӑхсерен 20-шер пин тенкӗ кредит тӳлесе пыма тивӗ. Пӗтӗмпе 7 ҫул. Ытларах та илесшӗн пулнӑ та, анчах тепӗр икӗ банкра ӑна вӑл илме ӗмӗтленнӗ 800 пин тенке паман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.xn--b1aew.xn--p1ai/
 

Ҫутҫанталӑк

Раштав уйӑхӗ нормӑран ӑшӑрах пулнӑ. Кӑрлач уйӑхӗ мӗнлерех килӗ?

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач варринче сивӗтӗ. Уйӑх варринче нормӑпа килӗшӳллӗн ӑшӑтӗ, юр самай ҫӑвӗ. Юр хулӑнӑшӗ 30 сантиметра ҫитӗ.

Кӑрлачӑн пӗрремӗш декадинче ҫанталӑк улшӑнса тӑрӗ, ҫавна май ҫул ҫинче пӑрлак пулӗ, пӑрлӑ ҫумӑр

та ҫума пултарӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Кӑҫал пӗррӗмӗш пушар Вӑрнар поселокӗнче пулнӑ.

Паян ирхи 5 сехет иртсен вӑхӑтлӑх тытмалли изолятор ӗҫченӗсем Дмитрий Якушин тата Евгений Игнатьев патруль вӑхӑтӗнче Жуков урамӗнчи ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланнине асӑрханӑ. Вӗсем кил хуҫисене чӳречерен шаккаса вӑратнӑ. 36-ри кил хунҫине, унӑн 34-ри мӑшӑрне, вӗсен 3-ри ачине, арҫыннӑн ашшӗ-амӑшне чӳречерен тухма пулӑшнӑ.

Вӗсем мунча хутнӑ пулнӑ иккен. Анчах юсавсӑр мӑрьене пула пушар тухнӑ. Тимӗр тӑрӑ айӗнче ҫулӑм курӑнман, анчах вӑл пӳрт патнелле ҫывхарма пуҫланӑ.

Пушара 3 сехетрен сӳнтернӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Етӗрне округӗнчи Тури Ачак ялӗнчи 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн музейӗнче Хӗл мучи резиденцийӗ уҫӑлнӑ. Унта хӑнасене 12 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗҫ.

Музей кӑрлач уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Васкӑр! Музейра чӑн-чӑн асамлӑх хуҫаланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12560
 

Раҫҫейре

Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра чи йӳнӗ сигарет хакӗ 135 тенкӗ тӑрӗ.

Водкӑн чи йӳнӗ хакӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 349 тенкӗ тӑрӗ. Ку вӑл — 0,5 литршӑн. Ӑна ҫӗршывӑн Финанс министерстви хӑйӗн приказӗпе палӑртса хӑварнӑ. Унччен ҫур литр хакӗ 299 тенкӗ тӑнӑ. Брендин чи йӳнӗ хакӗ унчченхи 403 тенкӗрен 472 тенке ҫитнӗ, коньякӑн — 556 тенӗрен 651 тенке.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/197330
 

Ҫутҫанталӑк
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Юлашки 245 ҫула илсен иртнӗ ҫул Мускавра чи ӑшӑ ҫанталӑк пулнӑ. Кун пирки метеорологсем пӗлтернӗ.

Пӗлтӗр кӑрлачпа ҫу уйӑхӗ ҫеҫ питӗ сивӗ тӑнӑ. Ытти 10 уйӑх Мускавра ытти ҫулхинчен ӑшӑрах пулнӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Мускаври патшалӑх университечӗн пресс-службинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/197299
 

Страницӑсем: 1 ... 284, 285, 286, 287, 288, 289, 290, 291, 292, 293, [294], 295, 296, 297, 298, 299, 300, 301, 302, 303, 304, ... 4093
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 11

1880
146
Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1907
119
Чемей пӑлхавӗ пуҫланнӑ.
1908
118
Чурпай Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти ҫуралнӑ.
1939
87
Николаев Василий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Николаев Василий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...