|
Политика
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗсем тинех ҫӗнӗ хуҫана тупнӑ. Асӑннӑ район администрацине ертсе пынӑ Андрей Павлова пуҫиле статьяпа айӑпласа колони-поселение ӑсатнӑ хыҫҫӑн ку вырӑн пушӑ тӑчӗ. Паян вара тинех пуҫлӑх пулма тивӗҫ ҫынна тупнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ хуҫа кам пулассине унчченех тӗшмӗртӗнччӗ-ха. Аса илтерер, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республикӑри комисси пайташӗсем кандидатурӑсене тишкернӗччӗ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ, 1981 ҫулхи Игорь Николаев пулнӑччӗ. Паян Ҫӗрпӳ районӗнче иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗнче шӑпах Игорь Николаева пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Ҫак тапхӑрта сӑвӑссенчен асӑрханмалла. Чӑваш Енре ҫынна сӑвӑс тапӑннӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, лаборатори тӗпчевӗсем те ирттернӗ, хӑш-пӗр тӗслӗхре инфекци пулни палӑрнӑ. Ака-ҫу уйӑхӗсенче сӑвӑса пула 46 ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 17-шӗ – ачасем. Лабораторире 125 сӑвӑса тӗрӗсленӗ, вӗсенчен 119-шне ҫын ҫинчен кӑларнӑ. 5 сӑвӑс инфекциллӗ пулни палӑрнӑ. Биотопсенче пуҫтарнӑ 6 сӑвӑс боррелиоз инфекциллӗ пулнӑ. Пирӗн республикӑра энцефалит вирусӗ ҫук тесе палӑртаҫҫӗ. Боррелиоза вара сулсеренех тупса палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май ҫак кун Чӑваш наци музейне тата унӑн филиалӗсене тӳлевсӗрех кӗрсе курма май пулӗ. ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсене тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш наци музейӗнче экспозицисем ӗҫлӗҫ: "Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии", "История чувашского народа и Чувашского края с IX до начала XX вв.", "Чувашия в XX веке", "Природа и человек". Тата "Сценический образ. Детали", "Герои России, какими их не видел никто", "Любовь и театр" куравсем пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне «Черепахи» (чӑв. «Тимӗр шапасем») ятпа коммерци куравӗ ӗҫлӗ. Музей ӑҫта вырнаҫнине аса илтерер: Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 5\2-мӗш ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 62-41-24. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри паллӑ художниксем: Юрий Ювенальев тата унӑн ывӑлӗ Сергей (вӑл та ашшӗн ҫулне суйланӑ, художник-дизайнер) — археологи комплексӗ уҫма ӗмӗтленеҫҫӗ. Ӑна вӗсем Патӑрьел районӗнчи Тикеш ялӗ патӗнчи территорире йӗркелесшӗн. Археологи комплексне икӗ пайран тӑвасшӑн: X-XII ӗмӗрсенчи хаклӑ археологи объекчӗсене тӗпе хурса тата ҫулӑн тепӗр енче вара авалхи вырӑнта тупнӑ евӗр объектсем пулӗҫ. Ҫав шутра — «шурӑ» тата «хура» мунча. Вӗсене Ювенальсем вутӑпа хутмалла тӑвасшӑн. Унтах хӑна ҫурчӗсем, музей, администраци офисӗсем, инженери инфраструктури, хуҫалӑх блокӗ пулӗ. Тикеш ялӗнчен хӗвеланӑҫнерех вырнаҫнӑ тӗлте тума палӑртакан комплекс «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче вырнаҫнӑ. Проекта ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ЧР Стройминӗн Хула тӑвакан канашӗн ларӑвӗнче тишкермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти парад. 2017 ҫулхи сӑн ӳкерчӗк Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен ӗнерхи канашлура сӳтсе явнӑ ыйтусен шутӗнче Ҫӗнтерӳ кунне республикӑра епле уявлани те пулнӑ. «Вилӗмсӗр полк» акцие кӑҫал 22 пин ҫын тухнӑ. Ӑна республикӑн тӗп хулинче ҫеҫ мар, районсенче те ирттернӗ. Кама мӗн пӑшӑрхантарать те, республикӑн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин ҫар техникин управлӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫав техника валли ятарлӑ вырӑн пулсан ӑна унта упрама тата ҫавӑнта музей йӗркелеме те май килӗччӗ. Уҫӑ ҫӗрте ларакан техника япӑхать, ӑна юсаса ҫӗнетме те хакла ларать. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку шухӑша ырласа йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май ЧР Элтеперӗн администрацийӗ юбилей тӗлне кӑлармалли медаль эскизне хатӗрлес енӗпе конкурс ирттернине пӗлтернӗ. Чи кирли – эскизӑн аналогсем пулмалла мар. Ӗҫсене ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫе вара ҫӑв уйӑх вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Чи лайӑх эскиз авторне 10 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Килӗшӳ алӑ пуссан тепӗр 5 пин тенкӗ парӗҫ. Юбилейлӑ медальпе республика аталанӑвне тӳпе хывнӑ тава тивӗҫлӗ ҫынсене чыслӗҫ. Аса илтерер: Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле те медаль ҫирӗплетнӗ. Вӗсемпе чи малтан Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене наградӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑннӑ 35 ҫулти арҫын ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хулара арҫын виллине тупнӑ. Вӑл шӑпах ҫав ҫухалнӑ ҫын пулнӑ. Вилене Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 58-мӗш ҫурт умӗнче ларакан машинӑра тупнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, виле унта пӗр кун кӑна выртманни паллӑ – ҫӗрме пуҫланӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑра 35 ҫулти арҫын вилли пулнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Арҫын мӗнле вилнине палӑртмашкӑн судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ, кире пуканӗ йӑтассипе ят-сум ҫӗнсе илнӗ Борис Глинкин тренер патӗнче ӑсталӑха туптакан Анастасия Александрова Кире спорчӗн тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ӑмӑрту Питӗр хулинче иртнӗ. Анастасия хутшӑннӑ тупӑшӑва 10 ытла ҫӗршыври 150 ытла спортсмен пухӑннӑ. Чӑваш ҫӗрӗн хӗрӗ 63 килограмчченхи виҫере ӑмӑртнӑ. 24 килограмм таякан кире пуканне хӗр 181 хутчен ҫӗклеме пултарнӑ. Анастасия Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче, экономика факультетӗнче, вӗренет. Вӑл — пулас экономист. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Анастасия Александрова Германире ҫу уйӑхӗн 30 — ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗсенче иртекен Европа чемпионатне кайма хатӗрленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри организаци-учрежденисенче мина лартнӑ тесе каллех хӑратнӑ. Ҫакна эпир республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче паян хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Сирпӗнмелли хатӗрсем вырнаҫтарнӑ текен хыпар илтсен яваплӑ тытӑмсем (полици тата Росгварди ӗҫченӗсем) яланхиллех васкавлӑн ӗҫе кӳлӗннӗ. Турра шӗкӗр, ниҫта та нимӗн те тупӑнман. Правӑна сыхлакан органсем халӗ усал шӳтлекенсем камсем пулнине палӑртассипе тимлеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ. Мина лартнӑ тесе шиклентерекенсем маларах та темиҫе хутчен пулнӑччӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти 11 шкула, хӑш-пӗр суту-илӳ ҫуртне мина хуни пирки электрон почтӑпа систернине, ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче каллех ҫавӑн пек хыпарланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Елчӗк районӗнче икӗ пӗчӗк ача инкеке лекнӗ. Вӗсем ҫывӑхри тарӑнах мар пӗвене путнӑ. Юлташсенчен пӗрне ҫӑлма май килнӗ. Теприн, 2013 ҫулта ҫуралнӑ шӑпӑрланӑн, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вилӗмрен ҫӑлӑннӑ ачан сывлӑхӗ те самаях хавшанӑ. Ӑна халӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницинче сиплеҫҫӗ. Елчӗк районӗнчи инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе паян ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи планеркӑра та ача вилӗмӗ пирки калаҫу пулнӑччӗ. Аса илтерер, Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта трактор кабинин хыҫалти чӳречинчен ача тухса ӳкнӗччӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине лекнӗ. Йывӑр суранланнӑскерӗн пурнӑҫне шурӑ халатлисем те ҫӑлса хӑварайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
