Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чакки ялӗнчи Нина Скворцова малтан Мускавра пурӑннӑ. Вӑл унти хваттерне хӑварса яла куҫса килнӗ. Халӗ вӑл теплицӑра пахча ҫимӗҫ ӳстерет, чӑх-чӗп усрать. Нина Скворцова Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑра 25 ҫул акушеркӑра ӗҫленӗ. Унтан Мускава ҫемйипех куҫса кайнӑ. Ӑна аппӑшӗ хваттер парнелесе хӑварнӑ пулнӑ. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Нина Федоровна Мускавра пурӑннӑ. Анчах ял пирки манман. Яла куҫса килсен хӗрарӑм кил-ҫуртне хӑтлӑлатнӑ, пахчара улма-ҫырла ҫитӗнтерме пуҫланӑ. Пахчара виҫӗ теплица лартнӑ. Унта чӑх-чӗп ҫитӗнтерет. Теплицӑра ӑшӑ, симӗс курӑк ӳсет. Чӗпсене вара инкубаторпа кӑларать. Ачисем те унпа пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем лавккаран апат-ҫимӗҫ туянмаҫҫӗ, хӑйсем туса илеҫҫӗ. Хӗрарӑм яла куҫнӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмест, ырӑлӑхра пурӑнать вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Мегафон» абоненчӗсем ҫыхӑнусӑр тӑрса юлнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Куншӑн шар курнӑ ҫынсене компенсаци тӳлеме шантарнӑ. Паянтан абонентсем тӑкак саплаштарӑвне офиса ҫитсе заявлени ҫырмасӑрах илме пултараҫҫӗ. Авари зонинче пулнӑ кашни абонента виҫӗ компенсацирен пӗрне суйлама сӗнеҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ – 50 минут ҫыхӑну тата 1 Гб трафик. Иккӗмӗшӗ – 2 Гб трафик. Виҫҫӗмӗшӗ – «Мегафон.ТВ» сайтра пӗр ҫӗнӗ фильм пӑхасси. Аса илтерер: республикӑра кӑна мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче, Мускав облаҫӗнче те ҫыхӑнусӑр тӑрса юлнӑ. Ку 7 сехете тӑсӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем ӗнер РФ промышленность тата суту-илӳ министрӗпе Денис Мантуровпа тӗл пулнӑ. Унта пирӗн регионтан РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсем те хутшӑннӑ. Олег Николаев халӑх сечӗсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, Анатолий Аксаков унта оборона саккасне пурнӑҫлама хутшӑнакан предприятисене укҫа-тенкӗ енчен пулӑшас ыйтӑва хускатнӑ. Олег Николаев ӗнентернӗ тӑрӑх, ку ыйтӑва Чӑваш Енри предприятисем те, урӑх регионсенчисем те вӗҫӗмех хускатаҫҫӗ. Олег Николаев стационарлӑ мар суту-илӗве йӗркелес ыйтӑва тата супермаркетсене канмалли кунсенче ӗҫлеттерес мар ыйтӑва хускатнӑ. Раҫҫей шайӗнче маларах ку ыйтӑва тапратнӑччӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем тата Олег Николаев супермаркетсене канмалли кунсенчи кантарни паян вырӑнлӑ мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре арҫынсен ӗмӗрӗ вӑрӑмланнӑ Чӑваш Енри арҫынсен ӗмӗрӗ юлашки вӑхӑтра вӑрӑмланнӑ. Ҫакна Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин, Спорт министерствисен пӗрлехи канашлӑвӗнче Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов палӑртса хӑварнӑ. Унта вӑл, сӑмах май, ҫакна та каланӑ: тухтӑрсен тӗп кӑтартӑвӗ — халӑх нумай ҫул сывӑ пурӑнни. «Вӑрӑм ӗмӗрлисен йышӗ нумайланса пыни пурсӑмӑра та хавхалантарать», — тенӗ вӑл. 100 ҫултан иртекенсем те сахал мар. Юлашки пиллӗк ҫулта ҫак кӑтарту икӗ хут та ытларах ӳснӗ. Вӑрах чире пула вилекенсен йышӗ те чакса пырать. Аса илтерер, республикӑн Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин, Спорт министерствисен пӗрлехи канашлӑвӗнче ҫӗршыв Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫу уйӑхӗнчи указӗсене пурнӑҫа кӗртессипе республикӑра епле ӗҫленине тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре шалу виҫи 2011-мӗш ҫулхинчен 1,9 хут ӳснӗ. Ку факта ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Правительство ҫурчӗн Пысӑк залӗнче республикӑн Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин, Спорт министерствисен пӗрлехи канашлӑвӗ иртнӗ. Унта ҫӗршыв Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫу уйӑхӗнчи указӗсене пурнӑҫа кӗртессипе республикӑра епле ӗҫленине тишкернӗ. «Ача сачӗсене пачах та черет ҫук. Шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансене 78 процента ҫити ача пахчисене вырнаҫтарнӑ. Бюджет пайӗнче ӗҫлекенсен шалу укҫин виҫине хӑпартса пынӑ. Пӗлтӗрхи кӑтартӑва 2015 ҫулхипе танлаштарас пулсан шалу виҫи вӑтамран 3,6 процент хӑпарнӑ, 2011-мӗш ҫулхипе илсен 1,9 хут ӳсни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», — тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Хӳтӗлев предприятийӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлу «Хӳтӗлев комплексне хӑватлантарни, техника тата хӗҫ-пӑшалсене калӑплама май паракан производствӑсене аталантарни пӗтӗмпех ҫӗршыв потенциалне ӳстерме витӗм кӳреҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Республикин экономикине те вӑй илтерме пулӑшӗ», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӳтӗлев промышленноҫ комплексӗнче тӑрӑшакан предприятисен ертӳҫисемпе ирттернӗ паянхи ӗҫлӗ тӗлпулура. Унта Раҫҫей Президенчӗ тата РФ Правительстви регионсем умне лартнӑ тӗллеве сӳтсе явнӑ. «Хӳтӗлев предприятийӗсемпе организацийӗсен пуласлӑхӗ ҫав тери пысӑк. Вӗсен пысӑк технологи предприятисенче вӑй илни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», — хыпарлать Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Михаил Игнатьев медицина, энергетика, информаци технологийӗсенчи ҫӗнӗлӗхсене те анлӑрах вӑй илтерсе пымалли пирки чарӑнса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Генконсулпа Элтепер Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Турци Республикин Хусанти Генеральнӑй консулӗпе Турхан Дильмачпа тата Турци Республикин Хусанти Генеральнӑй консульствин вице-консулӗпе Нуреттин Каяпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Енсем туслӑ ҫыхӑнусене анлӑлатас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Турципе Раҫҫей хушшинчи ҫыхӑнӑва малалла анлӑтас пирки ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Турципе Чӑваш Ен хушшинчи суту-илӳри тавар ҫаврӑнӑшӗ 2115 пин долларпа танлашнӑ. Хими,электротехника, промышленноҫ, ял хуҫалӑх тата ытти тавара Турцие ӑсатса Чӑваш Енре ҫак кӑтартӑва татах ӳстересшӗн. Турцин Хусанти Генконсулӗ Чӑваш Ене тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли пӗртен-пӗр чаплӑ регион тенӗ. Кун пикри республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Туризмӑн федераци агентстви ял туризмӗ мӗнле аталаннине тишкернӗ, топ-10 региона палӑртнӑ. Унта пирӗн Чӑваш Ен те кӗнӗ. Кунсӑр пуҫне топ-10 списока Белгород, Ленинград, Калуга, Калиниград, Мускав, Тамбов облаҫӗсем, Карели, Коми республикисем, Алтай крайӗ кӗнӗ. Чӑваш Республикинче туристсене ытларах «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ, «Сӑрҫи» заповедник, Йӗпреҫри этнографи музейӗн комплексӗ, Шуршӑлти А.Г.Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗ, Муркаш районӗнчи тури чӑвашсен музейӗ, Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи чукун ҫул кӗперӗ, Муркаш районӗнчи ватӑ юман тата ыттисем илӗртеҫҫӗ-мӗн. Чӑваш Енре ял тата экологи туризмӗ Шупашкар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Тӑвай, Муркаш районӗсенче аталанма тытӑннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ ректорӗ кам пулӗ? Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Ҫав кун тӗп корпусри ӑслӑлӑхпа педагогика ӗҫченӗсен конференцийӗ иртет. Унта университет ректорӗ кам пуласси пирки калаҫӗҫ. ЧППУ ректорӗн пуканне йышӑнассишӗн тӑватӑ кандидат конкурса хутшӑнассине унччен пӗлтернӗччӗ. Анчах РФ Вӗренӳ министерствин собеседовани тапхӑрӗнчен вӗсенчен иккӗшӗ тухса ӳкнӗ: ЧППУн музыка тата ӳнер вӗрентӗвӗн факультечӗн деканӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светалана Ильина тата Мускаври гуманитари-экономика институчӗн (Чӑваш филиалӗ) экономика тата управлени факультечӗн деканӗ Юрий Никифоров. Ҫапла майпа университет деканне икӗ кандидатран пӗри йышӑнма пултарать: ЧР вӗренӳ министрӗ пулнӑ Владимир Иванов е ЧППУн воспитани енӗпе ӗҫлекен проректор Марина Кожанова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ирӗклӗх» хастарӗсем юман хунавӗ умӗнче Иртнӗ шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, «Ирӗклӗх» хастарӗсем те Шурча вӑрҫи иртнӗренпе 175 ҫул ҫитнине палӑртма ҫитнӗ. Ҫак куна палӑртса тӗп уяв Шурча ялӗнче иртнӗ. «Ирӗклӗх» хастарӗсем вара паттӑрла пуҫ хунисене палӑк умӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа асӑнчӗҫ. Унсӑр пуҫне виҫӗмҫул тата пӗлтӗр лартнӑ юман хунавӗсене те тӗрӗслерӗҫ. Вӗсем чиперех тымар янӑ, ҫур кунне кӗтсе илсе симӗс ҫулҫӑсем те кӑларнӑ. Аса илтерер, Шурча вӑрҫи Муркаш тӑрӑхӗнче 175 ҫул каялла тапраннӑ. Вӑл вӑхӑтра патша хушӑвӗпе мӑкаҫей ҫӗрне сухаламалла пулнӑ, ҫакӑнпа килӗшмесӗр халӑх пӑлхав ҫӗкленӗ. Шурча вулӑс центрӗ пулнӑ май сенӗк-пуртӑсемпе хӗҫпӑшаланнӑ ҫынсем ҫак ял таврашне пухӑннӑ. Патша ҫарӗсем пӑлхава тухнӑ халӑха хӗрхенмен, тӗрлӗ енлӗн хӗн кӑтартнӑ. Пӗрисене хулӑпа хӗненӗ, теприсене Ҫӗпӗре ӑсатнӑ. Вилнисен йышӗ те пӗчӗк пулсан. Тӗрӗсмарлӑха хирӗҫ тӑрса пуҫ хунисене те ун чухнехи влаҫ хисеп туман, выльӑх ҫӑвипе юнашар пытарттарнӑ. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче кӑна вара ҫав паттӑрсене чыс туса палӑк лартнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |