Чӑваш чӗлхи
![]() «Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗ. Google карттинчи сӑн «Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗ кӑтартмӑшсенче чӑваш чӗлхипе те усӑ курма хатӗрленет. Ҫакӑ пирӗн редакцине «Мадагаскарӑн» тӗп директорӗ Е.А. Ворожцова янӑ ҫыруран паллӑ пулчӗ. Елена Александровна пӗлтернӗ тӑрӑх суту-илӳпе кану центрӗнче кӑтартмӑшсене ҫӗнӗлле йӗркелесшӗн, ятарлӑ проект хатӗрленӗ. Вӑл проектпа килӗшӳллӗн курӑмлӑ навигаци хатӗрӗсене виҫӗ чӗлхепе хатӗрленӗ, ҫав шутра — чӑвашла та. Асаилтеретпӗр, унччен малтан чӑвашла кӑтартмӑшсене «Пятерочка» суту-илӳ пӗрлӗхӗн лавккисенче хатӗрлеме пуҫларӗҫ. Паянхи кун вӗсен кашни ҫӗнӗ лавккинчи кӑтартмӑшсенче вырӑсла ҫеҫ мар, чӑвашла та ҫырнӑ. Ҫӗнӗ кӑтартмӑшсем хӑҫан тата хӑш вӑхӑтра хӑйсен вырӑнне йышӑнасси пирки хальлӗхе пӗлтермен-ха. — Паллах, кунашкал пулӑма ырламалла, — пӗлтерчӗ пире хӑйӗн шухӑшне ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин. — «Мадагаскар» тӑван чӗлхепе кӑтартмӑшсем вырнаҫтарни чӑваш чӗлхи бизнеса кирлине пӗлтерет. Мӗншӗн вӗсем чӑвашла та хатӗрлеҫҫӗ? Вӗсемпе ҫуммӑн халь пысӑк ҫурт-йӗр комплексӗ ҫӗкленет — унта вара ялтан килнӗ ҫынсем питӗ нумай. Апла-тӑк «Мадагаскар» ертӳҫисем ҫакна ӑнланаҫҫӗ, вӗсем халӑха ҫывӑхрах пуласшӑн. |
Культура
![]() Вӑрнарсем вырӑнти шыв башнипе хӑпартланасшӑн. Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑнти башня Вӑрнар поселокӗн туризм экспоначӗ пулса тӑма пултарать. Вӑрнарти историпе таврапӗлӳлӗх музейӗе ертӳҫи Елена Шарипова башня никӗсӗнче Раҫҫей империйӗнче туса кӑларнине палӑртакан тимӗр деталь тупнине пӗлтернӗ-мӗн. Унччен башня пулнӑскере артефакт тесе хаклама май пур теҫҫӗ. Башньӑпа нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин, Хулана аталантарас енӗпе ӗҫлекен компетенци центрӗн ертӳҫи Этнер Егоров тата Шупашкарти «Кванториум» ача-пӑча технопаркӗн ертӳҫи паллашнӑ. Вӗсем ҫав кун Вӑрнарта пулнӑ, ҫула май башньӑпа кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш юмахӗсене вырӑсла пичетленӗ. «Золотая сумка» ят панӑскере тӑван халӑхӑмӑрӑн паллӑ та хитре юмахӗсем кӗнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вӗсене вырӑсла С.И. Шуртаков тата С.Г. Григорьев куҫарнӑ. Чӑваш юмахӗсене вырӑсла вулакансем пурне те ҫавӑрса ҫапакан Туй-Тубалапа, Чеменпе, Эдиканпа тата Удиканпа, Ух старикпа (кӗнекере вӗсене пурне те вырӑслатса каланӑ паллах. — Т.Т.), Ҫил ачисемпе тата ытти паттӑрпа паллашӗҫ. Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене йӑлари юмахсене те кӗртнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм тиражӗ – 2000 экземпляр. Ӑна Виктор Бритвин художник ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ. Кӑларӑм редакторӗ – А.Г. Майорова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫавӑн пекрех пулса тухать Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин хуравлани тӑрӑх. Ку пӑтӑрмахлӑ историе Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ. Муркаш районӗнчи Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлкки ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьери шӑпӑрлансене ача пахчине ҫӳреме йывӑррине вӑл «Сурский рубеж» хаҫатра маларах ҫутатнӑ. Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлккинчи Наталья Орлова тӑватӑ ачине Юнкӑ ялӗнчи ача пахчине кунсерен ӑсатать. Малтан ҫемье М-7 федераци трасси патне 2,5 километр утать, унтан тепӗр 700 метр — «Юнкӑпуҫ» чарӑнӑва. Ҫав вӑхӑтрах Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлккине шкул автобусӗ ҫӳрет. Анчах вӑл ача пахчине каякансене лартса каймасть. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев ку ыйтупа Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне ыйту ӑсатнӑ. Унтан СанПин пирки ӑнлантарса хуравланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗчӗкскерсене шкул автобусӗпе турттарни вӗсемшӗнех хӑрушлӑх кӑларса тӑратать-мӗн. Алексей Кряжинов журналиста инструкци хыҫне пӗркенсе ҫырнӑ хурав питех те тӗлӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cаккун пӑсса пассажирсене турттаракан водительсен машинисене конфискацилеме сӗнеҫҫӗ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Сергей Яхатин прокуратурӑра иртнӗ канашлура пӗлтернӗ. Кунашкал практика Краснодар крайӗнче пур. Унта унашкал ӗҫсем Аслӑ суд таранах ҫитеҫҫӗ. Палӑртмалла: саккуна пӑсса пасажирсене илсе ҫӳрекен водительсен транспортне КоАПӑн 14.1-мӗш статйипе килӗшӳллӗн (саккуна пӑсса услам йӗркелени) патшалӑх валли конфискацилеме юрать. Кӑҫал кунашкал водительсен тӗлӗшпе 60 постановлени ҫырнӑ, административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Вӗсем пассажирсене «Блаблакар» тата «Контактра» тупнӑ. Ытларахӑшӗ «Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳренӗ. Кунашкал водительсем рейс умӗн техосмотр тата медосмотр тухмасӑрах ҫула каяҫҫӗ. Хальлӗхе ҫакнашкал водительсен машинине штрафстоянкӑна илсе кайнӑ 4 тӗслӗх пулнӑ. Унта транспорта постановлени кӑлариччен 2 уйӑх таран тытаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗр-пӗр тытӑмӑн ӗҫченӗ тесе ҫынсен килне усал шухӑшпа ҫитекенсем тупӑнма пӑрахман-ха. Ун пек тӗслӗх нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта пулса иртнӗ. 84-ри кинемей патне икӗ хӗр пырса кӗнӗ. Хӑйсене вӗсем вырӑнти администраци ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Хайхисем кивӗ купюрӑсене ҫӗннисемпе ылмаштарасси пирки пӗлтернӗ. Укҫан номерне ҫырса иленҫи тунӑ. Кайран тата ҫутӑ счетчикӗн кӑтартӑвӗпе паллашма подъезда тухнӑ. Ҫак самантра вӗсенчен пӗри хваттере каялла кӗнӗ. Кинемейӗн 70 пин тенкине ҫаклатса та тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем пули-пулми ҫынна киле кӗртмелле маррине, пӗр-пӗр тытӑм специалисчӗ текенсенне удостоверенийӗсене тӗрӗслемеллине, укҫа-тенкӗпе хаклӑ япаласене ют ҫынсене тӗллеттерме юраманнине тепӗр хутчен асӑрхаттарса калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян Раҫҫей Президенчӗ Федераци Пухӑвне Ҫырупа тухнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ Владимир Путин каланисенчен педагогсене миллионшар тенкӗ уйӑрса пулӑшас шухӑшлине палӑртасшӑн. Ҫамрӑксем хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн пысӑк хулисенче те, регионсен тӗп хулисенче те вӗренеҫҫӗ. Ҫавсен хушшинче вӗрентекен профессине суйласа илнисем те пур. Анчах вӗсем яла талпӑнниех сисӗнмест. Пысӑкрах хуласене иленнисем яла мар, пӗчӗкрех хуласене те каясшӑнах мар. Владимир Путин «Земство учителӗ» программа йышӑнасшӑн. Ҫӗршыв ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, ӑна 2020 ҫултан хута ярасшӑн. Ҫапла вара яла е пӗчӗк хулана ӗҫлеме куҫса каякан педагогсене хыснаран миллионшар тенкӗ укҫа парса пулӑшасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Федерацин хӑрушлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем «Аудит-Консалтинг» акционерсен хупӑ обществин генеральнӑй директорне Маргарита Замчинскаяна тытса чарнӑ. Вӑл – ЧР финанс министрӗн Светлана Енилинӑн пӗртӑванӗ. Вӗсем аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пулнине «Правда ПФО» интернет-хаҫат «Хыпар» хаҫатра тухнӑ статьяна тӗпе хурса пӗлтӗрех пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн халӑх фрончӗн хастарӗсем прокуратурӑна тата монополипе кӗрешекен службӑна Финанс министерствипе «Аудит-Консалтинг» фирма хутшӑнӑвӗсене тӗрӗслеме ыйтнӑ. Республикӑри хӑш-пӗр ведомство тата вӗсене пӑхӑнса тӑракан организацисем Маргарита Замчинская ертсе пыракан компанире экспертизӑсемпе аудит саккас панӑ. Палӑртмалла: Маргарита Замчинская 1957 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Тӗреньел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ҫӳлерех асӑннӑ компание 1995 ҫултанпа ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Чӑваш Ҫӳл Тӗнчи шевлипе шӑварӑннӑ юрӑ, е Чӑвашӑн сарӑ кун тӗнчинче те хӗрӳ ӗҫ пырать
(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)
Ҫаврака Ҫавал ҫаврӑнса юхать, Кӑмӑла ҫӗклен сӑмахсем калать. Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи, Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Ватӑях вӑрман каш та каш кашлать, Ҫунатти ҫинче сар хӗвел ташлать. Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи, Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Ҫил тивен пучах пуҫ тайса ларать, Тӳпене, ҫӗре ӑшшӑн тав тӑвать. Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи, Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Таврара хӗрӳ ӗҫ кӗвви янрать, Ӗҫ кӗвви янрать – ҫӗнӗ вӑй парать. Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи, Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Чӑваш Ҫӳл Тӗнчи пирки эп тахҫанах шухӑшлатӑп, сӗмленетӗп. (Вулӑр: Яковлев Ю.В. Скворцов – мистик // Юрий Скворцов. Шупашкар, 1992. 30–47 с.; Унӑнах: К проблеме экзистенциального страха в чувашской литературе // Чувашская литература: Вопросы истории и теории. |
Республикӑра
![]() НТВ тунӑ видео скринӗ Шупашкарти студенткӑна кӳршин сывлӑхне ятарласа йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑпласшӑн. Анчах хӗр айӑпне йышӑнмасть, арҫын хӑй ӑна тапӑннӑ-мӗн. Анастасия Йӗпреҫ поселокне ашшӗне асӑнма килнӗ. Каҫхине вӑл сессие хатӗрленме пӳлӗме кӗнӗ, ҫав вӑхӑтра урамра янӑрашнине илтнӗ. Ӳсӗр кӳрши амӑшӗнчен эрех ыйтать-мӗн. Хӗр арҫынна лӑплантарас тесе тухнӑ, анчах лешӗ ун ҫине сиксе ӳкнӗ. «Ман ҫине сиксе ӳкрӗ те курткӑран ярса тытрӗ, мана чышкипе ҫапма пуҫларӗ. Эп ӑна хам ҫумран сирме тӑрӑшрӑм, вӑл мӑя пӑрассипе, алӑ-урана хуҫассипе хӑратма тытӑнчӗ», - каласа кӑтартнӑ Анастасия. Малалла мӗн пулнине вӑл япӑх астӑвать. Арҫынран хӑтӑлса пӳрте кӗрсен аллинче хачӑ пулнине ҫеҫ астӑвать. Унӑн шухӑшӗпе, пахчара ӗҫленӗ чухне вӑл ӑна кӗсьене чиксе хунӑ. Хӗр чӳречерен пӑхнӑ – арҫын хӑйне йӗркеллех туйнӑ. Каҫхине вара кӳршине пульницӑна илсе кайнӑ, унта вӑл пӗр эрне выртнӑ. Настя ун тӗлӗшпе тавӑҫ ҫырнӑ, анчах усси ҫук. Следстви шухӑшӗпе, ӳсӗр арҫын студенткӑшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратман. Халӗ пикен судчен ирӗклӗн тухса ҫӳреме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.08.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф вилнӗ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |