Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Вӑрнар районӗнче тӗлӗнмелле инкек пулса иртнӗ. Кун пирки ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.

Тӑваттӑри ывӑлне ашшӗ кабинӑна лартса хире тислӗк тӑкма кайнӑ. Гостехнадзорӑн республикӑри инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Вязовский канашлурисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫавӑн чухне арҫын ача тракторӑн хыҫалти чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине шаплаттарнӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Анчах шурӑ халатлисем те ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев уйрӑм ҫынсем усӑ куракан техника тӗлӗшпе тимлӗх пушшех те кирлине асӑрхаттарнӑ. Паян, сӑмах май, республикӑра шута илнӗ 24,3 пин трактортан 61 проценчӗ — уйрӑм ҫынсен.

 

Харпӑр шухӑш Культура

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче пурӑнакансем «Экосреда Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн экологи тавралӑхӗ) проектран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем ҫӳп-ҫап контейнерӗсем епле ларнипе тата йӑлари хытӑ каяша турттарнишӗн тӳлес ыйтупа кӑмӑлсӑрланнине пӗлтернӗ.

«Манӑн ыйту пур: ҫӳп-ҫап контейнерӗсем ҫук, ҫывӑхрисем ялан тулли пулсан укҫа мӗншӗн тӳлемелле? Ҫӳп-ҫап уйӑхра пӗр хутаҫ ҫеҫ пухӑнать. Ӑна пӑрахма ял варринчи контейнер патне ҫур километр утмалла, эпӗ ял пуҫламӑшӗнче пурӑнатӑп», — пӗлтернӗ Арапуҫ хӗрарӑмӗ.

«Экотавралӑх» проекта экологи ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшма йӗркеленӗ. Ҫӳп-ҫапа пӑрахма юраман вырӑна пенипе те вӑл кӗрешет.

Сӑмах май, ҫакна та пӗлтермелле. Йӑлари хытӑ каяша турттаракан «Экоцентр» предприяти нумаях пулмасть 4 пине яхӑн ҫӗнӗ контейнер туяннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

«Чӗмпӗр-Шупашкар» маршрутпа хутлакан автобуссенчен пӗри шӑтӑк пулнине пассажирсенчен пӗри асӑрханӑ. Ҫакӑн пирки вӑл «ПроГород» портала систернӗ.

Транспорт пассажирсене Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗ патӗнче лартнӑ. Автобус ҫула хускалнӑ хыҫҫӑн транспортӑн юсавсӑрлӑхӗ палӑрнӑ.

«Автобусӑн урапи шӑтса кайнине пула салонӑн хыҫалти пайӗнчи ларкӑч айӗнчи урай шӑтрӗ курӑнать. Апла пулин те водитель нимӗн те тумарӗ. Пассажирсене автобуса лартрӗ те Шупашкар енне хускалса кайрӗ. Автобус тӑп-тулли халӑхчӗ. Салонта пӗчӗк ачасем те пурччӗ. Водитель пассажирсене пӗрех тултарчӗ те тултарчӗ. Шупашкарти юлашки чарӑнӑва ҫитеймерӗ — Алькешра антарчӗ. Автобус ҫул тӑршшӗпех хуллен килчӗ. Сехетре вӑл 20 километр хӑвӑртлӑхпа кайрӗ», — ӑнлантарнӑ МИХа пассажир.

 

Культура

«Тытса вулас килсе тӑракан кӗнекем пур — мехелӗ ҫитеймерӗ-ха», — ҫапла хыпарланӑ Марина Карягина тележурналист, поэт тата драматург паян Фейсбукра. Кӗнеке авторне курсанах тата ӑна кам хатӗрленине пӗлсенех хамӑн та ҫав туйӑмах ҫуралчӗ.

«Ӑна уҫсан, автограф курӑнса каяссӑн туйӑнать. Ҫук ҫав, аллине тытса ӗлкӗреймерӗ Иосиф хӑйӗн пӗртен-пӗр кӗнекине...», — ҫапларах хакланӑ Марина Карягина кӗнекене.

«Чи малтанах — тав Борис Чиндыкова. Пухса, хатӗрлесе кӑларнӑшӑн. Тайма пуҫ Николай Лукианова — пичетлеме кӗмӗлпе кӑмӑл тупнӑшӑн.

Борис пек, Иосиф пек ӑслӑ та тарӑн шухӑшлӑ, пултаруллӑ та ирӗк вӑйлӑ чӑвашӑн ӗҫӗпе паллашмассерен хама хам саспа каласа ярап: «Пӗтмелли халàх мар ку...», — Карягина каланӑ кашни сӑмахпа килӗшес килет.

Ҫӗнӗ кӗнекене Иосиф Дмитриев-Трерӑн (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) ӗҫӗсем кӗнине вулакан ӑнланчӗ пулӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре пурӑнакансем туберкулез пирки мӗн пӗлнине ӑнланас тесе ятарлӑ ыйтӑм ирттернӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтерет. Ыйтӑма республикӑн медицина порталӗнче

«Здоровая Чувашия» (чӑв. Сывӑ Чӑваш Ен)(www.med.cap.ru) йӗркеленӗ. Вӑл пуш уйӑхӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗччен пынӑ.

Социологи тӗпчевне 759 ҫын хутшӑннӑ, ҫав шутран 36,1 проценчӗ — арҫынсем, 63,9 проценчӗ — хӗрарӑмсем.

Анкета ыйтӑвӗсене хуравлани тӑрӑх хакласан, ҫынсен 96,4 проценчӗ туберкулез инфекци чирӗ пулнине пӗлет. Ыйтӑва хуравланӑ чухне 2,2 проценчӗ аптӑранӑ, 1,1 проценчӗ ку амак ашшӗ-амӑшӗнчен ачисене куҫать тесе хуравланӑ.

Чирӗн тӗп паллисен шутне ӳслӗке, тарланине тата начарланнине кӗртекенсем йышлӑн пулнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри ЗАГС органӗсем пирӗн тӑрӑхри ашшӗ-амӑшӗ ытларах суйлакан ятсене тишкернӗ. Кунта сӑмах кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ят хуни пирки пырать.

Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ывӑлсем валли Артем, Александр, Максим, Иван, Михаил, хӗрсем валли София (Софья), Мария, Анастасия, Дарья, Анна тенисене час-часах суйланӑ.

Сайра тӗл пулакан ятсене кӑмӑллакансем те пур. Ывӑлсене ун пеккисем Панкратий, Милан, Рамиль, Добрыня, Ян, Климент, Теодор тесе чӗннине юратаҫҫӗ, хӗрсене – Доминика, Зарина, Юлиана, Аглая, Стефания, Мадина, Кристина-Наталия.

Макар, Матвей, Тимофей, Назар, Мирон, Захар, Гаврил, Степан, Семён, Варвара, Василиса, Таисия, Аксинья, Пелагея тата Матрона авалхи ятсене хуракансем те пур. Чӑваш ячӗсене вара асӑнман.

 

Культура

Улатӑрти халӑх ташӑ ансамблӗ 45 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Паян коллектива Ирина Хромченко ертсе пырать. Ушкӑн хулари тӗрлӗ мероприятие ҫеҫ мар, республикӑри тата Раҫҫейри конкурссене пӗр вӗҫӗм хутшӑнать. Улатӑрти культура ҫуртӗнчи ытти ушкӑнпа та туслӑ ҫыхӑну тытать.

Улатӑр хулин администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх ташӑ ушкӑнӗн 45 ҫулхине вырӑнта пурӑнакансем йышлӑн пухӑннӑ. Унтисем ку ушкӑна пӗлмен ҫын та ҫук тесе ӗнентереҫҫӗ.

Коллектива саламлама хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов та ҫитнӗ. Вӑл ушкӑна пысӑка хурса хакланӑ, ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарнӑ. Пуҫлӑх ансамбль ертӳҫисене ҫамрӑксене ташӑ ӳнерӗпе туслаштарнӑшӑн тав тунӑ. Ушкӑна Юрий Боголюбов ташӑ тумӗ парнеленӗ.

 

Республикӑра

Совет салтакӗ Николай Лукич Лукин Вӑрнар районӗнчи Уравӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Анчах телейлӗ пурнӑҫпа киленме пӳрмен ӑна – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан фронта илсе кайнӑ. Шел, чӑваш каччин ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ – вӑл Ржев хули ҫывӑхӗнче пуҫ хунӑ.

Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче шырав отрячӗн хастарӗсем унӑн виллин юлашкисене тупнӑ. Гильза ӑшне пытарнӑ хут татӑкӗ ҫине ҫырнине вуласан салтакӑн ятне-шывне, вӑл ӑҫтан пулнине палӑртнӑ. Салтакӑн тӑванӗ Тверь облаҫӗнче пулнӑ, шӑпах ҫавӑн чухне Николай Лукинӑн виллин юлашкине ӑна панӑ.

Салтакӑн упранса юлнӑ ӳтне тӑван тӑрӑхне илсе килнӗ ӗнтӗ. Ӑна тӑван ялӗнче ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче чыс туса пытарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56919
 

Спорт
Олеся Моисеева
Олеся Моисеева

Чӑваш Енри спортсменкӑна Олеся Моисеевӑна Пӗтӗм Раҫҫейри допинга хирӗҫ кӗрешмелли правилӑсен 2.1 пунктне пӑснӑшӑн дисквалификациленӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа ӑмӑртусене тӑватӑ ҫул хутшӑнаймӗ. Ҫапла йышӑннӑ Пӗтӗм Раҫҫейри ишесси енӗпе ӗҫлекен федераци.

Спортсменкӑн проби ҫинче усӑ курма юраман субстанци, унӑн метаболичӗсемпе маркерӗсене тупнӑ. Палӑртмалла: Олеся Моисеева Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен ишесси енӗпе 9-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать, Чӑваш Ен чысне ӑмӑртусенче хӳтӗлет.

Спортсменка пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пӗрремӗш хут пурнӑҫланӑ, 1500 метра 17.03,86 минутра ишсе тухнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1928, 1929, 1930, 1931, 1932, 1933, 1934, 1935, 1936, 1937, [1938], 1939, 1940, 1941, 1942, 1943, 1944, 1945, 1946, 1947, 1948, ... 4027
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.11.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере карьера пирк шутлама тивӗ. Эсир професси ыйтӑвӗсем уҫӑмаланнине туятӑр, ку сире тӗллевсене пӑхса тухма май парӗ. Анчах шухашламасӑр йышӑну ан тӑвӑр. Ку эрне — проектсем хатӗрлемелли тата ресурссене пайламалли вӑхӑт.

Чӳк, 12

1930
95
Петров Анатолий Алексеевич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
2009
16
Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...