Екатеринбургра пурӑнакансем Петр Пупин скульпторӑн, алӗҫ ӑстин Зинаида Вороновӑн тата «Паха тӗрӗ» хапрӑкӑн ӗҫӗсемпе паллашаҫҫӗ. Унта «Чувашия. Творцы и хранители» (чӑв. "Чӑваш Ен. Пултаруҫӑсемпе ӑстаҫӑсем") ятлӑ курав уҫӑлнӑ.
Уралпа Ҫӗпӗрте чӑвашсем нумаййӑн пурӑнаҫҫӗ. Урал тӑрӑхӗнче тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсене чӑваш культурипе паллаштарас шухӑш Свердловск облаҫӗнчи чӑваш культурин центрӗн ҫуралнӑ. Ентешӗмӗрсем «Паха тӗрӗ» хапрӑкӑн чӑваш тӗрриллӗ тумтирне пахаланӑ. Курава килнисене чӑваш эрешӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Петр Пупин хӑйӗн 15 ӗҫне илсе килнӗ. Вӗсем пурте – Чӑваш Ен пирки. Ӗҫӗсенче унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ сӑнланнӑ. Свердловск облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейӗ тата нацисен хушшинчи вулавӑш та Чӑваш Ен историйӗпе ҫыхӑннӑ экспонатсене курава тӑратнӑ.
Екатеринбургри курав уйӑхӗпех ӗҫлӗ.