Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: черетсем

Республикӑра

«Пӗр чӳрече, электронлӑ черет, патшалӑх пулӑшӑвӗ... Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ. Ҫынсен пурнӑҫне ҫӑмаллататпӑр теҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Шупашкарти Ленинград урамӗнчи МФЦна кайрӑм. Ман умра черет — 72 ҫын! 3 сехет кӗтмелле, ӗҫе таваймарӑм, ҫаврӑнса утрӑм», — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра ятне кӑтартман ҫын. Унтан вӑл юлташӗн арӑмӗ «1 уйӑхри ачипе окулист пӳлӗмӗ умӗнче 2 сехет инфекци пуҫтарса» ларнине пӗлтернӗ. Черетрисенчен нихӑшӗ те кӗртмен: эпир ҫырӑннӑ, черет йышӑннӑ тенӗ иккен.

Вӑрӑм черете тарӑхнӑ этем ҫавна министрсене кӑтартасчӗ тесе тулашать. «Хӑвӑра лӑпкӑ тытма мӗн ӗҫсе каятӑр больницӑна, МФЦна, ытти ҫӗре?», — вӗҫленӗ вӑл хӑй кӑмӑлсӑрланӑвне.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-152154786_3906
 

Ҫул-йӗр

Пӗрлехи транспорт карточкин (ПТК) операторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ЕТК карточкине йӳнерехпе сутас тапхӑра пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑснӑ. Кун пирки «Советская Чувашия» хаҫат пӗлтерет.

Ҫул хакӗ иртнӗ уйӑхӑн 20-мӗш кунӗнчен пуҫласа ӳсрӗ. Пӗрлехи транспорт карточкипе тӳлесен маршруткӑпа, троллейбуспа е автобуспа ҫӳреме хака 4 тенкӗ йӳнӗрех тунине пула чылай ҫын ҫав карточкӑпа усӑ курма тӗмсӗлет. Хӑй карточки вара тӳлевсӗр мар, ӑна туянас тесен 100 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Карточкӑллӑ пулас шутлӑ ҫынсем нумай пулнӑран ПТК операторӗ нарӑс уйӑхӗнче ӑна 70 тенкӗпе сутасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫапла май уйӑх вӗҫленнӗ кунсенче карточка сутнӑ вырӑнсенче уйрӑмах пысӑк черетсем йӗркеленнӗ. Ҫакна шута илсе ПТК операторӗ 70 тенкӗпе сутас тапхӑра пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑснӑ.

Хальхи вӑхӑтра троллейбусра укҫан тӳлесен ҫул хакӗ 17 тенке ларӗ, карточкӑпа — 13 тенке. Автобусра — 18 тата 14 тенкӗ; маршрутлӑ автобуссенче — 22 тенкӗпе 18 тенкӗ. Каласа хӑварас пулать, Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен маршрут автобусӗсенче хула тӑрӑх ҫеҫ кайсан укҫан тӳлесен йӳнӗрех ларать. Водителе 20 тенкӗ ҫеҫ тӳлеме тивӗ. ПТК карточкипе вара хаклӑрах пулӗ — 24 тенкӗ.

Малалла...

 

Сывлӑх А.И. Григорьева фельдшер кинемин юнри сахӑр виҫине тӗрӗслет
А.И. Григорьева фельдшер кинемин юнри сахӑр виҫине тӗрӗслет

Пульницӑна кайсан сывӑ ҫын та чирлесе тухӗ тесе тус-юлташӑмӑрсем кӑмӑлсӑрланнине пиртен кашниех илтнӗ-тӗр. Ара, черет ларасси пӗрре тарӑхтарать. Электрон черет йӗркелени те тухтӑр патне вӑхӑтра кӗрессине пур чухне те пӗлтермест. «Ыйтма кӑна», — тесе сӗмсӗррӗн талпӑнаканӗсем хӑйсем тата мӗне тӑраҫҫӗ.

Хӑш чухне шур халатлисем хӑйсем те ҫынсем патне тухса ҫӳреҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунне халалласа ирттермелли мероприятисен планне пурнӑҫласа, ав, Ҫӗмӗрлери фельдшерпа акушер пункчӗ вырӑнти ватӑсене киле ҫитсе пӑхма шут тытнӑ. Асӑннӑ тухтӑр ҫурчӗн заведующийӗ А.И. Григорьева кинемисемпе мучисен артери тата куҫӑн шалти пусӑмне юн пусӑмне виҫет, юнри сахӑр виҫине хаклать. Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗнчен епле сыхланмаллине те вӑл ӑнлантарать.

 

Хулара

Ача пахчисенче ушкӑнсем пухма пуҫланӑ. Шупашкарта кивӗ ача пахчисене ҫӗнетнӗ, икӗ ҫӗнни тунӑ май 3 ҫултан аслӑрах шӑпӑрлансен йышӗнче черет ҫук. Иртнӗ ҫул тӗп хулара пӗтӗмпе ачасем валли ҫӗнӗ 5 пин вырӑн хатӗрленӗ. Черете кӗскетес ӗҫ кӑҫал малалла тӑсӑлӗ.

Планпа килӗшӳллӗн, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта 9 пин пепкене ача пахчинче вырӑн памалла. Вӗсенчен 5 600-шӗ выпускниксем кайнипе пушанӗ. Тепӗр 3 000 вырӑна тӗрлӗ мелпе хатӗрлӗҫ. Ача пахчисенче хушма ушкӑнсем йӗркелӗҫ. Кунсӑр пуҫне тепӗр иккӗшӗ реконструкциленӗ ҫуртра ӗҫлеме тытӑнӗ. Пирогов урамӗнче вара вӗр ҫӗнӗ садик уҫӑлӗ.

Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Сахарова каланӑ тӑрӑх, авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне 3 ҫул тултаракан ачасене вырӑнпа тивӗҫтерӗҫ. Ҫак ӳсӗме юпа-чӳк уйӑхӗсенче ҫитекенсене те ача пахчине ямашкан май туса парӗҫ.

Срециалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ача пахчисенче ушкӑн пухасси электрон черете пула та хӑвӑртланать. Ашшӗ-амӑшӗ пепкине килтен тухмасӑр, тӗнче тетелӗ урлӑ, черете тӑратма пултарат-ҫке. Тепӗр ҫӗнӗлӗх те кӗртнӗ: Шупашкарта халӗ ашшӗ-амӑше тӳрех 5 ача пахчи суйлама пултарать.

Малалла...

 

Республикӑра

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пепке сахал ҫуралнӑран ача пахчисем хупӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ ӗмӗрте демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх еннелле улшӑнма тытӑнчӗ. Ара, ача ҫуратакансене тӳре-шара пулӑшать. Ав иккӗмӗш ачашӑн амӑшӗн капиталне параҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 100 пин тенкӗ памалла турӗ. Вӗсене ҫӗр лаптӑкӗ те тӳлевсӗр уйӑрса параҫҫӗ.

Темиҫе ҫул каялла ача пахчисенче черет темӗн тӑршшехчӗ. Тӳре-шара ҫак пӑтӑрмаха пӗтермешкӗн тӗллев лартнӑччӗ. Ӗҫ ӑнӑҫса пырать. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе ача пахчисенче 4 501 вырӑн йӗркеленнӗ. Вӗсенчен 84,5% — Шупашкарта. Кӑҫал кӑна республикӑра 762 вырӑн хатӗрленӗ. Пирӗн республика ача пахчисенче вырӑн хатӗрлес тӗлӗшпе Раҫҫейри регионсен хушшинче — тӑваттӑмӗш.

— 3 ҫултан аслӑрах ачасен черечӗ пӗтнӗ. Халӗ хамӑр ума ҫӗнӗ тӗллевсем лартмалла, — тенӗ Алексей Ладыков.

Шупашкарта патшалӑх-харпӑр патрнерство хастар аталанать. Шупашкар хула хыснинчен харпӑр ача пахчисене ҫӳрекен шӑпӑрлансем валли субсиди уйӑраҫҫӗ. Кунашкал документа пӗрремӗш хут йышӑннӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 21

1933
91
Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та