Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

«Ҫак брошюрӑна вуласа тухма пурне те сӗнетпӗр. Ӑна Финлянди Вӗрентӳ министерстви кӑларнӑ! Кама? Иммигрантсем валли (хайхи вариант вырӑсла калаҫакансем валли). Мӗн каласшӑн вӗсем унта? Тархасшӑн, кил-йышра, тӑван чӗлхепе калаҫӑр тесе. Финн чӗлхине вара эпир сирӗнсӗр сирӗн ачасене вӗрентетпӗр! Тата мӗн ҫинчен: Тӑван чӗлхе вӑл — пуянлӑх, вӑл — пурнӑҫра пулӑшакан хатӗр, ӑна упрамалла! Финлянди Вӗрентӳ министерстви иммигрант ачисене тӑван чӗлхепе усӑ курма ыйтать, Европӑри чи лайӑх пӗлӳ паракан ҫӗршывра!

Брошюра вӑрӑм мар, анчах питӗ лайӑх мӗншӗннине ӑнлантарса парать...», — «Аталану» ассоциаци «Контактра» халӑх сетӗнче ҫырнине Алпарух (Александр) Блинов хӑйӗн страницинче репост тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall1644710_5256
 

Ҫутҫанталӑк

«Тепӗр икӗ эрнерен «Птицы Чувашии» кӗнекен иккӗмӗш томӗ сутлӑха тухмалла. Паян издательствӑра сигнал экземпляра кӑтартрӗҫ. Кӗнекере ҫерҫи мар йышши 85 тӗс ҫинчен, шыв чӑхинчен пуҫласа улатакка таран, ҫырса кӑтаитнӑ. Авторӗсем — Исаков Г.Н., Глушенков О.В., Яковлев А.А., Яковлев В.А.», — ҫапла хыпарланӑ раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Контактра» халӑх тетелӗнче авторсенчен пӗри, Геннадий Исаков. «Кӗҫех... Ҫӗнӗ ҫул тӗлне парне», — хакланӑ хыпара кӗнекене хатӗрленӗ тепӗр автор, Александр Яковлев орнитолог.

Аса илтерер, «Птицы Чувашии. Неворобьиные» (чӑв. Чӑваш Ен кайӑкӗсем. Ҫерҫимаррисем) ятлӑ кӗнекен пӗрремӗш томӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче кун ҫути курнӑччӗ. Вӑл 1000 экземплярпа тухнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall33299429_11229
 

Ҫул-йӗр

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Сидукасси ялӗ патӗнче ҫын вилмелле инкек пулнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗ «Фольксваген» автомобильпе пынӑ чух «Ситукасси ялӗ» общество чарӑнӑвӗ патӗнче хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Пакунлӑ ҫын шар кӑтартнӑ 54-ри хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ.

Инкек каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче пулнӑ. Машина пырса ҫапнипе куҫне хупни Ситуккасси ялӗнче пурӑннӑ. Руль умӗнче полицейски ҫав вӑхӑтра ӗҫпе ҫула тухманни паллӑ. Йӗрке хуралҫи авари вырӑнӗнчен тапса сикмен.

Инкек тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн иеспубликӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Шалти ӗҫсен министерствин яваплӑ специалисчӗсем те ку факта тӗрӗслеҫҫӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Кӗҫнерникун Улатимӗр (чӑвашла ӑна ҫапла чӗнӗттӗмӗрччӗ) Путин журналистсемпе пресс-конференци ирттерчӗ, вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ. Раҫҫейри халӑхсене пырса тивекен ыйту та чи пӗрремӗшсенчен пӗри пулчӗ.

Путин мӗн каласси иккӗленӳллӗ марччӗ. Пӗр йышӑннӑ сӑмаха вӑл, каялла илмесси тахҫанах паллӑччӗ. Хитре сӑмахсем каларӗ. Сӑмахран, «нужно обеспечить людям возможность изучения родного языка», — терӗ. Тӗрӗс сӑмахсем. Ни чӑвашӗ, ни тутарӗ хирӗҫ мар. «Вопрос, связанный с языком, направлен только на одно – создать всем детям, где бы они ни проживали на территории Российской Федерации, равные стартовые условия для будущей жизни», — ку та тӗрӗс ӗнтӗ. Камӑн хӑйӗн ачине япӑхрах пурнӑҫ сунас тейӗ? Никам та пуль. Сӑмаххисем хитре, анчах вӗсем хыҫӗнче мӗн пытанать? Пур халӑха та вырӑслантарас тӗллев кӑна. Улатимӗр «патша» шухӑшӗпе ачасем пурте вырӑсла пӗлсен кӑна вӗсен пӗрешкел условисем пулӗҫ. Кунта йӗкӗлтесе илме те пулать: чӑн та икчӗлхеллӗхре ӳсекен ачасем ӑслӑрах пулнине нумай тӗпчев ҫирӗплетсе панӑ. Паллах, вырӑссен пӗр чӗлхе ҫеҫ пулнипе вӗсем ку тӗлӗшрен аталану енӗпе кая юлаҫҫӗ, ҫавна пула пирӗн «патша» пӑшӑрханать те пуль, ҫавна пулах пӗр тан условисем хатӗрлесшӗн те.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Кӑҫал патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ умӗн сочинени ҫырнӑ май 11-мӗш класра вӗренекенсене «Ҫывӑх ҫын юттипе улталанине хӑҫан каҫарма пулать?», «Ҫыннӑн мӗнле пахалӑхӗсем вӑл тӳрӗ кӑмӑллине кӑтартаҫҫӗ?», «Ҫын хуйхи ҫинче телей курма пулать-и?», «Хӑюлӑх ӑссӑрлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?», «Халӑх шухӑшӗ тӗрӗс мар пулма пултарать-и?» ыйтусем сӗннӗ.

Ҫамрӑксен 47,8% «Ҫыннӑн мӗнле пахалӑхӗсем вӑл тӳрӗ кӑмӑллине кӑтартаҫҫӗ?» темӑна килӗштернӗ. Шкултан кӗҫех вӗренсе тухакансен 24,3% — «Ҫывӑх ҫын юттипе улталанине хӑҫан каҫарма пулать?», 13,1% «Хӑюлӑх ӑссӑрлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?» ыйтусене суйланӑ.

Палӑртса хӑварар, пӗтӗмлетӳллӗ аттестаци раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртнӗ. Унта 5458 ача хутшӑннӑ. Кӑҫал шкул пӗтерекенсен 99,7% сочинение ӑнӑҫлӑ ҫырса «зачет» илнӗ. Ӑна илеймен 16 ачан сочинение ҫитес ҫул тепӗр хутчен ҫырма май пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫуралнӑ кун хыҫҫӑн каҫхи клуба кайнӑ ушкӑн, йышра тӑвансем те пулнӑ, пӑтӑрмаха лекнӗ. Хуралҫӑсемпе сиксе тухнӑ ӑнланмалӑх 35-ри арҫын вилнипе вӗҫленнӗ.

Малтанласа йӗрке хуралҫисем хуралҫӑ кӑна каҫхи клубри хӑнана асӑрханмасӑр вӗлернӗ пекрех пӗтӗмлетнӗччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫемье Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское и женское» телекӑларӑма ҫитнӗччӗ. Унта вӗсем пӑтӑрмах пирки каласа кӑтартрӗҫ. Каҫхи клубра унччен те ҫынсене хӗненӗ, урайне ӳкерсе пусса лартнӑ тӗслӗхсем пулнӑ тесе вӗсем тата каҫхи клубра пулнӑ ҫынсем федераци телеканалӗпе каласа кӑтартнӑччӗ.

Халӗ тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗсе суда ярса панине пӗлтерчӗҫ. Унта хуралҫӑ тата кану заведенийӗнче ӗҫленӗ тепӗр ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнине пӗлтернӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енӗн ветерианрӗсем Пӑрачкав районӗнче сыснасен Африка мурне тупса палӑртнӑ. Тӳрех пӗлтерер: уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансене тата ял хуҫалӑх предприятийӗсене куншӑн сисчӗвленсе ӳкме, мӗнпур сыснана тӗп тӑвасран шикленме сӗнмеҫҫӗ. Чирлӗ хир сыснисем вӑрманта пулнӑ. Апла пулин те амак ересрен ветеринари службисем мерӑсем йышӑннӑ.

Пӑрачкав районӗнче тупнӑ хир сыснисен виллине малтан хамӑрӑн ветеринари служби тӗпченӗ. Африка мурне асӑрхасан тӗплӗн тӗрӗслеме Покров хулинчи Ветеринари вирусологийӗн тата микробиологийӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтне ярса панӑ.

Паян Эпизоотилле лару-тӑрӑва хирӗҫ ӗҫлекен правительство комиссийӗн черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Амак сарӑласран мӗнле мерӑсем йышӑнмаллине унта пӑхса тухса татса панӑ.

 

Сывлӑх

«Халӗ, ҫынсем психика тӗлӗшӗнчен айланнӑ тапхӑрта, татса памалли ыйту чылай пирӗн. Ҫакӑ информаци сахаллипе те ҫыхӑннӑ. Ҫынсем хӑйсен чирлӗ тӑванӗсене питӗ кая юлса илсе килеҫҫӗ. Психиатрсенчен пулӑшу ыйтма маларах пырсан чылайӑшне сыватма та май килӗччӗ. Ҫавӑнпа ҫирӗплетсех калатӑп: психиатрсем патне кайма вуҫех хӑрамалла мар», — тенӗ Дон ҫинчи Ростоври центрӑн ертӳҫи Ольга Бухановская паян, раштавӑн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта иртнӗ ҫавра сӗтелте. Унта тӗрлӗ регионти психиатри пульницисен тӗп тухтӑрӗсем, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсемпе облаҫсен тӗп психиатрӗсем хутшӑннӑ.

«...Психиатри – чи кӑткӑс специальноҫсенчен пӗри, ҫавӑнпах ку енӗпе ӗҫлекен тухтӑрсен йышӗ ҫулран-ҫул чакса пырать», — палӑртнӑ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп психиатр Ринат Валинуров. Канашлура вӗсем шӑпах ҫак ыйтусене татса памалли майсене тишкернӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗ ялӗнче пушар машини валли гараж хута янӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ – ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫӗнӗ гаражпа паллашнӑ. Тӗлпулӑва таврари ялсенчи ҫынсем те пухӑннӑ.

Ял ҫыннисем хӑтлӑ гаража тивӗҫлипе хакланӑ. Унта пушарнӑйсем валли пӳлӗм, котельнӑй пур. Ку проекта хута яма 1 миллион тенкӗ патнелле тӑкакланӑ. Укҫан 60 процентне республика хыснинчен уйӑрнӑ. Ял ҫыннисем те гараж строительствине тӳпе хывнӑ, пӗтӗмпе 215 пин тенкӗ пухнӑ.

Ял ҫыннисем самантпа усӑ курса министрпа хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫынсене ытларах сӗт хакӗ пӑшӑрхантарнӑ. Сергей Артамонов сӗт рынокӗнчи лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра сӗт хакӗ тивӗҫлӗ шайра тытӑнса тӑрать. Унӑн хакӗ пахалӑхӗнчен килнине палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Республикӑри тӑватӑ хулара «Радио родных дорог» янӑрама тытӑннӑ. Канашра – 103.6, Ҫӗмӗрлере – 105.9, Улатӑрта – 103.4, Патӑрьелте 103.2 FM хумсем ҫинче итлеме май пур. Унччен ӑна Ҫӗрпӳ тата Етӗрне хулисенче пурӑнакансем итлеме пултарнӑ.

Ҫӗнӗ радио «Дорожное радио» вырӑнне ӗҫлеме пуҫланӑ. Холдинг ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, вӗсем Чӑваш Енри радиоитлекенсене лайӑххине ҫеҫ итлеттересшӗн. Юрӑ-кӗвве чи лайӑххине суйлӗҫ, программӑсем интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ.

«Радио родных дорог» - федераци радиостанцийӗ, ӑна 2017 ҫулта Чӑваш Енри команда йӗркеленӗ. Унта янӑракан юрӑсен 95 проценчӗ – Раҫҫейри. Радиона Мускав облаҫӗнче те, Ставрополь крайӗнче те итлеме пултараҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2426, 2427, 2428, 2429, 2430, 2431, 2432, 2433, 2434, 2435, [2436], 2437, 2438, 2439, 2440, 2441, 2442, 2443, 2444, 2445, 2446, ... 4121
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 22

1860
166
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1900
126
Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ.
1902
124
Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1912
114
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ.
1935
91
Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ.
1972
54
Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...