Спорт
![]() 2019 ҫулта Чӑваш Енре вӗренекенсен хушшинче IX ҫуллахи Спартакиада пулӗ. Пирӗн республикӑра финал тупӑшӑвӗ спортӑн ҫичӗ тӗсӗпе иртӗ. Ҫамрӑксем маунтинбайк, ҫӑмӑл атлетика, сӗтелҫи теннис, триатлон, самбо, тхэквандо-ВТФ, шахмат енӗпе ӑмӑртӗҫ. Палӑртмалла: Пӗтӗм Раҫҫейри ҫуллахи спартакиадӑна 2013 ҫултанпа ирттерме тытӑннӑ, ӑна икӗ ҫулта пӗр хутчен йӗркелеҫҫӗ. Ӑмӑрту спортӑн 42 тӗсӗпе виҫӗ тапхӑрпа иртет. 17-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем финала лекес тесе малтан регион тата федераци тапхӑрӗсенче тупӑшаҫҫӗ. ЧР Спорт министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, финала пӗтӗмпе Раҫҫейри 18 пин ытла спортсмен хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти пӗр чарӑну ятне улӑштарма пултарӗҫ. Ун валли ят шыраҫҫӗ. Ку ӗҫе хула ҫыннисемпе хӑнисене те хутшӑнма ыйтаҫҫӗ. Ыйтӑма «Уҫа хула» порталра ирттереҫҫӗ. Сӑмах Шупашкарти «Ҫутҫанталӑк» лавкка» чарӑну пирки пырать. Хӑшӗ-пӗри ӑна «Маяковский ячӗллӗ вулавӑш» ят пама сӗнет. Сасӑлав чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пырӗ. Ку ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ татса парать. Анчах ведомство йышӑнӑва хӑй тӗллӗн туман, халӑха та явӑҫтарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ отпускра-ха. Вӑл ӑҫта канни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Михаил Игнатьевӑн Инстаграмри страницине сӑнаса тӑракансем вӑл ӑҫта пулнине пӗлеҫҫӗ. Элтепер унта сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарсах тӑрать. Михаил Васильевич Эльбрус тӑвӗ ҫине ҫитнӗ. «3450 метр ҫӳллӗшӗнче сывлӑш тап-таса та сиплӗ!» - ҫырнӑ Михаил Игнатьев. Эльбрус тӑвӗ ҫинче ӳкернӗ сӑна чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Эппин, вӑл Кавказра канать. Палӑртмалла: Эльбрус – Раҫҫейри тата Европӑри чи ҫӳллӗ ту. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗнче тетелӗнче чӑвашла ушкӑнсем йӗркеленнине курма кӑмӑллӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ «Контактра» халӑх тетелӗнче «Подслушано ЧӐВАШЛА https://vk.com/podslushano_chavashla ушкӑн асӑрхарӗ. Унӑн хуҫи хӑйӗнпе Enga Cher тесе паллаштарнӑ. «Калаҫ, калаҫ, калаҫсан ҫӑмӑлрах», — тесе ҫырнӑ вӑл. Калаҫма вара «пурнӑҫ, юрату, ултав, савӑшу, уйрӑлу, ырату т.ыт» ҫинчен сӗннӗ. Ушкӑна пыракан мӗнпур историне авторне пӗлтермесӗр, анонимлӑ, лартма шантарнӑ. «Хурлӑхлине те, кулӑшлине те — йӑлтах ним пытармасӑр, ҫын ҫинче калама юраманнине ҫыратпӑр. Эпир кунта ҫын ҫинче мар, вӑрттӑн калаҫатпӑр. Чи шалти туйӑмсене, чи пытарӑнчӑк шухӑшсене уҫса паратпӑр — эпир кунта никама та пӗлместпӗр, пире те кунта никам та пӗлмест», — тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ваттисен канашӗ Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта трамвай яма сӗннӗ. «Трамвайсем кирлӗ, вӗсем, троллейбуссемпе танлаштарсан, 2 хут нумайрах ҫын илсе ҫӳреме пултараҫҫӗ», - тенӗ ваттисен канашӗн пайташӗ Евгений Тертышный. Унӑн шухӑшӗпе, трамвай ҫулне 3-мӗш ҫурмаҫавраҫул проектӗнче тума тытӑнмалла. Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ку шухӑша ваттисен канашӗ администрацин транспорт уйрӑмӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Васильевпа тӗл пулнӑ чухне пӗлтернӗ. Мэри ку ыйтӑва тӗплӗ пӑхса тухмалли пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирпе Шупашкарта пассажир автобусӗ хыпса илнӗ. Инкек республикӑн тӗп хулинчи Кӑнтӑр поселокӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Чӑваш Ен» патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Кӳкеҫрен Шупашкара 162-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра сиксе тухнӑ. ПАЗикра ирхине 10 ҫын ларса пынӑ. Тӗрлӗ ӗҫпе тӗрлӗ ҫӗре васканӑ вӗсем. Тӗлӗнмелле те савӑнмалла: инкек вӑхӑтӗнче водитель ҫухалса кайман — автобус алӑкне уҫнӑ, ҫынсем салонтан тухса тарма ӗлкӗрнӗ. Ҫулӑма пула ҫапла вара никам та шар курман, таса сывӑ. Водитель ҫулӑма хӑех сӳнтернӗ. Анчах транспортӑн салонӗ йӑлтах сиенленнӗ. Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр инспекторӗсем «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанине пӗлтернӗ тӑрӑх, автобусӑн двигателӗ юсавсӑр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Патшалӑх Канашне ачасене йыхравланӑ. Икӗ районти икӗ ачана. Вӗсемпе тӗрлӗ шайри тӳре-шара курнӑҫнӑ: РФ Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов, Чӑваш Енри ачасене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Елена Сапаркина, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов, Чӑваш Енӗн Общество палатин ертӳҫи Алексей Судленков, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Вячеслав Рафинов. Пысӑк пукан йышӑнакан ҫынсен тимлӗхне, вӗсен ӑшӑ сӑмахне Вӑрнарти И.Н. Никифоров ячӗллӗ 1-мӗш вӑтам шкулта 5-мӗш класра вӗренекен Данила Новиков тата Канаш районӗнчи Карӑклӑри вӑтам шкулта 6-мӗш класра вӗренекен Иван Андреев тивӗҫнӗ. Вӗсем мирлӗ вӑхӑтра паттӑрла ӗҫ тунипе палӑрнӑ. Раҫҫейри ҫӑлавҫӑсен союзӗ шыва путакан икӗ ачана пулӑшнӑ Данилӑна «Ҫӑлавра паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн», шыв люкӗнчен ачана тухма пулӑшнӑ Ивана «Пурнӑҫа ҫӑлнӑшӑн» медальсемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юлашки вӑхӑтра чӑваш тӗнчи ҫухату хыҫҫӑн ҫухату тӳсет. Паян эпир тепӗр хурлӑхлӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Чылай вӑхӑт йывӑр чирпе чирленӗ хыҫҫӑн (сӑмах май, ҫаплипех ӗҫлетчӗ, ҫаплипех ӗҫшӗн ҫунатчӗ, ҫаплипех чӑвашлӑхшӑн кулянатчӗ) Иосиф Дмитриев-Трер куҫне хупнӑ. Чӑваш тӗнчинче тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫын юлашки ҫлсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче тӗп режиссерта тимлерӗ. Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ кӑларакан «Страстной бульвар, 10» журналӑн кӑҫалхи 5-205-мӗш номерӗнче пичетленнӗ «Пока я жив, я должен заниматься чувашской драматургией» интервьюра та вӑл чӑвашлӑхшӑн ҫуннине палӑртнӑччӗ. «Хам сывӑ чух манӑн чӑваш драматургине лартмалла», — шухӑшпа канӑҫсӑрланнӑ ҫын пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлнӑ. Мӗнех, йывӑр тӑпру ҫамӑл пултӑр, хисеплӗ ҫыннӑмӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Яранкассинче пурӑнакан кинемей ҫухалнӑ. Зинаида Михайловна Яранцева — 83 ҫулта. Килтен вӑл чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унӑн ҫывӑх ҫыннисем кинемее курнисемпе вӑл ӑҫтине пӗлекенсене пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Зинаида Михайловна — пӗчӗк пӳ-силлӗ, унӑн ҫӳллӗшӗ 150 сантиметр, начаркка, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ кӑвак тӗслӗ. Килтен тухса кайнӑ чух ватӑ ҫуркуннепе кӗркунне тӑхӑнмалли тӗксӗм кӑвак курткӑпа пулнӑ, ҫак ҫи-пуҫ тӑршшӗ — чӗркуҫҫирен аяларах. Чечеклӗ кӑвак платье, чӗркуҫҫи таран тӑршшӗ ҫутӑ хӑмӑр гольфа, хура атӑ тӑхӑннӑ. Шупашкар районӗнчи Яранкассинче пурӑнакан Зинаида Михайловна Яранцева пирки унӑн ҫывӑх ҫыннисем ӑс-тӑнӗ енчен аташма, вӑл манса кайма пултарнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Иосиф Сталин Иосиф Сталина (унӑн чӑн хушамачӗ — Джугашвили) хисеп туса палӑк лартасшӑн. Ҫук, Чӑваш Енре мар. Ҫӗнҫӗпӗр хулинче. 1924 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшенчен пуҫласа 1953 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Совет патшалӑхне ертсе пынӑ ҫын — Совет Союзӗн маршалӗ (1943 ҫулта ҫак ята панӑ), генералиссимусӗ (1945 ҫулта). Иосиф Сталина хисепленине палӑртса палӑк лартма шухӑшланисем — Ҫӗнҫӗпӗрти коммунистсем. Вырӑнти хастарсем сӗннине хула влаҫӗсем ырламан иккен. Ҫавӑн хыҫҫӑн Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн обкомӗ палӑк лартас шухӑшлисене майлӑ пулнӑ. Палӑка ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне РФКП Ҫӗнӗ Шупашкар обкомӗ умӗнче уҫасшӑн. Ӑна тума коммунистсем хайсен укҫине кӑларса хума палӑртаҫҫӗ. Палӑк патне хурал тӑраттарма пултарасси пирки те сӑмах тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |