Политика
![]() РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗршыври паллӑ ҫынсене чысласси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хисеп Орденне тивӗҫнӗ. Хушӑва ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Владимир Путин Михаил Игнатьевӑн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. «Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн, общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн, тӳрӗ кӑмӑлпа нумай ҫул ӗҫленӗшӗн Михаил Васильевич Игнатьева Хисеп Орденӗпе чыслас» тесе ҫырнӑ хушура. Палӑртмалла: Михаил Игнатьевӑн кунсӑр пуҫне пилӗк медаль. Вӗсен йышӗнче Раҫҫейри агромпромышленноҫ комплексӗн аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн» ылтӑн медаль те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нумаях пулмасть Сарӑту облаҫӗнче «Туриада – 2017» вӗҫленнӗ. Тӳрех палӑртса хӑварар: спортпа туризм уйлӑхне РФ Президенчӗн Атӑлҫи федерацинчи тулли праваллӑ Элчи Михаил Бабич пуҫарӑвӗпе йӗркелеҫҫӗ. «Туриада» кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртнӗ. Кӑҫал унта Тӗп тата Урал округӗсенчи командӑсем те хутшӑннӑ. Виҫӗ кунра ҫамрӑксем спорт, пултарулӑх конкурсӗсенче вӑй виҫнӗ. Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем те маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Пирӗн ентешсем Артем Ваточкин тата Екатерина Витлейкина юниорсен хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫакӑ пирӗн командӑна пӗтӗмӗшле зачетра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнма май панӑ. Палӑртма камӑллӑ: «Чӗре кӗвви» автор юррисен конкурсӗнче Шупашкарти музыка училищинче вӗренекен Дарья Салмина финала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енри патшалӑх служащийӗсен ӗҫ укҫи 6,2 процент ӳснӗ. Вӑтам шалу 23,9 пин тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет. Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче саккун кӑларакансен шалӑвӗ вӑтамран 52,2 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 26,2 процент нумайрах. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен вӑтам шалӑвӗ 24,7 пин тенкӗпе танлашнӑ. Вӗсен те пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртан нумайрах, 6,8 процент ӳснӗ. Суд тата прокуратура тытӑмӗнче ӗҫлекенсем вара питех мухтанаймаҫҫӗ. Вӗсем уйӑхне вӑтамран 19 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ку муниципалитет служащийӗсенчен те пӗчӗкрех кӑтарту. Вӗсен шалӑвӗ 20,7 пин тенкӗпе танлашнӑ. Сӑмах май, республикӑри вӑтам шалу 24,5 пин тенкӗпе танлашать. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртан 7,5 процент ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Паян Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне, Наци музейне, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне тата вӗсене ӗҫлеттерекен профильлӗ министерствӑсене «2014-мӗш ҫулта Чӑваш Енри Муркаш районне кӗрекен Тивӗш салинчи пӗр чӑваш килӗнче упранакан революцичченхи (XIX ӗмӗр вӗҫӗ – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ) шкулта усӑ курнӑ икӗ алҫырӑвӑн (чӑвашла-вырӑсла сӑмахсарӑн (словарьӗн), историпе математика, юрӑпа кӗвӗ вӗренӳ кӗнекин) тата ялти пӗр ҫӗр ӗҫченӗн тӗлӗнмелле кӑсӑк «кун кӗнекин» (кунта ҫав вӑхӑтри Ишек пасарӗнчи хаксем, тыр-пул акса-вырни, ҫутҫанталӑк улшӑнӑвӗсем тата ытти сӑнав) темиҫе хут листин скан-кописене ярса панӑ». Кун пирки «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ. «Хӑйсен тӗпчев кӑсӑкне пӗлтерсен пӗрле ӗҫлеме хатӗр. Палӑртнӑ кӗнекенсен тулли скан-кописем пирки «Ирӗклӗхри» Дмитрий Степановран ыйтма пултаратӑр», — тесе ҫырнӑ унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарта Раҫҫейри паллӑ оппозиционерӑн Алексей Навальныйӗн штабӗ уҫӑлнӑ. Мероприятие ҫамрӑк ҫынсем пухӑннӑ, политикпа сӑн ӳкерӗннӗ, калаҫнӑ. Алексей Навальныйпе тӗлпулу ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта иртнӗ. Вӑл штаб уҫӑлнӑ ятпа иртнӗ. Навальный Раҫҫейри влаҫ мӗнле япӑх пулни пирки, хӑйӗн ҫинчен 40 минут каласа кӑтартнӑ. Навальный 2018 ҫулта Раҫҫей Президенчӗн суйлавне хутшӑнасшӑн. Анчах вӑл пуҫиле майпа явап тытнӑ. Ҫакӑ ӑна суйлава хутшӑнма чарать. Алексей Навальный 2017 ҫулта «Он вам не Димон» (чӑв. Вӑл сирӗншӗн Димон мар) фильм тухнӑ хыҫҫӑн каллех чапа тухнӑ. Навальный штабӗ Франко урамӗнчи кивӗ йывӑҫ ҫуртра вырнаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Мускавра реноваци программине пуҫарса янине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем те илтнех ӗнтӗ. Пилӗк хутлӑ кивӗ ҫуртсенче пурӑнакансене ҫав программӑпа урӑх ҫуртсене пурӑнма куҫарасшӑн. Ҫӗнӗлӗхе Мускав ҫыннисем тӗрлӗрен йышӑнни те вӑрттӑнлӑх мар-ха. Унпа килӗшменнисем митинга тухсах хӑйсен шухӑшне палӑртнине Мускаври массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫеҫ мар, ҫӗршыврисем те хыпарланӑччӗ. Анчах халӗ сӑмахӑмӑр ун пирки мар. Реноваци программипе куҫармалли ҫуртсенчен иккӗшне, Мускавӑн кӑнтӑр-хӗвелӑнӑҫ автономи округӗнчи Артюхин урамӗнчи 24А тата 28А ҫуртсене, Чӑваш Енри строительсем хӑпартасҫӗ. Объектсенчен пӗрне кӑҫалах туса пӗтерӗҫ, теприне — 2018 ҫул пуҫламӑшӗнче. Кун пирки «Комсомольская правда» хаҫатӑн ятарлӑ корреспонденчӗ Олег Адамович хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑм общество транспортӗнче суранланнӑ. Унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, пӳрни хуҫӑлнӑ. Хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 22-мӗш автобуса ларнӑ. «Студгородок» тата «Афанасьев урамӗ» чарӑнусен хушшинче водитель тӑрук чарӑннӑ. Хӗрарӑм шӑпах ҫав вӑхӑтра билетшӑн тӳлеме тӑнӑ. Автобус чарӑннипе хайхискер вӑркӑнса кайнӑ, водитель кабинине пырса тӑрӑннӑ. Вӑл кӑштахлӑха тӑнне ҫухатнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫитиччен водитель аптечка туртса кӑларнӑ. Унта вара бинтпа мамӑксӑр пуҫне нимӗн те пулман. Тухтӑрсем пӑхнӑ хыҫҫӑн ӑна киле янӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑм хӑйне япӑх туйнӑ. Ӑна нейрохирурги уйрӑмне вырттарнӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унӑн пӳрни хуҫӑлни, мӑйӗ суранланни палӑрнӑ. Хӗрарӑм ҫак ӗҫпе суда ҫитесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫулсем ҫинче йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсене пӑхса тӑракан видеосӑнавсем туянма Чӑваш Енре пӗтӗмпе 48 миллион тенкӗ уйӑрса хӑварнӑ, анчах та вӗсенчен 4 проценчӗпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ку факта паян пӑшӑрханса каланӑ. Ҫул-йӗр тӑрӑмне Чӑваш Енӗн Правительствин тунти кунхи канашлӑвӗнче тишкернӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӑҫал мӗнпур аварисенчен 80 проценчӗ регион тата муниципалитетсем хушшинчи ҫулсем ҫинче пулнӑ. Вӗсенче 23 ҫын хӑйсен пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татӑлнӑ, 300-шӗ сусӑрланнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев транспорт тата ҫул-йӗр министрне Владимир Иванова лару-тӑрӑва уҫӑмлатма, ҫивӗч тӗрӗслеме хушнӑ май патшалӑх саккасӗсемпе ӗҫлекенсене яланах тӗрӗслесе тӑмаллине асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 9-мӗш класран вӗренсе тухакансен пурин те тӑватӑ экзамен тытмалла. Ку вӑл пӗтӗмӗшле пӗлӳ илнине ҫирӗплетекен аттестата алла илме кирлӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче тӑххӑрмӗш тата вунпӗрмӗш классенче вӗренекенсен патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ витӗр тухассине паян Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Тӑххӑрмӗшсем пӗрремӗш экзамена ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ларӗҫ, вӑтам шкул пӗтерекенсем — ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче. Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев унта каланӑ тӑрӑх, тӑххӑрмӗшсем экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытаймасан икӗ предмечӗпе хӑйсен пӗлӗвне тепӗр хут тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Ачасем виҫӗ предметпа экзаменсене иккӗллӗх тытсан авӑн уйӑхӗнче пӗлӗве тепре тӗрӗслеме тивӗ. Ют чӗлхепе экзамен тытакансем сӑмах вӗҫҫӗн хуравлама та, электронлӑ майпа ҫырма та пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнче, Шупашкар тӗлӗнче, машинӑсене лартма кӑҫал хушма вырӑн йӗркелӗҫ. Вӑл унти пляжа канма пуҫтарӑнакансем валли пулӗ. Шупашкар хулинчи тӳре-шара шухӑшланӑ, яваплӑ организацисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Атӑлӑн сулахай хӗрринчи пляжра транспорт лартмалли вырӑн тӑвассине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ паян ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Маларах эпир Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӑр туянассине пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗ 2,46 пин тонна хӑйӑр кирлине, ӑна 455,1 пин тенкӗпе туянас кӑмӑллине палӑртса Патшалӑх туянӑвӗсен порталӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑччӗ. 2,5 пине яхӑн тонна хӑйӑра Шупашкарти пляжсене илсе кайӗҫ. Аса илтерер, хулара вӗсем виҫҫӗ: Тӗп пляж, Афанасьев урамӗ ҫывӑхӗнче тата Ҫӗнӗ сала патӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |