Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.4 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура Шупашкарта иртекен М.Д. Михайлов ячӗллӗ XXVIII-мӗш опера фестивалӗ пирки те калаҫнӑ.

Кӑҫалхине СССР халӑх артисчӗ Максим Михайлов ҫуралнӑранпа 125 ҫул, Итали композиторӗ Джакомо Пуччини кун ҫути курнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

М.Д. Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Йӑлана кӗнӗ фестиваль программине «Дон Паскуале», «Отелло», «Севильский цирюльник» тата ытти опера илем кӳрӗ. Шупашкарти куракана Раҫҫейри сцена ӑстисемпе пӗрлех Итали, Китай, Азербайджан юрӑҫисем савӑнтарӗҫ.

Фестиваль вӑхӑтӗнче малтанхи ҫулсенчи евӗрех Максим Дормидонтович Максимов ҫуралнӑ тӑрӑха ҫитсе килме палӑртнӑ.

 

Культура

Шупашкарти вырӑс драма театрӗн спектаклӗсене курас тесен малашне театра мар, Культура ҫуртне кайма тивӗ.

Вырӑс спектаклӗсене юратакансем ӳлӗмрен Шупашкарти «Салют» культура керменне ҫӳреме пуҫлӗҫ. Анчах чылайлӑха мар. Мӗншӗн тесен театр ҫӗнӗ вырӑна яланлӑха куҫмасть. Ҫӗнӗ ҫӗрте артистсем хайсен тӑван культура учрежденийӗнче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑран вӑхӑтлӑха тӗпленӗҫ. Театр 100 ҫулхи юбилейне хатӗрленет.

Ҫӗнӗ вырӑнта пӗрремӗш спектакле чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Куракансене ун чух «Фальшивая монета» ӗҫе чӗнеҫҫӗ. Тепӗр кунне, чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, «Царевна-лягушка» тата «Бешеные деньги» ятлисене кӑтартӗҫ; чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче — «Женитьба» камите. Кассӑн телефон номерӗ унчченхиех: 57-29-83.

 

Республикӑра
Евгений Сафронов
Евгений Сафронов

Шупашкарта пурӑнакан арҫын Мускава ӗҫлеме кайнӑ та ҫухалнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.

54 ҫулти Евгений Витальевич Сафронов ҫӗршывӑн тӗп хулине 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчех кайнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл йӗп те ҫип ҫухалнӑ, тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухман.

Евгений Сафронов 50-55 ҫулсенчи пек курӑнать, хӑй 180 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ кӗске, тӗттӗм. Мускава кайнӑ чухне капюшонлӑ хура куртка, кӑвак джинс шӑлавар, кӑвак кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 (8352) 24-20-72 е 102.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53707
 

Чӑвашлӑх

Пушкӑртстанри чӑваш хӗрӗ «МИСС INTERNATIONAL – UFA» конкурсра хӑйӗ пултарулӑхӗпе тата тӑван халӑхӑмӑр культурипе паллаштарӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин тӗп хулинче иртӗ. Унта 12 халӑх хӗрӗ хутшӑнӗ.

З.Г. Исмаилов ячӗллӗ Ӗпхӳри ӳнер институтӗнче вокал ӑсталӑхне алла илекен Екатерина Емельянова чӑваш халӑх юррисене илемлӗ шӑрантарать иккен. Вӑл фольклора та юратать. Екатерина амӑшӗпе асламӑшӗ чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнине итлесе ӳснӗ. Амӑшӗпе иккӗшӗ Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи чӑвашсен фольклорне пухаҫҫӗ. Ҫакна вӗсем аслӑ ӑрурисем ҫак тӗнчерен кайсан вӗсенче упраннӑ халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗрки, юрри-сӑвви ҫӗр ҫинчен ан ҫухалтӑр тесе хӑйсен кӑмӑлӗпе пуҫӑннӑ.

 

Культура

Шупашкар хули Атӑлҫипе Урал тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсен опычӗпе паллашмалли центр пулса тӑнӑ. Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Сказочная палитра» (чӑв. Юмах палитри) фестиваль уҫӑлнӑ. Унта ҫамрӑксен наци театрӗсем, ҫамрӑксен тата драма театрӗсем тӗрлӗ стильлӗ тата жанрлӑ спектакльсемпе пухӑннӑ. Капла мероприяти Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш хут иртет. Унӑн тӗп йӗркелӳҫи — Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ.

Жюри ертӳҫи, Мускаври театровед, театр критикӗ, «Ылтӑн маска» премин эксперт канашӗн пайташӗ Полина Богданова Станиславский каланине аса илтерсе ачасем валли аслисем валли евӗрех, анчах тата лайӑхрах вылямаллине палӑртнӑ.

Паян икӗ спектакле хакланӑ: Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн Александр Пӑрттан «Дети ветра» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ юмахне тата Козьмодемьянск академи драма театрӗн «Муравьиная свадьба» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ этноюмахне.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Чӑваш Енри ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» ҫул ҫинче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫынсем суранланнӑ, пӗри вилнӗ.

Аварире 13 хӗрачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл салонра амӑшӗпе пулнӑ, ҫывӑх ҫынни руль умӗнче ларнӑ.

Ҫӳлерех асӑннӑ автоҫулӑн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче хӗрарӑм руле итлеттереймен-ши – машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнчи хӗрарӑм тата пӗр пассажир суранланнӑ. 13-ри хӗрача вара вилмеллех аманнӑ.

Асӑрханӑр: халӗ ҫулсем пӑрлак. Кун пирки ҪҪХПИ тепӗр хутчен аса илтерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/53695
 

Ҫутҫанталӑк

Ҫак кунсенче тавралӑх юрпа витӗнме тытӑнчӗ. Шӑматкун пӑрлӑ ҫумӑр та ҫурӗ. Хальлӗхе юр нумаях мар-ха, вӑл кӑштах ирӗлет. Анчах ҫитес кунсенче тавралӑх шуралӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран юр, ҫумӑр ҫумасть, юнкун вара ҫил-тӑман тухӗ. Ҫав кунран пуҫласа ҫил те вӑйланӗ, ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Кӗҫнерникун юр нумай ҫӑвӗ, хӑш-пӗр вырӑнта вӑл 5 сантиметр ҫӳллӗшех выртӗ.

Эрнекун хӗвеллӗ ҫанталӑк савӑнтарӗ, анчах ҫанталӑк сивӗрех пулӗ, ҫӗрле 11 градус таранах сивӗтӗ. Канмалли кунсенче тӳпене каллех пӗлӗтсем карса илӗҫ, юр ҫукалӗ. Сывлӑш температури 0-5 градус сивӗ пулӗ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Шупашкарти шкулсенче ачасене пӗрешкел ҫитерме тытӑнӗҫ. Ку комплекслӑ ирхи тата кӑнтӑрлахи апатсене пырса тивет. Улшӑнӑва пула хаксем ӳсмӗҫ, ҫав шайрах юлӗҫ.

Ку ыйтӑва вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗнчех ҫӗкленӗ. Ун чухне вӗренӳ управленийӗн специалисчӗсем комбинат ӗҫченӗсемпе тӗл пулса шкулта пӗрешкел меню тӑвасси пирки калаҫнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта шкулсене ултӑ апатлану комбиначӗ апатпа тивӗҫтерет. Вӗсем ҫулсеренех меню хатӗрлеҫҫӗ, блюдӑсене, порцисен, калорисен виҫисене палӑртаҫҫӗ.

Ашшӗ-амӑшӗн 67 проценчӗ пӗрлехи менюна ырланӑ. Иртӗ эрнекун шкулти менюна ашшӗ-амӑшӗн экспертпа консультаци канашӗ сӳтсе явнӑ.

Аса илтерер: ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗнче хулари шкулсенчи апатлану хакӗ ӳснӗ. Кӗҫӗн класри ачасем ирхи тата кӑнтӑрлахи апатшӑн кунне 75 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, аслӑраххисем – тенкӗ.

 

Хулара

Шупашкарти Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ Радио ҫуртне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ куҫать. Ку йышӑнӑва республика шайӗнче татса панӑ, федераци ведомстви ырласса кӑна кӗтеҫҫӗ.

Чӑвашрадио ӗҫченӗсем вара ӑҫта кайса кӗрӗҫ? Вӗсем малашне Николаев урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫӗҫ. Унта – «Чӑваш Ен» ПТРК.

Следстви комитечӗ Энтузиастсен урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра та вырнаҫӗ. Ҫапла майпа ку ведомство Мускав проспектӗнчи 38-мӗш тата Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртсене пушатӗ.

 

Чӑвашлӑх
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрпе каччӑ Мӑшӑрлану керменне хут уйӑрттармашкӑн чӑваш тумӗ тӑхӑнса пынӑ. Кун пирки хула администрацийӗ хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче (каласа хӑвармалла: ӑна кунта пурӑнакансем ҫулленех чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ) ЗАГСра вун виҫӗ мӑшӑр ҫырӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Александр Николаевпа Наталья Сергеева самай уйрӑлса тӑнӑ. Хайхискерсем ҫемье ҫуралнине чӑн чӑваш тумӗ тӑхӑнса ирттерме шухӑшланӑ.

Хула администрацийӗн ЗАГС пайӗн специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, уяв чӑннипех те илемлӗ иртнӗ, залра чӑвашлӑх хуҫаланнӑ. «Ҫамрӑксем мӑн аслашшӗсен ырӑ йӑли-йӗркине манманни савӑнтарать, вӗсем хӑйсен туйне чӑвашлӑх сӗмӗ кӗртни шӑпах ҫакна ҫирӗплетет», — ҫырнӑ ҫӳлерех асӑннӑ ҫӑлкуҫра.

 

Страницӑсем: 1 ... 1938, 1939, 1940, 1941, 1942, 1943, 1944, 1945, 1946, 1947, [1948], 1949, 1950, 1951, 1952, 1953, 1954, 1955, 1956, 1957, 1958, ... 3895
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 18

1987
38
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...