Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хӗсмет

Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре пурӑнакан 23 ҫулти йӗкӗте ҫар хӗсметне каясран тарса ҫӳренӗшӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Кун пирки «Чебоксары24» сайт пӗлтерет.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк ҫынна суд РФ УКн 328-мӗш статйин 1-мӗш пайӗнче каланипе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ, унран 20 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Каччӑ иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗнче повестка парсан та вырӑнти ҫар комиссариатне медицина, ҫар-тухтӑр тата призыв комиссийӗсем витӗр тухма пӗрре те пыман. Ҫав вӑхӑтрах чӗннӗ ҫӗре пымасӑр тӑма унӑн нимӗнле сӑлтав та пулман. Ку вара ҫар хӗсметӗнчен пӑрӑнма хӑтланни шутланать.

Палӑртса хӑвармалла, каччӑ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫапла майпа преступлени тунине кӳнтеленсем те ҫирӗплетсе панӑ.

 

Персона

Паян паллӑ тюрколог-лингвист, филологи наукисен докторӗ, профессор, 200е яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ Николай Егоров 70 ҫулхине уявлать. Вӑл 1949 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Ҫӳлти Кинчер ялӗнче ҫуралнӑ.

Чӑваш Республикин наукӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне, «Казахстан Республикин ӑслӑлӑхӗн аталанӑвӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» тата «Казахстан Республикин вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» паллӑсене тивӗҫнӗскер паян та ӑслӑлӑх анине тарӑннӑн сухалать.

«Пирӗн кашни кӑшт-кашт чӑвашла перкелешекен ҫын хӑйне чӗлхеҫӗ, чӗлхе пӗлӗвӗн ӑсти тесе шухӑшлать», — тенӗ Николай Егоров пилӗк ҫул каялла «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ интервьюра. «Мула сутӑннӑ ҫын кӑна пурлӑхпа каппайланма тытӑнать. Ырӑ ҫын пурлӑхпа мар, ӑс-тӑнпа пурӑнать», — шухӑшлать хисеплӗ шур сухал...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/ru/node/1332
 

Ял пурнӑҫӗ

Чӑваш Енри ялсенче пурӑнакансем каяш кӳрсе тухнӑшӑн сахалрах тӳлеме тытӑнӗҫ: тарифа 20 процент чакарнӑ. Ҫак хак регион операторӗ норматива ҫӗнӗрен ҫирӗплетиччен вӑйра пулӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ялта пурӑнакансен пӗр ҫын пуҫне уйӑхсерен 60,71 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Апла пулин те каласа хӑвармалла: хула тӑрӑхӗсенче тата район центрӗсенче пурӑнакансем малтанхи пекех тӳлӗҫ.

Палӑртмалла, хальхи вӑхӑтра республикӑра ӑпӑр-тапӑр илсе тухнӑшӑн тӳлеве палӑртас тӗллевпе нормативсене ҫӗнӗрен пӑхса тухаҫҫӗ. Ҫавна май кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Улатӑртан, Канашран, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай тата Етӗрне районӗсенчен мӗн чухлӗ каяш илсе тухнине виҫнӗ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш кӗнеке издательствипе Мускаври «ДЕТИЗДАТ» тулли мар яваплӑ общество «Сыпӑкӑн вулатпӑр» ярӑмри кӗнекесене хатӗрленӗ. Вӑл — шкул ҫулне ҫитменнисемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли. Кашни кӑларӑма пиншер экземпляр тиражпа пичетленӗ. Ҫӗнӗ ярӑм ашшӗ-амӑшӗ, ачасене вулама вӗрентекен педагогсем валли вырӑнлӑ пуласса шанаҫҫӗ.

Елена Ермолован «Дельфин ҫурипе чарлан» юмахӗ хумпа выляма юратакан пӗчӗк дельфинпа паллаштарать. Пӗррехинче ӑна шурӑ чарлан хӗвел ҫутинче шыва кӗме сӗнет, вара ӗмӗт пурнӑҫланасса пӗлтерет. Ку хайлава Ольга Федорова чӑвашла куҫарнӑ, художникӗсем – А. Глебов тата И. Глебова.

Александр Фёдоров-Давыдовӑн «Ал арманӗ» чухӑн карчӑк-старикпа паллаштарать. Ӑна Ольга Иванова чӑвашла куҫарнӑ.

Редьярд Киплингӑн «Слон ҫурин хобочӗ мӗншӗн вӑрӑм» хайлавне те чӑвашла сыпӑкӑн вулама май пур. Константин Ушинскин «Ачасем вӑрмана кайни» — пӗр тӑван ачасемпе ҫинчен.

 

Тӗнчере

Ева Лисина ҫыравҫӑн кӗнеки ҫывӑх вӑхӑтра Японире пичетленмелле. Кун пирки Марина Карягина тележурналист Фейсбукра пӗлтернӗ.

«Паян ман телекӑларӑма (кунта сӑмах «Ирхи тӗпел» кӑларӑм пирки пырать. Вӑл — Марина Карягинӑн автор программи. Телеертӳҫӗ унта Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ ҫынсене йыхравлать, вӗсемпе чӑваш тӗнчинчи ҫивӗч ыйтусене хускатать. — Т.Т.) Ева Лисина прозаик килчӗ. Ҫамрӑк ҫынла васкаса, ҫӑлтӑр куҫӗпе йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫиҫсе. Кам ӗненет вӑл ҫитес ҫулла 80 тултарасса! Нумай пулмасть Швецире кèнеке кàларнàскер, каллех унта тухса кайма хатӗрленет, ҫитес вӑхӑтра Японире те кӗнеки тухмалла та — тен, унта та ҫитсе килӗ. Ева Николаевнӑна нихҫан та итлесе тӑранма ҫук!», — тесе ҫырнӑ пултаруллӑ телеертӳҫӗ, драматург тата поэт.

 

Республикӑра

Ыран, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарти артист, вӑлах — доцент, ҫынсене хӑрама пӑрахтарӗ. Сӑмахӑмӑр — сцена ҫине е халӑх умне тухса калаҫакансем пирки.

Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн преподавателӗ, Вырӑс драма театрӗн артистки, Чӑваш Енӗн халӑх артистки Лариса Родик «Проблемы и мастерство публичного выступления» (чӑв. Халӑх умӗнче калаҫассин ыйтӑвӗсемпе ӑсталӑхӗ) темӑпа 14 сехетре хӑй ӗҫлекен театрта лекци вулӗ тата ӑсталӑх сехечӗ ирттерӗ.

Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тарӑх, Лариса Родик хӑйӗн пултарулӑхне РФ халӑх артистки, РФ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ М.С. Брусникина профессор (вӑл — Мускавран) патӗнче туптанӑ.

Лариса Родик ирттерекен ӑсталӑх сехечӗпе лекцийӗ Вырӑс драма театрӗ «Театр педагогики» вӗренӳ программине пуҫарнипе ҫыхӑннӑ.

 

Вӗренӳ

Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта «Нимеҫӗсен шкулӗ. Сывӑ хула» вӗренӳ проекчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗ тата ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пуҫарнипе пурнӑҫланать.

Ҫак шкулта сывӑ пурнӑҫ йӗркине саракан, шкул ачисемпе студентсене пирус туртнин, алкоголизм, наркомани сиенӗ пирки каласа кӑтартакан нимеҫӗсене хатӗрлӗҫ. Вӗсем усӑ курма юраман рекламӑпа та кӗрешӗҫ. Ҫаксем пирки ӑнлантарса панӑ чухне йӑлтах вӑйӑ евӗр йӗркелӗҫ. Нимеҫӗсем уроксене квест евӗр ирттерӗҫ. Ку ҫӗнӗ форма лайӑхрах усӑ парӗҫ тесе шутлаҫҫӗ.

Ҫак шкулта вӗренме кӑмӑл тунӑ 100 ҫынран 30-шне суйланӑ ӗнтӗ. Хӑйсемшӗн те усӑллӑ пулӗ ку вӗренӳ: ҫын умӗнче калаҫма, тӗрлӗ мероприяти йӗркелеме хӑнӑхӗҫ.

 

Политика

Паян Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен мнистрӗн ҫумне Светлана Каликовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Тӳрех палӑртар: Светлана Анатольевна куншӑн пӑшӑрханмӗ.

Республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин Иван Моторинӑн хушӑвӗнче те, сӑмах май, Светлана Анатольевна урӑх ӗҫе куҫассине палӑртнӑ.

Светлана Каликова, аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьев хӑйӗн пресс-ҫыруҫинче тӑрӑшнӑччӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министр ҫумӗн пуканне йышӑннӑччӗ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп директорӗн должноҫне палӑртмашкӑн ӗҫлӗ ушкӑн ларӑвӗ иртнӗччӗ. Ҫав тилхепене Светлана Кадиковӑна тыттарас тенӗ.

 

Культура

Якут Республикинче пурӑнакан калем ӑстисем Николай Ишентей ҫыравҫӑн «Ҫуралман ача сасси» поэмине якутла куҫарнӑ.

Илемлӗ литературӑна ӑнланакансем ҫак хайлава калама ҫук пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Унта хускатнӑ ыйтусен шутӗнче чӗлхе проблеми те пур.

Автор ҫуралайман ача сӑнарне пирӗшти шайне лартма пултарнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, пурнӑҫа хӳтӗлеме чӗнекен ҫак хайлав халӗ якутла та янӑрать.

«Авторӗ мифла сӑнарсемпе ӑнӑҫлӑ усӑ курнӑран эпир «Ҫуралман ача сасси» поэмӑна хамӑрӑнни пекех йышӑнтӑмӑр», — тенӗ кӗнекене пичете хатӗрлекенсем.

Поэма куҫаруҫи — Николай Хангастай. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫакскер Александр Пушкинӑн халӑхра анлӑн сарӑлнӑ юмахӗсене, Омар Хаям, Уильям Шекспир сӑввисене, тӗнче литературин ытти чаплӑ хайлавне якутла куҫарнӑ.

Сӑмах май, Николай Ишентейӗн «Ҫуралман ача сасси» поэмине халиччен вырӑсла, ҫармӑсла, пушкӑртла, алтайла тата темиҫе чӗлхене те куҫарнӑ.

 

Республикӑра

ЧР Юстици министерстви «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» АУн патшалӑх пакечӗсене каллех сутма тӑратнӑ. Тӳре-шара ӑна пӗлтӗрех приватизацилеме хӑтланнӑ, анчах туянакан тупӑнман.

Аукцион ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ. Унта республика харпӑрлӑхӗнчи мӗнпур акцие сутма тӑратӗҫ. Малтанхи хак – 722,1 миллион тенкӗ, аукцион утӑмӗ – 7,2 миллион тенкӗ. Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Палӑртмалла: «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» - Атӑл тӑрӑхӗнче ҫӑнӑх туса кӑларакан пысӑк предприяти. Вӑл ҫӑкӑр пӗҫерекен, пылак ҫимӗҫ хатӗрлекен, макарон туса кӑларакан организацисене ҫӑнӑхпа тивӗҫтерет. Унӑн филиалӗсем Шупашкарти тата Канашри элеваторсем, Вӑрмарти, Вӑрнарти, Тӗрлемесри, Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр пӗҫерекен предприятисем шутланҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1932, 1933, 1934, 1935, 1936, 1937, 1938, 1939, 1940, 1941, [1942], 1943, 1944, 1945, 1946, 1947, 1948, 1949, 1950, 1951, 1952, ... 3966
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.08.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, ку эрнере пессимистла кӑмӑл пулӗ. Ҫынсем халӗ сире хирӗҫ, ҫавӑнпа кӑмӑла кайман ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Тарӑхмалла мар, тӗнчери пулӑмсенчен аякра пулмалла. Хыпарсем ан пӑхӑр, тӗнче тетелӗнче те вӗсене ан пӑхӑр. Хурлӑхлӑ хыпар курас хӑрушлӑх пур.

Ҫурла, 24

1919
106
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф вилнӗ.
1993
32
Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...