«Azur Air» чартер компанийӗ авиапассажирсене Хусантан Занзибар утравӗ ҫине илсе кайма пуҫлассине пӗлтернӗ. Чӑваш Енпе кӳршӗллӗ регионтан самолетсем Африкӑри ҫав вырӑна юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнӗҫ.
Занзибара, сӑмах май каласан, самолетсене авиакомпани Мускавран, Питӗртен, Дон ҫинчи Ростовра, Самартан тата Ҫӗнҫӗпӗртен вӗҫтерӗ. Рейссем 10 кунта пӗрре пулӗҫ. Пассажирсене «Boeing 777−300ER» самолетпа турттарӗҫ. Самолетсем кӗркуннерен пуҫласа хӗлӗпех вӗҫӗҫ.
Паянхи кун Раҫҫейрен темиҫе ҫӗршыва ҫеҫ самолетсем вӗҫеҫҫӗ. Танзани (Занзибар шӑпах ун йышӗнче) – ҫав йышрисенчен пӗри. Ҫумӑрлӑ кӗр кунӗсенче е сивӗ хӗлле океанта шыв кӗме ӗмӗтленекенсем валли Занзибар шӑпах лайӑх вырӑн. Турсене «Anex Tour» туроператор сутать.
Чӑваш ҫыннисем Черногорие кайма пултараҫҫӗ. Ырантан, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, Черногори Раҫҫей ҫыннисемшӗн хӑйӗн чиккине уҫассине пӗлтернӗ. Асӑннӑ ҫӗршыв «симӗс» зонӑна Раҫҫее кӗртнӗ. Анчах унта пирӗн патран самолетсем хальлӗхе вӗҫмеҫҫӗ.
Кӑшӑлвируса пула хупӑннӑ чикӗсем майӗпен уҫӑлма тытӑнчӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршыв Турци, Великобритани, Танзани тата Абхази чиккисене уҫрӗ. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен самолетсем Швейцаринчи Женева хулине эрнере пӗрре вӗҫме тытӑнӗҫ.
Абхазие Краснодар крайӗнчи Адлерти чукун ҫул вокзалӗнчен тата Сочири аэропортран пӗрлехи билетпа ҫитме май килӗ. Кун пирки Раҫҫейӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ. Пӗрлехи билетпа Абхазинчи пилӗк хулана: Гагрӑна, Пицундӑна, Гудаутӑна, Ҫӗнӗ Афона тата Сухума — кайма май пур.
Ҫӗршывра пурнӑҫран майӗпен чӗрӗлет. Ҫакӑ Раҫҫей хӑйӗн чиккине майӗпен уҫма тытӑннинче те сисӗнет. Ҫурла уйӑхн 15-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршывран Швейцарине самолетсем вӗҫме тытӑнӗҫ. Рейссене ҫичӗ кунта пӗрре «Мускав-Женева-Мускав» маршрутпа пурнӑҫлӗҫ.
Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Раҫҫей Турци, Великобритани тата Танзани чиккисене уҫрӗ. Ҫапла вара самолетсем Стамбула, Анкарана, Лондона тата Занзибара вӗҫме тытӑнчӗҫ. Рейссене Мусквран, Питӗртен тата Дон ҫинчи Ростовран йӗркеленӗ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен самолетсем Турцинчи Анталья, Бодрум тата Даламан хулине вӗҫме пуҫлӗҫ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшенчен Раҫҫейпе Абхази чиккине те уҫрӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ тата тепӗр икӗ ҫын вилнӗ. Ҫапла вара ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 56 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Цифрӑсене федерацин информаци центрӗ пӗлтернӗ.
Иртсе кайнӑ талӑкра Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене тата тепӗр 37 тӗслӗх шута илнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку амакпа 6 811 ҫын чирленӗ. Сывалнисем – 3 857 ҫын, вӗсенчен 65-шӗ юлашки талӑкра сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа 2 898 ҫын чирлет. Чир сарӑлнин индексӗ – 0,97.
Сӑмах май каласан, Раҫҫей ӗнертенпе тӑватӑ ҫӗршывпа: Турципе, Великобританипе, Абхазипе тата Танзанипе – хӑйӗн чиккине уҫрӗ. Турцие, Великобритание тата Танзание самолетсем вӗҫме тытӑнчӗҫ. Ют ҫӗршывран килекенсен килтен тухмасӑр ик эрне ларма тивмӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывран ют ҫӗршыва самолетсем вӗҫме пуҫлас шанчӑк пур. Кун пирки ТАСС информаци агентстви хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Ют ҫӗршывсене самолетсем ҫӳретме тытӑнас ыйтӑва Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Татьяна Голикова патӗнче иртнӗ канашлура хускатнӑ. Анчах татӑклӑ йышӑну туман.
Аса илтерер: самолетсене кӑшӑлвирус пандемине пула пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗ хыҫҫӑн чикӗ леш енне вӗҫме чарнӑччӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Раҫҫей Турци, Великобритани тата Танзани чиккисене уҫать. Ҫапла вара самолетсем Стамбула, Анкарана, Лондона тата Занзибара вӗҫме тытӑнӗҫ. Рейссем Мусквран, Питӗртен тата Дон ҫинчи Ростовран пулӗҫ.
Паянтанах Раҫҫейпе Абхази чиккине уҫӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен самолетсем Турцинчи Анталья, Бодрум тата Даламан хулине вӗҫме пуҫлӗҫ.
Елчӗк районӗнчи Лащ Таяпари Дмитрийпе Денис Борисовсем Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» телекӑларӑма хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче эфира тухнӑччӗ вӑл. Анчах темшӗн вӗсене Патӑрьелтен евӗр паллаштарчӗҫ.
Пӗлменнисене пӗлтерер: 26-ри йӗкӗрешсем Мускав облаҫӗнчи Люблино хулинче хваттер тара илсе пурӑнаҫҫӗ. Унта вӗсем электрон техникӑн интернет-лавккисен сетьне йӗркелесе янӑ.
Ҫак кунсенче вӗсем — Хӗвел тухӑҫ Африкӑра. Йӗкӗрешсем — унти Танзани ҫӗршывӗнче ҫулҫӳревре. Унта вӗсем Килиманджаро тӑвӗ ҫине хӑйсен ял ялавӗпе улӑхас шутпа тухса кайнӑ. Ту ҫине хӑпариччен каччӑсем Моши хулипе паллашнӑ, вырӑнти шкула кӗрсе тухнӑ. Чӑваш каччисем Африкӑри вырӑнти ҫамрӑксемпе асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Ӗнер 5895 метр ҫуллӗшӗнчи тӑва каччӑсем хӑйcен ял ялавӗпе хӑпарса ҫитнӗ. Мускавра вӗсем кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |