Тӗнчере
![]() Бишкекри Чӑваш тӑкӑрлӑкӗ Чӑваш тӑкӑрлӑкӗ пирки 2016 ҫулта чылай калаҫрӗҫ. Аса илтеретпӗр, вӑл вӑхӑтра Дон ҫинчи Ростовра пысӑк пушар алхасрӗ — шӑп та шай ҫав хулари Чӑваш тӑкӑрлӑкӗнче. Паянхи хыпар вара пире пач урӑх тӑрӑха илсе кайӗ — Кӑркӑсстана, унӑн шӗкӗр хулине Бишкека. Кунта та Чӑваш тӑкӑрлӑкӗ пур. «24kg» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Кӑркӑстанра паян ҫутӑ тӗлӗшне йывӑрлӑхсем пулӗҫ, ҫав шутра — Бишкекра та. Электроэнерги ҫителӗксӗр пирки вырӑнӗ вырӑнӗпе ҫутӑ пулмӗ. Кӑркӑстанӑн Чӑваш тӑкӑрлӑкӗнче, сӑмахран «Северэлектро» тата «Ошэлектро» пӗлтернӗ тӑрӑх, 9:30 – 17:00 вӑхӑтччен (вырӑнти вӑхӑтпа) тӗттӗмре ларма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() 11 чӗлхепе калаҫакан, 30 чӗлхепе вулакан Гилад Цукерман Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Мускавра «Просветитель» (чӑв. Ҫутта кӑларакан) премие панӑ чухне лингвистика профессорӗ Гилад Цукерман та пулнӑ. Вӑл «Убийство и воскрешение языков: социальный смысл языкового возрождения» (чӑв. Чӗлхесен вилӗмӗпе чӗрӗлӗвӗ: чӗлхе чӗрӗлӗвӗн социаллӑ пӗлтерӗшӗ) темӑпа лекци вуланӑ. Лингвист лекцине итлеме Светлов ячӗллӗ вулавӑшри зала студентсем, аслӑ шкулсен преподавателӗсем, журналистсем пухӑннӑ. Австралинчи Аделаида университечӗн лингвистика тата ҫухалакан чӗлхесен уйрӑмӗн ертӳҫи чӗлхене чӗртсе тӑратни тӗрӗс, илемлӗ тата усӑллӑ тесе шухӑшлать. 11 чӗлхепе калаҫакан, 30 чӗлхепе вулакан Гилард Цукерман хальхи вӑхӑтра ҫыннӑн тӑватӑ чӗлхе пӗлмелле тесе шухӑшлать. Пӗрремӗшӗнчен, тӑван чӗлхене. Иккӗмӗшӗнчен, патшалӑх чӗлхине. Виҫҫӗмӗшӗнчен, халӑхсем хушшинчи чӗлхене (паян вӑл — акӑлчан, ыран — китай пулӗ). Тата хӑвӑн чун киленӗҫӗн чӗлхине. Опера килӗшсен, сӑмахран, итали чӗлхине, сыр юратсан — хрантсуссенне. Чӗлхене ҫухатни культура автономине, ӑс-хакӑл суверенитетне, чуна ҫухатни тенӗ ӑсчах. Чӗлхене вӗлернӗшӗн (лингвицидшӑн) е пӗр чӗлхе теприне ҫӑтса янӑшӑн (вырӑсла каласан ку вӑл глотофагия пулать) халӑхсен патшалӑхран компенсаци ыйтмалла тесе каланӑ лингвист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче пурӑнакан икӗ арҫын Ильина Гора ялӗ ҫывӑхӗни ҫырмара хыр касса вутӑ хатӗрленӗ. Вӗсене ҫав вӑхӑтра участковӑй «поличнӑйпе» тытнӑ. 34 ҫулти тата 42-ри арҫынсене тытса чарнӑ. Вӗсем 20 хыр каснӑ. Полици кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Арҫынсене вара уголовлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ. Пӗри унччен те судпа пӗрре кӑна мар айӑпланнӑ-мӗн. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ҫак ҫынсем хыр касса мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем йывӑҫсем камӑн лаптӑкӗ ҫинче ӳснине те тупса палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Елчӗкре пӗр рабочи канализаци пӑрӑхӗсене улӑштарнӑ чухне тӑпра айне пулнӑ. Вӑл 3 метр тарӑнӑш траншейӑра пулнӑ чухне ун ҫине тӑпра йӑтӑнса аннӑ, хӗстерсе лартнӑ. Арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ-ха, анчах тепӗр икӗ эрнерен, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, унӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Следстви хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслес тӗллевпе предприятирен документсене илнӗ, йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫапла майпа следстви органӗ предприяти директорне айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Чӑваш Енре ачасем валли чӑвашла телекурав пулӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ. Ҫапла тума ӑна Тутарстанра «Шаян ТВ» телеканал йӗркелени хистенӗ курӑнать. Тутар ачисем валли тӑван чӗлхепе талӑкӗпе ӗҫлекен телеканала чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уҫнӑ. «Idel.Реалии» МИХа Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствинчен хуравланӑ. Михаил Анисимов министр алӑ пуснӑ хуравра Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн эфирӗнче ачасемпе ҫамрӑксем валли тухакан кӑларӑмсем мӗнпур калӑпӑшӑн чӗрӗк пайне йышӑнаҫҫӗтесе пӗлтернӗ. Вӗсен йышӗнче чӑвашла тухаканнисем те пур тенӗ. Кӑҫал мультфильмсемпе ача-пӑча киноне чӑвашла куҫарман иккен. Ачасем валли хатӗрлекен кӑларӑмсен шутне ҫитес ҫулсенче ӳстерес шухӑшлине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Леонид Леонидович Мигушовпа тӑванӗсем пӗр уйӑх ҫыхӑнӑва тухаймаҫҫӗ. Юлашки хутчен вӗсем унпа юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче калаҫнӑ. Ӑҫта кайса кӗнӗ-ха 53 ҫулти арҫын? Никам та пӗлмест. Ӑна халӗ полици те шырать. Икӗ кун каялла тӑванӗсем вӑл ҫухални пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Арҫын Мускава ӗҫлеме кайсан ҫухалнӑ. Вӑл хыткан, ҫӳллӗ - 185 сантиметр. Сылтӑм алли ҫинче суран йӗрӗ пур. Ҫухалнӑ кунхине тӑванӗсем вӑл мӗн тӑхӑннине пӗлмеҫҫӗ. Тен, Леонид Мигушова хӑть те кам курнӑ? Полицие шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Кӗркунне ҫитнӗ май хваттер тара илме хакланнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ «МИР КВАРТИР» (чӑв. Хваттер тӗнчи) портал эксперчӗсем. Вӗсем хваттер тара илсе пурӑнни хӑш хулара мӗн хака ларнине пӗтӗмлетнӗ. 300 пин ҫынтан ытларах ҫын пурӑнакан 69 пысӑк хулана тишкернӗ. Чи хаклӑ хула — Мускав. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттер тара илме уйӑхсерен вӑтамран 32 пин те 907 тенкӗ кӑларса хумалла. Сочи тата Питӗр хулисенче те йӳнӗ мар. Вӗсенче 22 пине яхӑн ыйтаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкар вӑл енчен йӳнӗ хуласен йышне лекнӗ. Кунта уйӑхсерен вӑтамран 6 пин те 954 тенкӗ тӳлесе хваттер тара илме пулать. Шупашкар виҫӗ пӳлӗмлӗ чи йӳнӗ пилӗк хула йышне те кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах икӗ пӳлӗмлисен хуҫисем кӗр енне хаксене хӑпартнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тарифӗсене килес ҫул пирӗн ҫӗршывра икӗ хутчен ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Малтанхи хут — кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен, кайран — утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен. Хаксене икӗ ӑстрӑмпа хӑпартасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута РФ Министрсен Кабинечӗн сайтне паян вырнаҫтарнӑ. Тарифсене ҫулталӑкра икӗ хут ӳстерме йышӑннине хушма хакран илекен налук виҫи 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хальхи 18 процентран 20 процента ҫитессипе сӑлтавланӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу хакне ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 1,7 процент ӳстерӗҫ, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен — 2,4 процент. Тепӗр майлӑ каласан, ҫак хисеп пӗтӗмпе 4,1 процента ҫитӗ. Апла пулсан вӑл ытти ҫулхи виҫе шайӗнчех юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ураскилт урамӗ Красноармейски район сучӗ ачасене шкула автобуспа турттарма хистекен йышӑну кӑларнӑ. Унта сӑмах Ураскилт шкулӗнче 1-4-мӗш классенче вӗренекенсем пирки пырать. Прокуратура тата суд шухӑшланӑ тӑрӑх, Элӗк район администрацийӗн ҫавсене вӗренӳ учрежденине тата киле автобуспа турттармаллах. Ураскилт ял тӑрӑхне кӗрекен Мӑн Тукташ, Кӗҫӗн Тукташ, Шӗнтреш, Тури Вылӑ ялӗсенче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене Ураскилте автобуспа турттармаҫҫӗ тесе район прокуратурине евитленӗ. Ушкӑнпа шӑрҫаланӑ ҫырӑва Элӗк район прокуратури тишкернӗ те аслисем тӗрӗсех пӑшӑрханнине палӑртнӑ. Ачасен правине хӳтӗлесе надзор органӗ суда ҫитнӗ. Элӗксен ӗҫне Красноармейски район сучӗ (унтисенне ҫавӑнта тишкереҫҫӗ) ачасене майлӑ йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем урлӑ машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫул тума палӑртаҫҫӗ. Анчах ку вӑл — республика шайӗнче пурнӑҫлакан проект мар. «Европа – Западный Китай» (чӑв. Европа — Хӗвеланӑҫ Китай) тӗнче шайӗнчи автоҫула тӑвассине ҫӗршыв ертӳҫисем татса панӑ. Чӑваш Енӗн Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ҫав ҫула тума пама май пама услови йӗркелесси ҫинчен калакан йышӑнӑва нумаях пулмасть алӑ пуснӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Ҫӗнӗ объект тӑвакан вырӑна лекме пултаракан ҫӗр лаптӑкӗсене, куҫма пурлӑха халех палӑртмалла. Куншӑн яваплисем — маларах асӑннӑ Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем тата Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |