Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Пирӗн Хӗл Мучи Тол-Бабай патне хӑнана кайма хатӗрленет. Вӑл – удмуртсен

Ҫӗнӗ ҫул асамҫи. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал хыпарлать.

Тол-Бабай пурӑнакан ялта раштав уйӑхӗн 14-15-мӗшӗсенче фестиваль иртӗ. Шӑпах унта кайма хатӗрленет пирӗн Хӗл Мучи. Фестивале тӗрлӗ регионти асамҫӑсем хутшӑнӗҫ: Костромари Юр пике, Пенза облаҫӗнчи Боянпа Сурия, Екатеринбургри Урал-Морозпа Весна-Красна, Карелири Паккайне тата Луминайне, Чӑваш Енри Хӗл Мучи... Паллах, капӑр чӑрӑш та пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Хулара

Шупашкарти икӗ ачаллӑ хӗрарӑмӑн 4 пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнма ирӗк пулнӑ. Суд та ҫапла йышӑннӑ.Анчах иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ ӑна унта кӗртмен, уҫӑ дубликатне те тума ирӗк паман, ҫемьене кӗртмен. Хӑй вара унта пурӑнман та.

Приставсем документ парсан та арҫын хваттере кӗртмӗн. Унтан суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫламасан административлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ.

Кун хыҫҫӑн тин пиччӗшӗ икӗ ачаллӑ хӗрарӑма кӗртнӗ, уҫӑ дубликатне панӑ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Муркаш округӗнче пурӑнакан Яндушкинсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ. Раиса Георгиевнӑпа Виталий Михайлович виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ ултӑ мӑнукӗпе савӑнаҫҫӗ.

Ҫемье пуҫӗн ӗҫ стажӗ – 55 ҫул. Кил ӑшшин управҫи фельдшерпа акушер пунктӗнче 42 ҫул ӗҫленӗ, ӑна ертсе те пынӑ. Иккӗшӗ те – ӗҫ ветеранӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12357
 

Республикӑра
ria.ru сайтри сӑн
ria.ru сайтри сӑн

Элӗк округӗнчи Вутлан шкулӗнчи ачасем пульницӑна пулӑшу ыйтма кайнӑ. Вӗсен пурин те апатпа наркӑмӑшланнӑ паллӑсем пулнӑ.

Пурне те медпулӑшу панӑ. Хӑшӗ-пӗрине сипленме вырттарнӑ.

Элӗк районӗн прокуратури ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Унта Роспотребнадзор тата йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн ачасем мӗншӗн наркӑмӑшланнине палӑртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_410680
 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Тӑвай районӗнчи прокуратура пушара хирӗҫ кӗрешессипе ҫыхӑннӑ саккуна епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ чухне Тӑвайӗнчи П.Х. Бухтулов ячӗллӗ шкулта ачасене апатлантарас ӗҫре санитари нормине пӑснине тупса палӑртнӑ.

Шкултан тухмалли саппас алӑксене тӗрӗсленӗ вӑхӑтра пӑлтӑр умӗнче апат-ҫимӗҫ тата ҫурма фабрикат купаласа тултарнине асӑрханӑ. Унта шӑнтнӑ котлет, тасатнӑ суханпа ҫӗрулми, туранӑ кишӗр, ҫӑмарта пулнӑ. Пӗр продукцин те ятарлӑ маркировка пулман.

Санитарипе эпидемиологи парвилине пӑснӑшӑн прокуратруа тӗрӗслев пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
huvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
huvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Старко» фирмӑн генеральнӑй директорӗ пулса ӗҫленӗ арҫынна суд тунӑ. Анчах приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.

Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 200.3 статйин 2-мӗш пайӗпе тата 201-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ.

2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗччен вӑл нумай хваттерлӗ ҫурт тума ҫынсенчен 61 миллион тенкӗ ытла пухнӑ. Анчах ӗҫне вӗҫлемен.

2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче «Старко» фирмӑна панкрута кӑларнӑ. 60 ҫын шар курнӑ тесе йышӑннӑ. Халӗ ҫурта урӑх организаци туса пӗтернӗ, ҫынсем хваттерлӗ пулнӑ.

Суд экс-гендиректора тӗрмене хупса хумасӑр айӑплӑ тесе йышӑннӑ, тӗрӗслев тапхӑрӗ 4 ҫула тӑсӑлӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫул «Ҫӗрулми» курав Шупашкарти МТВ-центрта иртӗ. Ӑна пӗлтӗр те унтах йӗркеленӗччӗ.

Ҫитес ҫул кура пуш уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче иртӗ. Унта ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсем, ӑсталӑх класӗсем, конкурссем, дегустацисем пулӗҫ. Ҫынсем селекцири ҫӗнӗлӗхсемпе паллашма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех куравра ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хатӗрсем, техника, оборудовани пулӗҫ.

Палӑртмалла: курава ЧР Ял хуҫалӑх министерстви, А.Г.Лорх ячӗллӗ ҫӗрулмине тӗпчемелли федераци центрӗ, «Агро-Инноваци» йӗркелеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Пысӑк Хирлеп ялӗнчи арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе явап тыттарасшӑн. Ку статьяпа ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн суд тӑваҫҫӗ.

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмпа вӑрҫса кайнӑ. Харкашӑвӗ хӗрарӑм эрех ӗҫме юратнишӗн сиксе тухнӑ. Тарӑхса ҫитне арҫын ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Тепӗр кун ирхине хӗрарӑм вилсе кайнӑ.

 

Чӑвашлӑх

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Тайгари ялта, Иркутск облаҫӗнчи Тайшет районӗнчи Джогино ятлӑ чӑваш ялӗнче, чӑваш культурин музейӗ уҫӑлнӑ. Вӑл пысӑках мар пулин те хӑтлӑ.

Музейра ӗлӗк чӑвашсем усӑ курнӑ хатӗр-хӗтӗре курма, пулать. Вӗсене ку тӑрӑхра пурӑнакан ҫынсем парнеленӗ.

Музей уҫӑлнӑ хыҫҫӑн лармана пухӑннӑ. Унта ачасене наци кухнипе, йӑли-йӗркепе паллаштарнӑ, юрланӑ-ташланӑ.

Хальхи вӑхӑтра Джогино ялӗнче 600 яхӑн ҫын пурӑнать. Ӑна 1912 ҫулта Чӑваш Енрен куҫса кайнӑ ҫынсем пуҫарса янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Тӗнчере

Ҫынсен 60 процентӗнчен пуҫласа 90 процентне тӗс витӗм кӳрет. Кунта сӑмах тӗрлӗ сферӑна пырса тивет: апат-ҫимӗҫ дизайнӗ-и, реклама-и, интерфейс дизайнӗ-и. Сайт дизайнӗ пирки те ҫавнах калама пулать. Сӑмахран, кӑвак тӗс тӑнӑҫлӑхпа шанчӑклӑха пӗлтерет. Шӑпах ҫавӑнпа ку тӗсе социаллӑ сетьсен логотипӗнче те усӑ кураҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/PRoddigital/853
 

Страницӑсем: 1 ... 232, 233, 234, 235, 236, 237, 238, 239, 240, 241, [242], 243, 244, 245, 246, 247, 248, 249, 250, 251, 252, ... 4024
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 05

1892
133
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
86
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
66
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...