Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.6 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тата Канашри районсен хушшинчи прокуратура пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Канашоптпродторг» тулли мар яваплӑ обществӑра тӗрӗслев ирттернӗ. Ведомствӑсен ӗҫченӗсем Литваран кӳрсе килнӗ груша сутнине тупса палӑртнӑ.

Ҫак улма-ҫырлана Литваран илсе килнине ун ҫинчи маркировка этикетки те ҫирӗплетнӗ. Анчах грушӑна кӳрсе килнӗ чухне кирлӗ документсем пулман.

Россельхознадзорӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, сутлӑхри 39 килограмм грушӑна туртса илнӗ те тӗп тунӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт Сали ҫывӑхӗнчи заправка ҫумӗнче арҫын виллине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шӑнса вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫат сайтӗнче хыпарланӑ.

34 ҫулти арҫын виллине пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ир-ирех асӑрханӑ. Ҫак хыпара хаҫата пӗлтернӗ ҫын каланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын эрехпе айкашма пултарнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет, арҫын мӗншӗн вилнине уҫӑмлатать.

Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнче килӗнчен инҫех мар хӗрарӑм шӑнса вилни пирки пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55788
 

Пӑтӑрмахсем

Элӗк районӗнчи пӗр фермӑра хӗрарӑма ӗне тӗкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Каҫхи 10 сехетре ӗҫ вӑхӑтӗнче 38 ҫулти хӗрарӑма ӗне сӗкнӗ. Суранланнӑскере ҫав каҫах пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ.

Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче те кунашкал пӑтӑрмах пулнӑччӗ. Ун чухне 39 ҫулти арҫынна ӗне темиҫе хутчен те тӗкнӗ. Унӑн кӑкӑр шӑмми суранланнӑ, темиҫе аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55791
 

Культура

РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Раҫҫейри 11 регионта культура ҫурчӗ тумашкӑн 282,9 миллион тенкӗ уйӑрасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку укҫапа 16 культура ҫурчӗ ҫӗклӗҫ.

Ҫӗнӗ клубсем Адыгея, Алтай, Кабарда-Балкар, Карачай-Черкесск, Чӑваш республикисенче, Хабаровск крайӗнче, Архангельск, Астрахань, Воронеж, Курган, Чулхула облаҫӗсенче пулӗҫ.

Пирӗн республикӑра ку укҫапа Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче культура ҫурчӗ хӑпартӗҫ. Вӑл 300 вырӑнлӑ пулӗ. Ку тӗллевпе 40 миллион та 170 пин тенкӗ килӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ сӑнӗ.
ШӖМ сӑнӗ.

Шупашкарта малтанхи арӑмне тата унӑн аппӑшне ҫӗҫӗпе чикнӗ арҫынна тытса чарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Гладков урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра 49 ҫулти арҫын хайӗн арӑмӗ пулнӑ 42-ри хӗрарӑма ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ. Унсӑр пуҫне ҫав хӗрарӑмӑн 44 ҫулти аппӑшне те ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Экс-арӑмӗ хӑйӗн 9 ҫулти хӗрӗпе урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Часах йӗркелӗх хуралҫисем ҫитнӗ. Шар курнӑ хӗрарӑмӑн аппӑшне подъездра тупнӑ. Хӗрарӑмсене иккӗшне те пульницана ӑсатнӑ. Ҫӗҫӗпе хӑмсарнӑ арҫын вара, ӳсӗрскер, хваттерте шал енчен питӗрӗнсе ларнӑ.

Палӑртса хӑвармалла, хайхи арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Ӑна ун чухне арӑмне хӗненӗшӗн тата вӗлерессипе хӑратнӑшӑн явап тыттарнӑ.

 

Республикӑра

Шӑмӑршӑ районӗнчи прокуратура патшалӑх символикипе ҫыхӑннӑ саккунсене епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Районти пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне йӗркене пӑхӑнманшӑн пуҫран шӑлман.

Палтиел ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче республикӑри патшалӑх символӗсем пирки калакан саккуна пӑснӑ: унта Чӑваш Енӗн патшалӑх ялавне хӑпартман.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна пӑхса тухма суда ярса панӑ. Халӗ, ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, администраци ҫуртӗнче ҫитменлӗхе пӗтернӗ, ҫурт тӑрринче чӑваш ялавӗ вӗлкӗшет.

 

Спорт
Никита Васильев тата Лана Прусакова
Никита Васильев тата Лана Прусакова

Никита Васильевпа Лана Прусакована Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ.

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин чӑваш спортсменкине Лана Прусаковӑна ҫӗнтерӳпе саламланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Красноярск хулинче ҫак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиада пырать. Унта пирӗн тӑватӑ спортсмен вӑй виҫет: Лана Прусакова, Кристина Кускава, Алексей Петров тата Дмитирий Мулендеев. Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев — фристайлҫӑсем, Кристина Кускова — йӗлтӗрҫӗ, Алексей Петров — биатлонист. Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Лана Прусакова фристайлӑн слоуп-стайл енӗпе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Унӑн тренерӗ — Никита Васильев.

 

Политика
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикипе массӑллӑ коммникацисен министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ҫак должноҫа Екатерина Грабко йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрах, информполитика министрӗн ҫумне Екатерина Грабкона лартасси пирки кӑларнӑ йышӑнӑва Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ку должноҫе лариччен вӑл асӑннӑ министерство ертӳҫин пулӑшуҫи пулнӑ.

Палӑртса хӑвармалла, Екатерина Грабко Светлана Каликова вырӑнне йышӑннӑ. Светлана Каликовӑна нумаях пулмасть министр ҫумӗнчен кӑларса Чӑваш кӗнеке издательствин директорне лартнӑччӗ. Халӗ информполитика министрӗн Михаил Анисимовӑн икӗ ҫум: Юлия Стройкова тата Екатерина Грабко.

 

Вӗренӳ

Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче шкул йӑтӑнса аннине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнерех пӗлтернӗччӗ-ха. Хамӑр енчен тата ҫакна хушса калар: РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ӗнерех ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнӑ. Унти пресс-службӑра хыпарланӑ тӑрӑх, тӗпчевҫӗсен ӗҫне управлени пуҫлӑхӗ хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.

Паян ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӑтӑрмах пирки официаллӑ ӑнлантарса панӑ. Ӑна ведомство сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Стена ишӗлнӗ чух никам та шар курманнине малтанхи иккӗмӗш предлложнипех палӑртса хӑварнӑ. Унтан Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипетӗрлӗ министерствӑпа ведомство пайташӗсем лару-тӑрӑва вырӑна ҫитсе хакланине пӗлтернӗ.

Пӗр стени тата ҫивиттин пӗр пайӗ йӑтӑннӑ шкула специалистсем ҫурта пӗтӗмӗшле хак парӗҫ, ӑна ӳлӗмрен усӑ курма юранипе юрамассине палӑртӗҫ.

Шкулта 1-9-мӗш классенче 32 ача вӗреннӗ, шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнне 22-ӗн ҫӳренӗ. Паянтан вӗсене урӑх ҫӗре турттарма тытӑннӑ: 1-9 классенчисене — Аслӑ Пинерти вӑтам шкула, шкул ҫулне ҫитменнисене — Пысӑк Енкассине.

 

Хулара

Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та укҫа-тенке страхлама сӗннӗ. Арҫыннӑн карточки ҫинчен 2 пин тенкӗ ҫухалнӑ имӗш, ҫавна май ытти нухрата упраса хӑвармалла.

Ҫак хӗрарӑм сӗннипе арҫын ҫывӑхри банкомат патне пынӑ, лешӗ каласа пынипе темиҫе операци ирттернӗ.

Арҫын ултавҫӑ аллине ҫакланнине чухламан – хӗрарӑма шанса вӑл мӗн каланине йӑлтах тунӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн карточки ҫинчен 50 пин тенкӗ ҫухалнӑ.

Укҫа-тенке ҫухатсан Шупашкар ҫынни полицие кайса заявлени ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55766
 

Страницӑсем: 1 ... 1842, 1843, 1844, 1845, 1846, 1847, 1848, 1849, 1850, 1851, [1852], 1853, 1854, 1855, 1856, 1857, 1858, 1859, 1860, 1861, 1862, ... 3894
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 17

1927
98
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
76
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...