Статистика
![]() Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗнче «РИА Рейтинг» агентство Раҫҫейри ҫемьесем мӗнле пурӑннине тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Чӑваш Енӗн савӑнмаллиех ҫук: пирӗн регион хальлӗхе малтанхи пекех чухӑн ҫемьеллисен йышне кӗнӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, республика танлаштарӑмра кӑштах ҫеҫ хӑпарнӑ: 67-мӗш вырӑнтан 65-мӗшне ҫитнӗ. Икӗ ачаллӑ ҫемьесем кирлӗ япала туянсан укҫа-тенкӗ кӑштах юлать. Ку кӑтурту пысӑкланнӑ: 10732 тенке ҫитнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку кӑтарту Раҫҫейӗпех ӳснӗ, вӑтамран 32977 тенкӗпе танлашать. Ямал-Ненецк автономи округӗнчи, Чукотка автономи округӗнчи, Мускав, Сахалин облаҫӗнчи, Ханты-Манси автономи округӗнчи ҫемьесем чи пуян пурӑнаҫҫӗ. Алтай крайӗнче, Иваново облаҫӗнче, Дагестанра, Псков облаҫӗнче тата Кабарда-Балкарта чи чухӑн ҫемьесем тӗпленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ канмалли кунсенче Тӑвай районӗнче инкек пулнӑ. Кивӗ Пуянкасси ялӗнче пушар тухнӑ. Унта тӳрех виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав кун йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе «хӗрлӗ автана» сӳнтернӗ. Кӗл купи ҫинче 90 ҫулти кил хуҫин тата унӑн 60-ти тата 53 ҫулти ывӑлӗсен виллисене тупнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Халӗ следовательсем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев акӑ мӗн пӗлтернӗ: малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кил хуҫи тата ывӑлӗсем сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Следовательсем пушар ӑҫтан тухма пултарнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫитес ҫул ҫӗршыври Сапантуй Шупашкарта иртмелле. Аҫтӑрханта иртнӗ тутарсен наци уявӗнче «Тулпара» Сапантуй элемне Чӑваш Ене панӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, уява тутарсем Шупашкарта ирттерме палӑртаҫҫӗ. Икӗ кун каялла, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта тутарсен Сапантуйӗ иртнӗ. Ытти ҫулсенчи евӗрех кӑҫал та наци уявне тутарсемпе Шупашкарта пурӑнакансем Лакрей вӑрманне пуҫтарӑннӑ. Сӑмах май, Сапантуя ытти вырӑнта та йӗркелеҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла Ҫӗнӗ Шупашкарта тутарсем хӑйсен чи пысӑк уявне паллӑ тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тутарсем ҫеҫ мар, тӗрлӗ регионта пурӑнакан чӑвашсем те наци уявне ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Тольяттинче «Уяв» иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре дачӑсемпе пахча юлташлӑхӗсене илсе ҫитерекен хушма маршрутсем уҫма йышӑннӑ. Ку ыйтӑва паян иртнӗ Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. ЧР транспорт министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Тимофеев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуркуннепе ҫулла «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ уҫмалла. Ҫӑмӑллӑхлӑ категориллӗ граждансене транспортпа илсе ҫӳретнӗшӗн республика хыснинчен ятарлӑ пулӑшупа тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗ валли уйӑхлӑх билетсене 600 ытла сутнӑ. Билет хакӗ 761 тенкӗрен пуҫласа 1918 тенкӗ таран ларать. Ҫул 30 ҫухрӑмран вӑрӑмрах пулсан кашни километрӗ 90 тенке ларать. Канашлура Михаил Игнатьев автобуссене йышлӑ ҫӳретмеллине те асӑрхаттарса хӑварнӑ. Дачӑсене автоубспа ҫыхӑнтарас ыйтупа паян брифинг та иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Орел хулинче шашка енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта Чӑваш Енӗн ҫамрӑк спортсменӗ виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Шупашкарти 61-мӗш шкулта вӗренекен Даниил Леонидов Раҫҫей шайӗнче иртнӗ ӑмӑртура палӑрнӑ. Вӑл – Европа тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусен чемпионӗ. Хальхинче те вӑл медальсем ҫӗнсе илнӗ. Даниил турнир рекордне ҫӗнетнӗ. Ӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗртнӗ. Команда Болгарире ҫурла уйӑхӗнче 23-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 2-мӗшӗччен иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнӗ. Сӑмах май, Орелта иртнӗ ӑмӑртӑва Азербайджана, Арменири, Беларуҫри, Грузири, Италири, Латвири, Литвари, Молдовӑри, Раҫҫейри, Украинӑри 160 яхӑн спортсмен хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Тольяттинче пурӑнакан чӑвашсен автономийӗ тата Севрюкаево ял администрацийӗ «Уяв» йӑлана кӗнӗ мероприятие ирттерет. Унта Тольяттинче, Жигулевскра тата Самар облаҫӗн Ставрополь районӗнче пурӑнакансене йыхравланине пӗлтерсе Александр Бикмурзин «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнче ҫырнӑ. Уяв ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 19 сехетре Севрюкаево ялӗнчи Культура ҫурчӗ умӗнчи лапамра пуҫланмалла. Унта пухӑннисем вӑйӑ картине те тӑрӗҫ, юрласа та ташлӗҫ. Уяв сӗмне кӗртме Тольяттинчи, Жигулевскри тата Ставрополь районӗнчи чӑвашсен пултарулӑх ушкӑнӗсем концертпа хутшӑнмалла. Йӗркелӳҫӗсем тӑван халӑхӑмӑра пӗр ҫӗре пуҫтаракан, савӑнӑҫ кӳрекен мероприятие пурте хастаррӑн хутшӑнасса, унтан хавас кӑмӑлпа саланасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри вӑйпитти ӳсӗмри сусарсенчен 2017 ҫул вӗҫленнӗ тӗле кашни виҫҫӗмӗшне ӗҫпе тивӗҫтермелле. Ҫакна «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра ҫакна республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Ун пирки тӳре-шара сусӑрсене ӗҫе вырнаҫтарас ыйтупа халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсен директорӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре 86 пин ҫын сусӑр пурнать, вӗсенчен 27 пинӗшӗ — вӑйпитти ӳсӗмрисем. Ҫавсенчен кашни пиллӗкмӗшӗ кӑна производствӑна хутшӑнать. Ҫитес виҫӗ ҫулта Чӑваш Енре вӑйпитти ӳсӗмри сусӑрсенчен кашни иккӗмӗшне ӗҫпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Сусӑрсене ӗҫпе тивӗҫтерессишӗнех предприяти-организацисенче вӗсем валли квотӑсем пӑхса хӑвараҫҫӗ: 100-тен ҫынлӑ коллективсенче мӗнпур ӗҫ вырӑнӗнчен сусӑрсем валли икӗ процент пӑхса хӑвармалла, 35-100 вырнлисенче — 1,5 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче паян Пӗтӗм чӑваш диктантӗнче «пиллӗк» илнисене чысларӗҫ. Пухӑннисем умӗнче малтанхи сӑмаха институт директорӗ Пётр Краснов каларӗ, диктанта йӗркелеме пулӑшнисене ӑшшӑн тав турӗ. Чыслава пынисене кӗнекесемпе хавхалантарчӗҫ, ҫавӑн пекех «пиллӗк» илни пирки сертификат пачӗҫ. Аса илтеретпӗр, Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ кӑҫӑл пиллӗкмӗш хут иртрӗ, унта пилӗк пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӑл кашни ҫул Чӑваш чӗлхи кунӗнче иртет. Кӑҫалхи текста Геннадий Волковӑн «Ӑслӑ ача» калавӗ тӑрӑх хатӗрленӗччӗ. Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырма кашни ҫулах вӗренӳ институтӗнче, педагогика патшалӑх университетӗнче тата Николский ячӗллӗ педагогика колледжӗнче ятарлӑ вырӑнсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫӑвӑн пекех наци радиовӗпе ҫыракансем та сахал мар. Районсенче те ҫак акцие анлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Диктант ҫыракансем хушшинче шкул ачисем те, студентсем те, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫак кунсенче «Ирӗклӗх» пӗрлӗх Чӑваш Республикинчи чӗлхесем пирки калакан саккуна пӑснишӗн явап тыттарасси пирки ӗҫ-пуҫ мӗнле пыни ҫинчен социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн хуравне пӗлтерчӗ. Питӗ шел те, анчах республикӑри тӗп халӑхӑн чӗлхине пулӑшу кӳме пултаракан мӗнле те пулин ӗҫшӗн хирӗҫ тӑракан ҫынсем сахал мар-ха. Ҫав шутра журналистсем хушшинче те. Сӑмахран, «Чебоксары 24» сайтра паян «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗн пуҫарӑвне сивлек хак паракан хыпар пичетленнӗ. Ӑна «Националисты убедили Госсовет Чувашии наказывать за неиспользование чувашского языка» (чӑв. Националистсем Чӑваш Ен Патшалӑх канашнечӑваш чӗлхипе усӑ курманнишӗн явап тыттарма ӳкӗте кӗртнӗ) ят панӑ, «националист» терминпа вара сивлесе усӑ курнӑ. Питӗ шел те, фашизма ҫӗнтернӗ ҫӗршывра, тӗрлӗ шовинизм формисем халӗ те курӑнкалаҫҫӗ. Право тӗлӗшӗпе чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхипе тан тума ыйтсанах хӑшӗ-пӗрин чунӗ вӑркама пуҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть Александра Лазаревӑн 100 ҫулхи юбилейне Шупашкар районӗнчи Ҫӳлтикасассинче паллӑ тунӑ. Ҫак кунсенче, ҫу уйахӗн 11-мӗшӗнче, ҫыравҫа халалланӑ литература каҫӗ К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче те иртнӗ. Литература каҫне шкул ачисем, студентсем, ҫыравҫӑсем, поэтсем, ӑсчахсем, Александра Лазаревӑн тӑванӗсем хутшӑннӑ. Унта юрӑсем те янӑранӑ. Ҫултикассинчи хӑнасем те, Александра Лазаревӑн тӑванӗ те юрӑ шӑрантарнӑ. Александра Лазаревӑпа Леонид Агаковӑн хӗрӗ Алиса Агакова, Юрий Сементер поэт, Геннадий Дегтярев чӗлхеҫӗ тата ытти сумлӑ ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем Александра Лазаревӑн пултарулӑхне пысӑк хак панӑ. Александра Лазарева 1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Тури Тӑмлай ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Балашовӑри авиаци техникумӗнче ӑс пухнӑ. 1939 ҫулта хавшанӑ сывлӑхне пула авиацие хӑварма тивнӗ. Шупашкара килсен ҫыравҫӑсен курсӗнче вӗреннӗ, 1945 ҫултанпа литература каҫалӑкӗнче тӑрӑшнӑ. Унӑн паллӑ кӗнекисене асӑнса хӑвармалла: «Чипер Анна», «Ҫутӑ пӗве», «Телейлисем», «Хӗр чӗри», «Санӑн ҫитмӗл ҫичӗ тус». |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |