Ҫул-йӗр
![]() Йӗпреҫри Энгельс урамӗнчи Черноречка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер айӗнчи шыв юхса каймалли пӑрӑха тытса тӑракан бетон катӑлса ӳкнӗ. Кӗпер ишӗлесрен хӑранипе вырӑнтисем «Чӑвашупрдор» предприятине пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин хысна предприятине хыпар ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 15 сехетре, ҫитнӗ. Йӗпреҫри ҫав кӗпер урлӑ «Нурӑс—Патӑрьел—Елчӗк» автоҫул иртет. Шыв пӑрӑхӗн бетон «хӳри» вӑйлӑ ҫумӑра тӳсеймен. Йӗпреҫре пулнӑ специалистсем шыв пӑрӑхӗ чиперех тытӑнса тӑнине палӑртнӑ, катӑлнӑ вырӑн кӗпер ишӗлес тата машинӑсене каҫса ҫӳрес хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть. Ҫапах та ишӗлнӗ вырӑна пӳлме тата ӑна ҫирӗплетме йышӑннӑ. Юлашкинчен асӑннине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Александр Яковлев орнитолог Чӑваш Енри орнитолог кӑҫалхи ҫулла та хӑйӗн юратнӑ ӗҫне халалланӑ. Александр Яковлев орнитолог ҫак кунсенче Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗрти ҫурутрав ҫинче ӗҫлет. Тундрӑра ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗксене вӑл халӑх сечӗсенчен пӗринче паян вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр те вӑл Ямал ҫурутравӗ тата Амур тӑрӑхӗнчи Зея юханшывӗ хӗрринче кайӑксене тӗпченӗччӗ. Темиҫе ҫул каялла Александр Яковлев орнитолог Сахалинта ӗҫленӗччӗ. Кайӑксене тӗпчессине ӗҫе тата чун киленӗҫне ҫавӑрнӑ Александр Яковлев Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралса ӳснӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн химипе биологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Пӗр вӑхӑт вӑл Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти вӑтам шкулта вӗрентекенте тӑрӑшнӑ. Педагогика институтӗнче те ӗҫленӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Наци вӑрманӗнче» директорӑн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти троллейбуссемпе ҫӳрекенсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӗнче тетелне тӳлевсӗр тухайӗҫ. Вӗсем валли вай-фай ҫыхӑну йӗркелӗҫ. Аса илтерер, троллейбуссенче тӳлевсӗр Wi-Fi ӗҫлеттерсе ярассине йӗркелеме ҫыхӑну сферинче ӗҫлекен компанисенчен пӗри конкурсра тивӗҫнӗ. Оборудование кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Официаллӑ майпа ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хута ярӗҫ. Теста ҫурла уйӑхӗнче ирттерӗҫ. Wi-Fi ҫыхӑну 1, 4, 20, 21-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссенче пулӗ. Официаллӑ майпа ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хута ярӗҫ. Унсӑр пуҫне ку ҫыхӑну Хӗрлӗ лапамра тата Лакрей вӑрманӗпе А.Г. Николаев ячӗллӗ парксенче пулӗҫ. Унта канма пыракансем те вай-фай ҫыхӑнӑвӗпе тӳлеасӗр усӑ курайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре 100 пин ҫын пуҫне панкрута тухнисем — 100 ҫын. Ҫавсем малтан потребитель кредичӗ илнӗ, кайран тупӑш шайӗ хӗсӗннине пула панкрута тухнӑ. Панкрута тухнӑ граждансен ҫавӑн чухлӗ хисепӗ самантра пухӑнмӑн. Статистикӑнӑ йӗркелекенсем 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи иртнӗ уйӑхчченхи тапхӑра тишкернӗ. Панкрута тухрисене ҫак тапхӑрта 100 пин ҫын пуҫне 41 граждан тесе шутласа кӑларнӑ. Ку кӑтартупа пирӗн республика ҫӗршыври регионсем хушшинче 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Панкрута тухнӑ уйрӑм ҫынсен тата уйрӑм усламҫӑсен хисепӗпе Вологда облаҫӗ (унта 100 ҫын пуҫне 83 панкрут), Рязань облаҫӗ (55 панкрут) тата Новосибирск облаҫӗ (42 панкрут) палӑраҫҫӗ. Сӑмӑх май, РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Олег Николаев депутат ку факт ҫынсен пурнӑҫ шайӗ чакнипе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре темиҫе кун ӗнтӗ ҫумӑр ҫӑвать. Паянтан Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ. Чурачӑкра асар-писер ҫанталӑка пула икӗ урам ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Унта трансформаторлӑ электричество подстанцийӗ йӗркерен тухнӑ. Ҫавна май икӗ урамри ҫуртсенче ҫутӑ сӳннӗ. Ҫав икӗ урамра – 39 ҫурт тата нумай хваттерлӗ 15 ҫурт. Унтах участок пульници вырнаҫнӑ. Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ-ха? Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗччен кашни кун тенӗ пекех ҫумӑр ҫӑвӗ. Унтан 25 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах питӗ шӑрӑх ҫанталӑк пуласса кӗтмелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районенчи Тукач ялӗнче пурӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене халалласа палӑк лартнӑ. Укҫа-тенке халӑх пухнӑ. Нумаях пулмасть Тукач ялӗнче палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Проект авторӗ – Чӑваш Енри архитекторсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Станислав Удяков. Тукач ялӗнчен фронта 58 ҫын тухса кайнӑ. Вӗсенчен 38-шӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Пурин ятне те чул плита ҫине ҫырнӑ. Палӑк ҫӳллӗшӗ – 5 метр, тӑршшӗ – 3 метртан ытларах. Палӑка Сергей Салтыков, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗскер, тума сӗннӗ. Халӑх кар тӑрса укҫа пухнӑ. Палӑка хатӗрлемелли материал валли кӑна 250 пин тенкӗ тӑкакланнӑ. Хальлӗхе палӑк тавра нимӗн те ҫук. Ҫитес вӑхӑтра тукачсем унта сквер йӗркелеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Библиотекарь – 2017» конкурса пӗтӗмлетнӗ. ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 200 ытла ӗҫ килнӗ. Ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри «Публикатор» электронлӑ публикацисен проекчӗ пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Етӗрнери вулавӑш ӗҫченӗ Н.В.Мазюкова ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Конкурсра Чӑваш Ен чысне вӑл пӗччен хӳтӗленӗ. Н.В.Мазюкова «Мероприятисен сценарийӗ» номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл «История края – в радиоэфире» сценари пуххипе паллаштарнӑ. Вӑл Наци радиовӗн эфирӗнче унччен янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енри асар-писер ҫанталӑк вӑхӑтӗнче республикӑн тӗрӗлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем шар курнӑ. Шупашкарта вара пӗр ҫурт ҫырмана ишӗлсе аннӑ. Ку ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, «Шанхайра», пулнӑ. Ҫумӑр вӑйлӑ ҫунине пула тӑпра ишӗлме тытӑннӑ. Ҫурт вара ҫырма хӗрринче ларнӑ. Икӗ хутлӑ пӳртпе пӗрле мунча та ҫырманналла ӳкнӗ. Юрать, ҫуртра никам та пулман. Вӗсене ҫӗнӗ микрорайон хута кайнӑ май урӑх ҫӗре куҫарнӑ пулнӑ. Халӗ ҫӑлавҫӑсем пурӑнмалли секторта шыва пӗтерес тесе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсене тата архив ӗҫӗн министерствин порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫулҫӳревҫӗсене пулӑшакан турист карттине хатӗрленӗ. Палӑртмалла: кунашкал карттӑна Раҫҫейри ытти регион та хатӗрленӗ: Крым Республики, Карели Республики, Мари Эл тата ыттисем. «Чувашия туристическая» карттӑна ЧР Культура министерстви саккасӗпе хатӗрленӗ. Турист картти – справочник, унта республикӑри паллӑ вырӑнсене кӗртнӗ. Тӗнчере кунашкал карттӑсене тахҫанах хатӗрлеме пуҫланӑ. Уйрӑмах унашкаллисем Египетра, Турцире, Испанипе анлӑ сарӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Владимир Лабинов Йӗпреҫ районӗнче ҫуралнӑ Владимир Лабинов Карелинче РФ Президенчӗн представительствинче вӑй хума пуҫланӑ. Чӑваш Енрен самай аякри регионта ӗҫе тытӑниччен Йӗпреҫ чӑвашӗ ҫӗршывӑн Ял хуҫалӑх министерствин пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Малашне Владимир Лабинов РФ Президенчӗн Карели Республикинчи представительствинче пуҫлӑх ҫумӗ пулса тимлӗ. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Владимир Лабинов Йӗпреҫ поселокӗнче ҫуралнӑ. Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствинче выльӑх-чӗрлӗх тата ӑратлӑх енӗпе ӗҫлекен департамент пуҫлӑхӗ пулнӑ. В. Лабинова ҫӗнӗ должноҫе Карели Республикин Пуҫлӑхӗн стратеги аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Владимир Тимофеев сӗннӗ. В. Тимофеев та РФ Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗ, унччен Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |