Чӑваш чӗлхи
![]() «Шупашкарта, вӑл Чӑваш Республикин тӗп хули пулин те, пирӗн республикӑра 2 патшалӑх чӗлхи (вырӑс тата чӑваш) пулсан та, чӑвашла тулаш реклама таврашӗ ҫав тери сахал», — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Шупашкар» пабликра. Асӑннӑ страница авторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, «пуррисем те ҫухалаҫҫӗ чылай чух, нумаях ҫакӑнса тӑмаҫҫӗ». Паблик авторӗ чӑвашла темиҫе ят асӑрханине пӗлтернӗ. Вӗсенчен пӗри — «Лайӑх» лавкка — Николаев урамӗнче, Калинин проспектне тухнӑ ҫӗрте вырнаҫнӑ иккен. «Юмах» гастроном та ҫав кӗтесрех-мӗн. Вӑл Николаев урамӗнчен Патрис Лумумба урамне пӑрӑнса кӗрсен вырнаҫнӑ. Ҫак йӗркесен авторне ҫак кунсенче, сӑмах май, Хусанта пулма тиврӗ. Унта аэроэкспресс-пуйӑсра та, хулари ытти транспортра та чарӑну ячӗсене, пассажирсене кирлӗ ытти хыпара виҫӗ чӗлхепе пӗлтереҫҫӗ: вырӑсла, тутарла, акӑлчӑнла. Пирӗн республика тӗп хулинче чӑвашсенех хӗсӗрлесшӗнни хӑш чух сисӗнет. Тепӗр ҫынпа чӑвашла сӑмах чӗнсен лешӗ тарӑхса каять. Куҫне-пуҫне чарса пӑрахса: «Эп нимӗн те ӑнланмастӑп», — тесе каппайланса мӑнаҫланнӑн хуравлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Урама тухсан эпир мӗн куратпӑр? Пасар саманине. Халь ӗлӗкхи пек мар вӗт. Енчен те совет саманинче пирӗн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче икӗ лавкка кӑначчӗ (апат-ҫимӗҫ пирки каласан) пулсан, хальхи вӑхӑтра вара — туллиех. Анчах пасар самани хӑйӗн ӗҫне тӑватех — пӗрисем хупӑнаҫҫӗ, теприсем вара вӗсен вырӑнне йышӑнаҫҫӗ. Ак, калӑпӑр, Почта ҫуртӗнче (эпир ҫапла 12-мӗш ҫурта калатпӑр, хайхи унта почта уйрӑмӗ вырнаҫнӑран), «Аккандӑн» лавкки пурччӗ. Шел те, ӗҫӗ каймарӗ вӗсен. Мӗншӗнне пӗлместӗп те анчах вӑл лавкка сутӑҫисем питех те чӑваш чӗлхинчен йӗрӗнетчӗҫ… Халь вӗсен вырӑнне Ҫӑкӑр пӗҫерекенсем йышӑннӑ. Хулара вӑл йышши ҫӑкӑр-кукӑль тавраш пӗҫерсе сутакан лаввкасем пит нумай шӑтса тулчӗҫ-ха, пирӗн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче вӗсем валли вырӑн ҫук пулӗ тенӗччӗ. Ара, туянакансем ытларах хӑпӑл-хапӑл апатланма кӑмӑл тӑвакансем кӑна пулаҫҫӗ пуль тетӗп те… Ыттисем килте те апатланма пултараҫҫӗ вӗт. Анчах пирӗн посёлокра вырнаҫнӑ ҫав пекарьнӑн ӗҫӗ лайӑхах пырать иккен. Мӗн пӗҫернине, хакӗ йӳнех мар пулин те, халӑх хапӑл туянать. Хам та пӗрре мар вӗсем патне кӗрсе тухса. Мӗншӗн унта кӗме кӑмӑллӑ-ха? |
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта такам машинӑсене пӑшалтан персе ҫӳренӗ. Ҫав ҫынна полицейскисем тытса чарнӑ. Машинӑсен чӳречисене 24 ҫулти каччӑ пневматика пӑшалӗнчен персе ҫӗмӗрнӗ иккен. Вӑл икӗ машинӑна сиенлетнӗ. Машинӑсен хуҫисем ӗнер полицие пырса ҫӑхав ҫырнӑ. Ҫав икӗ машина пӗр картишре пӗр-пӗринчен аякра мар ларнӑ. Полицейскисем вырӑна ҫитсе йӑлтах тӗресленӗ. Вӗсем пӗр балкон ҫинче пневматика пӑшалӗнчен пенӗ пуля йӗррине асӑрханӑ. Шӑп та лӑп ҫакӑ киревсӗр ӗҫ тунӑ ҫынна тупса палӑртма май панӑ. 24 ҫулти каччӑ ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртнине ӑнлантарнӑ. Ҫав кун вӑл ӳсӗр пулнӑ, урама тухса пушӑ банкӑсене пӑшалтан пеме шутланӑ. Анчах хайхискер машинӑсене ӑнсӑртран сиенлетнӗ. Каччӑна административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, чӳк уӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Коллеша ялӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Вӑл ҫав ялти ҫыннах пулнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет. Арҫын 58 ҫулта пулнӑ. Вӑл мӗнле вилнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ. Ку енӗпе специалистсем ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ. Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗнчи кӑтартусене илес тӗк, Чӑваш Енре 26 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен улттӑшӗ – ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри тӗрмесенчен пӗринче, сипленсе юсанмалли 7-мӗш учрежденире, айӑплав вӑхӑтне ирттерекен хӗрарӑмсене йогӑна хӑнӑхтараҫҫӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, унти «Аврора» реабилитаци центрӗнчисене ҫав ӑсталӑха хӑнӑхтараҫҫӗ. Айӑпланнӑ хӗрарӑмсемпе йога занятине ирттермелли пирки учрежденин психологӗсем шухӑшласа кӑларнӑ иккен. Вӗсем вара ӑсчахсем каланине ӑша хывнӑ. Эрех ӗҫекен, наркотикпа айкашакан ҫынсен савӑнмалли клеткӑсем йӗркеленме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ҫавна май этем сиенлӗ йӑлапа хавасланма ҫеҫ пултарать. Йога савӑнӑҫшӑн явапла клеткӑсене йӗркелет-мӗн. Унпа туслашсан организма ҫӗнӗрен хӑват кӗрет теҫҫӗ. Хӗрарӑмсемпе занятисене малашне те ирттерме палӑртаҫҫӗ. Йога усси сисӗнет тесе ӗнентереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Унччен Чӑваш наци радиовне районсенче пурӑнакансем ҫеҫ итлеме пултарнӑ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тӗпленнӗ ҫынсем ӑна тӗнче тетелӗнче кӑна итленӗ. Паян Чӑваш наци радиовӗ республикипех лайӑх хыпар пӗлтерчӗ. Радиона ҫӳлерех асӑннӑ икӗ хулара та итлеме пулать! Тӗрӗссипе, вӑл эфира ӗнер 22 сехет 22 минутра эфира тухнӑ. Радиона ярас тесен 95,9 МГц хумсем ҫине куҫмалла. Палӑртмалла: Наци радиовне Йӗпреҫре – 72,41 МГц, Ҫӗрпӳре 105,0 МГц, Хӗрлӗ Чутайра 106,7 МГц хумсем ҫинче итлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Арбитраж сучӗ «Юрма» агрохолдинга 150 пин тенкӗлӗх штрафлама приговор вуланӑ. Аса илтерер: тавӑҫа Россельхознадзор тӑратнӑ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, агрохолдинг техрегламента пӑснӑ, ҫавна май ҫынсен пурнӑҫне е сывлӑхне, патшалӑх е муниципалитет пурлӑхне, тавралӑха, чӗрчунсене, ӳсен-тӑрана сиен кӳнӗ. Сӑмах май, авӑн уйӑхӗнче хапрӑка 50 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Енчен те агрохолдинга КоАПӑн 14.42-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе тепӗр хутчен явап тыттарчӗҫ тӗк унӑн ӗҫӗ-хӗлне 90 талӑклӑха чарса лартма пултараҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫуркуннеренпе судра Россельхознадзор тӑратнӑ икӗ тавӑҫа та пӑхса тухнине палӑртмалла. Пӗринче палӑртнӑ тӑкак – 144 миллион тенкӗ, тепринче – 160 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сар.ru сӑнӗ Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ конференци ирттернӗ, унта уйрӑм ертӳҫи пулма Юрий Кислова шаннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Депутатсен ытларахӑшӗ шӑпах Юрий Кисловшӑн сасӑланӑ, ҫавна май вӑл уйрӑм ертӳҫи пулса тӑнӑ. Аса илтерер: Юрий Кислов Улатӑр районӗнчи Кувакино салинче 1954 ҫулта ҫуралнӑ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӗренӳ мастерӗ, техникум директорӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 30 ҫула яхӑн Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн директорӗ пулнӑ. Халӗ те вӑл унтах аталану директорӗнче вӑй хурать. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, ача-пӑча фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн председателӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, 20-мӗш ӗмӗрпе 21-мӗшӗн пуҫламӑшӗнче тивӗҫлипех ырӑ йӗр хӑваракан Вера Кузьмина чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 95 ҫул тултарӗ. Сцена ҫине вӑл пуҫласа пуснӑранпа пӗлтӗр 70 ҫул ҫитнӗ. Ҫак икӗ паллӑ кун ячӗпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артисткин юбилей каҫӗ иртӗ. Театр ӳнерне тарӑннӑн ӑнланакансем Вера Кузьмина амӑшӗн сӑнарне уйрӑмах ӑста калӑпланине палӑртма кӑмӑллаҫҫӗ. Чӑн та, хӑватлӑ, йывӑр пулсан та ҫирӗп кӑмӑллӑ амӑшӗсене сӑнарланӑ вӑл. Ҫакна пӗлсех Борис Чиндыков драматург хӑй вӑхӑтӗнче «Хура Чӗкеҫ» моноспектакль ҫырнӑ. Хайлава вӑл Вера Кузьмина валли ятарласа шӑрҫаланӑ. Сумлӑ артистӑн юбилей каҫӗ чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Ун вӑхӑтӗнче саламсем янӑрӗҫ, Вера Кузьмина вылянӑ спектакльти сыпӑксене кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Яковлевӑн «Аслӑ ҫул ҫине» асаилӗвӗ пичетленсе тухнӑ. Ольга Федорова редактор пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑсларан чӑвашла ӑна Владимир Степанов куҫарнӑ, ӳнерҫи – Светлана Бритвина, тиражӗ – 1000 экземпляр. Вӑл – Иван Яковлевӑн асаилӳсен иккӗмӗш кӗнеки. Пӗрремӗшӗ – «Ҫитӗннӗ вӑхӑт» – 2010 ҫулта пичетленнӗ, ӑна Геннадий Юмарт куҫарнӑ. «Аслӑ ҫул ҫине» аса илӳсенче Иван Яковлев университетра вӗреннӗ тапхӑр пирки, Николай Ильминскийпе паллашни ҫинчен, Николай Иванович Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑ чух епле пулӑшни пирки каласа панӑ. «Куҫару ӗҫӗ» сыпӑкра Яковлев ҫак ӗҫе пуҫӑнас шухӑш епле ҫурални тата ҫак ӗҫри йывӑрлӑхсене асӑннӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ пирки те тӗплӗ каланӑ кӗнекере. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |