Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗ тӗлӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ.
67 ҫулти хӗрарӑм каҫхи ултӑ сехетре ҫул урлӑ чупса каҫма тӑнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнпах каҫнӑ-ха вӑл. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Тойота Альфард» пырса кӗнӗ. Машина рульне тытса пынӑ 38 ҫулти арҫынна тӗрӗсленӗ те вӑл урах пулни палӑрнӑ.
Машина айне пулнӑ ватӑ хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Вӑл Атайкассинче пурӑнаканскер пулнӑ.
Agabazar // 3314.15.9068
2025.11.01 10:20 | |
Машина тенине мĕнле каламалла? Тата ăна, чăвашла калаçакансем, чăннипе епле калаççĕ? | |
