Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти Артем тата Даниил Михайловсем компьютерпа ӗҫлемелли сӗтел валли эко-подставка шухӑшласа кӑларса патент илнӗ. Вӑл сӗтел хушшинче нумай вӑхӑт ларнӑ чухне ҫӑмӑллӑх кӳрет.
Пӗррехинче 17-ри Даниил пӗчӗк сӗтел хушшинче ларма меллӗ мар пулнине каланӑ. Пӗрле вӗсем ансат та меллӗ япала шутласа кӑларнӑ: йывӑҫ подставкӑна кирлӗ пек вырнаҫтарма пулать.
Халӗ ку япалана вӗсем сутаҫҫӗ. Пӗрремӗш партие тусӗсемпе тата пӗлӗшсемпе кӑларнӑ. Вӗсене маркетплейссем урлӑ сутса пӗтернӗ.
Халӗ Михайловсем производство хута яма ӗмӗтленеҫҫӗ.
